Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ УРОК

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

1. Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Мӗншӗн Иисус чи лайӑх Патша? (МАРК 1:40—42.)

Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — пӗлӗтри правительство. Вӑл ҫынсен правительствисене тӗп тӑвӗ те Туррӑн ирӗкне пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те пурнӑҫлӗ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар вӑл — ырӑ хыпар. Кӗҫех Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗх лайӑх правительство ҫинчен ӗмӗтленнине пурнӑҫлӗ. Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗрлештерӗ. (Даниил 2:44; Матфей 6:9, 10; 24:14 вулӑр.)

Кирек мӗнле патшалӑхра та ертсе пыракан патша пур. Иегова пӗлӗтри Патшалӑхӑн Патши пулма хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, лартнӑ. (Ӳлӗмхине 11:15 вулӑр.)

«Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?» видеоролика пӑхӑр.

2. Мӗншӗн Иисус чи лайӑх Патша?

Туррӑн Ывӑлӗ — чи лайӑх Патша, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ тата тӳрӗ кӑмӑллӑ (Иоанн 1:14). Унсӑр пуҫне, унӑн пысӑк вӑй-хӑват пур, мӗншӗн тесен вӑл пӗлӗтрен ертсе пырать. Ҫакна пула вӑл ҫынсене лайӑхрах пулӑшма пултарӗ. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан Иисус пӗлӗте ҫӗкленнӗ. Вӑл Иеговӑн сылтӑм енне ларнӑ (Еврейсем 10:12, 13). Вӑхӑт ҫитсен Турӑ ӑна власть панӑ, вара вӑл ертсе пыма пуҫланӑ. (Даниил 7:13, 14 вулӑр.)

3. Иисуспа пӗрле кам ертсе пырӗ?

Иисуспа пӗрле пӗлӗтре ҫынсем ертсе пырӗҫ, вӗсем пирки Библире «сӑваплисем» тенӗ (Даниил 7:27). Вӗсене Иегова хӑй суйласа илет. Ҫак ушкӑна чи малтан Иисусӑн шанчӑклӑ апостолӗсем кӗнӗ. «Сӑваплисене» — Турра чунтан парӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсене — пухасси паянхи кунчченех пырать. Иисус пекех вӗсем пӗлӗтре ангелсем пек чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ. (Иоанн 14:1—3; 1 Коринф 15:42—44 вулӑр.)

Пӗлӗте миҫе ҫын каять? Иисус вӗсем пирки «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм» тенӗ (Лука 12:32). Вӗсен шучӗ — 144 000. Вӗсем Иисуспа пӗрле ҫӗрпе ертсе пырӗҫ. (Ӳлӗмхине 14:1 вулӑр.)

4. Ертсе пыма пуҫласан Иисус мӗн тунӑ?

Турӑ Патшалӑхӗ 1914-мӗш ҫултанпа ертсе пырать *. Ертсе пыма пуҫласан Иисус Сатанапа унӑн демонӗсене ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ. Сатана ҫав тери тарӑхса кайнӑ та этемлӗх ҫине инкек хыҫҫӑн инкек яма пуҫланӑ (Ӳлӗмхине 12:7—10, 12). Ҫавӑнтанпа ҫынсем нумай инкек-синкеке пула асапланаҫҫӗ. Вӑрҫӑсем, выҫлӑх, мур чирӗсем тата ҫӗр чӗтреннисем — ҫаксем пурте Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине кӑтартакан «паллӑн» пайӗ. (Лука 21:7, 10, 11, 31 вулӑр.)

5. Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?

Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ырӑ хыпар пӗлтернине пула Турӑ Патшалӑхӗ паянах пур халӑхри имсӗр-сумсӑр ҫынна пӗрлештерет. Йӑваш ҫынсем миллионӗ-миллионӗпе Иисус ертсе пыракан Туррӑн Патшалӑхне пӑхӑнса пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Усал тӗнчене тӗп тунӑ чухне ҫак Патшалӑх вӗсене хӳтӗлӗ. Ҫавӑнпа кам Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра пурӑнасшӑн, ҫавсен Иисуса итлеме вӗренмелле. (Ӳлӗмхине 7:9, 14, 16, 17 вулӑр.)

Христос пин ҫул ертсе пынӑ чухне Турӑ Патшалӑхӗ Иегова этемлӗх пирки чи малтан мӗн шутласа хунине пурнӑҫлӗ. Пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Патшалӑха хӑйӗн Ашшӗне тавӑрса парӗ (1 Коринф 15:24—26). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен сирӗн кама каласа парас килет? (Псалом 36:10, 11, 29 вулӑр.)

 

^ 6 абз. 1914-мӗш ҫула кӑтартакан пророкла каланине «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекере, 215—218-мӗш страницӑсенче сӳтсе явнӑ.