Матфей 2:1—23

  • Астрологсем килеҫҫӗ (1—12)

  • Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Египета тарать (13—15)

  • Ирод пӗчӗк арҫын ачасене вӗлерсе тухма хушать (16—18)

  • Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Назарета таврӑнать (19—23)

2  Иисус Иудейӑри Вифлее́м хулинче ҫуралнӑ, ҫав вӑхӑтра патшара И́род* ларнӑ. Пӗр вӑхӑт иртсен, хӗвелтухӑҫ енчен Иерусалима астрологсем* пынӑ.  Вӗсем каланӑ: «Иудейсен патши пулма ҫуралнӑ ача ӑҫта-ши? Эпир хӗвелтухӑҫ енче пулнӑ чухне унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та ӑна хисеп тума* килтӗмӗр».  Ҫакна илтсен И́род патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптраса ӳкнӗ.  Вӑл аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисене пухнӑ та вӗсенчен: «Христос* ӑҫта ҫуралмалла?» — тесе ыйтнӑ.  Вӗсем ӑна каланӑ: «Иудейӑри Вифлеемра, мӗншӗн тесен пророк ҫапла ҫырнӑ:  „Сан пирки, Иудӑри Вифлее́м, Иудӑн пуҫлӑхӗсемшӗн пӗлтерӗшлех мар хула теме ҫук, мӗншӗн тесен санран пуҫлӑх тухӗ, вӑл манӑн халӑхӑн, Израилӗн, кӗтӳҫи пулӗ“».  Вара И́род астрологсене вӑрттӑн чӗнсе илсе вӗсенчен ҫӑлтӑр курӑннӑ вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ.  Унтан вӑл вӗсене Вифлеема кайма хушнӑ та каланӑ: «Кайӑр та ачана шыраса тупӑр. Ӑна тупсан мана пӗлтерӗр, вара эпӗ те кайса ӑна хисеп тӑвӑп*».  Патшана итлесе пӗтерсен астрологсем ҫула тухнӑ. Вӗсем хӗвелтухӑҫ енче пулнӑ чухне курнӑ ҫӑлтӑр ача пулнӑ тӗле ҫитсе чарӑниччен вӗсен умӗнче пынӑ. 10  Ҫӑлтӑр чарӑнса тӑнине курсан вӗсем питӗ савӑннӑ. 11  Пӳрте кӗрсен, вӗсем ачапа унӑн амӑшне, Марийӑна, курнӑ та ача умне чӗркуҫленсе ларса ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Унтан вӗсем хӑйсен арчисене уҫса ӑна ылтӑн, латӑн тата мирра парнеленӗ. 12  Хӑйсен ҫӗршывне вара вӗсем урӑх ҫулпа кайнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене тӗлӗкре И́род патне ан таврӑнӑр тесе асӑрхаттарнӑ. 13  Астрологсем кайсан, Иеговӑн* ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та каланӑ: «Тӑр та ачапа унӑн амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ сана каличчен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен И́род ачана шыраса тупса вӗлересшӗн». 14  Вара Иосиф тӑнӑ та ачапа унӑн амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ. 15  Вӑл унта И́род виличченех пурӑннӑ. Ҫапла Иегова* хӑйӗн пророкӗ урлӑ: «Эпӗ хамӑн ывӑлӑма Египетран чӗнсе илтӗм», — тесе калани пурнӑҫланнӑ. 16  И́род ӗнтӗ, астрологсем хӑйне улталанине ӑнланса илсен, питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ. Вара вӑл Вифлеемпа ун таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех арҫын ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. (Ача миҫе ҫулта пулнине вӑл астрологсен сӑмахӗсем тӑрӑх пӗлнӗ.) 17  Ҫавӑн чухне Турӑ Иереми́я пророк урлӑ каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнӑ: 18  «Ра́ма хулинче йӗни, уласа макӑрни илтӗннӗ. Рахи́ль хӑйӗн ачисемшӗн йӗнӗ, вӗсем ҫукран вӑл лӑпланасшӑн пулман». 19  И́род вилсен, Иеговӑн* ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та 20  ҫапла каланӑ: «Тӑр та ачапа унӑн амӑшне илсе Израиль ҫӗрне кай, мӗншӗн тесен ачана вӗлерес текенсем вилсе пӗтрӗҫ». 21  Вара вӑл тӑнӑ та ачапа унӑн амӑшне илсе Израиль ҫӗрне таврӑннӑ. 22  Анчах та Иудейӑра И́род ывӑлӗ, Архела́й, ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсен, Иосиф унта кайма хӑранӑ. Унсӑр пуҫне, ӑна Турӑ та тӗлӗкре асӑрхаттарнӑ, ҫавӑнпа вӑл Галиле́я ҫӗрне кайнӑ. 23  Унта вӑл Назаре́т хулинче пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла пророксем урлӑ «ӑна* Назаре́т ҫынни* тейӗҫ» тени пурнӑҫланнӑ.

Сноскӑсем

Ку вӑл I Аслӑ Ирод.
Е «асамҫӑсем».
Е «ҫӗре ӳксе пуҫҫапма».
Е «Месси́я; Турӑ суйласа илнийӗ».
Е «ҫӗре ӳксе пуҫҫапӑп».
Урӑхла каласан, Христоса.
«Назаре́т ҫынни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «хунав» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ пулмалла.