Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ҪИЧЧӖМӖШ СЫПӐК

Вӑл «Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ»

Вӑл «Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ»

1, 2. Самуил халӑхпа калаҫнӑ чухне Израильте мӗнле лару-тӑру пулнӑ тата мӗншӗн халӑха ӳкӗнме хистемелле пулнӑ?

САМУИЛ ҫынсен пичӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ хушнипе пӗтӗм халӑх Галгал хулине пуҫтарӑннӑ, вӑл ӗнтӗ темиҫе теҫетке ҫул пророк ӗҫне тата судья ӗҫне туса тӑнӑ. Хальхи календарь тӑрӑх май е июнь уйӑхӗ пулнӑ. Ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑт пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Уй-хирте ылтӑн тулӑ пусси хумханса ларнӑ, вырма вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Пухӑннӑ ҫынсем шӑпӑрт тӑнӑ. Самуилӑн вӗсен чӗрине мӗнле хускатмалла-ши?

2 Израильтянсем хӑйсем мӗнле хӑрушӑ лару-тӑрура пулнине ӑнланман. Вӗсем ҫынсем хушшинчен патша суйласа лартма ыйтнӑ, ҫапла тунипе хӑйсем ӑнланмасӑрах Иеговӑна, хӑйсен Туррине, тата унӑн пророкне пачах хисеплеменнине кӑтартнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем Иеговӑна хӑйсен Патши вырӑнне хума пӑрахнӑ! Вӗсем ӳкӗнччӗр тесен Самуилӑн мӗн тумалла-ши?

Самуилӑн тӗслӗхӗ Иеговӑна ҫирӗп ӗненмеллине тата япӑх витӗме хирӗҫ тӑмаллине кӑтартать

3, 4. а) Самуил мӗншӗн хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ пирки каланӑ? ӑ) Самуил тӗслӗхӗ пире паян мӗнле пулӑшать?

3 Пророк халӑха каланӑ: «Эпӗ... ватӑлтӑм, кӑвакартӑм». Кӑвак ҫӳҫ унӑн сӑмахӗсене тата витӗмлӗрех тунӑ. Унтан вӑл: «Эпӗ ҫамрӑклӑхӑмран пуҫласа паянхи кунчченех сирӗн умӑрта ҫӳрерӗм»,— тенӗ (1 Патш. 11:14, 15; 12:2). Самуил ватӑлнӑ пулин те, хӑйӗн ҫамрӑклӑх кунӗсене манман. Ҫав кунсем уншӑн ӗнер пулса иртнӗ пекех пулнӑ. Ҫамрӑк чухне тунӑ йышӑнӑвӗсене пула Самуил хӑйӗн Турришӗн, Иеговӑшӑн, шанчӑклӑн тата чунтан парӑнса ӗҫлеме пултарнӑ.

4 Таврари ҫынсем сутӑнчӑкла хӑтланнине тата Турра ӗненменнине пӑхмасӑр пророк хӑйӗн ӗненӗвне тӗреклетсе-ҫирӗплетсе тӑнӑ. Паян та Турра ӗненмен йӗркесӗр тӗнчере ӗненӗве ҫирӗплетме йывӑр. (Лука 18:8 вулӑр.) Айтӑр Самуил тӗслӗхӗнчен хамӑр мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар, малтан унӑн ача чухнехи пурнӑҫӗпе паллашар.

«Ҫамрӑк ача Самуил... Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе пурӑннӑ»

5, 6. Самуилӑн ачалӑхӗ мӗншӗн ыттисенни пек пулман тата ӑна чатӑрта пӑхасси пирки унӑн ашшӗпе амӑшӗ мӗншӗн иккӗленмен?

5 Самуилӑн ачалӑхӗ ыттисенни пек пулман. Кӑкӑр пӑрахтарнӑ хыҫҫӑнах, тен, виҫӗ ҫулта чухне е кӑшт ытларах вӑхӑт иртсен, вӑл Силомра, хӑйӗн тӑван хулинчен, Рамӑран, 30 ҫухрӑма яхӑн аяккарах вырнаҫнӑ Иеговӑн сӑваплӑ чатӑрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Самуилӑн ашшӗпе амӑшӗ, Елканӑпа Анна, ывӑлне чатӑрта ятарлӑ ӗҫ тума Иеговӑна халалланӑ: вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех назорей пулнӑ *. Вӗсем Самуила юратманран-ши чатӑрта ӗҫлеме хӑварнӑ?

6 Ҫук паллах! Силомра хӑйсен ывӑлне пӑхасса вӗсем пӗлнӗ. Паллах, Илий аслӑ священник ӑна асӑрхаса тӑнӑ, Самуил унпа пӗрле ӗҫленӗ-ҫке. Ҫавӑн пекех пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан хӗрарӑмсем те уншӑн тӑрӑшнӑ (Тух. 38:8, ҪТ; Тӳр. 11:34—40).

7, 8. а) Нумай ҫул хушши Самуилӑн ашшӗпе амӑшӗ юратнӑ ывӑлӗшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? ӑ) Паян ашшӗ-амӑшӗсем Самуилӑн ашшӗпе амӑшӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

7 Унсӑр пуҫне, Аннӑпа Елкана хӑйсем юратнӑ малтанхи ачине яланах асра тытнӑ, вӑл ҫурални Туррӑн хуравӗ пулнӑ вӗт. Анна Турӑран ывӑл ыйтнӑ тата ывӑлне сӑваплӑ ӗҫ тума халаллама сӑмах панӑ. Вӑл кашни ҫулах сӑваплӑ чатӑра ҫӳренӗ, Самуил валли унта ӗҫленӗ чух тӑхӑнма хулсӑр кӗпе илсе пынӑ. Паллах, арҫын ача ҫак тӗлпулусене питӗ хакланӑ. Юратакан ашшӗпе амӑшӗ ӑна хавхалантарса тата вӗрентсе тӑнӑ, ҫавӑн пекех чатӑрта Иеговӑшӑн ӗҫлени пысӑк чыс пулни ҫинчен аса илтернӗ, ҫакӑ ӑна питӗ ҫирӗплетнӗ.

8 Паян ашшӗсемпе амӑшӗсем Аннӑпа Елканӑран нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Час-часах ашшӗ-амӑшӗсем ачисене ҫимеллипе тата тӑхӑнмаллипе тивӗҫтерес тесе нумай вӑй хураҫҫӗ, анчах Туррӑн тусӗ пулма пулӑшмалли пирки мансах каяҫҫӗ. Самуилӑн ашшӗпе амӑшӗшӗн вара Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем чи кирли пулнӑ, вӗсен тӗслӗхӗ ывӑлӗ мӗнле ҫын пуласси ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. (Ытарӑшсем 22:6 вулӑр.)

9, 10. а) Сӑваплӑ чатӑр ҫинчен тата ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫамрӑк Самуилта мӗнле туйӑмсем вӑратни ҫинчен каласа парӑр. (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Самуила мӗнле тивӗҫлӗхсем шанса пама пултарнӑ тата, сирӗн шутпа, ун пек пулас тесе паянхи ҫамрӑксем мӗн тума пултараҫҫӗ?

9 Ӳссе пыракан Самуил Силом таврашӗнчи сӑртсене пӑхса ҫӳренӗ, ҫӳллӗ вырӑнтан хула ҫине тата юнашар сарӑлса выртакан айлӑм ҫине пӑхнӑ. Ҫав самантсенче унӑн мӗнле туйӑмсем ҫуралнӑ-ши? Иеговӑн сӑваплӑ чатӑрӗ ҫине пӗрре пӑхса илсенех унӑн чунӗ мӗн тери савӑннӑ, мӗн тери мӑнаҫланнӑ пулӗ! Ҫак чатӑр чӑннипех те сӑваплӑ вырӑн пулнӑ *. Ҫак событисем пулса иртиччен 400 ҫула яхӑн маларах Моисей ертсе пынипе тунӑ ҫак чатӑр ҫӗр ҫинче Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапмалли пӗртен-пӗр вырӑн пулнӑ.

10 Ҫамрӑк Самуил сӑваплӑ чатӑра кунран-кун хытӑрах юратнӑ. Каярахпа вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫамрӑк ача Самуил Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗтӗн ефод тӑхӑнса ӗҫленӗ» (1 Патш. 2:18). Ҫак хулсӑр ансат кӗпе Самуил чатӑрта священниксене пулӑшса тӑнине кӑтартнӑ пулас. Вӑл священник ӗҫне туман пулин те, ӑна тӗрлӗрен тивӗҫлӗхсем шанса панӑ, сӑмахран, унӑн ирхине чатӑра кӗмелли алӑксене уҫмалла, ҫавӑн пекех ватӑлнӑ Илие пулӑшмалла пулнӑ. Самуила ҫак чыслӑ ӗҫсене тума питӗ килӗшнӗ, анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн чӗрине темӗн пӑшӑрхантарма пуҫланӑ. Иеговӑн килӗнче лару-тӑру лайӑхах пулман пулас.

Йӗркесӗрлӗхпе тӗл пулсан та, таса юлнӑ

11, 12. а) Офнипе Финеес мӗншӗн ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ? ӑ) Офнипе Финеес мӗнле йӗркесӗр те аскӑн ӗҫсем тунӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

11 Ҫамрӑк чухнех Самуил йӗркесӗрлӗхпе тата аскӑнлӑхпа тӗл пулнӑ. Илийӗн икӗ ывӑл пулнӑ, Офни тата Финеес. Библире каланӑ: «Илий ывӑлӗсем юрӑхсӑр ҫынсем пулнӑ; вӗсем Ҫӳлхуҫана уяман» (1 Патш. 2:12). Ҫак сӑвӑ йӗркинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан икӗ шухӑш пур. Офнипе Финеес пирки «юрӑхсӑр ҫынсем» тенӗ (сӑмахран сӑмах куҫарсан «ниме тӑманлӑхӑн ывӑлӗсем»), мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑна хисеплемен тата унӑн тӳрӗ нормисемпе хушӑвӗсене ним вырӑнне те хуман. Акӑ мӗншӗн вӗсем ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ.

12 Туррӑн Законӗнче священниксен тивӗҫлӗхӗсем пирки тата сӑваплӑ чатӑрта парнесем мӗнле кӳмелли пирки тӳррӗн каланӑ. Ҫакна валли витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ! Мӗншӗн тесен парнесем Турӑ ҫылӑхсене каҫарма мӗн шутласа хунине сӑнарласа панӑ. Ҫавӑнпа парне кӳрсен халӑх Иегова куҫӗ умӗнче таса пулма, унӑн пиллӗхӗсене илме тата вӑл вӗрентни-кӑтартнисене тивӗҫлӗ пулма пултарнӑ. Анчах та, Офнипе Финеес ҫине пӑхса, ытти священниксем те парнесене пачах хисеплеме пӑрахнӑ *.

13, 14. а) Сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлекенсен йӗркесӗрлӗхне курсан тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем мӗн туйнӑ? ӑ) Мӗншӗн Илий япӑх атте тата япӑх аслӑ священник пулнӑ теме пулать?

13 Ҫак йӗркесӗр ӗҫсем Самуил куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ. Ҫавнашкал пысӑк ҫылӑхсемшӗн хаса паманни мӗн тери тӗлӗнтернӗ пулӗ ӑна. Йӑваш чӗреллӗ, чухӑн, хуйха ӳкнӗ ҫынсем сӑваплӑ чатӑра чунӗсене лӑплантарас тата вӑй илес шанчӑкпа килсен, вӗсен ӗмӗчӗ татӑлнине, вӗсене кӳрентернине тата ним вырӑнне те хуманнине вӑл темӗн чухлех асӑрханӑ! Унсӑр пуҫне, Офнипе Финеес арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси пирки калакан Туррӑн законӗсене пӑсса сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлекен хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнине пӗлсен, унӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ-ши? (1 Патш. 2:22.) Тен, вӑл Илий мӗн те пулин тӑвасса шаннӑ.

Илий ывӑлӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем Самуила питӗ кулянтарнӑ

14 Ыттисемпе танлаштарсан, Илийӗн лару-тӑрӑва тӳрлетме майсем ытларах пулнӑ. Вӑл аслӑ священник тивӗҫне туса тӑнӑ, сӑваплӑ чатӑрта мӗн пулса иртнине пӑхса тӑрасси унӑн яваплӑхӗ шутланнӑ. Унсӑр пуҫне, ашшӗ пулнӑран унӑн ывӑлӗсене тӳрлетмелле пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене ҫеҫ мар, ҫав вырӑнта пурӑнакан ытти пит нумай ҫынна та сӑтӑр тунӑ. Анчах Илий ашшӗ тивӗҫӗсене те, аслӑ священник тивӗҫӗсене те япӑх пурнӑҫланӑ. Вӑл ывӑлӗсене ҫиелтен ҫеҫ ӳпкеленӗ. (1 Патшасен 2:23—25 вулӑр.) Чӑннипе вара вӗсене хаса памалла пулнӑ, вӗсем вилӗме тивӗҫлӗ ҫылӑхсем тунӑ-ҫке!

15. Иегова Илие мӗн пирки хыттӑн асӑрхаттарса каланӑ тата унӑн кил-йышӗ ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ?

15 Лару-тӑру япӑхлансах кайнӑран Иегова Илий патне «Турӑ ҫыннине», пророка, янӑ (ятне Библире кӑтартман), унӑн Илие айӑплакан хӑрушла хыпар пӗлтермелле пулнӑ. Иегова Илие каланӑ: «Эсӗ хӑвӑн ывӑлусене Манран маларах хуратӑн». Илийӗн юрӑхсӑр ывӑлӗсем пӗр кунра вилесси пирки, унӑн ҫемйи ҫине нумай хуйхӑ йӑтӑнса анасси пирки тата священниксем хушшинчи чыслӑ вырӑна ҫухатасси пирки Турӑ маларах каласа пӗлтернӗ. Ҫапла хыттӑн асӑрхаттарса каланӑ хыҫҫӑн Илий ҫемйинче мӗн те пулин улшӑннӑ-ши? Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Илий хӑй те, ывӑлӗсем те Туррӑн сӑмахӗсене чӗре патне илмен (1 Патш. 2:27—3:1).

16. а) Библире ҫамрӑк Самуилӑн ҫитӗнӗвӗсем пирки мӗн ҫырса панӑ? ӑ) Унӑн тӗслӗхӗ сире хавхалантарать-и? Ӑнлантарса парӑр.

16 Ҫак йӗркесӗр ӗҫсене курни ҫамрӑк Самуила мӗнле витӗм кӳнӗ? Лару-тӑру тӗксӗммӗн курӑннӑ пулсан та, хушӑран лайӑххине те асӑрхама пулать, сӑмахран, Самуил ӳссе пынӑ тата ҫитӗнӳсем тунӑ. Аса илер-ха, 1 Самуил 2:18-мӗшӗнче «ҫамрӑк ача Самуил Ҫӳлхуҫа умӗнче» шанчӑклӑ ӗҫленӗ тесе ҫырнӑ. Ача чухнех Самуил Туррӑн ӗҫне малти вырӑна хунӑ. Ҫав сыпӑкрах, 21-мӗш сӑвӑ йӗркинче тата ӑшӑрах сӑмахсем ҫырса хунӑ: «Ҫамрӑк ача Самуил вара Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ». Арҫын ача ӳссе пынӑҫемӗн пӗлӗтри Ашшӗпе ун хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсех пынӑ. Иеговӑпа ҫавнашкал ҫывӑх хутшӑнусенче пулни — кирек мӗнле йӗркесӗрлӗхрен хӳтӗленме пулӑшакан чи шанчӑклӑ мел.

17, 18. а) Самуил пек пулас тесен, йӗркесӗр ӗҫсемпе тӗл пулнӑ чухне паянхи ҫамрӑк христиансен мӗн тумалла? ӑ) Самуил тӗрӗс ҫул суйласа илнине мӗн кӑтартса парать?

17 Самуил ҫапла шутлама пултарнӑ: енчен те аслӑ священникпа унӑн ывӑлӗсем ҫылӑхлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ пулсан, унӑн та кирек мӗн тума та юрать. Анчах ыттисем, ҫав шутра аслӑ вырӑнта ларакансем те, йӗркесӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ тенипе хӑвӑн ҫылӑхусене тӳрре кӑлараймӑн. Паян нумай ҫамрӑк христианин, Самуилтан тӗслӗх илсе, «Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗн[ет]». Таврари ҫынсем лайӑх тӗслӗх кӑтартман чухне те вӗсем Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи туслӑха упраҫҫӗ.

18 Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнма шут тытни Самуила мӗнле усӑ панӑ? Библире ҫырнӑ: «Ҫамрӑк ача Самуил вара ҫитӗннӗҫемӗн ҫитӗнсе пынӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа та, ҫынсем те кӑмӑлланӑҫемӗн кӑмӑлланӑ» (1 Патш. 2:26). Ҫапла, Самуила юратнӑ, сахалтан та хӑй хакланӑ-хисепленӗ ҫынсем. Ҫак арҫын ача шанчӑклӑ ӗҫлесе пурӑннӑшӑн Иегова ӑна юратнӑ тата уншӑн тӑрӑшнӑ. Самуил, паллах ӗнтӗ, Силомра пулса иртекен мӗн пур усаллӑха Турӑ пӗтерессине пӗлсе тӑнӑ. Анчах та ҫакӑ хӑҫан пулӗ-ши? Ҫак ыйту ӑна канӑҫ паман пулӗ. Пӗррехинче вара, каҫхине, Самуил хӑйӗн ыйтӑвӗсен хуравӗсене пӗлнӗ.

«Кала... Санӑн чуру итлет»

19, 20. а) Пӗррехинче каҫхине сӑваплӑ чатӑрта Самуилпа мӗн пулса иртнине каласа парӑр. ӑ) Самуил хӑйне Илийпе мӗнле тытнӑ?

19 Тул ҫутӑлман-ха, сӑваплӑ чатӑрта пысӑк ҫутаткӑҫ ҫути мӗлтлетнӗ. Шӑплӑхра Самуил хӑйне такам ятран чӗннине илтнӗ. Вӑл ку ватӑлса ҫитнӗ, питӗ япӑх куракан Илий пулӗ тесе шутланӑ. Самуил тӑнӑ та ун патне васканӑ. Арҫын ача Илий хӑйне мӗншӗн чӗннине пӗлес тесе ҫара уранах чупса кайнӑ пулӗ. Самуил Илие ҫав таран хисеплени тата унпа ырӑ пулни чӑннипех те чуна пырса тивет. Ҫылӑхсем тунӑ пулсан та, Илий Иеговӑн аслӑ священникӗ пулма пӑрахман (1 Патш. 3:2—5).

20 Самуил: «Эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн»,— тесе Илие вӑратнӑ. Анчах та Илий ӑна чӗнмен тенӗ те каялла янӑ. Иккӗмӗш хутӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те ҫаплах пулса иртнӗ. Юлашкинчен Илий ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнланса илнӗ. Ҫав кунсенче Иегова хӑй халӑхне курӑнусем е пророкла хыпарсем сайра хутра ҫеҫ панӑ, мӗншӗнне вара ӑнланма йывӑр мар. Апла пулин те, Илий арҫын ачана Иегова чӗннине тавҫӑрса илнӗ. Илий Самуила каллех кайса выртма хушнӑ та Турра мӗнле хуравламаллине вӗрентнӗ. Самуил Илие итленӗ. Кӗҫех вӑл сасӑ илтнӗ: «Самуил, Самуил!» Арҫын ача хуравланӑ: «Кала, Ҫӳлхуҫамӑм, Санӑн чуру итлет» (1 Патш. 3:1, 5—10).

21. Эпир паян Турра мӗнле итлеме пултаратпӑр тата ҫапла туни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

21 Ҫапла вара Силомра Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлекен ҫын тупӑннӑ. Самуил ӗмӗр тӑршшӗпех Иеговӑна пӑхӑнса пурӑннӑ. Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Турӑ ҫӗрле мӗн те пулин каласса кӗтмелле мар пирӗн. Паян Туррӑн сасси пӗр чарӑнми янӑрать. Иегова пирӗнпе хӑйӗн сӑмахӗ, Библи, урлӑ калаҫать. Эпир ӑна мӗн чухлӗ нумайрах итлетпӗр тата вӑл каланӑ пек тӑватпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӗненме пуҫлатпӑр. Самуилпа та ҫаплах пулнӑ.

Хӑранӑ пулсан та, Самуил Иегова хушнине тунӑ, Туррӑн приговорне Илие пӗлтернӗ

22, 23. а) Самуил малтан пӗлтерме хӑранӑ хыпар мӗнле пурнӑҫланнӑ? ӑ) Самуил пирки ҫынсем мӗн шутланӑ?

22 Ҫав каҫ Силомра мӗн пулса иртни Самуилшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Туррӑн пророкӗ тата представителӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унпа Турӑ хушшинче уйрӑмах ҫывӑх хутшӑнусем аталанма пуҫланӑ. Малтанах арҫын ача Иеговӑн сӑмахӗсене Илие пӗлтерме хӑранӑ. Ку хыпар хӑрушӑ пулнӑ-ҫке — Турӑ ӑна Илий ҫемйине хирӗҫ пророкла калани кӗҫех пурнӑҫланасси ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах Самуил хӑюлӑх ҫитерсе Илие йӑлтах каласа панӑ, лешӗ вара Туррӑн приговорӗпе сӑмахсӑрах килӗшнӗ. Нумай та вӑхӑт иртмен, Иегова мӗн калани пӗтӗмпех пурнӑҫланнӑ. Израильтянсем филистимлянсемпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Офнипе Финеес вара пӗр кунтах вилнӗ. Илий те Турӑ саккунӗн арчине туртса илни ҫинчен илтсенех вилсе кайнӑ (1 Патш. 3:10—18; 4:1—18).

23 Туррӑн шанчӑклӑ пророкӗ пулнӑран Самуилӑн чапӗ кунсеренех ӳссе пынӑ. «Ҫӳлхуҫа унпа пӗрлех пулнӑ» тата Иегова Самуила каланӑ пророкла сӑмахсенчен пӗри те пурнӑҫланмасӑр юлман тенӗ Библире. (1 Патшасен 3:19 вулӑр.)

«Самуил... Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ»

24. Вӑхӑт иртсен Израиль халӑхӗ мӗн ҫинчен ӗмӗтленме пуҫланӑ тата ҫакӑ мӗншӗн пысӑк ҫылӑх пулнӑ?

24 Анчах та израильтянсем Самуил сӑмахӗсене хӑлхана чикнӗ-ши, Турӑпа ҫывӑхланма тата унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулма тӑрӑшнӑ-ши? Ҫук. Вӑхӑт иртсен вӗсем хӑйсене пророк ҫеҫ суд туни ҫителӗксӗр тенӗ. Вӗсем ытти халӑхсен патша пуррине курса хӑйсене те патша пама ыйтнӑ. Иегова хушнипе Самуил вӗсем мӗн ыйтнине пурнӑҫланӑ. Израильтянсем ҫынна мар сирсе янӑ, вӗсем Иеговӑна патша вырӑнне хума пӑрахнӑ! Акӑ мӗншӗн Самуил халӑха Галгала килме хушнӑ.

Самуил ӗненсе кӗлтунӑ, вара Иегова аслати ярса хуравланӑ

25, 26. Ватӑ Самуил Галгалра израильтянсене Иеговӑна хирӗҫ пысӑк ҫылӑх тунине ӑнланса илме мӗнле пулӑшнӑ?

25 Айтӑр Самуил Галгалра Израиль халӑхне мӗн каланине аса илер. Ватӑлнӑ пророк израильтянсене хӑй ӗмӗр тӑршшӗпех айӑпсӑр ҫӳренине аса илтернӗ. Малалла Библире ҫапла ҫырнӑ: «Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ». Вӑл Турра аслатиллӗ ҫумӑр яма ыйтнӑ (1 Патш. 12:17, 18).

26 Аслати? Шӑрӑх вӑхӑтра-и? Пулма пултараймасть! Анчах та халӑх хушшинче кам та пулин ӗненмен е кулса илнӗ пулсан та, ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнӑ. Кӗтмен ҫӗртен тӳпене хура пӗлӗтсем карса илнӗ. Вӑйлӑ ҫил тапраннӑ, уйри тулла ҫӗре ҫитиех авӑнтарнӑ. Аслати хыттӑн кӗмсӗртетсе яни илтӗннӗ, ҫумӑр ҫӑва пуҫланӑ. Ҫынсем вара мӗн тунӑ-ха? «Пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫапа Самуилран сехӗрленсе ӳкнӗ». Аранах вӗсем хӑйсем питӗ пысӑк ҫылӑх тунине ӑнланса илнӗ (1 Патш. 12:18, 19).

27. Самуил пек ӗненекен ҫынсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

27 Ҫав пӑлхавҫӑсен чӗрисене Самуил мар, Иегова хускатнӑ. Мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ватӑлса ҫитичченех Самуил Турра ӗненсе пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Иегова ӑна пилленӗ. Унтанпа Иегова улшӑнман: вӑл Самуил пек ӗненекен ҫынсене халӗ те пулӑшса тӑрать.

^ 5 абз. Назорей пулса пурӑнма сӑмах панӑ ҫынсен эрех ӗҫме, ҫӳҫ кастарма юраман. Ҫынсенчен нумайӑшӗ пӗр вӑхӑтлӑха ҫеҫ ҫав йӗркепе пурӑнма сӑмах панӑ. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем, тӗслӗхрен, Самсон, Самуил, Шыва кӗртекен Иоанн мӗн виличченех назорейсем пулнӑ.

^ 9 абз. Сӑваплӑ чатӑр йывӑҫ кӑшкартан тӑнӑ, тӳркӗтеслӗ пулнӑ. Ӑна чи лайӑх материалсенчен тунӑ: тюлень тирӗнчен, илемлӗ тӗрленӗ пусмасенчен, ҫавӑн пекех кӗмӗлпе тата ылтӑнпа сӑрнӑ хаклӑ йышши йывӑҫсенчен. Чатӑр тавра тӳркӗтеслӗ картиш тунӑ, унта пит пысӑк парне вырӑнӗ туса лартнӑ. Каярахпа сӑваплӑ чатӑрпа юнашар священниксем валли ҫурт-йӗр тунӑ пулас. Вӗсенчен пӗринче Самуил пурӑннӑ пулӗ.

^ 12 абз. Ҫакна икӗ тӗслӗх кӑтартса парать. Пӗрремӗшӗнчен, Законра парнене кӳнӗ чӗрчунӑн хӑш пайӗсене священниксене ҫиме памаллине палӑртнӑ пулнӑ (Сак. аст. 18:3). Анчах сӑваплӑ чатӑрта усал священниксем пач урӑхла йӗрке тунӑ. Вӗсем аш илме чурана янӑ, лешӗ вара пысӑк вилкӑна аш пӗҫерме лартнӑ хурана чиксе янӑ та мӗн туртса кӑларнине пӗтӗмпех илсе кайнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫын парне кӳрсен ҫӑвне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ямалла пулнӑ. Усал священниксем янӑ чура вара парне кӳричченех, хӑратса, чӗрӗ аша хӑйне пама хушнӑ (Лев. 3:3—5; 1 Патш. 2:13—17).