Лука 12:1—59

  • Фарисейсен кӑвас чусти (1—3)

  • Ҫынсенчен мар, Турӑран хӑрӑр (4—7)

  • Христосӑн вӗренекенӗ пулнине йышӑнӑр (8—12)

  • Пӗр ӑссӑр пуян ҫын ҫинчен калакан тӗслӗх (13—21)

  • Пӑшӑрханма пӑрахӑр (22—34)

    • «Пӗчӗк кӗтӳ» (32)

  • Хатӗр пулӑр (35—40)

  • Шанчӑклӑ тарҫӑ тата шанчӑклӑ мар тарҫӑ (41—48)

  • Мир кӳме килмен, уйӑрма килнӗ (49—53)

  • Мӗн пулса иртнине ӑнланни питӗ кирлӗ (54—56)

  • Тавлашусене татса пани (57—59)

12  Ҫав хушӑра нумай халӑх, темиҫе пин ҫын, пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрин ури ҫине пуснӑ. Иисус вара хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса каланӑ: «Фарисейсен кӑвас чустинчен, вӗсен икӗпитлӗхӗнчен сыхланӑр.  Пытарса хӑварни те ҫиеле тухӗ, вӑрттӑнни те паллӑ пулӗ.  Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир тӗттӗмре каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ, эсир пӳлӗмре шӑппӑн каланине ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗҫ.  Калатӑп сире, тусӑмсем: кӗлеткене вӗлерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем сире унтан ытла нимӗн те тӑваймӗҫ.  Сирӗн акӑ камран хӑрамалла: вӗлерсен гееннӑна* пӑрахма пултараканран хӑрӑр. Калатӑп сире: унран хӑрӑр.  Пилӗк ҫерҫие* икӗ вак укҫапа* сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах та Турӑ вӗсенчен пӗрне те манмасть*.  Сирӗн пирки калас пулсан вара, вӑл сирӗн пуҫ ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулнине те пӗлет. Ан хӑрӑр, эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах.  Калатӑп сире: кам ҫынсем умӗнче хӑйӗн пирки манӑн вӗренекен пулни ҫинчен калать, Этем Ывӑлӗ те Туррӑн ангелӗсем умӗнче ҫав ҫын пирки вӑл хӑйӗн вӗренекенӗ пулни ҫинчен калӗ.  Кам вара ҫынсем умӗнче манран тунать, Этем Ывӑлӗ те Туррӑн ангелӗсем умӗнче унран тунӗ. 10  Кам Этем Ывӑлне хирӗҫ мӗн те пулин калать, ҫавна каҫарӗҫ. Анчах кам святой сывлӑша хурлать, ӑна каҫармӗҫ. 11  Сире халӑх умне* тата пуҫлӑхсемпе влаҫсем умне илсе пырса тӑратсан, хӑвӑра мӗнле хӳтӗлесси ҫинчен, мӗн каласси ҫинчен ан пӑшӑрханӑр. 12  Мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра* мӗн каламаллине сире святой сывлӑш вӗрентӗ». 13  Халӑх хушшинчен пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, манӑн пиччене аттерен юлнӑ пурлӑха манпа пайлама кала-ха». 14  Иисус ӑна каланӑ: «Итле-ха, сире суд тума е сирӗн хушшӑрта пурлӑха пайлама кам лартрӗ мана?» 15  Унтан вӑл халӑха каланӑ: «Асӑрханӑр, ҫӑткӑнлӑхран* сыхланӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ мӗн чухлӗ пулнинчен килмест». 16  Иисус вӗсене ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри аван пулнӑ. 17  Вӑл вара ҫапла шухӑшланӑ: „Мӗн тӑвас-ши манӑн? Тырра пуҫтарса хума вырӑн та ҫук“. 18  Вӑл ҫапла тума шут тытнӑ: „Акӑ мӗн тӑвӑп: кӗлетсене пӑсӑп та пысӑкраххисене туса лартӑп, мӗнпур тырра, мӗнпур пурлӑха ҫавӑнта пухса хурӑп та 19  калӑп хама: ‚Санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, нумай ҫула ҫитет. Кан, ҫи, ӗҫ, савӑн‘“. 20  Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Ӑссӑрскер, эсӗ кӗҫӗрех вилӗн. Хӑв пухса хуни кама юлӗ?“ 21  Турӑ куҫӗ умӗнче пуян пулас вырӑнне хӑй валли пурлӑх пухакан ҫынпа ҫапла пулӗ». 22  Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр пурнӑҫшӑн — мӗн ҫиес тесе е хӑвӑр кӗлеткешӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр. 23  Мӗншӗн тесен пурнӑҫ апатран, кӗлетке тумтиртен хаклӑрах. 24  Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, вӗсен кӗлечӗсем те ҫук, анчах Турӑ вӗсене тӑрантарать. Эсир вара вӗҫен кайӑксенчен чылай хаклӑрах мар-и? 25  Сирӗнтен кам хӑйӗншӗн пӑшӑрханса хӑйӗн пурнӑҫне пӗр сехете* те пулин тӑсма пултарӗ? 26  Эсир ҫавна та тӑваймастӑр пулсан, мӗншӗн-ха ыттишӗн пӑшӑрханатӑр? 27  Лилисем мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха. Вӗсем ӗҫлемеҫҫӗ те, арламаҫҫӗ те, анчах та калатӑп сире: Соломон патша та, ҫав тери пуян пулнӑ пулин те, ҫак чечексенчен пӗрин пек те тумланайман. 28  Ӗненӳ ҫитсех кайманскерсем, паян пур та ыран кӑмакана пӑрахмалли хирти ӳсентӑрана Турӑ ҫавӑн пек тумлантарать пулсан, сире те тумлантармӗ-и вӑл? 29  Ҫавӑнпа пирӗн мӗн ҫиес, мӗн ӗҫес тесе ан кулянӑр, пӑшӑрханма та пӑрахӑр. 30  Ҫаксемшӗн пуриншӗн те ку тӗнчери ҫынсем тем пек тӑрӑшаҫҫӗ, анчах сирӗн Аҫӑр ҫаксем пурте сире кирлине пӗлсе тӑрать. 31  Яланах пуринчен малтан унӑн Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшӑр, вара ҫаксем пурте пулӗҫ сире. 32  Ан хӑра, пӗчӗк кӗтӳ, мӗншӗн тесен Аҫӑр сире Патшалӑх парасшӑн. 33  Хӑвӑр пурлӑха сутӑр та чухӑнсене пулӑшӑр*. Кивелми енчӗксем тӑвӑр, тӳпере нихӑҫан пӗтми пуянлӑх пухӑр. Унта ун патне вӑрӑ та ҫывхараймасть, ӑна кӗве те ҫиеймест. 34  Сирӗн пуянлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ. 35  Хатӗр пулӑр*, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр. 36  Сирӗн хуҫа туйран таврӑнассине кӗтекен чурасем пек пулмалла. Вӑл пырса шаккасанах, вӗсем ӑна алӑк уҫса кӗртеҫҫӗ. 37  Хуҫи пынӑ ҫӗре сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: вӑл тумтирне улӑштарӗ* те вӗсене сӗтел хушшине лартса пӑха пуҫлӗ. 38  Вӑл ҫӗр варринче* е тул ҫутӑличчен* пырсан та вӗсем хӑйне кӗтнине курать пулсан, вӗсем телейлӗ! 39  Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: кил хуҫи вӑрӑ хӑш вӑхӑтра* килессине пӗлнӗ пулсан, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме паман пулӗччӗ. 40  Ҫавӑн пекех эсир те хатӗр пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра* килӗ». 41  Вара Пётр унран ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ ҫак тӗслӗхе пире валли кӑна илсе патӑн-и е пурин валли те-и?» 42  Ҫӳлхуҫа каланӑ: «Хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ тарҫӑ* кам вӑл? Хуҫи ӑна ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӗсене вӑхӑтра ҫителӗклӗ апат парса тӑма лартӗ. 43  Хуҫи килсессӗн чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑнине курать пулсан, ҫав чура телейлӗ! 44  Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 45  Енчен те ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, — тесе арҫын тарҫӑсене те, хӗрарӑм тарҫӑсене те хӗнеме пуҫласан, ӗҫсе ҫиме, ӳсӗрӗлсе кайиччен ӗҫме тытӑнсан, 46  унӑн хуҫи вӑл кӗтмен-туман кун, вӑл пӗлмен сехетре килӗ те ӑна хаяррӑн наказани парса шанчӑклӑ маррисем патне пӑрахӗ. 47  Хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫӗртенех хатӗр тӑман, хуҫи хушнине туман* чурана нумай хӗнӗҫ. 48  Наказание тивӗҫлӗ ӗҫе пӗлмесӗрех тунӑ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран нумай ыйтӗҫ, кама нумай шанса панӑ, унран ытларах ыйтӗҫ. 49  Эпӗ ҫӗр ҫинче вут чӗртсе яма килтӗм. Вӑл ҫунма пуҫларӗ пулсан, мана тата мӗн кирлӗ пултӑр? 50  Манӑн асапсем витӗр тухмалла*, ҫавӑ вӗҫленессине кӗтсе эпӗ ҫав тери асапланатӑп! 51  Эпӗ ҫӗр ҫине мир кӳме килнӗ тесе шутлатӑр-и? Ҫук тетӗп сире, эпӗ уйӑрма килнӗ. 52  Ҫак вӑхӑтран пуҫласа пӗр килти пилӗк ҫын уйрӑлӗҫ: виҫҫӗшӗ — иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ. 53  Ашшӗ — ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ, амӑшӗ — хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ, хунямӑшӗ — кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ». 54  Унтан Иисус халӑха ҫапла каланӑ: «Хӗвеланӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсан, эсир: „Ҫил-тӑвӑллӑ ҫумӑр пулать“, — тетӗр, вара ҫапла пулать те. 55  Кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсен: „Шӑрӑх пулать“, — тетӗр, вара ҫапла пулать те. 56  Икӗпитлӗскерсем, ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑк мӗнле пулассине эсир ӑнланма пултаратӑр. Ҫак вӑхӑтра мӗн пулса иртнине вара мӗншӗн ӑнланма пултараймастӑр? 57  Мӗн тусан тӗрӗс, мӗн тусан тӗрӗс мар пулнине мӗншӗн-ха эсир хӑвӑрах ӑнланса илейместӗр? 58  Тӗслӗхрен, хӑвпа судлашас текенпе пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинчех тавлашӑва татса пама тӑрӑш. Унсӑрӑн вӑл сана судья патне илсе пырӗ, судья сана хуралҫӑ аллине парӗ, лешӗ вара сана тӗрмене хупса лартӗ. 59  Калатӑп сана: юлашки вак укҫуна* парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».

Сноскӑсем

Словаре пӑхӑр.
Е «салакайӑка».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ ассарипе». Ҫакӑ пӗр кунра ӗҫлесе илекен укҫан 1/8 пайӗ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «асӑрхамасӑр хӑвармасть».
Е, тен, «синагогӑсене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫав сехетре».
Е «хапсӑнасран».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр чике тӑршшӗ». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрхенӳ парнисем парӑр».
Е «пилӗкӗрсене ҫыхӑр».
Е «пилӗкне ҫыхӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «иккӗмӗш хурал черетӗнче». Урӑхла каласан, каҫхи 9 сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрччен.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «виҫҫӗмӗш хурал черетӗнче». Урӑхла каласан, ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 3 сехетчен.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехетре».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехетре».
Е «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ управляющи».
Е «хуҫин ирӗкӗпе килӗшӳллӗн туман».
Е «манӑн тепӗр майпа шыва кӗмелле».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «лептуна». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.