Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПӖРРЕМӖШ СЫПӐК

«Вилнӗ пулсассӑн та... халӗ те калаҫать»

«Вилнӗ пулсассӑн та... халӗ те калаҫать»

1. Адама, Евӑна тата вӗсен ачисене Эдем пахчине кӗме мӗн чарса тӑнӑ тата Авель пуринчен ытла мӗн ҫинчен ӗмӗтленнӗ?

АВЕЛЬ сӑрт айккинче лӑпкӑн ҫисе ҫӳрекен сурӑхсем ҫине пӑхать. Унтан вӑл инҫетелле, вӑйсӑр ҫутӑ мӗлтлетсе тӑракан ҫӗрелле, тинкерет. Вӑл ҫавӑнта вут-ҫулӑмлӑ ҫивӗч хӗҫ ҫаврӑнса тӑнине тата Эдем пахчине кӗме паманнине пӗлет. Тахҫан унта унӑн ашшӗпе амӑшӗ пурӑннӑ, анчах та халӗ вӗсем те, вӗсен ачисем те ҫавӑнта кӗме пултараймаҫҫӗ. Куҫ умне ҫапла ӳкерчӗк тӑратса пӑхӑр-ха: кун вӗҫнелле ӑшӑ ҫил Авелӗн ҫӳҫне тӑрмалать. Вӑл пӗлӗтелле пӑхса Пултаракан ҫинчен шухӑшлать. Турӑпа ҫынсем хушшинче лайӑх хутшӑнусем каллех пулӗҫ-ши? Авель ҫакӑн пирки пуринчен ытла ӗмӗтленет.

2—4. Авель паян пирӗнпе калаҫать тенине мӗнле ӑнланмалла?

2 Авель паян пирӗнпе калаҫать. Эсир унӑн сассине илтетӗр-и? «Ҫакӑ пулма пултараймасть!» — тейӗр эсир. Чӑн та, Адамӑн иккӗмӗш ывӑлӗ, Авель, ӗлӗк-авалах вилнӗ. Унӑн ӳчӗ ултӑ пин ҫул каяллах ӗнтӗ ҫӗрсе тӑпра пулнӑ. Библи «вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» тесе вӗрентет (Еккл. 9:5, 10). Унсӑр пуҫне, Библире Авелӗн пӗр сӑмахне те ҫырса паман. Апла пулсан, вӑл пирӗнпе мӗнле калаҫма пултартӑр-ха?

3 Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол Авель ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Хӑй вилнӗ пулсассӑн та... халӗ те калаҫать». (Еврейсем 11:4 вулӑр.) Анчах та Авель мӗнле калаҫать-ха? Авельшӗн унӑн ӗненӗвӗ калаҫать. Вӑл ҫак паха ене аталантарнӑ пӗрремӗш ҫын пулнӑ. Питӗ хытӑ ӗненнине пула вӑл паянхи кун та пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх. Эпир Авель хӑй ӗненнине мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшлатпӑр тата ун пек пулма тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫакӑ Авель пирӗнпе калаҫнӑ пекех пулать.

4 Библире Авель ҫинчен питӗ сахал каланӑ пулсан та, эпир унӑн ӗненӗвӗ ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр? Айтӑр пӗлер.

Вӑл «тӗнче пулнӑ» вӑхӑтра ӳснӗ

5. Авель пурнӑҫне «тӗнче пулнӑ» вӑхӑтпа ҫыхӑнтарнипе Иисус Христос мӗн каласшӑн пулнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

5 Авель пӗрремӗш ҫынсене пултарнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен ҫуралнӑ. Иисус Авель пурнӑҫне «тӗнче пулнӑ» вӑхӑтпа ҫыхӑнтарнӑ. (Лука 11:50, 51 вулӑр.) Иисус ҫак сӑмахсене ҫылӑхӗсене тӳлесе илнине тивӗҫлӗ ҫынсем пирки каланӑ. Авель ҫӗр ҫинчи тӑваттӑмӗш ҫын пулнӑ пулсан та, Турӑ умӗнче вӑл тӳлесе илнине тивӗҫлӗ пӗрремӗш ҫын пулнӑ *. Авель лайӑх тӗслӗх кӑтартакан ҫынсем хушшинче ӳсменни уҫҫӑнах курӑнать.

6. Авелӗн ашшӗпе амӑшӗ мӗнле ҫынсем пулнӑ?

6 Этемлӗх пуҫланса кайнӑранпа нумай вӑхӑт иртмен пулсан та, ҫынсем питӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекме ӗлкӗрнӗ. Авелӗн ашшӗпе амӑшӗ, Адампа Ева, питӗ илемлӗ пулнӑ тата вӗсен вӑйӗ те вӗресе тӑнӑ пулӗ. Апла пулин те вӗсем питӗ пысӑк йӑнӑш тунӑ, ҫавӑн ҫинчен хӑйсем те пӗлнӗ. Унччен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнӑ. Анчах та вӗсем Иегова Турра хирӗҫ тӑнӑ, вара вӗсене хӑйсен килӗнчен, Райран, хӑваласа кӑларса янӑ. Хӑйсен туртӑмӗсене пуринчен мала — хӑйсен пулас ачисен пуласлӑхӗнчен те мала — хунипе вӗсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫухатнӑ (Пулт. 2:15—3:24).

7, 8. Каин ҫуралсан Ева мӗн каланӑ тата ҫакӑ мӗн кӑтартса пама пултарать?

7 Эдем пахчинчен хӑваласа кӑларса янӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ питӗ йывӑр пулнӑ. Ҫапах та, Адампа Евӑн малтанхи ывӑлӗ ҫуралсан, вӗсем ӑна Каин ятлӑ хунӑ. Ева каланӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫаран ҫын тупрӑм». Вӑл Иегова Эдем пахчинче сӑмах пани пурнӑҫланчӗ тесе шутланӑран ҫапла каланӑ пулас. Мӗншӗн тесен Турӑ малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑмӑн «вӑрлӑх» ҫуратмалла, унӑн вара Адампа Евӑна Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнӗ Усала тӗп тумалла пулнӑ (Пулт. 3:15; 4:1). Ева ҫав пророкла каланинчи хӗрарӑм шӑпах хӑй, пама пулнӑ «вӑрлӑх» вара Каин тесе шутланӑ-ши?

8 Ҫапла шутланӑ пулсан, вӑл пысӑк йӑнӑш тунӑ. Енчен те вӗсем, Адампа иккӗшӗ, Каина ҫавӑн ҫинчен мӗн пӗчӗкренех каласа тӑнӑ пулсан, унӑн ҫылӑхлӑ чӗринче мӑнкӑмӑллӑх аталанма пултарнӑ. Каярахпа Евӑн тепӗр ывӑл ҫуралнӑ, анчах та вӑл ҫав ача пирки ҫавнашкал чаплӑ сӑмахсем каламан. Ӑна Авель ятлӑ хунӑ, ҫакӑ «сывлани» е «усӑсӑр хӗвӗшӳ» тенине пӗлтерме пултарать (Пулт. 4:2). Ӑна ҫапла ят пани Адампа Ева хӑйсен шанчӑкне Авельпе мар, ытларах Каинпа ҫыхӑнтарнине кӑтартмасть-ши? Ҫакӑн пирки ҫирӗплетсе калама ҫук.

9. Паян ашшӗсемпе амӑшӗсем Адампа Ева йӑнӑшнинчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

9 Паян ашшӗ-амӑшӗсем ҫав пӗрремӗш ашшӗпе амӑшӗ йӑнӑшнинчен нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Сирӗн сӑмахсемпе ӗҫсем мӗн тума хавхалантараҫҫӗ? Эсир ачӑрсене чапшӑн ҫунма, мӑнкӑмӑллӑ пулма тата харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшма хӑнӑхтармастӑр-и? Е эсир вӗсене Иегова Турра юратма тата унпа туслӑ пулма вӗрентетӗр? Шел пулин те, пӗрремӗш ашшӗпе амӑшӗ хӑйсене шанса панӑ тивӗҫлӗхе пурнӑҫлайман. Апла пулсан та вӗсен ачисен пурпӗрех шанчӑк пулнӑ.

Авель ӗненӳ мӗнле аталантарнӑ?

10, 11. Каинпа Авель мӗнле ӗҫ тунӑ тата Авель мӗнле паха ен аталантарнӑ?

10 Арҫын ачасем пысӑкланса пынӑҫемӗн Адам вӗсене ӗҫлеме вӗрентнӗ пулӗ, ҫакӑ вӗсене ҫемьешӗн тӑрӑшма пулӑшнӑ пулӗ. Каин ҫӗр ӗҫне ӗҫленӗ, Авель кӗтӳҫӗ пулса тӑнӑ.

11 Анчах та Авелӗн пурнӑҫӗнче ҫакӑ чи кирли пулман. Хӑйӗн ӗненӗвне вӑл нумай ҫул хушши аталантарнӑ, ҫав паха ен пирки каярахпа Павел ҫырнӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Авельшӗн тӗслӗх илмелли пӗр ҫын та пулман. Апла пулсан, Авель Иегова Турра мӗнле майпа хытӑ ӗненме пуҫланӑ? Авеле ҫирӗп ӗненме мӗнле виҫӗ япала пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар.

12, 13. Иегова пултарнӑ япаласене сӑнани Авеле ҫирӗпрех ӗненме мӗнле пулӑшнӑ?

12 Иегова пултарнӑ япаласем. Иегова ҫӗре ылханнӑ хыҫҫӑн унта йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑксем ӳсме пуҫланӑ, ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлеме йывӑр пулнӑ. Апла пулин те ҫӗр тулӑх апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ. Анчах та чӗрчунсене, кайӑксене тата пулӑсене ылханман пулнӑ. Ҫавӑн пекех тусем, кӳлӗсем, юханшывсем, тинӗссем, тӳпе, пӗлӗтсем, хӗвел, уйӑх тата ҫӑлтӑрсем ҫине те ылхан яман. Кирек ӑҫта пӑхсан та, Авель Иегова Туррӑн — таврари пӗтӗм япалана Пултараканӑн — юратӑвне, ӑслӑлӑхне тата ырӑлӑхне курнӑ. (Рим 1:20 вулӑр.) Тӗлӗнмелле пултарнисем ҫинчен тата Пултараканӑн паха енӗсем ҫинчен шухӑшласа вӑл ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ.

Иегова пултарнӑ япаласене сӑнаса Авель юратакан Ашшӗне хытӑрах ӗненме пуҫланӑ

13 Авель, паллах ӗнтӗ, Иегова ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрнӑ. Вӑл сурӑхсене мӗнле пӑхнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Кӗтӳҫӗ пулнӑран унӑн нумай утма тивнӗ. Ӑҫта сип-симӗс курӑк ӳсет, тап-таса шыв юхса выртать тата ӑҫта хӳтӗ те сулхӑнлӑ улӑх-ҫарансем, ҫавӑнта вӑл вӗсене илсе ҫӳренӗ. Ытти выльӑхсемпе танлаштарсан, сурӑхсем вӑйсӑртарах курӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫынсем пӑхчӑр тата хӳтӗлеччӗр тесе тунӑ пекех туйӑнать. Авель хӑйне те Такам — кирек мӗнле ҫынран та чылай ӑслӑрахскер тата вӑйлӑрахскер — вӗрентсе-кӑтартса тӑни, хӳтӗлени тата пулӑшни кирлине ӑнланнӑ-ши? Паллах, ӑнланнӑ. Авель кӗлтунӑ чухне ҫавӑн ҫинчен час-часах каланӑ, ҫапла вара унӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ.

14, 15. Иегова сӑмах панисем Авеле мӗн ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ?

14 Иегова сӑмах панисем. Адампа Ева хӑйсене Эдем пахчинчен мӗншӗн хӑваласа кӑларса янине ывӑлӗсене каласа панах пулӗ. Ҫавӑнпа Авелӗн шухӑшламалли темӗн чухлех пулнӑ.

15 Иегова ҫӗр ылханлӑ пулӗ тата унта йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑксем ҫитӗнӗҫ тенӗ. Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине Авель хӑй куҫӗпе курнӑ. Иегова ҫавӑн пекех Ева йывӑр ҫын пулнӑ вӑхӑтра тата ачасем ҫуратнӑ чухне ыратнипе асапланӗ тесе малтанах каласа хунӑ. Шӑллӗ-йӑмӑкӗсем ҫуралсан вара Авель ҫав сӑмахсем тӗрӗс пулнине курнӑ паллах. Евӑн упӑшкине хӑйне виҫесӗр хытӑ юраттарас, хӑй ҫине ытларах пӑхтарас туртӑм пуласса, ҫавӑн пекех Адам унпа хуҫаланасса та Иегова малтанах пӗлсе тӑнӑ. Ҫак салхуллӑ лару-тӑрӑва Авель кашни кунах асӑрханӑ. Кашнинчех вӑл Иеговӑн сӑмахӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланса пынине курнӑ. Акӑ мӗншӗн Авелӗн Иегова «вӑрлӑх» пирки сӑмах панине шанма, ҫав вӑрлӑх Эдемра пуҫланнӑ тӗрӗсмарлӑха пӗтерессе кӗтме витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ (Пулт. 3:15—19).

16, 17. Иегова хушнӑ ӗҫе тӑвакан херувимсенчен Авель мӗне вӗренме пултарнӑ?

16 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем. Авель лайӑх тӗслӗх кӑтартакан ҫынсем хушшинче пурӑнман, анчах та ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче ангелсем те пулнӑ. Адампа Евӑна Эдем пахчинчен хӑваласа ярсан Иегова вӗсене те, вӗсен ачисене те унта кӗме чарнӑ. Рая кӗмелли вырӑна сыхлама Иегова херувимсене — питӗ пысӑк вырӑн йышӑнакан ангелсене — хушнӑ тата унта пӗр чарӑнми ҫаврӑнса тӑракан вутлӑ ҫивӗч хӗҫ лартнӑ. (Пултарни 3:24 вулӑр.)

17 Ҫав херувимсене курма килсен пӗчӗк Авелӗн мӗнле туйӑмсем пулни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫак ангелсен кӗлетки этемсенни пек пулнӑ. Вӗсен вӑй-хӑвачӗ тата ҫаврӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хӑратма пултарнӑ. Ҫулсем иртнӗ, Авель ӳссе пынӑ. Ангелсене Эдем пахчине сыхлама йӑлӑхтарса ҫитернине, вӗсем хӑйсен вырӑнне пӑрахса кайнине вӑл пӗр хут та пулин курнӑ-ши? Ҫук, курман. Ҫав ангелсем ир те, каҫ та, ҫул хыҫҫӑн ҫул хӑйсене хушнӑ ӗҫе шанчӑклӑн туса тӑнӑ. Вӗсем Иегова Туррӑн шанчӑклӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫлекенсем пуррине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫав херувимсем Иеговӑна пӗтӗм чунтан парӑнса, итлесе пурӑннӑ — ҫав паха енсене Авель хӑйӗн килӗнчисенче курман. Ҫав ангелсен тӗслӗхӗ унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ паллах.

Авель пурнӑҫӗ тӑршшӗпех херувимсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнине курнӑ

18. Паян пире ӗненӗве ҫирӗплетме мӗн пулӑшать?

18 Турӑ пултарнӑ япаласене сӑнаса, Турӑ сӑмах панисем ҫинчен тата шанчӑклӑ ангелсем ҫинчен шухӑшласа Авель хӑйӗн ӗненӗвне аталантарнӑ. Авель халӗ те пирӗнпе калаҫать, ҫапла мар-и? Унӑн тӗслӗхӗ ҫамрӑксен кӑмӑлне ҫӗклеме пултарать: кил-йышӗнчисем лайӑх тӗслӗх кӑтартмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем ҫирӗп ӗненӳ аталантарма пултараҫҫӗ. Иегова пултарнӑ япаласем, унӑн Сӑмахӗ тата унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем паян пире ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.

Авелӗн парни мӗншӗн лайӑхрах пулнӑ?

19. Вӑхӑт иртсен Авель мӗнле питӗ кирлӗ чӑнлӑха ӑнланса илнӗ?

19 Авелӗн ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ, унӑн хӑйӗн ӗненӗвне ӗҫсемпе кӑтартас килнӗ. Анчах та Ҫут тӗнчене Пултаракана ахаль ҫын мӗн пама пултартӑр-ха? Турра парнесем е ҫынсен пулӑшӑвӗ кирлӗ мар. Вӑхӑт иртсен Авель питӗ кирлӗ чӑнлӑха ӑнланса илнӗ: пӗлӗтри Аттемӗре савӑнтарас тесен, ӑна таса кӑмӑл-туйӑмпа чи лайӑххине памалла.

Каинпа танлаштарсан, Авель ӗненсе парне кӳнӗ

20, 21. Каинпа Авель Иеговӑна мӗнле парнесем кӳнӗ тата Турӑ мӗнле хуравланӑ?

20 Авель хӑйӗн кӗтӗвӗнчи темиҫе сурӑха Иеговӑна парне кӳме шут тытнӑ. Вӑл чи лайӑх выльӑхсене — малтан ҫуралнисене — тата, хӑй шутланӑ тӑрӑх, вӗсен чи паха пайӗсене суйласа илнӗ. Каинӑн та Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулас килнӗ, вӑл хӑй пуҫтарса илнӗ тырпулӑн пӗр пайне Иеговӑна парне кӳме шут тытнӑ. Анчах та унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ Авелӗн шухӑш-кӑмӑлӗнчен уйрӑлса тӑнӑ. Ҫакӑ вӗсем парне кӳрсен уҫҫӑн палӑрнӑ.

21 Адамӑн икӗ ывӑлӗ те парне вырӑнӗсем туса лартнӑ та вут чӗртнӗ, ҫавна вӗсем Иеговӑн ҫӗр ҫинчи пӗртен-пӗр представителӗсем, херувимсем, тӑнӑ вырӑнтан инҫех мар тунӑ пулӗ. Иегова хуравланӑ! Библире ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа Авеле те, унӑн парнине те кӑмӑл тунӑ» (Пулт. 4:4). Анчах та Иегова кӑмӑл тунине мӗнле кӑтартни пирки унта каламан.

22, 23. Мӗншӗн Иегова Авель парнине кӑмӑл тунӑ?

22 Иегова мӗншӗн Авель парнине кӑмӑл тунӑ? Ҫакӑ вӑл мӗнле парне панинчен килнӗ-ши? Пурнӑҫа сӑнарлакан юна тӑкса, Авель чӗрӗ те сывлакан чӗрчуна парнене кӳнӗ. Авель ҫакӑн пек парне мӗн тери хаклине ӑнланнӑ-ши? Ӗмӗрсем иртсен Турӑ израильтянсене айӑпсӑр путеке парнене кӳме хушнӑ, ҫакӑ унӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр Ывӑлӗ, «Турӑ Путекки», хӑйӗн айӑпсӑр юнне тӑкса кӳнӗ парнен сӑнарӗ пулнӑ (Иоанн 1:29; Тух. 12:5—7). Апла пулин те ҫакӑнтан нумайӑшне Авель пачах пӗлмен е ӑнланман.

23 Эпир ҫакӑн пирки ҫеҫ ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: Авель хӑйӗн мӗн пурринчен чи лайӑххине панӑ. Иегова унӑн парнине ҫеҫ мар, Авеле хӑйне те кӑмӑл тунӑ, мӗншӗн тесен вӑл Турра юратнӑран тата ӑна ҫирӗп ӗненнӗрен парне кӳнӗ.

24. а) Мӗншӗн Каин панӑ парне япӑх пулнӑ теме ҫук? ӑ) Паян нумайӑшӗ хӑш енчен Каина аса илтереҫҫӗ?

24 Каинпа пачах урӑхла пулса тухнӑ. «[Турӑ] Каина вара хӑйне те, унӑн парнине те кӑмӑл туман»,— тенӗ Библире (Пулт. 4:5). Ҫакӑ вӑл япӑх парне панине пӗлтермест, мӗншӗн тесен Иегова каярахпа хӑйӗн халӑхне ҫӗр ҫинче туса илнӗ ҫимӗҫсене парне кӳме ирӗк панӑ (Лев. 6:14, 15). Библире Каин пирки каланӑ: «[Унӑн] ӗҫӗсем усал пулнӑ». (1 Иоанн 3:12 вулӑр.) Каин, хальхи вӑхӑтри нумай ҫын пекех, Турра ӗненнӗ пек кӑтартни те ҫитет тесе шутланӑ пулас. Чӑн-чӑн ӗненӳ пулманни тата Турра чӗререн юратманни кӗҫех унӑн ӗҫӗсенчен курӑннӑ.

25, 26. Иегова Каина мӗн пирки асӑрхаттарса каланӑ тата лешӗ мӗн тунӑ?

25 Иегова хӑйне ырламаннине ӑнлансан, Каин шӑллӗн тӗслӗхӗнчен мӗне те пулин вӗренме тӑрӑшнӑ-и? Ҫук, тӑрӑшман. Вӑл Авеле курайми пулнӑ. Иегова Каинӑн чӗринче мӗн пулса иртнине асӑрханӑ та унпа тӳсӗмлӗн калаҫма пуҫланӑ. Турӑ ӑна ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл пысӑк ҫылӑх патне илсе ҫитересси пирки асӑрхаттарнӑ тата улшӑнсан пуҫна ҫӗклӗн тенӗ (Пулт. 4:6, 7).

26 Каин Турӑ асӑрхаттарса каланине ним вырӑнне те хуман. Вӑл шӑллӗне, ун шухӑшне пӗлменскере, хӑйпе хире кайма сӗннӗ. Унта Каин Авеле тапӑннӑ та вӗлернӗ (Пулт. 4:8). Ҫавӑнпа хӑш-пӗр тӗлӗшрен Авель тӗне пула хӗсӗрлесе вӗлернӗ пӗрремӗш ҫын теме пулать. Вӑл вилнӗ, анчах та Иегова ӑна манса кайман.

27. а) Авель чӗрӗлсе тӑрасси пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр? ӑ) Авельпе тӗл пулас тесен мӗн тумалла?

27 Авелӗн юнӗ, сӑнарлӑ каласан, тавӑрма, е тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларма, Иеговӑна кӑшкӑрса чӗннӗ. Иегова вара Каина йӗркесӗр ӗҫӗшӗн хаса панӑ, ҫапла тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларнӑ (Пулт. 4:9—12). Анчах унтан та пысӑкрах пӗлтерӗшли пур: Авелӗн ӗненӗвӗ паян та калаҫать. Ҫав вӑхӑтри ҫынсемпе танлаштарсан, Авель питӗ сахал пурӑннӑ — ҫӗр ҫула яхӑн ҫеҫ пулмалла, апла пулин те вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тивӗҫлӗ пурӑнса ирттернӗ. Вӑл хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗ хӑйне юратнине тата ырланине пӗлсе вилнӗ (Евр. 11:4). Вӑл халӗ те питӗ шанчӑклӑ вырӑнта пулни пирки иккӗленмелли ҫук — вӑл Иеговӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр астӑвӑмӗнче тата хӑйне ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма чӗртсе тӑратасса кӗтет (Иоанн 5:28, 29). Эсир Авельпе тӗл пулӑр-и? Вӑл мӗн каланине итлеме ҫирӗп шут тытсан тата ун пекех ҫирӗп ӗненнине кӑтартсан, ҫакӑ пулатех.

^ 5 абз. «Тӗнче пулнӑ» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вӑрлӑх акнине пӗлтерет тата йӑха тӑснине кӑтартса парать. Ҫакӑ пӗрремӗш ҫынсен ача ҫуралнине кӑтартать. Апла пулсан «тӗнче пулнӑ», е тӗнче пуҫланса кайнӑ, вӑхӑта Иисус мӗншӗн Каинпа (малтанхи ывӑлпа) мар, Авельпе ҫыхӑнтарнӑ? Каин тунӑ йышӑнусем тата ӗҫсем Иегова Турра хирӗҫ ятарласа пӑлхав ҫӗкленипе танах пулнӑ. Ҫавӑнпа Каин, хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ пекех, тӳлесе илнине тата чӗртсе тӑратнине тивӗҫлӗ ҫынсем хушшинче пулма пултарайман.