Иоанн 14:1—31

  • Иисус урлӑ кӑна Атте патне пыма пулать (1—14)

    • «Эпӗ — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ» (6)

  • Ашшӗ святой сывлӑш ярса парӗ тесе Иисус сӑмах парать (15—31)

    • «Атте манран аслӑрах» (28)

14  «Сирӗн чӗресем ан шикленччӗр. Турра ӗненӗр, мана та ӗненӗр.  Манӑн Атте ҫуртӗнче пурӑнмалли вырӑн нумай. Ку ҫапла пулмасан, эпӗ сире ҫавна каланӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп.  Эпӗ кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех килӗп те, хам ӑҫта, сирӗн те ҫавӑнта пулмалла пултӑр тесе, сире хам патӑма илӗп.  Эпӗ ӑҫта каятӑп, эсир ҫавӑнта каймалли ҫула пӗлетӗр».  Фома́ ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр. Ҫулне ӑҫтан пӗлес-ха пирӗн?»  Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ. Ман урлӑ кӑна Атте патне пыма пулать.  Эсир мана пӗлнӗ пулсан, манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑр. Халӗ эсир ӑна пӗлетӗр, ӑна куртӑр та».  Филипп ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Аҫуна кӑтарт та, ҫитӗ вара пире».  Иисус ӑна каланӑ: «Филипп, эпӗ мӗн вӑхӑт хушши сирӗнпе пӗрле ӗнтӗ, эсӗ халӗ те мана пӗлместӗн-и? Кам мана курнӑ, ҫавӑ Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ: „Аҫуна кӑтарт“, — тетӗн? 10  Эпӗ Аттепе пӗрлӗхре пулнине тата Атте манпа пӗрлӗхре пулнине эсӗ ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене эпӗ хамран каламастӑп, манпа пӗрлӗхре тӑракан Атте ман урлӑ хӑйӗн ӗҫӗсене тӑвать. 11  Эпӗ Аттепе пӗрлӗхре пулнине те, Атте манпа пӗрлӗхре пулнине те ӗненӗр. Мана ӗненместӗр пулсан, манӑн ӗҫсене ӗненӗр. 12  Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам мана ӗненет, ҫавӑ эпӗ тӑвакан ӗҫсене тӑвӗ. Вӑл ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем тӑвӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Атте патне каятӑп. 13  Эсир манӑн ятпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, эпӗ ҫавна тӑвӑп. Ӑна эпӗ Ашшӗ хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухтӑр тесе тӑвӑп. 14  Эсир манӑн ятпа мӗн те пулин ыйтсан, эпӗ ҫавна тӑвӑп. 15  Эсир мана юрататӑр пулсан, манӑн заповедьсене те тытса пурӑнатӑр. 16  Эпӗ Аттерен ыйтӑп та, вӑл сире тепӗр пулӑшакана* парӗ, вӑл ӗмӗрех сирӗнпе пӗрле пулӗ. 17  Вӑл — чӑнлӑх сывлӑшӗ. Тӗнче ӑна илме пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл ӑна курмасть те, пӗлмест те. Эсир вара ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен вӑл сирӗнпе пӗрле тата сирӗн ӑшра. 18  Эпӗ сире тӑлӑха хӑвармӑп. Эпӗ сирӗн пата килӗп. 19  Вӑхӑт нумай юлмарӗ, тӗнче мана урӑх кураймӗ, эсир вара мана курӑр, мӗншӗн тесен эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр. 20  Ҫав кун эсир эпӗ Аттемпе пӗрлӗхре пулнине, эсир манпа пӗрлӗхре пулнине тата эпӗ сирӗнпе пӗрлӗхре пулнине пӗлӗр. 21  Кам манӑн заповедьсене йышӑнса вӗсене тытса тӑрать, ҫавӑ мана юратать. Мана юратакана вара манӑн Атте юратӗ, ӑна эпӗ те юратӑп, ӑна хама уҫҫӑн кӑтартӑп». 22  Иуда (Искарио́т мар, урӑххи) ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн-ха эсӗ хӑвна тӗнчене мар, пире уҫҫӑн кӑтартасшӑн?» 23  Иисус ӑна хуравланӑ: «Кам мана юратать, ҫавӑ манӑн сӑмаха тытса тӑрӗ, ӑна манӑн Атте те юратӗ. Вара эпир ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пурӑнӑпӑр. 24  Кам мана юратмасть, ҫавӑ манӑн сӑмахсене тытса тӑмасть. Эсир илтекен сӑмах — манӑн мар, мана янӑ Аттен. 25  Ҫакна эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухне калатӑп. 26  Пулӑшакан вара — святой сывлӑш, Атте ӑна манӑн ятпа ярса парӗ — сире пӗтӗмпех вӗрентӗ тата эпӗ сире мӗн каланине пӗтӗмпех аса илтерӗ. 27  Эпӗ сире канӑҫлӑх* парса хӑваратӑп, хамӑн канӑҫлӑха сире паратӑп. Эпӗ ӑна сире ҫак тӗнче панӑ пек памастӑп. Сирӗн чӗресем ан пӑлханччӑр, ан хӑраччӑр. 28  Эпӗ сире: „Эпӗ каятӑп та сирӗн пата каялла килетӗп“, — тесе каланине эсир илтрӗр. Эсир мана юрататӑр пулсан, эпӗ Атте патне кайнишӗн савӑннӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен Атте манран аслӑрах. 29  Ҫакӑ пулса иртнӗ чухне сирӗн ӗненмелле пултӑр тесе эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен маларах калатӑп. 30  Манӑн сирӗнпе калаҫма вӑхӑт нумай юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл манпа хуҫаланаймасть. 31  Тӗнче эпӗ Аттене юратнине пӗлтӗр тесе эпӗ Атте хама хушнӑ пек тӑватӑп. Тӑрӑр, каяр кунтан.

Сноскӑсем

Е «йӑпатакана».
Е «мир».