Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | ДЕВОРА

Эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклентӗм

Эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклентӗм

ДЕВОРА Фавор тӑвӗ ҫине пуҫтарӑннӑ ҫар ҫыннисем ҫине пӑхса тӑрать. Хӑй мӗн курни унӑн чӗрине хускатать. Ирхи хӗвел пайӑркисем ҫутатма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Девора ҫав ҫынсен хӑюлӑхӗ ҫинчен тата вӗсен ҫарпуҫӗн, Варакӑн, ӗненӗвӗ ҫинчен шухӑшлать. Паян ҫак 10 000 ҫар ҫынни Турра ҫирӗп ӗненнипе ӗненменни тата вӗсен хӑюлӑхӗ тӗрӗсленӗ. Ҫак ҫынсен вӑрҫӑ хатӗрӗсем те начар тата вӗсен ытла та йышлӑ тӑшмана хирӗҫ тухмалла. Апла пулин те вӗсем ҫакӑнта килнӗ — кунта килме вӗсене ытларах Деворӑн сӑмахӗсем хавхалантарнӑ.

Деворӑпа Варак инҫетелле пӑхаҫҫӗ, вӗсен тумтирне ҫил варкӑштарать. Фавор тӑвӗ лаптак тӑрӑллӑ пысӑк конус евӗрлӗ. Кунтан, 400 метр ҫӳллӗшӗнчен, Ездрилон айлӑмӗ питӗ лайӑх курӑнать, унӑн кӑнтӑр хӗвеланӑҫ енӗ сарлакарах. Тӳремлӗхре Киссон юханшывӗ ҫӗлен пек авкаланса выртать, вӑл Кармил тӑвӗ ҫумӗпе иртсе Аслӑ тинӗселле юхать. Ҫав ирхине юханшыв ҫулӗ типӗ пулнӑ пулас, апла сарлака айлӑмра шыв мар ҫуталса выртнӑ. Ку вӑл ҫывхарса килекен Сисарӑн ҫарӗ тимӗрӗсемпе хӑрушла ялтӑртатнӑ. Сисара хӑйӗн чи чаплӑ ҫарӗпе тухнӑ — тимӗр ҫавасем ҫирӗплетсе хунӑ 900-е яхӑн вӑрҫӑ урапипе. Сисара израильтянсене урпа ҫулнӑ пек ҫулса тӑкасшӑн пулнӑ!

Девора Варакпа унӑн ҫыннисем вӑл мӗн те пулин каласса е паллӑ парасса кӗтнине пӗлнӗ. Унта вӑл пӗртен-пӗр хӗрарӑм пулнӑ пулас. Хӑйне шанса панӑ пысӑк тивӗҫлӗхе тума ӑна ҫӑмӑл пулнӑ-ши? Вӑл: «Эпӗ кунта мӗн тӑватӑп-ха?» — тесе шухӑшланӑ-ши? Ҫук паллах! Ҫак вӑрҫа пуҫлама ӑна хӑйӗн Турри Иегова хушнӑ вӗт, ҫавӑн пекех ҫӗнтернӗшӗн чыс-мухтав хӗрарӑма пулӗ тенӗ Вӑл (Тӳресен 4:9). Ӗненӳ тӗлӗшӗнчен эпир Деворӑран тата ҫак паттӑр ҫар ҫыннисенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

«КАЙ ТА... ФАВОР ТӐВӖ ҪИНЕ УЛӐХ»

Библире Девора ҫинчен пӗрремӗш хут асӑннӑ чухне ун пирки «пророк» тесе каланӑ. Ҫакнашкал чыса питӗ сахал хӗрарӑм тивӗҫнӗ *. Деворӑн тата тепӗр яваплӑх та пулнӑ. Вӑл тавлашуллӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ — Иегова ун урлӑ тӗрлӗрен йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине каланӑ (Тӳресен 4:4, 5).

Девора сӑртлӑ-туллӑ Ефрем ҫӗрӗнче, Вефильпе Рама хулисем хушшинче пурӑннӑ. Унта вӑл пальма айӗнче ларнӑ, ҫынсем ун патне хӑйсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа пама ҫӳренӗ. Деворӑн ӗҫӗ ҫӑмӑл пулман, анчах та ҫакӑ ӑна хӑратман. Вӑл питӗ кирлӗ ӗҫе туса тӑнӑ. Каярахпа вӑл Турӑ хавхалантарнипе юрӑ ҫырма пулӑшнӑ, ҫав юрӑра шанӑҫран тухнӑ халӑх пирки ҫапла каланӑ: «[Вӗсем] ҫӗнӗ турӑсем суйласа илнӗ, ҫавӑнпа хапха умне вӑрҫӑ ҫитнӗ» (Тӳресен 5:8). Израильтянсем урӑх турӑсене пуҫҫапас тесе Иеговӑна хӑварнӑ, ҫавӑнпа Иегова вӗсене тӑшмансен аллине панӑ. Ханаан патши Иавин вӗсене чурасем туса хунӑ, вара вӗсемпе Сисара ятлӑ ҫарпуҫӗ хуҫаланма пуҫланӑ.

Сисара! Унӑн ятне илтсенех израильтянсен сехри хӑпнӑ. Хананейсен тӗнӗ те, йӑли-йӗрки те хаярлӑхпа палӑрса тӑнӑ, вӗсен туррисене пуҫҫапни шутне ачасене ҫунтарасси тата храмра аскӑн ӗҫ тӑвасси кӗнӗ. Ханаан ҫарӗн тата унӑн ҫарпуҫӗн пусмӑрне тӳссе пурӑнма питӗ хӗн пулнӑ. Деворӑн юрринчен Израиль ҫӗрӗнче ҫул ҫӳреме питӗ хӑрушӑ пулни тата ялсенче ҫынсем тӑрса юлманни курӑнать (Тӳресен 5:6, 7). Ҫынсем хӑранипе вӑрмансенче тата сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсенче пытаннӑ, ҫӗр ӗҫлеме тата хӳмесӗр ялсенче пурӑнма шикленнӗ. Вӗсем ҫулсемпе ҫӳреме хӑйман, мӗншӗн тесен вӗсем ҫине кирек хӑҫан та тапӑнма, ачисене туртса илме е хӗрарӑмсене мӑшкӑллама пултарнӑ *.

Ҫакӑн пек тискер пурнӑҫ 20 ҫулах пынӑ — Иегова хӑйӗн кутӑн халӑхӗ улшӑнма хатӗррине куричченех е, Деворӑпа Варак Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ юрӑра каланӑ тӑрӑх, «эпӗ, Девора, ҫӗклениччен... эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклениччен» ҫапла пулнӑ. Девора, Лапидоф ятлӑ ҫыннӑн арӑмӗ, ача амӑшӗ пулнипе пулманнине эпир пӗлместпӗр; юрӑра ҫак сӑмахпа куҫӑмлӑ пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ пулас. Тӗпрен илсен, Иегова Деворӑна халӑхшӑн амӑшӗ пек тӑрӑшма каланӑ. Ун урлӑ Турӑ Варака Сисарӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма хушнӑ (Тӳресен 4:3, 6, 7; 5:7).

Девора Варака Туррӑн халӑхне хӳтӗлеме хавхалантарнӑ

Иегова Девора урлӑ Варака «Фавор тӑвӗ ҫине улӑх[ма]» ыйтнӑ. Варакӑн Израилӗн икӗ йӑхӗнчен 10 000 ҫын пуҫтармалла пулнӑ. Вӗсем Сисарӑн хӑватлӑ ҫарне ҫӗнтересси пирки тата 900 ҫар урапине аркатса тӑкасси пирки Девора вӗсене Турӑ ячӗпе шантарса каланӑ! Ҫак сӑмахсене илтсен Варак тӗлӗнсех кайнӑ пулӗ. Израильтянсен ҫарӗ те пулман вӗт, вӑрҫӑ хатӗрӗсем те ҫукпа пӗрех пулнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах Варак ҫапӑҫӑва кӗме килӗшнӗ, анчах та хӑйпе пӗрле Фавор тӑвӗ ҫине Девора пырсан ҫеҫ каятӑп тенӗ (Тӳресен 4:6—8; 5:6—8).

Хӑшӗ-пӗрисем Варак Турра ҫирӗп ӗненмен тесе шутлаҫҫӗ, анчах та ку тӗрӗс мар. Варак Турӑран мана вӑрҫӑ хатӗрӗсем нумайрах пар тесе ыйтман вӗт. Пачах урӑхла, вӑл Иеговӑна питӗ хытӑ ӗненнӗ, ҫавӑнпа хӑйне тата хӑйӗн ҫыннисене хавхалантарма пултаракан Иеговӑн представителӗ юнашар пулсан темӗн чухлӗ лайӑхрах тесе шутланӑ (Еврейсем 11:32, 33). Иегова Варак мӗн ыйтнине итленӗ те Деворӑна унпа пӗрле кайма каланӑ. Анчах Турӑ ӑна ҫапла пророкла сӑмахсем те калама хавхалантарнӑ: татӑклӑ ҫӗнтерӳшӗн чыс-хисеп арҫынна мар, хӗрарӑма пулӗ (Тӳресен 4:9). Иегова каланӑ тӑрӑх, усал Сисарӑна вӗлерекенӗ хӗрарӑм пулӗ!

Паян нумай хӗрарӑм тӗрӗсмарлӑха, пусмӑрланине тата хаяррӑн хӗсӗрленине пула асапланать. Турӑ хӗрарӑмсем пысӑк хисепе тивӗҫлӗ тесе шутлать пулин те, вӗсене сайра-хутра ҫеҫ хисеп тӑваҫҫӗ. Анчах та Иегова арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пекех хаклать (Рим 2:11; Галати 3:28). Деворӑн тӗслӗхӗ пире Турӑ хӗрарӑмсене чыслӑ тивӗҫлӗхсем панине, вӗсене ырланине тата вӗсем пысӑк шанӑҫа тивӗҫлӗ тесе шутланине кӑтартать. Хӗрарӑмсем ҫине ҫак тӗнче пӑхнӑ пек пӑхас мар тесен пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла!

«ҪӖР ЧӖТӖРЕСЕ ТӐЧӖ... ПӖЛӖТСЕМ ШАЛКӐМ ҪУМӐР ҪУТАРЧӖҪ»

Варак ҫынсене пуҫтарма тытӑннӑ. Ҫапла паттӑр ҫынсем 10 000 таранах пухӑннӑ, вӗсем Сисарӑн хӑрушӑ ҫарне хирӗҫ тухма хатӗр пулнӑ. Вӗсене Фавор тӑвӗ патне илсе пынӑ чухне Варак питӗ савӑннӑ, мӗншӗн тесен «Девора та унпа пӗрле пынӑ», ҫакӑ вӗсене хӑюллӑрах пулма пулӑшнӑ (Тӳресен 4:10). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫак хӑюллӑ хӗрарӑм Иегова Турра ӗненнӗрен хӑрушлӑха пӑхмасӑр вӗсемпе пӗрле кайнине курсан, Израилӗн ҫар ҫыннисем мӗн тери хавхаланса кайнӑ пулӗ!

Израильтянсем хӑйне хирӗҫ тухма ҫар пуҫтарма хӑйнине пӗлсен Сисара тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ханаан ҫӗрӗнчи темиҫе патша хӑйсен ҫарӗсене Иавин ятлӑ патшан ҫарӗпе пӗрлештернӗ, вӑл вӗсенчен чи хӑватли пулнӑ пулас. Сисарӑн темӗн чухлӗ ҫар урапийӗ тӳремлӗх тӑрӑх ҫӗр чӗтретсе, кӗмсӗртетсе вӗҫтере панӑ. Хананейсем израильтянсен ниме тӑман ҫарне хӑвӑрт аркатса тӑкасси пирки иккӗленмен (Тӳресен 4:12, 13; 5:19).

Деворӑпа Варак халӗ мӗн тӑвӗҫ-ши? Фавор тӑвӗ ҫинче юлсан вӗсемшӗн лайӑхрах пулать, мӗншӗн тесен чылай хӑватлӑрах тӑшманӑн ҫар ураписем валли ҫапӑҫма тӳрем вырӑн кирлӗ. Апла пулин те Варак Иегова каланӑ пек тума ҫирӗп шут тытнӑ, ҫавӑнпа вӑл Девора мӗн каласса кӗтет. Акӑ ҫак самант та ҫитнӗ. Девора ӑна калать: «Хатӗрлен, Ҫӳлхуҫа ҫак кун Сисарӑна санӑн аллуна парать; сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа Хӑй пырӗ». Малалла Библире ҫапла ҫырнӑ: «Варак вара Фавор тӑвӗ ҫинчен аннӑ, вунӑ пин ҫынни те ун хыҫӗнчен аннӑ» (Тӳресен 4:14) *.

Израильтянсем ту ҫинчен уҫӑ та тӳрем вырӑна хӑвӑрт аннӑ та вилӗме хирӗҫ, тӑшманӑн хӑрушӑ ураписене хирӗҫ, ыткӑннӑ. Девора сӑмах панӑ пек, Иегова вӗсен умӗнчен пынӑ-и? Иегова хӑйне кӗттермен. Библире каланӑ: «Ҫӗр чӗтӗресе тӑчӗ... пӗлӗтсем шалкӑм ҫумӑр ҫутарчӗҫ». Сисарӑн чаплӑ ҫарӗ арпашӑнса пӗтнӗ. Ҫумӑр ҫӗр ҫине витререн тӑкнӑ пек чашлаттарнӑ! Шалкӑм ҫумӑр ҫунӑран пылчӑк ҫӑрӑла пуҫланӑ. Вара вӗсен йывӑр ҫар ураписем пылчӑк ӑшне пута-пута ларнӑ, вырӑнтан та хускалайман — вӗсенчен халь ним усси те пулман (Тӳресен 4:14, 15; 5:4).

Варакпа унӑн ҫыннисем тӑвӑлран хӑраса ӳкмен. Вӗсем мӗншӗн тӑвӑл тухнине пӗлнӗ. Израильтянсем хананейсем ҫине ыткӑннӑ. Вӗсем Туррӑн приговорне пурнӑҫланӑ: Сисарӑн пӗр ҫар ҫыннине те чӗрӗ хӑварман. Киссон юханшывӗ ҫыранран тухнӑ, вилесене Аслӑ тинӗселле юхтарса кайнӑ (Тӳресен 4:16; 5:21).

Девора пророкла каланӑ пекех, Иегова Сисарӑн ҫарне аркатса тӑкнӑ, ҫапла хӑйӗн халӑхне хӳтӗленӗ

Паян Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапӑҫма урӑх ямасть. Анчах та вӑл хӑйӗн халӑхне сӑнарлӑ вӑрҫӑра ҫапӑҫма хавхалантарать (Матфей 26:52; 2 Коринф 10:4). Турра итлесе пурӑнма тӑрӑшнипе эпир ҫак вӑрҫӑра кам майлӑ тӑнине кӑтартатпӑр. Пирӗн хӑюллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Турӑ майлӑ тӑракансем хаяррӑн хӗсӗрленипе тӗл пулма пултараҫҫӗ. Анчах та Иегова улшӑнман. Унчченхи пекех вӑл Девора, Варак тата Израилӗн паттӑр ҫар ҫыннисем пек хӑйне ҫирӗп ӗненекенсене тата шанакансене хӳтӗлет.

«АРӐМСЕМ ХУШШИНЧЕ ПИЛЛӖХЛӖ»

Анчах та тӑшмансенчен пӗри ҫапӑҫу хирӗнчен тарнӑ. Ку Сисара пулнӑ — чи хаяр тӑшман! Ҫавӑскер, Туррӑн халӑхне хаяррӑн хӗсӗрлекенскер, ҫар урапи ҫинчен сиксе аннӑ та тара панӑ. Хӑйӗн ҫыннисене пылчӑк ӑшӗнче вилме хӑварса, вӑл израильтянсем хушшипе йӑпшӑнса хытӑ ҫӗр ҫине тухнӑ та хӑйпе килӗшӳ тунӑ ҫынсенчен чи ҫывӑхрисем патне кайнӑ. Вӑл темиҫе ҫухрӑмах айлӑм тӑрӑх чупнӑ, ҫул тӑршшӗпех хӑйне хыҫран хӑваласран хӑранӑ. Чупсан-чупсан вӑл Кеней ҫыннин Хеверӑн чатӑрӗсем патне ҫитнӗ. Ҫав ҫын хӑй вӑхӑтӗнче кӑнтӑр енче вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен хурӑнташӗсенчен уйрӑлса тухнӑ хыҫҫӑн Иавин патшапа килӗшӳ пекки тунӑ пулнӑ (Тӳресен 4:11, 17).

Халран кайнӑ Сисара Хевер чатӑрӗсем патне килнӗ. Анчах та Хевер килте пулман. Унта Хеверӑн арӑмӗ Иаиль кӑна пулнӑ. Сисара ҫак хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки Иавин патшапа тунӑ килӗшӗве пӑсмӗ тесе шутланӑ пулас. Хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки тунӑ килӗшӗве хирӗҫ каясси тата хӑй шухӑшланӑ пек тӑвасси унӑн шухӑшра та пулман. Сисара Иаиль пирки мӗн тери йӑнӑшнӑ! Ҫав хӗрарӑм хананейсен пусмӑрӗнче ҫынсем питӗ тертленнине курнӑ пулас. Иаилӗн ҫӑмӑл мар йышӑну тумалла пулнӑ: е ҫак тискер ҫынна пулӑшмалла, е Иегова ҫине шанса Турӑ халӑхӗн тӑшманне вӗлермелле. Анчах та вӑл мӗн тума пултартӑр-ха? Хӗрарӑм ҫапӑҫура пиҫӗхнӗ вӑйлӑ ҫар ҫыннине хирӗҫ тӑма пултарать-и вара?

Иаилӗн шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулман. Вӑл Сисарӑна канма сӗннӗ. Кам та кам килес пулсан, хӑй кунта пулни ҫинчен Сисара калама хушман. Иаиль ӑна витсе вырттарнӑ, вӑл шыв ыйтсан вара ӑна сӗт панӑ. Кӗҫех Сисара тарӑн ыйха путнӑ. Вара Иаиль шӗвӗр шалчапа мӑлатука, чатӑрта пурӑнакан кашни хӗрарӑмах усӑ курма пӗлнӗ ӗҫ хатӗрӗсене, алла тытнӑ. Вӑл пӗтӗм хӑюлӑхне пухса Сисара пуҫӗ патне систермесӗр пынӑ. Халӗ унӑн Иеговӑн приговорне пурнӑҫа кӗртмелле пулнӑ. Пӗр йӑнӑш утӑм тусанах е кӑшт иккӗленсе тӑрсанах унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗпе сывпуллашмалла пулӗччӗ. Вӑл ҫав самантра мӗн ҫинчен шухӑшланӑ-ши? Тен, ҫак тискер ҫын нумай ҫул хушши Туррӑн халӑхне хӗсӗрлени ҫинчен? Е халӗ вӑл Иегова майлӑ тӑма пултарасси ҫинчен? Библире ҫакӑн ҫинчен ним те каламан. Эпир ҫак хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫне хӑвӑрт тунине ҫеҫ пӗлетпӗр. Сисара вилнӗ! (Тӳресен 4:18—21; 5:24—27.)

Каярахпа унта Варак килнӗ. Вӑл хӑйӗн тӑшманне шыранӑ. Иаиль ӑна тӑнлавӗнчен шалча ҫапса кӗртнӗ вилене кӑтартнӑ, вара Варак Девора пророкла калани пурнӑҫланнине курнӑ: хӑрушӑ ҫар ҫыннине, Сисарӑна, хӗрарӑм вӗлернӗ! Паянхи критиксемпе скептиксем Иаиль ҫинчен питӗ япӑх калаҫҫӗ, анчах та Варакпа Девора ун пирки пачах урӑхла шухӑшланӑ. Хӑюллӑ пулнӑшӑн вӗсем ӑна мухтаса юрланӑ, ҫак хӗрарӑм пирки «арӑмсем хушшинче пиллӗхлӗ» тенӗ (Тӳресен 4:22; 5:24). Девора ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пулнине те палӑртмалла. Пӗтӗм чыс-хисеп Иаиле пулнӑшӑн вӑл кӗвӗҫмен; Иеговӑн сӑмахне пурнӑҫласси уншӑн чи кирли пулнӑ.

Сисара вилнӗ хыҫҫӑн Иавин патша израильтянсене урӑх хӗн кӑтартма пултарайман. Хананейсен пусмӑрлӑхӗ пӗтнӗ. Ҫӗр ҫинче вара 40 ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ (Тӳресен 4:24; 5:31). Хӑйне хытӑ ӗненнӗшӗн Иегова Турӑ Деворӑна, Варака тата Иаиле нумай пиллӗх панӑ! Эпир Девора пекех хӑюллӑн Иегова майлӑ тӑратпӑр пулсан тата ыттисене те ҫапла тума хавхалантаратпӑр пулсан, Иегова пире те пиллӗ — ҫӗнтерме пулӑшӗ тата вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑнӑҫлӑх парнелӗ.

^ 7 абз. Ҫавӑн пекех Мариам, Олдама тата Исаия арӑмӗ пророксем пулнӑ (Тухни 15:20; 4 Патшасен 22:14; Исаия 8:3).

^ 9 абз. Деворӑн юрринчен Сисара час-часах вӑрҫӑран тупӑшпа таврӑнни курӑнать. Вӑл хӑйпе пӗрле хӗрарӑмсем, хӑш-пӗр чухне кашни ҫар ҫынни валли темиҫешер хӗр, илсе килнӗ (Тӳресен 5:30). Ҫак юрӑра «хӗр» тесе куҫарнӑ сӑмах, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрарӑм варӗ» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ ҫав хӗрарӑмсене, тӗпрен илсен, ар органӗсемшӗн хакланине кӑтартса парать. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсене ирӗксӗрлесси-пусмӑрласси анлӑ сарӑлнӑ пулас.

^ 17 абз. Ҫавӑн хыҫҫӑн пулса иртнӗ ҫапӑҫу ҫинчен Библире, Тӳресен кӗнекинче икӗ хут ҫырса кӑтартнӑ — 4-мӗш сыпӑкра тата 5-мӗш сыпӑкри Деворӑпа Варакӑн юрринче. Пӗр сыпӑкра асӑнманнине тепӗр сыпӑкра ҫырса пани мӗн пулса иртнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать.