Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУНТӐХХӐРМӖШ СЫПӐК

Вӑл лайӑх ашшӗ пулнӑ

Вӑл лайӑх ашшӗ пулнӑ

1, 2. а) Иосифпа унӑн ҫемйине мӗнле улшӑнусем кӗтнӗ? ӑ) Иосифӑн хӑйӗн арӑмне мӗнле хӑрушӑ хыпара пӗлтермелле пулнӑ?

ИОСИФ ашак ҫине тепӗр ҫыхӑ хунӑ та тӳсӗмлӗ выльӑха ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илнӗ, вара каҫ ӗнтрӗкӗ ӳкнӗ Вифлееме куҫӗпе пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӑл Египета кайма вӑрӑм ҫула тухмалли пирки шухӑшланӑ пулӗ. Пулас пысӑк улшӑнусене — ют ҫынсене, ют чӗлхене, ют йӑла-йӗркене — унӑн пӗчӗк ҫемйи хӑнӑхма пултарӗ-ши?

2 Хӑрушӑ хыпара хӑйӗн юратнӑ арӑмне, Марийӑна, пӗлтерме пӗрре те ҫӑмӑл пулман, анчах та Иосиф кӑмӑлне хытарнӑ та ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ. Вӑл хӑйне тӗлӗкре ангел Туррӑн хыпарне пӗлтерни ҫинчен каланӑ: Ирод патша вӗсен ывӑлне вӗлересшӗн. Вӗсен халех тармалла! (Матфей 2:13, 14 вулӑр.) Мария пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсен пӗр айӑпсӑр пӗчӗк ачине мӗншӗн вӗлересшӗн-ши? Ҫакӑ унӑн пуҫне шӑнӑҫма пултарайман. Анчах та вӗсем Иосифпа иккӗшӗ те Иеговӑна шаннӑ, ҫавӑнпа тӳрех ҫула тухма пуҫтарӑнма тытӑннӑ.

3. Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Вифлеемрен тухса кайни ҫинчен каласа парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Иосифпа Мария Иисуса илнӗ те ыйха путнӑ Вифлеемрен, хӑй умне мӗнле хӑрушлӑх ҫитсе тӑнине пӗлмен хуларан, ҫӗрлехи сӗмлӗхре тухса кайнӑ. Иосиф хӑйӗн ҫемйипе кӑнтӑр еннелле ҫул тытнӑ, хӗвелтухӑҫ енче шурӑмпуҫ ҫути курӑна пуҫланӑ та ӗнтӗ. Малашне мӗн пуласси Иосифа питӗ шухӑшлаттарнӑ. Унӑн, ахаль ҫыннӑн, хӑйӗн ҫемйине хӑватлӑ тӑшманран мӗнле хӳтӗлемелле-ши? Вӑл хӑйӗн арӑмӗпе ывӑлне мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарӗ-ши? Иегова Турӑ шанса панӑ ҫӑмӑл мар ӗҫе пурнӑҫлайӗ-ши — Унӑн ачишӗн тӑрӑшма тата ӑна пӑхса ӳстерме пултарайӗ-ши? Ҫакӑ пурте Иосифа хӑратнӑ пулӗ. Вӑл ҫак йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтернине пӑхса тухсан, паян ашшӗсен тата пирӗнтен кашнин мӗншӗн Иосиф ӗненнӗ пек ӗненмеллине курӑпӑр.

Иосиф хӑйӗн ҫемйине хӳтӗленӗ

4, 5. а) Иосифӑн пурнӑҫӗ хӑш енчен яланлӑхах улшӑннӑ? ӑ) Иосифа йывӑр ӗҫе пурнӑҫлама ангел мӗнле хавхалантарнӑ?

4 Ҫав ӗҫсем умӗн пӗр ҫулталӑка яхӑн маларах, Иосиф тӑван хулинче Назаретра пурӑннӑ чухнех, унӑн пурнӑҫӗ йӑлтах улшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Иосиф валли Илийӑн хӗрне, Марийӑна, ҫураҫнӑ пулнӑ. Ҫак хӗр Иеговӑна юратнине тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑннине Иосиф пӗлнӗ. Анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен Мария йывӑр ҫын пулса тӑнине пӗлет! Иосиф унӑн ятне варалас мар тесе ӑна вӑрттӑн уйӑрса ярасшӑн пулнӑ *. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ӑна тӗлӗкре ангел курӑннӑ та Мария святой сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех ангел ҫав ача «Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ» тенӗ. Вӑл Иосифа ҫапла каласа лӑплантарнӑ: «Эсӗ арӑмна, Марийӑна, ху патна илме ан хӑра» (Матф. 1:18—21).

5 Иосиф, тӳрӗ кӑмӑллӑскер тата Турра итлекенскер, ҫапла тунӑ та. Вӑл тӗлӗнмелле йывӑр ӗҫе тума килӗшнӗ — тӑван мар ачана, анчах та Турӑшӑн чи хаклӑ ачана пӑхса ӳстерме. Каярахпа, патша халӑх йышне шутлас тесе кӑларнӑ хушӑва итлесе, Иосиф хӑйӗн ҫие юлнӑ арӑмӗпе пӗрле Вифлееме ҫырӑнма кайнӑ. Иисус шӑп ҫав вырӑнта ҫуралнӑ та.

6—8. а) Мӗнле ӗҫсене пула Иосифӑн тата унӑн пӗчӗк ҫемйин пурнӑҫӗнче каллех улшӑнусем пулса иртнӗ? ӑ) «Ҫӑлтӑра» Сатана янине мӗн ҫирӗплетсе парать? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

6 Иосифпа Мария каялла Назарета таврӑнман, вӗсем Вифлеемрех, Иерусалимран темиҫе ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ хулара, пурӑнма юлнӑ. Вӗсем чухӑн пулнӑ, апла пулин те Иосиф Марийӑпа ывӑлӗн мӗн кирли пурте пултӑр тесе тата вӗсене йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Кӗҫех вӗсем пысӑках мар ҫуртра пурӑнма пуҫланӑ. Иисус ҫулталӑк тултарнӑ хыҫҫӑн вӗсен пурнӑҫӗ каллех сасартӑк улшӑннӑ.

7 Пӗррехинче вӗсем патне хӗвелтухӑҫран, тен, аякри Вавилонтан, темиҫе ҫӑлтӑрҫӑ килнӗ. «Ҫӑлтӑр» вӗсене Иосифпа Мария килне илсе ҫитернӗ. Ҫӑлтӑрҫӑсем иудей патши пулмалли ачана шыранӑ пулнӑ. Ҫав ҫынсем хӑйсене питӗ хисеплӗн тытнӑ.

8 Те пӗлсех, те пӗлмесӗрех ҫӑлтӑрҫӑсем Иисусӑн пурнӑҫне пысӑк хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ. «Ҫӑлтӑр» вӗсене чи малтан Вифлееме мар, Иерусалима илсе килнӗ *. Вӗсем унта усал Ирод патшапа калаҫнӑ чухне иудейсен патши пулса тӑмалли ачана шырани ҫинчен каланӑ. Ҫак хыпар кӗвӗҫ чунлӑ патшана тарӑхтарсах янӑ.

9—11. а) Иродран тата Сатанаран чылай Хӑватлӑскер лару-тӑрӑва мӗнле улӑштарнӑ? ӑ) Апокриф юмах-халапӗсемпе танлаштарсан, Египета ҫитме чӑннипе ҫӑмӑл пулнӑ-и?

9 Телее, ҫав лару-тӑрӑва Иродран та, Сатанаран та чылай Вӑйлӑраххи хутшӑннӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха? Ҫӑлтӑрҫӑсем ачана хаклӑ парнесем парнеленӗ. Ҫакнашкал хаклӑ япаласем — «ылтӑн, латӑн тата смирна» — Иосифпа Марийӑн унччен нихӑҫан та пулман! Ҫӑлтӑрҫӑсем хӑйсем шыранӑ ачана ӑҫта тупни ҫинчен Ирод патшана пӗлтересшӗн пулнӑ. Анчах та Иегова вӗсене ҫакна тума паман: вӑл тӗлӗкре вӗсене килне урӑх ҫулпа кайма хушнӑ. (Матфей 2:1—12 вулӑр.)

10 Ҫӑлтӑрҫӑсем кайнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иосифа Иеговӑн ангелӗ курӑннӑ та каланӑ: «Тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ каличчен ҫавӑнтах пурӑн: Ирод Ачана шыраса тупса вӗлересшӗн» (Матф. 2:13). Сыпӑк пуҫламӑшӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, Иосиф хӑйне хушнине тӳрех итленӗ. Ачан пурнӑҫне сыхласа хӑварасси уншӑн чи кирли пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ҫемйине Египета илсе кайнӑ. Ҫӑлтӑрҫӑсем панӑ хаклӑ парнесем Иосиф ҫемйишӗн ҫул ҫинче те, Египетра пурӑннӑ чухне те пысӑк пулӑшу пулнӑ.

Хӑйне шеллемесӗр Иосиф ывӑлне хӳтӗленӗ

11 Апокриф юмах-халапӗсенче Иосифпа Мария Египета кайнӑ чухне вӗсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен ӳстерсе ҫырнӑ. Сӑмахран, пӗчӗк Иисус тӗлӗнмелле майпа ҫула кӗскетнӗ, вӑрӑ-хурахсене хӑваласа янӑ тата амӑшӗ финик пальми ҫинчен ҫимӗҫ татса илме пултартӑр тесе йывӑҫа тайӑлма хушнӑ тенӗ *. Чӑннипе вара, ҫак ҫул питӗ вӑрӑм тата йывӑр пулнӑ, вӗсем хӑйсене малашне мӗн кӗтнине те пӗлмен.

Ҫемйишӗн тӑрӑшса Иосиф канлӗ пурнӑҫне хӑварма хатӗр пулнӑ

12. Ачисене ҫак хӑрушӑ тӗнчере пӑхса ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗсем Иосифран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

12 Ашшӗ-амӑшӗсем Иосиф тӗслӗхӗнчен нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Хӑйӗн ҫемйине хӳтӗлес тесе вӑл ӗҫне те, канлӗ пурнӑҫне те хӑварма хатӗр пулнӑ. Ҫемье уншӑн Турӑ панӑ хаклӑ парне пулни уҫҫӑн курӑнать. Паян та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене хӑрушӑ вӑхӑтра пӑхса ӳстерме тивет, ҫак тӗнче ачасене пӑсма тата ирсӗрлетме ҫеҫ мар, пӗтерсе хума та пултарать. Иосифран тӗслӗх илекен ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене япӑх витӗмрен хӳтӗлеме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса мӗн тери тӗрӗс тӑваҫҫӗ!

Иосиф хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшнӑ

13, 14. Мӗншӗн Иосифпа Мария Назаретра пурӑнма шут тытнӑ?

13 Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Египетра нумай пурӑнман пулас, мӗншӗн тесен кӗҫех ангел Ирод вилни ҫинчен пӗлтернӗ. Вара Иосиф хӑйӗн ҫемйипе пӗрле тӑван ҫӗрне кайма тухнӑ. Пӗр авалхи пророкла каланинче Иегова хӑйӗн ывӑлне «Египетран» чӗнсе илӗ тенӗ (Матф. 2:15). Иосиф мӗн туни ҫак пророкла каланине пурнӑҫа кӗртме май панӑ. Анчах та вӗсен халӗ ӑҫта пурӑнмалла-ши?

14 Иосиф асӑрхануллӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл Архелайран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫав патша, ун умӗнхи Ирод патша пекех, йӗркесӗр тата хаяр пулнӑ. Турӑ хушнипе Иосиф хӑйӗн ҫемйине Иерусалимран аяккарах, ҫурҫӗр еннелле, хӑй унччен пурӑннӑ Галилейӑри Назарет хулине илсе кайнӑ. Вӗсем унта тӗпленсе пурӑннӑ та. (Матфей 2:19—23 вулӑр.)

15, 16. Иосифӑн ӗҫӗ пирки мӗн калама пулать, тата вӑл мӗнле хатӗрсемпе усӑ курма пултарнӑ?

15 Вӗсем ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ, анчах йывӑрлӑхсемсӗр мар. Библире Иосиф пирки каскалакан, е платник, тенӗ. Ҫакӑн пек ытларах чухне йывӑҫпа ӗҫлекенсем ҫинчен каланӑ. Тӗслӗхрен, платник йывӑҫ каснӑ, пӗренесем йӑтнӑ, ҫавӑн пекех ҫуртсем, кимӗсем, пӗчӗк кӗперсем, урапасем, хӑмӑтсем тата ялхуҫалӑх хатӗр-хӗтӗрне тума пӗрене-хӑма типӗтнӗ (Матф. 13:55). Ҫакӑ питӗ йывӑр ӗҫ пулнӑ. Авалхи вӑхӑтра платниксем час-часах килӗ умӗнче е юнашар туса лартнӑ ӗҫ пӳлӗмӗнче ӗҫленӗ.

16 Иосиф тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ курнӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ашшӗнчен юлнӑ пулӗ. Сӑмахран, унӑн кӗтес, виҫкӗч, пурӑпа сӑрланӑ кантра, тӗрлӗрен пуртӑ, пӑчкӑ, мӑлатук, йывӑҫ мӑлатук, ӑйӑ, ухӑ евӗрлӗ пӑра, тӗрлӗрен ҫилӗм тата пӑтасем (вӗсем хаклӑ пулнӑ пулсан та) пулма пултарнӑ.

17, 18. а) Хӑйӗн тӑван мар ашшӗнчен Иисус мӗне вӗреннӗ? ӑ) Кил-йыша мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн Иосифӑн мӗншӗн йывӑр ӗҫлемелле пулнӑ?

17 Пӗчӗк Иисус хӑйӗн тӑван мар ашшӗ мӗнле ӗҫленине пӑхса тӑнӑ пулӗ. Вӑл унӑн кашни хусканӑвне тимлӗн сӑнанӑ — ашшӗн сарлака та тӗреклӗ хул-ҫурӑмне, вӑйлӑ аллисене, ӑсталӑхне тата ҫивӗч ӑс-тӑнне курса хӑпартланнӑ. Тен, Иосиф хӑйӗн ывӑлне ансат ӗҫсене мӗнле тумаллине кӑтартнӑ, сӑмахран, тикӗс мар вырӑнсене типӗтнӗ пулӑ хуппипе мӗнле якатмаллине. Ҫавӑн пекех вӑл Иисуса йывӑҫсем, калӑпӑр сикомор, юман е ҫу йывӑҫҫи, пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнлантарнӑ пулӗ.

Иосиф хӑйӗн ывӑлне платник ӗҫне тума вӗрентнӗ

18 Йывӑҫсене йӑвантаракан, пӗрене-хӑмана чутлакан тата тӗрлӗрен пайсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтаракан ҫав вӑйлӑ алӑсемех ҫепӗҫ пулнине те Иисус питӗ лайӑх пӗлнӗ: ҫав алӑсем ӑна хӑйне те, шӑллӗ-йӑмӑкӗсене те, амӑшне те ачашланӑ тата йӑпатнӑ. Иосифпа Марийӑн ҫемйи майӗпен ӳссе пынӑ, Иисуссӑр пуҫне вӗсен сахалтан та тепӗр ултӑ ача ҫуралнӑ (Матф. 13:55, 56). Кил-йыша мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн Иосифӑн йывӑр ӗҫлемелле пулнӑ.

Иосиф Турӑпа килтисен хушшинчи хутшӑнусем чи кирлине ӑнланнӑ

19. Килӗнчисене Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пулӑшас тесе Иосиф мӗн тунӑ?

19 Апла пулин те, Иосиф Турӑпа килтисен хушшинчи хутшӑнусем чи кирлине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ачисене Иегова Турӑ ҫинчен тата унӑн законӗсем ҫинчен каласа пама вӑхӑт уйӑрнӑ. Вӗсем Марийӑпа синагогӑна ҫӳренӗ чухне ачисене те яланах пӗрле илнӗ, унта вӗсем Закон вуласа тата ӑнлантарса панине итленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иосифа питӗ нумай ыйту панӑ пулӗ, лешӗ вара хуравланӑ. Унсӑр пуҫне, Иосиф кил-йыша Иерусалима тӗн уявӗсене илсе ҫӳренӗ, сӑмахран, ҫулсерен иртекен Пасха уявне. Иерусалима ҫитме 120 ҫухрӑма яхӑн утмалла пулнӑ, ҫавӑнпа ҫав уява кайса килме икӗ эрнех кирлӗ пулма пултарнӑ.

Турра пуҫҫапма Иерусалимри храма Иосиф хӑйӗн ҫемйине те илсе ҫӳренӗ

20. Паян ҫемье пуҫӗсем Иосифран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

20 Паян та ҫемье пуҫӗсем ҫавнашкалах тӑваҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ачисене Турӑ нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентес тесе хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшаҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсене пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерессинчен те кирлӗрех тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем ачисем христиансен тӗлпулӑвӗсене — пӗчӗк тӗлпулусене те, пысӑккисене те — ҫӳреччӗр тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Ачисене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшни вӑл — хӑйсен ачисемшӗн мӗн тума пултарнинчен чи лайӑххи иккенне вӗсем Иосиф пекех ӑнланаҫҫӗ.

Вӗсем «темӗн тӗрлӗ» пӑшӑрханнӑ

21. Иосифӑн ҫемйи Пасха уявне хаклани ӑҫтан курӑнать, тата Иисус ҫухалнине Марийӑпа Иосиф хӑҫан асӑрханӑ?

21 Иисус 12 ҫулта чухне Иосиф хӑйӗн ҫемйине, ытти ҫулсенчи пекех, Иерусалима Пасха уявне илсе кайнӑ. Ҫурхи курӑк ӑшне путнӑ ҫул тӑрӑх пысӑк ҫемьесем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пынӑ. Ӳсентӑранпа чухӑнрах ту ҫинче ларнӑ Иерусалим патне ҫывхарса пынӑҫемӗн чылайӑшӗ «улӑхнӑ чухнехи» псаломсене юрланӑ (Пс. 119—133). Хулана ҫӗр-ҫӗр пин ҫын килнӗ. Уяв хыҫҫӑн пурте килӗсене кайма тухнӑ. Иосифпа Мария ҫул ҫинчи ӗҫсемпе тӑрмашнӑ пулас, вӗсем Иисус кампа та пулин, тен, хурӑнташӗсемпе пӗрле утса пырать тесе шутланӑ. Каҫ еннелле ҫеҫ вӗсем Иисус ҫухалнине ӑнланса илнӗ (Лука 2:41—44).

22, 23. Ҫухалнӑ ывӑлне тупас тесе Иосифпа Мария мӗн тунӑ тата ывӑлӗ тупӑнсан Мария мӗн каланӑ?

22 Хӑраса ӳкнӗскерсем, Иосифпа Мария каялла Иерусалималла васканӑ. Халӗ, хула урамӗсем тӑрӑх ывӑлне кӑшкӑра-кӑшкӑра шыраса ҫӳренӗ чухне, Иерусалим вӗсене пуш-пушӑ та ют хула пек туйӑннӑ. Ӑҫта-ши вӗсен тӗпренчӗкӗ? Виҫҫӗмӗш кунхине Иосифӑн пуҫне усал шухӑш та кӗнӗ, тен: Иегова шанса панӑ пуянлӑха вӑл нивушлӗ упраса хӑвараймарӗ? Юлашкинчен вӗсем храма пынӑ. Ачана шыраса вӗсем Закона пӗлекен ӑслӑ арҫынсем пуҫтарӑннӑ пӗр пӳлӗме кӗнӗ. Вӗсен хушшинче ҫамрӑк Иисуса курсан Иосифпа Марийӑн чунӗ лӑштах пулнӑ! (Лука 2:45, 46.)

23 Иисус вӗрентекенсене итленӗ тата вӗсене нумай ыйту панӑ. Пурте унӑн ӑсӗнчен, вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Иосифпа Мария вара аптраса тӑнӑ. Иосиф мӗн те пулин каланӑ-ши? Библире ҫавӑн пирки ҫырман. Анчах та Марийӑн сӑмахӗсем вӗсен иккӗшӗн туйӑмӗсене те питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ: «Ачам! капла Эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн-ха? Акӑ эпир аҫупа иксӗмӗр темӗн тӗрлӗ хуйхӑрса шырарӑмӑр Сана» (Лука 2:47, 48).

24. Ачасене пӑхса ӳстересси ҫӑмӑл маррине Библи мӗнле кӑтартать?

24 Ҫак пулса иртнинчен ашшӗ-амӑш пуласси ҫӑмӑл марри курӑнать — ача пӗр ҫитменлӗхсӗр чухне те пӑшӑрханмалли пулать. Паянхи хӑрушӑ тӗнчере ача-пӑча пӑхса ӳстернӗ чухне вара кулянмалли пайтах, анчах та Иегова ҫакна ӑнланни ашшӗ-амӑшне лӑплантарма пултарать.

25, 26. Иисус хӑйӗн ашшӗпе амӑшне мӗн хуравланӑ тата ывӑлӗн сӑмахӗсем Иосиф чӗринче мӗнле туйӑмсем вӑратнӑ?

25 Ҫакӑнта, храмра, Иисус пӗлӗтри Ашшӗ хӑйпе юнашаррине туйнӑ тата Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе савӑнӑҫ илнӗ. Тӗлӗннипе Иисус ашшӗ-амӑшне хуравланӑ: «Мана мӗн тума шырамаллаччӗ сирӗн? Манӑн Хамӑн Аттемӗн Ҫуртӗнче пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?» (Лука 2:49.)

26 Иосиф ҫак сӑмахсем пирки час-часах шухӑшланӑ тата ҫакӑ унӑн чӗринче ырӑ туйӑмсем вӑратнӑ пулӗ. Вӑл хӑйӗн усрава илнӗ ывӑлӗпе Иегова Турӑ хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ-ҫке. «Атте» сӑмах ҫамрӑк Иисусра ӑшӑ туйӑмсем ҫуратнӑ, ҫакӑнта Иосифӑн тӳпи те пулнӑ.

27. Ашшӗсен мӗнле яваплӑх пур тата вӗсем Иосифран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

27 Ачисене юратнине кӑтартса тата хӳтӗлесе, ашшӗсем вӗсене Иегова ҫине пӗлӗтри Ашшӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма, вӑл вӗсене юратнине тата хӳтӗленине ӑнланма пулӑшма пултараҫҫӗ. Эсир усрава илнӗ ачасене пӑхса ӳстеретӗр пулсан, Иосифран тӗслӗх илӗр: вӗсене хаклӑр, вӗсенчен кашни хӑйне евӗрлӗ ҫын пулнине асра тытӑр. Вӗсене пӗлӗтри Ашшӗпе, Иеговӑпа, ҫывӑхланма пулӑшӑр. (Эфес 6:4 вулӑр.)

Шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ

28, 29. а) Лука 2:51, 52-мӗшӗсенчен эпир Иосиф ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? ӑ) Иосиф Иисуса ӑслӑланса пыма мӗнле пулӑшнӑ?

28 Библире Иосифӑн малашнехи пурнӑҫӗ пирки питӗ сахал ҫырса панӑ, анчах ҫавна пӑхса тухни те питӗ усӑллӑ. Иисус ашшӗ-амӑшне «итлесе пурӑннӑ» тата «ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ» тенӗ Библире. (Лука 2:51, 52 вулӑр.) Ҫак сӑмахсенчен Иосиф ҫинчен мӗн пӗлме пулать? Сӑмахран, эпир Иосиф лайӑх ҫемье пуҫӗ пулнине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен пӗр ҫитменлӗхсӗр ывӑлӗ унӑн влаҫне хисепленӗ тата ӑна итленӗ.

29 Эпир Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пыни ҫинчен те вуларӑмӑр. Паллах ӗнтӗ, Иосиф хӑйӗн ывӑлне ҫак тӗлӗшрен нумай пулӑшнӑ. Вӗсем пурӑннӑ вӑхӑтра иудейсене пӗр авалхи ытарӑш вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Ҫав ытарӑшра каланӑ тӑрӑх, пушӑ вӑхӑчӗ нумай пулсан ҫеҫ ҫын чӑннипех ӑслӑ пулса тӑма пултарать, ахаль ҫынсем вара — платниксем, ҫӗр ӗҫне тӑвакансем тата тимӗрҫӗсем — «суд туса тӳрре кӑларма та, айӑплама та пултараймаҫҫӗ, вӗсене ытарӑшсем каласа панӑ ҫӗрте те кураймӑн». Каярахпа Иисус ҫак ытарӑш тӗрӗс маррине кӑтартнӑ. Унӑн тӑван мар ашшӗ, ахаль платник ҫеҫ пулнӑ пулин те, Иегова умӗнче мӗн тӗрӗссипе мӗн тӗрӗс маррине пӗчӗк Иисуса час-часах каласа панӑ.

30. Ҫемье пуҫӗсем Иосифран тата мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

30 Иисус ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен аталанса пытӑр тесе те тӑрӑшнӑ Иосиф. Вӑл пулӑшнипе Иисус патвар та ҫирӗп сывлӑхлӑ арҫын пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, Иосиф ывӑлне хӑйӗн ӗҫне тума вӗрентнӗ. Иисус пирки каскалакан ывӑлӗ ҫеҫ мар, «каскалакан» та тенӗ (Марк 6:3). Ҫапла, Иосиф тӑрӑшни харама кайман. Ҫемье пуҫӗсем, Иосифран тӗслӗх илсе, ачисене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илме май паракан ӑсталӑхсене аталантарма пулӑшаҫҫӗ пулсан, питӗ ӑслӑ тӑваҫҫӗ.

31. а) Иосиф хӑҫан вилнӗ? ( Рамкӑри шухӑшсене те пӑхӑр.) ӑ) Иосиф пире пурне те мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

31 Иисус 30 ҫулта шыва кӗнӗ хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫӗ пирки Библире ҫырса кӑтартнӑ чухне Иосиф ҫинчен урӑх пӗрре те асӑнман. Хӑш-пӗр фактсене шута илсен, Иисус Туррӑн ӗҫне тума пуҫланӑ вӑхӑталла Мария тӑлӑх арӑм пулнӑ теме пулать. ( «Иосиф хӑҫан вилнӗ?» рамкӑна пӑхӑр.) Библире Иосиф ҫинчен сахал ҫырнӑ пулин те, вӑл питӗ лайӑх ашшӗ пулни курӑнать. Вӑл ашшӗсемшӗн чаплӑ тӗслӗх: хӑйӗн ҫемйине яланах хӳтӗленӗ тата ҫемйишӗн тӑрӑшнӑ. Ашшӗсен, ҫемье пуҫӗсен, ҫавӑн пекех пирӗн пурин те Иосиф ӗненнӗ пек ӗненмелле.

^ 4 абз. Ҫав вӑхӑтра хӗре ҫураҫни мӑшӑрланнипе танах пулнӑ.

^ 8 абз. Ку «ҫӑлтӑр» тӳпери ахаль ҫӑлтӑр пулман, ӑна Турӑ та яман. Пӗтӗмпех шута илсен, унпа усӑ курса Сатана хӑйӗн тӗлӗнмелле вӑйне кӑтартнӑ, ҫакӑ вӑл Иисуса вӗлерме шутласа хунӑ планӑн пайӗ пулнӑ.

^ 11 абз. Библире Иисус хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ тунӑ тесе уҫҫӑн каланӑ, ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӑл «хӑватлӑ ӗҫсем тума» тытӑннӑ (Иоанн 2:1—11).