1 Иоанн 3:1—24

  • Эпир — Туррӑн ачисем (1—3)

  • Турӑ ачисем тата Шуйттан ачисем (4—12)

    • Иисус Шуйттан ӗҫӗсене тӗп тӑвӗ (8)

  • Пӗр-пӗрне юратӑр (13—18)

  • «Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах» (19—24)

3  Курӑр-ха, Атте пире мӗн тери хытӑ юратать: вӑл пире хӑйӗн ачисем* тет! Эпир чӑнах та унӑн ачисем. Анчах тӗнче пире пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл ӑна пӗлсе ҫитеймерӗ.  Юратнӑ тӑванӑмсем, эпир халӗ Туррӑн ачисем. Анчах эпир хамӑр мӗнле пулассине пӗлместпӗр. Вӑл пире хӑйне кӑтартсан, эпир ун евӗрлӗ пулассине ҫеҫ пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл мӗнле иккенне курӑпӑр.  Ун ҫине шанакан кирек кам та хӑйне тасатать, мӗншӗн тесен вӑл таса.  Ҫылӑх тӑвакан кирек кам та закона пӑсать, мӗншӗн тесен ҫылӑх вӑл — закона пӑсни.  Эсир ҫакна та пӗлетӗр: Иисус пире ҫылӑхсенчен хӑтарма килнӗ, унра вара ҫылӑх ҫук.  Кам унпа пӗрлӗхре, ҫавӑ ҫылӑх туса пурӑнмасть. Кам вара ҫылӑх туса пурӑнать, ҫавӑ ӑна курман та, пӗлсе те ҫитмен.  Ачамсем, никама та хӑвӑра улталама ан парӑр. Кам тӳрӗ ӗҫсем тӑвать, ҫавӑ ун пекех тӳрӗ.  Кам ҫылӑх туса пурӑнать, ҫавӑ Шуйттанран*, мӗншӗн тесен Шуйттан чи пуҫламӑшӗнченех* ҫылӑх тӑвать. Турӑ Ывӑлӗ вара Шуйттан ӗҫӗсене тӗп тума килнӗ те.  Кам Турӑран ҫуралнӑ, ҫавӑ ҫылӑх туса пурӑнмасть, мӗншӗн тесен унра Туррӑн сывлӑшӗ* пур. Вӑл ҫылӑх туса пурӑнаймасть, мӗншӗн тесен вӑл Турӑран ҫуралнӑ. 10  Турӑ ачисемпе Шуйттан* ачисене ак ҫапла пӗлме пулать: кам тӳрӗ ӗҫсем туса пурӑнмасть, ҫавӑ Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та ҫаплах. 11  Эсир малтанах илтнӗ заповедь ак ҫакӑ: пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла. 12  Пирӗн Ка́ин пек пулмалла мар, вӑл Шуйттанран* пулнӑ тата хӑйӗн тӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӑл ӑна вӗлернӗ? Мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем усал пулнӑ, тӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ. 13  Тӑвансем, тӗнче сире курайманнинчен ан тӗлӗнӗр. 14  Эпир пӗлетпӗр: эпир вилнӗччӗ, халӗ ӗнтӗ чӗрӗ, мӗншӗн тесен эпир тӑвансене юрататпӑр. Кам юратмасть, ҫавӑ вилӗм аллинчех юлать. 15  Хӑйӗн тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫын вӗлерекен. Эсир пӗлетӗр: ҫын вӗлерекенсенчен нихӑшӗ те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илеймӗ. 16  Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панине пула эпир юрату мӗн иккенне пӗлтӗмӗр. Пирӗн те хамӑр пурнӑҫа тӑвансемшӗн памалла. 17  Кам та пулин ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнать пулсан, анчах тӑванӗ тертленсе пурӑннине курса ӑна хӗрхенмест пулсан, вӑл епле Турра юратма пултартӑр? 18  Ачамсем, пирӗн сӑмахпа е чӗлхепе ҫеҫ юратмалла мар, пирӗн чун-чӗререн юратмалла, юратнине ӗҫпе кӑтартмалла. 19  Ҫапла эпир хамӑр чӑнлӑх майлӑ пулнине пӗлӗпӗр тата хамӑр чӗрене Турӑ пире юратать тесе шантарӑпӑр*. 20  Пирӗн чӗре пире айӑплать пулин те, ҫакна асра тытар: Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата пӗтӗмпех пӗлет. 21  Юратнӑ тӑванӑмсем, пирӗн чӗре пире айӑпламасть пулсан, эпир Турӑпа хӑрамасӑрах калаҫма пултарӑпӑр. 22  Эпир кирек мӗн ыйтсан та ҫавна унран илетпӗр, мӗншӗн тесен эпир унӑн заповечӗсене тытса тӑратпӑр тата ӑна мӗн кӑмӑллӑ, ҫавна тӑватпӑр. 23  Акӑ унӑн заповечӗ: пирӗн унӑн Ывӑлне*, Иисус Христоса, ӗненмелле тата, вӑл пире хушнӑ пек, пӗр-пӗрне юратмалла. 24  Кам унӑн заповечӗсене тытса тӑрать, ҫавӑ унпа пӗрлӗхре, Турӑ та унпа пӗрлӗхре. Вӑл пире панӑ святой сывлӑша пула эпир вӑл пирӗнпе пӗрлӗхре пулнине пӗлетпӗр.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турӑ ачисем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьяволран».
Урӑхла каласан, вӑл пӗрремӗш хут Турра хирӗҫ кайнӑранпах.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн вӑрлӑхӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалтан».
Е «ӗнентерӗпӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн Ывӑлӗн ятне».