Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | ИОСИФ

«Эпӗ Турӑран хӑратӑп»

«Эпӗ Турӑран хӑратӑп»

ИОСИФ сад пахчине тухать. Вӑхӑт каҫ еннелле сулӑннӑ ӗнтӗ. Вӑл васкамасӑр финик пальмисене, улма-ҫырла йывӑҫҫисене тата лили чечекӗсем ӳсекен пӗвесене куҫпа пӑхса ҫаврӑнать. Каҫ ӗнтрӗкӗнче аякра, сад стени хыҫӗнче, фараон керменӗ тӗксӗммӗн палӑрса ларать. Иосиф килӗнчен кӑмӑла каякан сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Унӑн ывӑлӗ Манассия хӑйӗн пӗчӗк шӑллӗне, Ефрема, култарать. Тен, Иосиф хӑйӗн арӑмӗ вылякан-айкашакан ачисем ҫине кӑмӑллӑн пӑхса ӑшшӑн кулать пуль тесе шухӑшлать. Вӑл хӑй те йӑл кулать. Турӑ ӑна нумай пиллӗх панине вӑл пӗлет.

Иосиф хӑйӗн малтанхи ывӑлне Манассия ятлӑ хунӑ, ҫак ят «манмалла тӑвакан» тенине пӗлтерет (Пултарни 41:51). Тӑван килне, пӗртӑванӗсене тата ашшӗне аса илнипе Иосифӑн чунӗ ыратнӑ, Турӑ юлашки ҫулсенче панӑ пиллӗхсем вара ӑна ыратакан чунне пусарма пулӑшнӑ. Хӑйне пиччӗшӗсем курайманран унӑн пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ. Вӗсем ӑна чутах вӗлермен тата ҫул ҫӳрекен купсасене чуралӑха сутса янӑ. Ҫав вӑхӑтранпа унӑн пурнӑҫӗнче умлӑн-хыҫлӑн пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Вун ҫул ытла вӑл чуралӑхра йывӑр ӗҫлесе пурӑннӑ, унтан тӗрмере ларнӑ — пӗр вӑхӑт хушши ӑна тимӗр тӑлӑпа та сӑнчӑрланӑ. Халӗ вара вӑл аслӑ Египетра фараон хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын! *

Темиҫе ҫул хушши Иосиф Иегова пророкла калани пурнӑҫланнине курса тӑнӑ. Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул тыр-пул тулӑхлӑ пулнӑ, Иосиф тыр-пула кӗлетсене пухса пырас ӗҫе ертсе пынӑ. Ҫак ҫулсенче ӑна арӑмӗ, Асенефа, икӗ ывӑл ҫуратса панӑ. Апла пулин те вӑл Египетран ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм аякра ларакан тӑван килне, уйрӑмах шӑллӗне, Вениамина, тата юратнӑ ашшӗне, Иакова, час-часах аса илнӗ. Вӗсем чӗрех-ши, сывах-ши? Пиччӗшӗсем лайӑх еннелле улшӑннӑ-ши тата вӑл хӑйсен ҫемйине пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшма пултарӗ-ши? Ҫак ыйтусем ӑна канӑҫ паман пулӗ.

Сутӑнчӑкла хӑтланнине, кӗвӗҫнине е курайманнине пула сирӗн ҫемьере килӗшӳ ҫук пулсан, Иосиф мӗн туйнине эсир ӑнланатӑр паллах. Вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе килӗштерме тӑрӑшнипе Турра ӗненнине кӑтартнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

«ИОСИФ ПАТНЕ КАЙӐР»

Ҫав ҫулсенче Иосиф питӗ ӗҫлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе кайнӑ. Иегова пророкла каланӑ пекех, ҫичӗ тулӑхлӑ ҫул хыҫҫӑн лару-тӑру тӗлӗнмелле хытӑ улшӑннӑ. Ҫӗр тырӑ пама пӑрахнӑ! Кӗҫех юнашар пурӑнакан халӑхсене пурне те выҫлӑх аптӑратма пуҫланӑ. «Египет ҫӗрӗ ҫеҫ тырӑллӑ пулнӑ» (Пултарни 41:54). Паллах ӗнтӗ, Иосиф Турӑ хавхалантарнипе маларах пӗлтерсе хунӑран тата ӗҫсене йӗркелеме пултарнӑран Египет ҫыннисем выҫӑпа вилмен.

Иосиф хӑйне кӗҫӗне хунӑ, ҫавӑнпа Иегова ӑна пысӑк ӗҫсем шанса панӑ

Египтянсем хӑйсем пирки Иосиф умӗнче парӑмлӑ тесе шухӑшланӑ тата ӑна лайӑх ертӳҫӗ пулнӑшӑн мухтанӑ пулӗ. Апла пулин те, Иосиф хӑйне пысӑка хуман. Вӑл хӑйӗн Туррине, Иеговӑна, чысланӑ тата мухтав кӳнӗ. Хамӑра кӗҫӗне хурса, эпир хамӑрӑн пултарулӑхсемпе Иеговӑн ӗҫне тума усӑ куратпӑр пулсан, вӑл вӗсемпе пирӗн пуҫа та пырса кӗмен майпа усӑ курӗ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн египтянсем те выҫлӑха пула хӗн курма пуҫланӑ. Вӗсем фараона йӑлӑнма тытӑннӑ, лешӗ вара вӗсене каланӑ: «Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр». Иосиф кӗлетсене уҫса Египет ҫыннисене тырӑ сутма пуҫланӑ (Пултарни 41:55, 56).

Анчах та таврари ҫӗрсенче лару-тӑру лайӑхах пулман. Ханаанра, ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм аякра, Иосифӑн ҫемйи выҫлӑхпа асапланнӑ. Ватӑлса ҫитнӗ Иаков Египетра тырӑ пуррине илтнӗ те ывӑлӗсене унта тырӑ илме янӑ (Пултарни 42:1, 2).

Вениамина вара, чи кӗҫӗн ывӑлне, Иаков ытти ывӑлӗсемпе пӗрле яман. Мӗншӗн тесен хӑй юратнӑ ывӑлне, Иосифа, пиччӗшӗсем патне ярсан мӗн пулса иртни халӗ те асрах пулнӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн ачине юлашки хут курнӑ. Пиччӗшӗсем киле Иосифӑн хитре тумтирне, ашшӗ юратса парнеленӗ тума, илсе килнӗ — вӑл ҫӗтӗк-ҫурӑк тата юнпа вараланса пӗтнӗ пулнӑ. Вӗсем ашшӗне Иосифа тискер кайӑк ҫисе янӑ тесе ӗнентернӗ. Иаков лӑплана пӗлми хуйхӑрнӑ (Пултарни 37:31—35).

«ИОСИФ ВАРА... АСНЕ ИЛНӖ»

Иаков ывӑлӗсем темиҫе ҫӗр ҫухрӑм кайсан Египета ҫитнӗ. Вӗсем тырӑ ӑҫта илмелли пирки ыйтма пуҫланӑ, вара вӗсене аслӑ вырӑн йышӑнакан Цафнаф-Панеах ятлӑ ҫын патне янӑ (Пултарни 41:45). Вӗсем Иосифа палласа илнӗ-ши? Ҫук, паллайман. Ҫак ҫын вӗсемшӗн Египетӑн сумлӑ пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ӑна чыс туса вӗсем «ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ» (Пултарни 42:5, 6).

Иосиф вара вӗсене тӳрех палласа илнӗ! Вӗсем ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнине курсан, вӑл Турӑ хӑйне ҫамрӑк чухне кӑтартнӑ «тӗлӗкӗсене асне илнӗ». Ҫав тӗлӗксенче Турӑ пӗр-пӗр кун унӑн пиччӗшӗсем ӑна пуҫ таяссине пророкла кӑтартнӑ — халӗ шӑп ҫавӑ пулса иртнӗ те! (Пултарни 37:2, 5—9; 42:7, 9.) Иосиф мӗн тӑвӗ-ши? Вӑл вӗсене ыталаса илӗ-ши? Е тавӑрас тейӗ?

Иосиф хӑйӗн туйӑмӗсем хыҫҫӑн каймалла маррине ӑнланнӑ. Ҫак ӗҫсем Иеговӑн ирӗкӗпе пулса иртни уҫҫӑн курӑннӑ. Сӑмах кунта Турӑ мӗн шухӑшласа хуни пирки пынӑ. Турӑ Иаковран вӑйлӑ халӑх тухӗ тесе шантарса каланӑ (Пултарни 35:11, 12). Иосифӑн пиччӗшӗсем халӗ те ҫавнашкалах хытӑ кӑмӑллӑ, хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан тата намӑса пӗлмен ҫынсем пулнӑ пулсан, ҫав халӑх пулса каймасан та пултарнӑ вӗт! Унсӑр пуҫне, Иосиф туйӑмсене алра тытмасан, вӗсен ҫемйинче килӗшӳ пулаймӗ тата вӑл ашшӗпе Вениамин пурнӑҫне (вӗсем чӗрех пулнӑ пулсан) хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме те пултарнӑ. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем мӗнле ҫынсем пулса тӑнине тӗрӗслесе пӑхас тесе малтанлӑха хӑй камне пӗлтерес темен. Тен, каярахпа Иегова ӑна мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшӗ.

Иосиф пурнӑҫӗнчи пек лару-тӑру пирӗн пурнӑҫра пулмӗ те, тен. Анчах та кашни ҫемьерех хирӗҫӳ-харкашу сиксе тухма пултарать. Ҫавнашкал йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан тӳрех туйӑмсем хыҫҫӑн каяс хӑрушлӑх пур. Иосиф пекех, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине ӑнланма тӑрӑшни мӗн тери ӑслӑ! (Ытарӑшсем 14:12.) Айтӑр ҫакна асра тытар: ҫемьере килӗшӳ пулни питӗ кирлӗ пулсан та, Турӑпа тата унӑн Ывӑлӗпе пирӗн хушӑра килӗшӳ пулни унтан та кирлӗрех (Матфей 10:37).

«СӐНАСА ПӐХАС СИРЕ»

Пиччӗшӗсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе Иосиф вӗсене тӗрлӗрен майпа тӗрӗсленӗ. Вӑл вӗсемпе куҫаруҫӑ урлӑ калаҫнӑ, хӑйне сиввӗн тытнӑ. Вӑл вӗсене вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе айӑпланӑ. Пиччӗшӗсем вара, хӑйсене тӳрре кӑларас тесе, хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ, килте шӑллӗ юлни ҫинчен те асӑннӑ. Иосифа хӑйне алра тытма калама ҫук йывӑр пулнӑ. Нивушлӗ унӑн шӑллӗ чӗрех? Иосиф халӗ мӗн тумаллине пӗлнӗ. Вӑл каланӑ: «Акӑ епле сӑнаса пӑхас сире... кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр». Кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл вӗсенчен пӗрне юлма, ыттисене килне кайса Вениамина илсе килме хушнӑ (Пултарни 42:9—20).

Иосиф хӑйсен калаҫӑвне ӑнланнине пиччӗшӗсем пӗлмен, ҫавӑнпа ун умӗнчех лару-тӑрӑва сӳтсе явма тата 20 ҫул маларах йывӑр ҫылӑх тунӑшӑн хӑйсене айӑплама тытӑннӑ. «Шӑллӑмӑра хирӗҫ ҫылӑха кӗнӗшӗнех эпир асап куратпӑр,— тенӗ вӗсем,— вӑл пире тархасланӑ чухне эпир унӑн чунӗ асапланнине куртӑмӑр, ҫапах [ӑна] итлемерӗмӗр; ҫавӑншӑнах ҫак хуйхӑ ҫитрӗ те пире». Ҫак сӑмахсене илтсен Иосиф, хӑй йӗрсе янине ан курччӑр тесе, вӗсем патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ (Пултарни 42:21—24). Апла пулин те, чӑн-чӑн ӳкӗнни вӑл хӑв мӗн тунишӗн пӑшӑрханни ҫеҫ мар иккенне Иосиф пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене тӗрӗслеме чарӑнман.

Вӑл Симеона тӗрмене хуптарнӑ, ытти пиччӗшӗсене килне янӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен тырӑпа тултарнӑ миххисене укҫа чикме хушнӑ. Пиччӗшӗсем, килне ҫитсен, Иакова хӑйӗн юратнӑ ывӑлне, Вениамина, хӑйсемпе пӗрле Египета яма аранах ӳкӗте кӗртнӗ. Иосиф патне таврӑнсан, вӗсем унӑн тарҫине хӑйсен миххисенче укҫа тупни ҫинчен ним пытармасӑр каласа панӑ, ӑна каялла тавӑрса паратпӑр тенӗ. Ҫакӑ вӗсене лайӑх енчен кӑтартнӑ, анчах та Иосифа ҫирӗплетӳсем ытларах кирлӗ пулнӑ. Вӑл вӗсем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑй вара Вениамина курнипе савӑннине аран-аран пытарнӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн вӑл пиччӗшӗсен миххисене тырӑ тултарма, Вениаминӑн миххи ӑшне вара хӑйӗн кӗмӗл куркине чиксе хума хушнӑ, хыҫҫӑн вӗсене киле янӑ (Пултарни 42:26—44:2).

Халӗ вӗсем Иосиф аллинче пулнӑ. Вӑл пиччӗшӗсем хыҫҫӑн ҫынсем янӑ, ҫавсем вӗсене хӑваласа ҫитсе тытнӑ та эсир вӑрӑсем тесе айӑпланӑ. Куркана Вениаминӑн миххинче тупсан, вӗсене Иосиф патне каялла илсе килнӗ. Халӗ Иосиф вӗсем чӑннипе мӗнле ҫынсем пулнине пӗлме пултарнӑ. Иуда пурин ячӗпе калаҫнӑ. Вӑл хӑйсене хӗрхенме, каҫарма йӑлӑннӑ, 11 пиччӗшне чурасем тума та сӗннӗ. Иосиф хирӗҫленӗ, вӑл Египетра чуралӑхра Вениамин ҫеҫ юлать, ыттисем вара кайччӑр тенӗ (Пултарни 44:2—17).

Иуда хӑйӗн шӑллӗ хутне кӗрсе чӗререн каланӑ: «Вӑл... амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать». Ҫак сӑмахсене илтсен Иосиф питӗ хытӑ пӑлханса кайнӑ, вӑл Рахилӗн, Иаковӑн юратнӑ арӑмӗн, аслӑ ывӑлӗ пулнӑ-ҫке, Рахиль вара Вениамина ҫуратнӑ чухне вилнӗ пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, Иосиф та, ашшӗ пекех, амӑшне чӗрере упранӑ. Тен, ҫавӑнпа Вениамин уншӑн уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ (Пултарни 35:18—20; 44:20).

Иуда ҫине тӑрсах Вениамина чуралӑхран хӑтарма тӑрӑшнӑ. Вӑл Вениамин вырӑнне хӑйне чура тума сӗнсе те пӑхнӑ. Юлашкинчен вара ним тума аптранипе каланӑ: «Ача манпа пӗрле пулмасассӑн, эпӗ аттем патне епле каям? апла эпӗ аттеме ҫитсе ҫапнӑ хурлӑха курмалла пулатӑп» (Пултарни 44:18—34). Иуда пач урӑх ҫын пулса тӑни уҫҫӑн курӑннӑ. Вӑл ӳкӗннӗ ҫеҫ мар, ыттисене чунтан хӗрхенме вӗреннӗ тата вӗсемшӗн пурнӑҫне те пама хатӗр пулнӑ.

Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем ӳкӗннине курать

Иосиф урӑх чӑтса тӑрайман. Вӑл тарҫисене пурне те хӑй патӗнчен янӑ, вара питӗ хытӑ макӑра пуҫланӑ, вӑл йӗни фараон керменӗнче те илтӗннӗ. Юлашкинчен вӑл пиччӗшӗсене уҫҫӑн каланӑ: «Эпӗ — Иосиф, хӑвӑр... тӑванӑр». Иосиф хӑйӗн аптраса-тӗлӗнсе тӑнӑ тӑванӗсене ыталаса илнӗ, вӑл вӗсене хӑйне усал тунӑшӑн чӗререн каҫарнӑ (Пултарни 45:1—15). Иосиф Иегова пекех тунӑ, Турӑ вара яланах каҫарма хатӗр (Псалом 85:5). Эпир ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл кӑтартатпӑр-и?

«ЭСӖ ЧӖРЕХ»!

Иосиф килӗнче мӗн пулса иртнине пӗлсен, фараон ӑна ватӑлса ҫитнӗ Иакова ҫемйипех Египета куҫарса килме сӗннӗ. Ҫапла нумай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн Иосиф хӑйӗн юратнӑ ашшӗне каллех ыталама пултарнӑ! Иаков макӑрса янӑ та каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать» (Пултарни 45:16—28; 46:29, 30).

Иаков Египетра 17 ҫул пурӑннӑ. Вилес умӗн вӑл хӑйӗн 12 ывӑлне пророкла каласа пилленӗ. Иосифа, хӑйӗн вунпӗрмӗш ывӑлне, вӑл малтанхи ывӑла памалли икӗ пая панӑ. Вӑл унран Израилӗн икӗ йӑхӗ тухӗ тенӗ. Тӑваттӑмӗш ывӑлӗ Иуда вара, ытти пӗртӑванӗсенчен те хытӑрах ӳкӗннӗскер, мӗнле пиллӗх илнӗ-ха? Вӑл питӗ пысӑк пиллӗх илнӗ — Мессийӑн мӑн аслашшӗ пулса тӑнӑ! (Пултарни 48, 49-мӗш сыпӑксем.)

Иаков 147 ҫул пурӑннӑ. Вӑл вилсен, Иосифӑн пиччӗшӗсем пӗртӑванӗ хӑйсене тавӑрасран хӑрама пуҫланӑ, ун аллинче пысӑк власть пулнӑ вӗт. Анчах та Иосиф вӗсене лӑплантарнӑ. Вӗсен кил-йышӗ Египета Иеговӑн ирӗкӗпе куҫса килнӗ, ҫавӑнпа пӑшӑрханма кирлӗ мар тесе вӑл вӗсене унчченех каланӑ. Халӗ вара вӑл шухӑшлаттаракан сӑмахсем каланӑ: «Эпӗ Турӑран хӑратӑп» (Пултарни 15:13; 45:7, 8; 50:15—21). Чи тӗрӗс суд тӑваканӗ Иегова Турӑ пулнине Иосиф пӗлнӗ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр Судья, Иегова, каҫарнӑ пулсан, кам вара Иосиф вӗсене хаса пама? (Еврейсем 10:30.)

Сире ыттисене каҫарма яланах ҫӑмӑл-и? Кам та пулин ятарласа кӳрентернӗ чухне каҫарма питӗ йывӑр пулма пултарать. Анчах та чӗререн ӳкӗнекенсене чунтан каҫаратпӑр пулсан, эпир нумай ҫыннӑн ыратакан чунне, ҫав шутра хамӑрӑнне те, сиплеме пултарӑпӑр. Ҫапла эпир Иосиф пек тата пирӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ Атте, Иегова, пек пулма тӑрӑшнине кӑтартӑпӑр.

^ 4 абз. «Значите ли вы что-то для Бога?», «Эсир Турӑ патне ҫывхарма пултаратӑр», «Влаҫпа иртӗхмен правительство пур-и?» брошюрӑсенчи «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» рубрикӑри статьясене пӑхӑр.