Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУНУЛТТӐМӖШ СЫПӐК

Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ пулнӑ, пурнӑҫне те шеллемен

Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ пулнӑ, пурнӑҫне те шеллемен

1—3. а) Патша пуканӗ патне ҫывхарса пынӑ май Эсфирӗн мӗнле туйӑмсем пулнӑ? ӑ) Патша Эсфире мӗнле йышӑннӑ?

ЭСФИРЬ патша пуканӗ патнелле васкамасӑр утнӑ. Унӑн чӗри сиксе тухасла тапнӑ. Сузӑри керменӗн ҫак пысӑк залӗнче тӗлӗнмелле шӑплӑх тӑнӑ: Эсфире хӑйӗн чаплӑ тумтирӗ чӑштӑртатни, хӑйӗн кашни утӑмӗ илтӗннӗ. Вӑл патшан капӑр керменне те, унти пысӑк чул юпасене те, Ливан кедрӗнчен касса эрешлесе тунӑ маччана та асӑрхаман тейӗн. Вӑл патша пуканӗ ҫинче ларакан ҫын ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ — унӑн пурнӑҫӗ халӗ ҫав ҫын аллинче вӗт.

2 Патша хӑйӗн ылтӑн туйине Эсфирь еннелле тӑснӑ, вӑл ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Ҫакӑ Эсфирь чӗрӗ юлассине пӗлтернӗ. Патша, ҫапла туса, хӑй патне чӗнмесӗрех килнӗ арӑмне каҫарнине кӑтартнӑ. Эсфирь патша пуканӗ патне пынӑ та тав туса туя вӗҫне сӗртӗннӗ (Эсф. 5:1, 2).

Хӑйне хӗрхеннӗшӗн патшана пархатарлӑ пулнине Эсфирь хӑйне кӗҫӗне хурса кӑтартнӑ

3 Артаксерксӑн ҫипуҫӗнчен вӑл шутсӑр пуянни тата унӑн пысӑк власть пулни курӑнса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтри Перси патшисен тумтирӗн хакӗ, хальхи укҫапа шутласан, ҫӗр-ҫӗр миллион доллар таранах пулнӑ теҫҫӗ. Апла пулин те, Эсфирь хӑйӗн мӑнаҫлӑ упӑшки ун ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхнине асӑрханӑ пулӗ, патша ӑна хӑйне евӗрлӗ юратнӑ вӗт. Вӑл каланӑ: «Мӗн кирлӗччӗ сана, Эсфирь, эсӗ мӗн ыйтасшӑн? Ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та парӑп сана» (Эсф. 5:3).

4. Эсфирӗн мӗнле пит йывӑр ӗҫ тумалла пулнӑ?

4 Эсфирь Турра питӗ хытӑ ӗненни тата хӑюллӑ пулни курӑнать: вӑл хӑйӗн халӑхне ҫӑлас тесе патша патне килнӗ. Халиччен веҫех лайӑх пынӑ, анчах та чи йывӑрри ӑна малашне кӗтнӗ. Эсфирӗн мӑнаҫлӑ патшана вӑл питӗ шаннӑ канашҫӑ усал ҫын иккенне тата ҫав ҫын чеелӗхпе усӑ курса Эсфирь халӑхне тӗп тума патшана ӳкӗте кӗртнине кӑтартса памалла пулнӑ. Эсфирӗн ҫавна мӗнле тумалла-ши? Унӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

Вӑл «калаҫмалли вӑхӑта» тӗрӗс суйласа илнӗ

5, 6. а) Екклесиаст 3:1, 7-мӗшӗсенчи принциппа Эсфирь мӗнле усӑ курнӑ? ӑ) Упӑшкипе калаҫнӑ чухне Эсфирь хӑй ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

5 Эсфирь хӑй калас тенине патшана ыттисем умӗнче каланӑ-ши? Ҫапла тусан вӑл хӑйӗн упӑшкине пурин умӗнче те намӑслантарма пултарнӑ, Амана вара хӑйне тӳрре кӑларма май панӑ пулӗччӗ. Эсфирь мӗн тунӑ-ха? Темиҫе ӗмӗр маларах ӑслӑ патша Соломон Турӑ хавхалантарнипе ҫапла ҫырнӑ: «Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ... шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» (Еккл. 3:1, 7). Эсфире усрава илнӗ Мардохей, Турӑран хӑракан ҫын, ӑна ҫак принципсем тӑрӑх вӗрентсе ӳстернӗ пулӗ. «Калаҫмалли вӑхӑта» питӗ тӗплӗн суйласа илмеллине Эсфирь ӑнланнӑ паллах.

6 «Эпӗ паян патша ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлерӗм, кӑмӑлӗ пулсан, патша Аманпа пӗрле ҫавӑнта пытӑрччӗ»,— тенӗ Эсфирь (Эсф. 5:4). Патша килӗшнӗ, Амана та хӑйпе пӗрле илнӗ. Эсфирь хӑйне мӗн тери ӑслӑ-тӑнлӑ тытнине эсир асӑрхарӑр-и? Вӑл упӑшкин ятне яман тата хӑйне мӗн хумхантарни ҫинчен упӑшкине майлӑ вӑхӑтра тата майлӑ вырӑнта уҫса пама тӑрӑшнӑ. (Ытарӑшсем 10:19 вулӑр.)

7, 8. Пӗрремӗш кунӗнче ӗҫкӗ-ҫикӗ мӗнле иртнӗ тата мӗншӗн Эсфирь патшапа калаҫма васкаман?

7 Паллах ӗнтӗ, Эсфирь упӑшкин кӑмӑлне юрас тесе ҫак ӗҫке-ҫике тӗплӗн хатӗрленнӗ. Патшан кӑмӑлӗ лайӑх пултӑр тесе унта чи лайӑх эрех те пулнӑ (Пс. 103:15). Артаксеркса ӗҫкӗ-ҫикӗ питӗ килӗшнӗ, вӑл каллех Эсфирьтен ӑна мӗн кирли пирки ыйтнӑ. Унӑн «калаҫмалли вӑхӑт» ҫитрӗ-ши?

8 Эсфирь апла шутламан. Вӑл патшана Аманпа пӗрле тепӗр кунне те ӗҫке-ҫике килме чӗннӗ (Эсф. 5:7, 8). Вӑл мӗншӗн калаҫма васкаман? Патша кӑларнӑ хушӑва пула унӑн пӗтӗм халӑхӗ пӗтме пултарнӑ вӗт. Эсфирь ҫакна асра тытнӑ, ҫавӑнпа вӑл юрӑхлӑ вӑхӑт ҫитнипе ҫитменнине пӗлесшӗн пулнӑ. Вӑл кӗтме тата упӑшкине хисепленине тепӗр хут кӑтартма шут тытнӑ.

9. Тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ парать тата ҫак тӗлӗшрен эпир Эсфирьтен мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?

9 Тӳсӗмлӗх вӑл — питӗ паха ен, анчах нумайӑшӗ ӑна аталантарма тӑрӑшмаҫҫӗ. Эсфирь питӗ хытӑ пӑшӑрханнӑ тата патшана пӗтӗмпех каласа парасшӑн пулнӑ, апла пулин те вӑл майлӑ вӑхӑта тӳсӗмлӗн кӗтнӗ. Унӑн тӗслӗхӗнчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Хушӑран эпир те пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулкалатпӑр. Эпир пӗр-пӗр тивӗҫлӗхе туса тӑракан ҫынна хамӑра пулӑшма ӳкӗте кӗртес тетпӗр пулсан, пирӗн Эсфирьтен тӗслӗх илмелле, тӳсӗмлӗ пулмалла. Ытарӑшсем 25:15-мӗшӗнче каланӑ: «Йӑваш ҫын аслӑ хуҫа кӑмӑлне ҫавӑрать, ҫемҫе чӗлхе шӑмма тӗпретет». Эпир, Эсфирь пек, майлӑ вӑхӑта тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр тата йӑвашшӑн калаҫатпӑр пулсан, питӗ вӑйлӑ хирӗҫ тӑракан ҫынсен чӗрисене те, шӑмма тӗпретнӗ пекех, ҫемҫетме пултарӑпӑр. Иегова Турӑ Эсфире тӳсӗмлӗ те ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑшӑн пилленӗ-и?

Тӳсӗмлӗхе пула тӳрӗлӗх ҫулӗ уҫӑлать

10, 11. Пӗрремӗш ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн Аманӑн кӑмӑлӗ мӗншӗн пӑсӑлнӑ тата арӑмӗпе тусӗсем ӑна мӗн тума сӗннӗ?

10 Эсфирь тӳсӗмлӗн кӗтнине пула тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртме пуҫланӑ. Аман ӗҫкӗ-ҫикӗрен «хаваслӑ та кӑмӑллӑ» кайнӑ, патша та, патша майри те ӑна чыс тунӑ-ҫке. Керменрен тухсанах вӑл Мардохее курнӑ, анчах хальхинче те ҫак еврей ӑна пуҫ тайман. Вунпиллӗкмӗш сыпӑкра каланӑччӗ ӗнтӗ, Мардохей Амана хисеплеменрен мар, хӑйӗн совеҫне итленӗрен тата Турӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха ҫухатас мар тенӗрен ҫапла тунӑ. «Аманӑн ӗнтӗ ҫилли тулса ҫитнӗ» (Эсф. 5:9).

11 Аман Мардохей ӑна чысламанни ҫинчен хӑйӗн арӑмӗпе тусӗсене каласа панӑ, лешӗсем ӑна 20 метртан та ҫӳллӗрех юпа лартма, вара ҫав юпаран Мардохее ҫакса вӗлерме патшаран ирӗк ыйтма канаш панӑ. Ҫак шухӑш Амана питӗ килӗшнӗ, вӑл тӳрех юпа лартма хушнӑ (Эсф. 5:12—14).

12. Асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене патша мӗншӗн вуласа пама хушнӑ тата ҫав кӗнекерен вӑл мӗн ҫинчен пӗлнӗ?

12 Патша вара ҫав каҫ ҫывӑрса каяйман тенӗ Библире. Вӑл асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене сасӑпа вуласа пама хушнӑ. Патшана хӑйне вӗлерме кавар туни ҫинчен ҫырса хунине те вуласа панӑ. Вӑл ҫав ӗҫ ҫинчен тата каварҫӑсене тытса вӗлерни ҫинчен аса илнӗ. Патша хӑйӗн тарҫисенчен ҫав кавара тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ Мардохее мӗнле те пулин чыс-хисеп туни-туманни пирки ыйтнӑ. Лешӗсем ӑна мӗн хуравланӑ-ха? Вӗсем Мардохее «нимӗнле те палӑртман» тенӗ. (Эсфирь 6:1—3 вулӑр.)

13, 14. а) Ӗҫсем мӗнле майпа Амана хирӗҫле ҫаврӑнса тухнӑ? ӑ) Арӑмӗпе тусӗсем Амана мӗн каланӑ?

13 Пӑшӑрханса ӳкнӗ патша хӑйӗн улпучӗсенчен хӑшӗ ҫак ӗҫе тӳрлетме пулӑшма пултарасси пирки ыйтнӑ. Ирхине-ирех пуринчен малтан кермене Аман килнӗ — вӑл Мардохее вӗлерме патшаран ирӗк ыйтасшӑн ҫунса тӑнӑ пулас. Анчах вӑл ҫӑварне уҫма та ӗлкӗреймен, Артаксеркс унран ыйтнӑ: «Патша пӗр-пӗр ҫынна хисеп-чыс кӑтартма шутланӑ пулсан мӗн тумалла?» Аман патша ун ҫинчен калать пулӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа ҫав ҫынна патша тумне тӑхӑнтартмалла, вара ятлӑ-сумлӑ улпутӑн ӑна патшан урхамахӗ ҫине лартса Сузӑ хули тӑрӑх илсе ҫӳремелле тата ӑна мухтаса кӑшкӑрса пымалла тенӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, патша Мардохей пирки каланине пӗлсен Аманӑн сӑн-пичӗ мӗнлерех улшӑннӑ! Тата пӗлетӗр-и, Мардохее камӑн чыс-хисеп тумалла пулнӑ? Аманӑн хӑйӗн! (Эсф. 6:4—10.)

14 Аман хӑйне мӗскӗнлетекен ҫав ӗҫе мӗн тери пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа тунӑ пулӗ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех килне васканӑ. Мӗн пулса иртнине пӗлсен унӑн арӑмӗпе тусӗсем пӗр харӑссӑн ҫав еврей сана пӗтерет тенӗ (Эсф. 6:12, 13).

15. а) Эсфирь тӳсӗмлӗн кӗтнӗ вӑхӑтра мӗнле ӗҫсем пулса иртнӗ? ӑ) Турра тӳсӗмлӗн кӗтни мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ?

15 Эсфирь хӑй мӗн ыйтас тенине патшана тӳрех каламан, вӑл тӳсӗмлӗ пулса тата тепӗр кун кӗтме шутланӑ, ҫав вӑхӑтра вара Амана чыссӑрлатакан ӗҫсем пулса иртнӗ. Тен, патшана Иегова Турӑ ыйхӑ паман (Ытар. 21:1). Турӑ Сӑмахӗ пире Иеговӑна шанса тӑма, е ӑна кӗтме, хавхалантарнинчен тӗлӗнмелли ҫук. (Михей 7:7 вулӑр.) Эпир Турра кӗтетпӗр пулсан, вӑл пирӗн йывӑрлӑхсене пирӗнтен чылай лайӑхрах татса пама пултарнине курӑпӑр.

Вӑл хӑюллӑн калаҫнӑ

16, 17. а) Эсфирьшӗн «калаҫмалли вӑхӑт» хӑҫан ҫитнӗ? ӑ) Эсфирь патшан унчченхи арӑмӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

16 Эсфирь патшана урӑх кӗттерес темен, вӑл ӗҫкӗ-ҫикӗн иккӗмӗш кунӗнче ӑна пӗтӗмпех каласа пама шут тытнӑ. Анчах та унӑн ҫавна мӗнле тумалла-ши? Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче патша унран мӗн кирлӗччӗ тесе тепӗр хут ыйтнӑ, ҫапла Эсфирӗн чӗрине уҫса пама май тупӑннӑ (Эсф. 7:2). «Калаҫмалли вӑхӑт» ҫитнӗ.

17 Тен, хӑй ӑшӗнче Турра кӗскен кӗлтунӑ хыҫҫӑн Эсфирь каланӑ: «Патша, эпӗ санӑн куҫу умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, патшаран ыйтма юрать пулсассӑн, манӑн пурӑнӑҫа сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп! Манӑн халӑхӑма сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑншӑн тархаслатӑп!» (Эсф. 7:3.) Асӑрхӑр-ха, Эсфирь упӑшкин кӑмӑлне те, йышӑнӑвӗсене те хисеплени ҫинчен шантарса каланӑ. Вӑл унӑн унчченхи арӑмӗнчен, Астиньрен, мӗн тери уйрӑлса тӑнӑ, ҫавӑ хӑйӗн упӑшкине пурин умӗнче те намӑс кӑтартнӑ-ҫке! (Эсф. 1:10—12.) Унсӑр пуҫне, Амана айванла ӗненсе лартнӑшӑн та Эсфирь хӑйӗн упӑшкине ӳпкелемен. Вӑл патшана хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма ҫеҫ тархасланӑ.

18. Эсфирь хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен патшана мӗнле каласа панӑ?

18 Эсфирь ҫакӑн ҫинчен йӑлӑнса ыйтни патшана тӗлӗнтерсех янӑ. Патша майрине вӗлерессипе хӑратма кам хӑйнӑ-ши? Эсфирь малалла каланӑ: «Пире — мана та, манӑн халӑхӑма та — вӗлерме, пӗтерме, кӑклама сутнӑ! Пире чуралӑха сутнӑ пулсассӑн, пире чурасем тунӑ пулсассӑн, эпӗ шарламан пулӑттӑм — ҫавӑн пек инкекшӗн те патшана чӑрмантарман пулӑттӑм!» (Эсф. 7:4.) Эсир асӑрхарӑр-и, Эсфирь хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни пирки тӳррӗн каланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйне те, хӑйӗн халӑхне те чуралӑха сутнӑ пулсан нимӗн те каламан пулӑттӑм тенӗ. Анчах та халӑха тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерни патшана та шар кӑтартӗ, ҫавӑнпа ҫакӑн ҫинчен пӗлтермесӗр тӑма ҫук.

19. Эсфирь тӗслӗхне пӑхсан, ҫынсене ӳкӗте кӗртме мӗн пулӑшать?

19 Эсфирь тӗслӗхне пӑхсан, пире ҫынсене ӳкӗте кӗртме мӗн пулӑшнине асӑрхама пулать. Сирӗн ҫывӑх ҫынна е аслӑ вырӑн йышӑнакан ҫынна пысӑк йывӑрлӑх ҫинчен каласа памалла пулсан, тӳсӗмлӗ те тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни, хисепленине кӑтартни сире питӗ пулӑшма пултарать (Ытар. 16:21, 23).

20, 21. а) Мӗнле майпа Эсфирь Амана тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ? ӑ) Ултавӗ ҫиеле тухсан Аман мӗн тунӑ?

20 Артаксеркс ыйтнӑ: «Хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл?» Эсфирь Аман еннелле аллине тӑснӑ та каланӑ: «Тӑшман, хур тӑвакан — ак ҫакӑ усал Аман!» Ҫакна пач кӗтменскер, Аман сехӗрленсех ӳкнӗ. Патша хӑй шаннӑ ҫынни улталаса хушу кӑларттарнине ӑнланса илсен тарӑхса кайнӑ, унӑн пичӗ хӗрелсе-кӑвакарсах кайнӑ пулӗ, ҫак приговор унӑн юратнӑ арӑмӗшӗн вилӗмпе пӗрех пулнӑ вӗт! Ҫиллине шӑнараймасӑр патша сад пахчине тухнӑ (Эсф. 7:5—7).

Эсфирь хӑюллӑн Аманӑн каварне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ

21 Ултавӗ ҫиеле тухсан Аманӑн сехри хӑпнӑ, вӑл патша майри ури умне ӳкнӗ. Ҫак самантра патша каялла кӗнӗ. Амана Эсфирь выртакан вырӑн ҫумӗнче курсан, унӑн ҫилли тулса килнӗ, вара вӑл Амана эсӗ патша майрине патша килӗнчех пусмӑрласшӑн-ҫке тесе айӑпланӑ. Ҫак сӑмахсем Аманшӑн вилӗм приговорӗ пекех янӑранӑ. Ӑна, питне хупласа, тӳрех илсе тухса кайнӑ. Тарҫӑсенчен пӗри Аман Мардохее ҫакса вӗлерме ҫӳллӗ юпа лартни ҫинчен патшана пӗлтернӗ. Артаксеркс пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ҫав юпаран Амана ҫакса вӗлерме хушнӑ (Эсф. 7:8—10).

22. Алла усасран, шанӑҫа ҫухатасран тата ҫынсене шанма пӑрахасран Эсфирь тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшать?

22 Тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ паянхи тӗнчере тӗрӗслӗх нихӑҫан та ҫӗнтереймест пек туйӑнать хушӑран. Сирӗн ҫакнашкал туйӑмсем пулкаланӑ-и? Эсфирь нихӑҫан та алла усман, шанӑҫа ҫухатман тата ҫынсене шанма пӑрахман. Майлӑ вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑюллӑн тӗрӗслӗхшӗн тӑнӑ, ыттине вара Иеговӑн аллине шанса панӑ. Айтӑр эпир те ҫаплах тӑвар! Иегова улшӑнман. Вӑл, унчченхи пекех, усал ҫынсен каварлӑ ӗҫӗсене хӑйсен пуҫӗ ҫинех ӳкерме пултарать. (Псалом 7:12—17 вулӑр.)

Иеговӑшӑн, унӑн халӑхӗшӗн пурнӑҫне те хӗрхенмен

23. а) Патша Мардохейпе Эсфире мӗнпе ырӑ тунӑ? ӑ) Иаков вилес умӗн Вениамин пирки пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Ҫавӑн пекех  «Пророкла калани пурнӑҫланать» рамкӑна пӑхӑр.)

23 Халӗ патша Мардохей унӑн пурнӑҫне ҫӑлаканӗ ҫеҫ мар, Эсфирӗн усрав ашшӗ пулнине те пӗлет. Артаксеркс Мардохее Аман вырӑнне хӑйӗн патшалӑхӗнчи иккӗмӗш ҫын туса хунӑ. Аман ҫуртне тата унӑн мӗнпур пурлӑхне патша Эсфире панӑ, вӑл вара ҫав ҫурта пӑхса тӑраканӗ пулма Мардохее лартнӑ (Эсф. 8:1, 2).

24, 25. а) Аманӑн каварне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ хыҫҫӑн та Эсфирь мӗншӗн лӑпланса ларман? ӑ) Мӗншӗн Эсфирь хӑйӗн пурнӑҫне каллех хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ?

24 Мардохейпе иккӗшӗ ҫӑлӑнса юлнӑ хыҫҫӑн патша майри лӑпланса ларнӑ-ши? Ҫук, вӑл хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшман-ҫке. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫав вӑхӑтра Аман еврейсене пӗтерме кӑларнӑ хушу ҫинчен патшалӑхӑн кашни кӗтесӗнче пӗлтерсе ҫӳренӗ. Хӑйӗн усал шухӑшне пурнӑҫа кӗртмешкӗн майлӑ вӑхӑт суйласа илес тесе Аман «пур», е шӑпа, янӑ, ҫакӑ спиритизм формисенчен пӗри пулнӑ пулас (Эсф. 9:24—26). Палӑртнӑ кунччен темиҫе уйӑх юлнӑ пулин те, вӑхӑта тӑсма юраман. Инкеке мӗнле сирсе ямалла-ши?

25 Патша чӗнмен пулсан та, Эсфирь каллех ун патне кайнӑ, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тепӗр хут хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ. Хальхинче вӑл упӑшкине хӑрушӑ хушӑва пӑрахӑҫлама йӗре-йӗре йӑлӑнса ыйтнӑ. Анчах та Перси патши ҫирӗплетнӗ хушӑва улӑштарма юраман (Дан. 6:12, 15). Ҫавӑнпа патша Эсфирьпе Мардохее ҫӗнӗ хушу кӑларма ирӗк панӑ, ҫапла вара еврейсем хӑйсене хӳтӗлеме пултарнӑ. Еврейсене шанчӑк паракан ҫак ырӑ хыпара империн кашни кӗтесне ҫитерме васканӑ (Эсф. 8:3—16). Еврейсем хӗҫ-пӑшалланса хӑйсене хӳтӗлеме хатӗрленнӗ, ҫӗнӗ хушу кӑларман пулсан, вӗсем ҫавна тума пултарайман пулӗччӗҫ. Анчах та «Саваоф Ҫӳлхуҫа», е «ҫӳлти ҫарсенӗн Турри», хӑйӗн халӑхӗн хутне кӗрӗ-ши? (1 Патш. 17:45, Пс 45:12.)

Эсфирьпе Мардохей Перси империйӗнчи мӗнпур еврей валли хушусем кӑларнӑ

26, 27. а) Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле пысӑк та чаплӑ ҫӗнтерӳ панӑ? ӑ) Аманӑн ывӑлӗсене вӗлернипе мӗнле пророкла калани пурнӑҫланнӑ?

26 Палӑртнӑ кун тӗлне Туррӑн халӑхӗ хатӗр пулнӑ. Еврей ҫынни Мардохей патшалӑхра иккӗмӗш ҫын пулса тӑни ҫинчен илтсен, Перси улпучӗсенчен те чылайӑшӗ еврейсем майлӑ тӑнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхне пысӑк ҫӗнтерӳ панӑ. Вӑл вӗсене хӑйсен пӗтӗм тӑшманне ҫӗмӗрсе тӑкма пулӑшнӑ, вӗсем унӑн халӑхне урӑх усал тума пултарайман * (Эсф. 9:1—6).

27 Анчах та усал Аманӑн вунӑ ывӑлӗ чӗрӗ чухне Мардохейӗн, вӗсен килне пӑхса тӑнӑран, хӑй пурнӑҫӗшӗн вӗҫӗмсӗр хӑраса пурӑнмалла пулӗччӗ. Ҫавӑнпа вӗсене те вӗлернӗ (Эсф. 9:7—10). Ҫапла майпа Иегова пророкла калани пурнӑҫланнӑ — амаликитянсене, Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсене, тӗппипех пӗтернӗ (Сак. аст. 25:17—19). Аманӑн ывӑлӗсем ҫав йӗркесӗр халӑх ҫыннисенчен чи юлашкинчен вилнисем пулнӑ пулмалла.

28, 29. а) Эсфирь тата унӑн халӑхӗ вӑрҫӑ ӗҫӗсене хутшӑнни мӗншӗн Туррӑн ирӗкӗ шутланнӑ? ӑ) Эсфирь тӗслӗхӗ пире паян мӗнле пулӑшать?

28 Эсфирӗн черчен хулпуҫҫийӗ ҫине пысӑк яваплӑх тиеннӗ. Тӗслӗхрен, вӑл вӑрҫӑ ӗҫӗсемпе тата вилӗм приговорӗпе ҫыхӑннӑ хушусене кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫав ӗҫ пӗртте ҫӑмӑл пулман. Анчах та ҫакӑ — хӑйӗн халӑхне тӗп тӑвасран хӳтӗлесси — Иеговӑн ирӗкӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен пама пулнӑ Мессия Израиль халӑхӗнчен тухмалла пулнӑ. Вӑл пӗтӗм этемлӗхшӗн ҫӑлӑнӑҫ паракан шанчӑк пулса тӑрӗ (Пулт. 22:18). Апла пулин те Иисус, Мессия, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫар ӗҫӗсене хутшӑнма чарнӑ, хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫав хушӑва тытса тӑраҫҫӗ (Матф. 26:52).

29 Анчах та эпир, христиансем, урӑх йышши вӑрҫӑра ҫапӑҫатпӑр: Шуйттан пире Иегова Турра ӗненме пӑрахтарас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. (2 Коринф 10:3, 4 вулӑр.) Эсфирь пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартни мӗн тери аван! Айтӑр, Эсфирь пекех, ӑслӑ-тӑнлӑ тата тӳсӗмлӗ пулса Турра ӗненнине кӑтартар, ҫавӑн пекех хӑюллӑ пулса тата пурнӑҫа шеллемесӗр Туррӑн халӑхӗ майлӑ тӑрар!

^ 26 абз. Патша еврейсене тепӗр кунне те хӑйсен тӑшманӗсемпе ҫапӑҫма ирӗк панӑ (Эсф. 9:12—14). Иудейсем халӗ те кашни ҫулах адар уйӑхӗнче (февраль вӗҫӗнче — март пуҫламӑшӗнче) ҫав ҫӗнтерӳ ҫинчен аса илсе Пурим уявне тӑваҫҫӗ, ҫак уяв ячӗ Аман израильтянсене пӗтерес тесе шӑпа янипе ҫыхӑннӑ.