Иоанн 1:1—51

  • Сӑмах ҫын пулса тӑнӑ (1—18)

  • Шыва кӗртекен Иоанн каласа пӗлтерни (19—28)

  • Иисус — Турӑ Путекки (29—34)

  • Иисусӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсем (35—42)

  • Филипп тата Нафанаил (43—51)

1  Чӑн малтан Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑпа пулнӑ, Сӑмах турӑ* пулнӑ.  Вӑл чӑн малтан Турӑпа пулнӑ.  Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулса кайнӑ, унсӑр нимӗн те пулса кайман.  Ун урлӑ пурнӑҫ пулса кайнӑ, пурнӑҫ вара ҫынсемшӗн ҫутӑ пулнӑ.  Ҫутӑ тӗттӗмре ҫутатать, тӗттӗм ӑна хупласа илеймен.  Турӑ янӑ ҫын килнӗ, вӑл Иоанн ятлӑ пулнӑ.  Хӑй урлӑ пур тӗрлӗ ҫын та ӗнентӗр тесе вӑл ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.  Вӑл ҫав ҫутӑ пулман, анчах унӑн ҫав ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтермелле пулнӑ.  Пур тӗрлӗ ҫынна ҫутатакан чӑн-чӑн ҫутӑ кӗҫех тӗнчене килмелле пулнӑ. 10  Вӑл тӗнчере пулнӑ, тӗнче ун урлӑ пулса кайнӑ, анчах тӗнче ӑна палласа илеймен. 11  Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, анчах хӑйӗннисем ӑна йышӑнман. 12  Ҫапах та хӑйне кам йышӑннӑ, ҫавсене пурне те вӑл Турӑ ачисем пулса тӑма ирӗк панӑ, мӗншӗн тесен вӗсем унӑн ятне ӗненсе тӑнӑ. 13  Вӗсем ҫынран* та мар, ашшӗ-амӑшӗн* кӑмӑлӗпе те мар, ҫын кӑмӑлӗпе те мар, Турӑран ҫуралнӑ. 14  Сӑмах ҫын* пулса тӑрса пирӗн хушӑра пурӑнчӗ. Эпир унӑн мухтавне, пӗртен-пӗр ывӑлӗ ашшӗнчен илекен мухтавне, куртӑмӑр. Унра виҫесӗр ырӑлӑхпа чӑнлӑх нумай пулнӑ. 15  (Иоанн ун ҫинчен каласа пӗлтернӗ, вӑл пурте илтмелле каланӑ: «Эпӗ: „Ман хыҫран килекен манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен вӑл манран малтанах пулнӑ“, — тенӗччӗ. Ку ӗнтӗ ҫавӑ».) 16  Унра виҫесӗр ырӑлӑх нумай пулнӑран эпир пурте ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. 17  Мӗншӗн тесен закона Моисей урлӑ панӑ, виҫесӗр ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ. 18  Турра пӗр ҫын та нихӑҫан та курман, ун ҫинчен Ашшӗ ҫумӗнчи* пӗртен-пӗр ывӑлӗ, Турӑ евӗрлӗскерӗ*, ӑнлантарса пачӗ. 19  Акӑ Иоанн каласа пӗлтерни. Иудейсем Иерусалимран священниксемпе левитсене ярса Иоанран: «Эсӗ кам?» — тесе ыйтсан, 20  вӑл тӳррӗн те пӗр пытармасӑр каланӑ: «Эпӗ Христос мар». 21  Вӗсем унран: «Эппин, кам эсӗ? Илия́-и?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл: «Илия́ мар», — тесе хуравланӑ. «Тен, эсӗ Пророк?» — тесе ыйтнӑ лешсем. «Ҫук!» — тенӗ Иоанн. 22  Вара вӗсем ӑна каланӑ: «Апла кам эсӗ? Хамӑра яракансене каласа кӑтартмашкӑн эсӗ ху ҫинчен мӗн калӑн?» 23  Вӑл каланӑ: «Иса́ия пророк каланӑ пек, эпӗ — пушхирте хытӑ сасӑпа: „Иегова* валли ҫул такӑрлатӑр!“ — тесе чӗнекенӗн сасси». 24  Ҫав ҫынсене фарисейсем янӑ пулнӑ. 25  Вӗсем унран ыйтнӑ: «Эсӗ Христос та мар, Илия́ та мар, Пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» 26  Иоанн вӗсене каланӑ: «Эпӗ шыва кӗртетӗп. Сирӗн хушшӑрта пӗри пур, эсир ӑна пӗлместӗр, 27  вӑл ман хыҫран килет. Эпӗ унӑн сандалин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар». 28  Ҫакӑ Иорда́н леш енчи Вифанире, Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑнта, пулса иртнӗ. 29  Тепӗр кунне вӑл хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне илсе каякан Турӑ Путекки! 30  Эпӗ: „Ман хыҫран килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен вӑл манран малтанах пулнӑ“, — тенӗччӗ, ку ӗнтӗ шӑпах ҫавӑ. 31  Эпӗ ӑна пӗлместӗмччӗ, ҫапах та Израиль ӑна пӗлтӗр тесе эпӗ шыва кӗртме килтӗм». 32  Тата Иоанн ҫапла каласа пӗлтернӗ: «Эпӗ святой сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине, вӑл ун ҫинче тӑрса юлнине куртӑм. 33  Эпӗ ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах та мана шыва кӗртме яраканӗ каларӗ: „Кам ҫине святой сывлӑш аннине тата вӑл ун ҫинче тӑрса юлнине куратӑн, ҫавӑ святой сывлӑшпа шыва кӗртекенни* пулать“. 34  Эпӗ ҫакна куртӑм, вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине ҫирӗплетсе паратӑп». 35  Тепӗр кунне Иоанн хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле каллех ҫавӑнта тӑнӑ. 36  Иисус пынине курсан, вӑл каланӑ: «Акӑ Турӑ Путекки!» 37  Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 38  Иисус каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та вӗсем хӑй хыҫӗнчен пынине курсан: «Сире мӗн кирлӗ?» — тесе ыйтнӑ. Вӗсем ӑна каланӑ: «Равви́ (ку «вӗрентекен» тесе куҫарӑнать), эсӗ ӑҫта чарӑнтӑн?» 39  Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Айтӑр, вара куратӑр». Вӗсем кайнӑ та вӑл ӑҫта чарӑннине курнӑ. Вӑхӑт кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле* пулнӑ. Ҫав кун вӗсем ун патӗнче юлнӑ. 40  Иоанран Иисус ҫинчен илтсе ун хыҫҫӑн кайнисенчен пӗри Андрей — Си́мон Пётрӑн пӗртӑванӗ — пулнӑ. 41  Вӑл хӑйӗн пӗртӑванне Симона шыраса тупнӑ та: «Эпир Мессийӑна тупрӑмӑр», — тенӗ. («Месси́я» сӑмах грекла «Христос» тесе куҫарӑнать.) 42  Вӑл ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ Ки́фа ятлӑ пулӑн» (Ки́фа грекла Пётр пулать). 43  Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна каяс тенӗ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та ӑна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. 44  Филипп Вифсаидӑран, Андрейпа Пётрӑн тӑван хулинченех, пулнӑ. 45  Филипп Нафанаила тӗл пулнӑ та ӑна каланӑ: «Эпир Моисей законӗнче тата пророксем ҫырнинче кам ҫинчен каланӑ, ҫавна тупрӑмӑр. Вӑл Назаретри Иисус, Иосифӑн ывӑлӗ». 46  Анчах Нафанаи́л ӑна каланӑ: «Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр?» Филипп ӑна: «Кайса пӑх эппин», — тенӗ. 47  Хӑй патне Нафанаи́л пынине курсан, Иисус ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук». 48  Нафанаи́л унран ыйтнӑ: «Эсӗ мана ӑҫтан пӗлетӗн?» Иисус ӑна хуравланӑ: «Эпӗ сана Филипп чӗничченех, эсӗ инжир йывӑҫӗ айӗнче пулнӑ чухнех куртӑм». 49  Нафанаи́л вара ӑна: «Вӗрентекен*, эсӗ Турӑ Ывӑлӗ, эсӗ Израиль Патши», — тенӗ. 50  Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ сана инжир йывӑҫӗ айӗнче куртӑм тенӗрен ӗненетӗн-и? Эсӗ унтан та ытларах курӑн». 51  Тата ӑна каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир тӳпе уҫӑлнине, Туррӑн ангелӗсем унта хӑпарнине тата Этем Ывӑлӗ патне аннине курӑр».

Сноскӑсем

Е «Турӑ евӗрлӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юнран».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
Е «Ашшӗ кӑкӑрӗ ҫумӗнчи». Ҫын камӑн та пулин кӑкӑрӗ ҫумӗнче пулни ӑна уйрӑмах кӑмӑлланине пӗлтернӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗртен-пӗр турӑ».
Ҫакӑ вӑл святой сывлӑшпа суйласа илессине пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вуннӑмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».