Тӗп матералсем патне куҫӑр

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр. Библире ҫырса кӑтартнӑ ҫынсем

Ҫак ярӑмри статьясем Библире ҫырса кӑтартнӑ Турра хытӑ ӗненнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсен пурнӑҫне куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшаҫҫӗ a. Вӗсен тӗслӗхӗсем сире хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетме тата Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗҫ.

a Библире ҫырса кӑтартнӑ историсене куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшас тесе тата вӗсем чӗрене пырса тивччӗр тесе ҫак ярӑмри статьясенче Библире ҫырса паман хӑш-пӗр вак-тӗвексене кӗртнӗ. Ҫак вак-тӗвексем Библипе, историпе тата археологсем мӗн тупнипе килӗшсе тӑччӑр тесе вӗсене тарӑн тӗпченӗ.

Турӑ Ҫут тӗнчене тунинчен пуҫласа ҫӗре шыв иличченхи тапхӑр

Авель. «Вилнӗ пулсассӑн та... халӗ те калаҫать»

Библире Авель ҫинчен сахал каланӑ пулсан та, эпир ун ҫинчен тата унӑн ӗненӗвӗ ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

Енох. Вӑл «Турра юранӑ»

Хӑвӑр ҫемйӳне мӗн кирлипе тивӗҫтересси пирки эсир пӑшӑрханатӑр тата тӗрӗслӗхшӗн сирӗн кӗрешме тивет пулсан, Енох тӗслӗхӗ сире нумай енчен вӗрентме пултарать.

Ной. Вӑл «Турӑ умӗнче ҫӳренӗ»

Ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне Нойпа унӑн арӑмӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Ковчег тунипе вӗсем хӑйсем ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ?

Ҫӗре шыв илнинчен пуҫласа Египетран тухичченхи тапхӑр

Авраам. «Пур ӗненекенӗн те ашшӗ»

Авраам ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ? Хӑш тӗлӗшрен сирӗн Авраам ӗненнӗ пек ӗненес килет?

Сарра. «Эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм»

Египетра фараонӑн кнеҫӗсем Сарра хитре пулнине курнӑ. Кайран мӗн пулса иртни сире тӗлӗнтерме пултарать.

Турӑ ӑна «княгиня» тенӗ

Мӗншӗн ҫӗнӗ ят Саррӑшӑн вырӑнлӑ пулнӑ?

Иосиф. «Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса... ҫылӑха кӗрем?»

Потифарӑн арӑмӗ илӗртме хӑтланнӑ чухне Иосифа ҫирӗп пулма мӗн пулӑшнӑ?

Иосиф. «Ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара?»

Эрех паракансен пуҫлӑхӗн, ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗн тата фараонӑн тӗлӗкӗсене тӗп-тӗрӗс ӑнлантарса пама Иосифа кам пулӑшнӑ? Иосиф пӗр кунтах тӗрмерен кермене мӗнле лекнӗ?

Иосиф. «Эпӗ Турӑран хӑратӑп»

Сирӗн ҫемьере сутӑнчӑкла хӑтланнине, кӗвӗҫнине е курайманнине пула килӗшӳ ҫук пулсан, Иосиф тӗслӗхӗ сире пулӑшма пултарать.

Египетран тухнинчен пуҫласа Израильте пӗрремӗш патша патшана ларичченхи тапхӑр

Девора. «Эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклентӗм»

Библире Деворӑн ӗненӗвӗпе хӑюлӑхӗ ҫинчен ҫырса панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Руфь. «Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп»

Мӗншӗн Руфь хатӗр пулсах хӑйӗн ҫемйине те, ҫӗршывне те хӑварса тухса кайнӑ? Турӑ хаклакан мӗнле паха енсем Руфӗн пулнӑ?

Руфь. «Ырӑ хӗрарӑм»

Вооз Руфе качча илни мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ? Руфьпе Ноеминь тӗслӗхӗнчен эпир ҫемье пирки мӗне вӗренетпӗр?

Анна. Вӑл Турра хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ

Иеговӑна ӗненнӗрен Анна нихӑҫан вӗҫленмен пек туйӑнакан лару-тӑрӑва чӑтса ирттерме пултарнӑ.

Самуил. Вӑл «Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ»

Самуилӑн ачалӑхӗ ыттисеннинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? Сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлесе тӑнӑ чухне ӗненӗвне ҫирӗплетме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

Самуил. Вӑл хурлӑхлӑ вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ пулнӑ

Эпир пурте пирӗн ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑр лару-тӑрусемпе тӗл пулатпӑр. Самуил тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Израильте пӗрремӗш патша патшана ларнинчен пуҫласа Христос ҫураличченхи тапхӑр

«Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи»

Давид мӗне пула Голиафа ҫӗнтерме пултарнӑ? Давидпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Авигея. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ

Авигейӑн ҫемйинчи лару-тӑру ҫӑмӑл пулманни пире мӗне вӗрентет?

Илия. Вӑл чӑн Турӑ патне таврӑнма ӳкӗтленӗ

Кам та пулин Библи вӗрентӗвӗсемпе килӗшмен чухне эпир, Илия пекех, мӗн тума пултаратпӑр?

Илия. Вӑл сыхӑ тӑнӑ тата кӗтнӗ

Иеговӑн сӑмахӗ пурнӑҫланасса кӗтнӗ май, кӗлтӑвасси Илияшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ӑҫтан курӑнать?

Илия. Вӑл Турӑ пулӑшнине туйса тӑнӑ

Мӗне пула Илия вилӗм ыйтмаллах хуйха ӳкнӗ?

Иона. Хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен ӑса вӗреннӗ

Турӑ ӗҫ шанса парсан Ионӑн сехри хӑпнӑ. Сирӗнпе ҫавнашкалли пулнӑ-и? Унпа мӗн пулса иртни пире Иегова тӳсӗмлӗ те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине кӑтартса парать.

Иона. Вӑл ыттисене хӗрхенме вӗреннӗ

Иона ҫинчен ҫырса пани пире хамӑра тӗрӗслеме мӗнле пулӑшать?

Эсфирь. Вӑл Турӑ халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ

Ыттисене, Эсфирь пекех, чун-чӗререн юратнине кӑтартас тесен пире ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ.

Эсфирь. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ пулнӑ, пурнӑҫне те шеллемен

Эсфирь хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмесӗр Иеговӑшӑн тата хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑни мӗнрен курӑнать?

Христос ҫуралнинчен пуҫласа апостолсем виличченхи тапхӑр

Мария. «Эпӗ — Турӑ чури»

Мария Гавриил ангела мӗнле хуравлани вӑл Турра ӗненни ҫинчен мӗн кӑтартса парать? Марийӑн тата мӗнле паха енсем пулнӑ?

Мария. Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ

Вифлеемре мӗн пулса иртни Марийӑна Турӑ сӑмах панисене хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ.

Иосиф. Вӑл лайӑх ашшӗ пулнӑ

Иосиф хӑйӗн ҫемйине мӗнле хӳтӗленӗ? Иосиф Марийӑпа Иисуса мӗншӗн Египета илсе кайнӑ?

Марфа. «Ӗненетӗп»

Марфа хурлӑхлӑ вӑхӑтра та хытӑ ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ?

Петр. Вӑл иккӗленӳсемпе тата хӑранипе кӗрешнӗ

Иккӗленӳсем шар кӑтартма пултараҫҫӗ. Анчах та Петр хӑранине тата иккӗленӳсене ҫӗнтерсе Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.

Петр. Вӑл йывӑр вӑхӑтра та шанчӑклӑ пулнӑ

Ӗненни тата Иисуса чунтан парӑнни Петра хӑйне тӳрлетнине йышӑнма мӗнле пулӑшнӑ?

Петр. Вӑл Вӗрентекенӗнчен каҫарма вӗреннӗ

Иисус Петра ыттисене каҫармалли пирки мӗне вӗрентнӗ? Иисус Петра каҫарнине мӗнле кӑтартнӑ?

«Хамӑн савнӑ ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскер»

Тимофея вӑтанчӑк ҫамрӑкран чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан старейшина пулса тӑма мӗн пулӑшнӑ?