Еврейсем 10:1—39

  • Выльӑх парнисем ҫылӑхсенчен хӑтарма пултараймаҫҫӗ (1—4)

    • Закон — мӗлке ҫеҫ (1)

  • Христос хӑйӗн кӗлеткине пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнӗ (5—18)

  • Ҫӗнӗ ҫул пурнӑҫ патне илсе пырать (19—25)

    • «Хамӑр тӗлпулусене сиктерер мар» (24, 25)

  • Пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗресрен асӑрхаттарни (26—31)

  • Хӑюллӑ пулни тата ӗненни чӑтӑмлӑ пулма пулӑшать (32—39)

10  Закон вӑл пулас пиллӗхсен мӗлки ҫеҫ, пиллӗхсем хӑйсем мар. Ҫавӑнпа та вӑл* ҫулран-ҫул кӳрсе тӑракан пӗр парнесемпех Турра пуҫҫапакансене пӗр ҫитменлӗхсӗр тума пултараймасть.  Урӑхла пулнӑ пулсан, малалла та парнесем кӳни кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ-и? Турра пуҫҫапакансем пӗрре тасалсан, хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн хӑйсене тек айӑплӑ туйман пулнӑ пулӗччӗҫ.  Анчах та ҫак парнесем ҫулран-ҫул ҫынсене хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен аса илтерсе тӑраҫҫӗ,  мӗншӗн тесен вӑкӑрсемпе качакасен юнӗ ҫылӑхсенчен хӑтарма пултараймасть.  Ҫавӑнпа та тӗнчене килсе вӑл ҫапла калать: «„Пусса кӳрекен парнесемпе ытти парнесене эсӗ кӑмӑл тумарӑн, анчах та эсӗ ман валли кӗлетке хатӗрлерӗн.  Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесем те, ҫылӑхсемшӗн кӳрекен парнесем те сана юрӑхлӑ пулмарӗҫ“.  Вара эпӗ каларӑм: „Турӑҫӑм, акӑ эпӗ (ман ҫинчен чӗркемре ҫырнӑ пулнӑ), эпӗ санӑн ирӗкне тума килтӗм“».  Малтан вӑл ҫапла каланӑ: «Пусса кӳрекен парнесене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене те, ҫылӑхсемшӗн кӳрекен парнесене те, ытти парнесене те эсӗ кӑмӑл тумарӑн, вӗсем сана юрӑхлӑ пулмарӗҫ». (Ҫак парнесем — закон тӑрӑх кӳрекен парнесем.)  Унтан вӑл ҫапла калать: «Эпӗ санӑн ирӗкне тума килтӗм». Вӑл кайранхине пуҫарса ярас тесе малтанхине пӑрахӑҫа кӑларать. 10  Ҫав «ирӗк» тӑрӑх, Иисус Христос хӑйӗн кӗлеткине пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнине пула пире сӑваплӑ тунӑ. 11  Кашни священник хӑйӗн ӗҫне тӑвас тесе кунсерен хӑйӗн вырӑнне тӑрать. Вӑл нумай хутчен пӗр парнесенех кӳрсе тӑрать, анчах та ҫав парнесем ҫылӑхсенчен пӗтӗмпех хӑтараймаҫҫӗ. 12  Христос вара пӗрре парне кӳнӗ, ҫав парне ҫылӑхсенчен яланлӑхах хӑтарать. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. 13  Унтанпа вӑл хӑйӗн тӑшманӗсене хӑй ури айне тӑвасса кӗтет. 14  Пӗрре парне кӳнипе вӑл сӑваплӑ тунисене яланлӑхах пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ. 15  Святой сывлӑш та пире ҫакӑн ҫинчен шантарса ҫапла калать: 16  «„Акӑ эпӗ ҫав кунсем хыҫҫӑн вӗсемпе тӑвас килӗшӳ, — тет Иегова*. — Эпӗ хамӑн законсене вӗсен чӗрине хывӑп, вӗсен ӑс-тӑннех ҫырса хурӑп“». 17  Унтан вӑл ҫапла калать: «Эпӗ вӗсен ҫылӑхӗсене, вӗсен усал ӗҫӗсене урӑх аса илмӗп». 18  Ҫылӑхсене каҫарнӑ пулсан, эппин, ҫылӑхсемшӗн парне урӑх кӳмелле мар. 19  Тӑвансем, Иисусӑн юнне пула эпир сӑваплӑ* вырӑна унта илсе каякан ҫулпа пӗр хӑрамасӑр* кӗме пултаратпӑр. 20  Ҫав ҫула вӑл пире чаршав витӗр кӗрсен уҫса пачӗ, чаршавӗ — унӑн кӗлетки. Ҫак ҫӗнӗ ҫул вара пурнӑҫ патне илсе пырать. 21  Ҫавӑн пекех пирӗн Турӑ ҫуртне пӑхса тӑма лартнӑ чаплӑ священник пур. 22  Ҫавӑнпа та айтӑр, хамӑрӑн чӗрене тата таса мар совеҫе тасатса*, кӗлеткене таса шывпа ҫуса, Турӑшӑн таса чӗрепе тата ӑна ҫирӗп ӗненсе ӗҫлесе тӑрар. 23  Айтӑр хамӑр шанчӑк ҫинчен пӗр иккӗленмесӗр пӗрмаях пӗлтерсе тӑрар, мӗншӗн тесен сӑмах параканӗ шанчӑклӑ. 24  Юратма тата ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарас тесе айтӑр пӗр-пӗринпе тимлӗ пулар*. 25  Хӑшӗ-пӗрисен йӑлана кӗнӗ пек, хамӑр тӗлпулусене сиктерер мар, ун вырӑнне, пӗр-пӗрне хавхалантарар. Ҫав кун ҫывхарса килнине курса ҫаксем тӗлӗшӗнчен тата тӑрӑшуллӑрах пулар. 26  Енчен те чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлнӗ хыҫҫӑн эпир пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн памалли урӑх парне ҫук вара. 27  Пирӗн хӑраса суда кӗтмелли тата Туррӑн вут-ҫулӑм пек ҫунакан, ӑна хирӗҫ тӑракансене тӗп тӑвакан ҫиллине кӗтмелли ҫеҫ юлать. 28  Моисей законне ним вырӑнне те хуман ҫынна икӗ е виҫӗ свидетель каласа кӑтартнипе вӗлереҫҫӗ, ӑна хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ. 29  Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Туррӑн Ывӑлне ним вырӑнне те хуман*, хӑйне сӑваплӑ тунӑ килӗшӳ юнне ахаль япала вырӑнне хунӑ тата виҫесӗр ырӑлӑхӑн сывлӑшне хурланӑ ҫын тата хаяртарах наказание тивӗҫлӗ мар-и? 30  «Тавӑрасси — манӑн ӗҫ, эпӗ тавӑрӑп», — тесе калакана эпир пӗлетпӗр. Тата ҫапла та каланӑ: «Иегова* хӑйӗн халӑхне суд тӑвӗ». 31  Чӗрӗ Туррӑн аллине лекме мӗнле хӑрушӑ! 32  Унчченхи кунсене аса илӗр-ха: эсир Туррӑн ҫутине курнӑ хыҫҫӑн асапсем тӳссе хаяр кӗрешӗве чӑтса ирттертӗр. 33  Хушӑран сире пурин умӗнче те* хӑртрӗҫ, хӗн кӑтартрӗҫ. Хушӑран вара эсир ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене тӳсекенсемпе пӗрле пултӑр*. 34  Тӗрмере ларакансене эсир хӗрхентӗр, хӑвӑрӑн пурлӑха туртса илнӗ чухне, сирӗн лайӑхрах та пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмарӑр. 35  Ҫавӑнпа малалла та хӑюллӑ пулӑр*, вара сире пысӑк награда пулӗ. 36  Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе хӑвӑра пама шантарнине илмешкӗн сире чӑтӑмлӑх кирлӗ. 37  Мӗншӗн тесен тата «кӑштах ҫеҫ», вара «килекенни килӗ, тӑхтаса тӑмӗ». 38  «Манӑн тӳрӗ ҫыннӑм ӗненнине пула пурӑнӗ», анчах та «вӑл каялла чаксан, эпӗ унпа кӑмӑллӑ пулмӑп». 39  Эпир вара — каялла чакса пӗтекенсем мар, эпир — ӗненсе хамӑр пурнӑҫа упраса хӑваракансем.

Сноскӑсем

Е, тен, «ҫынсем».
Е «Сӑваплӑран сӑваплӑ».
Е «пӗр иккӗленмесӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирпӗтсе». Урӑхла каласан, Иисусӑн юнӗпе сирпӗтсе.
Е «пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар; пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «урапа таптанӑ».
Е «театрта кӑларса тӑратнӑ пек».
Е «ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене тӳснисене пулӑшрӑр».
Е «хӑюллӑн каласа тӑрӑр».