Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ УРОК

Кам вӑл Иисус Христос?

Кам вӑл Иисус Христос?

1. Иисусӑн пуҫламӑшӗ мӗнле пулнӑ?

Иисус патне ҫынсем мӗншӗн туртӑннӑ? (МАТФЕЙ 11:29; МАРК 10:13—16.)

Ытти ҫынсемпе танлаштарсан, Иисус ҫӗр ҫинче ҫураличчен пӗлӗтре ангел пек пурӑннӑ (Иоанн 8:23). Вӑл Турӑ пултарнисенчен чи пӗрремӗшӗ пулнӑ тата вӑл ыттине пурне те тума пулӑшнӑ. Иисуса кӑна Иегова хӑй пӗччен пултарнӑ. Ҫавӑнпа та ӑна Туррӑн «пӗртен-пӗр Ывӑлӗ» тенӗ (Иоанн 1:14). Ҫавӑн пекех Иисус пирки «Сӑмах» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл Туррӑн Представителӗ пулнӑ. (Ытарӑшсем 8:22, 23, 30; Колоссӑ 1:15, 16 вулӑр.)

2. Иисус ҫӗр ҫине мӗншӗн килнӗ?

Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне пӗлӗтрен Мария ятлӑ иудей хӗрӗн варне куҫарнӑ. Мария хӗрлӗхне ҫухатман хӗр пулнӑ. Ҫакӑ Иисусӑн ҫӗр ҫинчи ашшӗ пулманнине кӑтартать (Лука 1:30—35). Иисус ҫӗр ҫине 1) Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентме, 2) йывӑр чухне те Туррӑн ирӗкне мӗнле пурнӑҫламаллине кӑтартма тата 3) хӑйӗн ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне тӳлесе илни пек пама килнӗ. (Матфей 20:28 вулӑр.)

3. Тӳлесе илни мӗншӗн кирлӗ?

Тӳлесе илни вӑл — ҫынна вилӗмрен хӑтарас тесе памалли тӳлев (Тухни 21:29, 30). Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен ватӑлмалла тата вилмелле пулман. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Турӑ пӗрремӗш ҫынна, Адама, ҫылӑх тусан вилетӗн тесе асӑрхаттарнӑ. Эппин, ҫылӑх туман пулсан Адам нихӑҫан та вилмен пулӗччӗ (Пултарни 2:16, 17; 5:5). Библи тӑрӑх, вилӗм тӗнчене Адам урлӑ «кӗнӗ». Вӑл ҫылӑха кӗнине пула унӑн пур ӑрӑвӗ те ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑ. Адамран куҫнӑ вилӗмрен хӑтӑлма пире тӳлесе илни кирлӗ. (Рим 5:12; 6:23 вулӑр.)

Кам тӳлесе илсе пире вилӗмрен хӑтарма пултарнӑ? Ҫын вилсен хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн кӑна тӳлет. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсенчен пӗри те ыттисен ҫылӑхӗсемшӗн тӳлесе татма пултараймасть. (Псалом 48:8—10 вулӑр.)

4. Иисус мӗншӗн вилнӗ?

Пирӗнпе танлаштарсан Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн вилмелле пулман — вӗт вӑл нихӑҫан та ҫылӑх туман. Иисус ытти ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн вилнӗ. Турӑ хӑйӗн ывӑлне ҫӗр ҫине пирӗншӗн вилме янипе этемлӗхе питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Иисус та Ашшӗне итленипе тата пирӗн ҫылӑхсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панипе пире юратнине кӑтартнӑ. (Иоанн 3:16; Рим 5:18, 19 вулӑр.)

«Иисус мӗншӗн вилнӗ?» видеоролика пӑхӑр.

5. Иисус паян мӗн тӑвать?

Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне чирлисене сыватнӑ, вилнисене чӗртсе тӑратнӑ тата инкеке лекнисене пулӑшнӑ. Иисус ҫавсене тунипе Турра итлекен пур ҫын валли те пуласлӑхра хӑй мӗн туса парассине кӑтартнӑ (Матфей 15:30, 31; Иоанн 5:28). Иисус вилсен Турӑ ӑна пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ (Эфес 1:20). Ун хыҫҫӑн Иисус Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ та Ашшӗ хӑйне пӗтӗм ҫӗрпе ертсе пыма патша влаҫне парасса кӗтме пуҫланӑ (Еврейсем 10:12, 13). Халӗ Иисус пӗлӗтре Патша пулса ертсе пырать, унӑн вӗренекенӗсем вара ҫак ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтереҫҫӗ. (Даниил 7:13, 14; Матфей 24:14 вулӑр.)

Кӗҫех Иисус хӑйӗн патша влаҫӗпе усӑ курса пӗтӗм хӗн-асапа та, усал ҫынсене те пӗтерӗ. Иисуса ӗненекенсем тата ӑна итлекенсем пурте ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ. (Псалом 36:9—11 вулӑр.)