Ӳлӗмхи 12:1—17

  • Хӗрарӑм, ывӑл ача тата дракон (1—6)

  • Михаил драконпа ҫапӑҫать (7—12)

    • Дракона ҫӗр ҫине сирпӗтсе антараҫҫӗ (9)

    • Шуйттан хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет (12)

  • Дракон хӗрарӑма хӗсӗрлет (13—17)

12  Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ — хӗвел тӑхӑннӑ хӗрарӑм — курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче 12 ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ пурччӗ.  Вӑл йывӑр ҫынччӗ. Ҫуратма вӑхӑчӗ ҫитнӗскер, вӑл ыратнипе асапланса кӑшкӑрчӗ.  Тӳпере тата тепӗр паллӑ — ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ, вут-ҫулӑм пек хӗрлӗ пысӑк дракон — курӑнчӗ. Унӑн пуҫӗсем ҫинче ҫичӗ диаде́мӑччӗ*.  Вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӑйӗн хӳрипе сӗтӗрсе кайса ҫӗр ҫине пӑрахрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсанах унӑн ачине ҫӑтса ярас тесе дракон хӗрарӑм умӗнче тӑчӗ.  Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ача мӗнпур халӑха тимӗр туяпа пӑхса тӑрӗ. Ачана тӳрех Турӑ патне, унӑн престолӗ патне илсе кайрӗҫ.  Хӗрарӑм вара пушхире тарчӗ, унта Турӑ ун валли вырӑн хатӗрлесе хунӑ. Ҫавӑнта ӑна 1 260 кун хушши тӑрантарса усрамалла пулнӑ.  Тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Михаилпа* унӑн ангелӗсем драконпа ҫапӑҫрӗҫ, драконпа унӑн ангелӗсем те вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ.  Анчах та вӗсем* ҫӗнтереймерӗҫ, ӗнтӗ вӗсем валли тӳпере тек вырӑн пулмарӗ.  Дьявол тата Шуйттан текен аслӑ дракона — авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене* улталаканскере — ангелӗсемпе пӗрле ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарчӗҫ. 10  Вара эпӗ тӳперен ҫапла калакан хытӑ сасӑ илтрӗм: «Пирӗн Турӑ паракан ҫӑлӑнӑҫ, унӑн хӑвачӗ, Патшалӑхӗпе унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ! Мӗншӗн тесен пирӗн тӑвансене айӑплакана ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарчӗҫ. Вӑл вӗсене хамӑр Турӑ умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн айӑплать. 11  Вӗсем ӑна Путек юнӗпе тата хӑйсем пӗлтерекен хыпарпа ҫӗнтерчӗҫ, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр вӗсем вилме те хатӗр пулчӗҫ*. 12  Тӳпе тата унта пурӑнакансем, савӑнӑр! Ҫӗрпе тинӗс, сире хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен Шуйттан*, хытӑ тарӑхса кайнӑскер, сирӗн пата анчӗ. Вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет». 13  Дракон, хӑйне ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнине курсан, ывӑл ача ҫуратнӑ хӗрарӑма хӗсӗрлеме пуҫларӗ. 14  Анчах та хӗрарӑма, ун валли пушхирте хатӗрленӗ вырӑна вӗҫсе кайма пултартӑр тесе, пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунаттине пачӗҫ. Ҫавӑнта, ҫӗленрен аякра, ӑна пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт* тата ҫур вӑхӑт хушши тӑрантарса усрамалла пулнӑ. 15  Хӗрарӑма путарас тесе ҫӗлен ун хыҫӗнчен хӑйӗн ҫӑварӗнчен юханшыв пек шыв кӑларса ячӗ. 16  Анчах та хӗрарӑма ҫӗр пулӑшрӗ: ҫӗр хӑйӗн ҫӑварне уҫрӗ те дракон ҫӑварӗнчен тухнӑ юханшыва ҫӑтса ячӗ. 17  Вара дракон хӗрарӑм ҫине тарӑхса кайрӗ те унӑн юлнӑ тӑхӑмӗпе* — кам Туррӑн заповечӗсене тытса тӑрать тата кама Иисус ҫинчен каласа пӗлтерме хушнӑ, ҫавсемпе — вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫларӗ.

Сноскӑсем

Ку вӑл патшасем тӑхӑнакан пуҫ кӑшӑлӗ.
Ҫак ят «Турӑ евӗрли кам пур?» тенине пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑл». Ҫакӑ дракона пӗлтерет.
Е «пӗтӗм ҫӗре».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мӗн виличченех хӑйсен чунне юратмарӗҫ». Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑхӑтсем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхӗпе».