Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ мӗн вӑл?

Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ мӗн вӑл?

 Ертсе пыракан совет вӑл — чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ. Ҫав ушкӑн Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗм тӗнчипе йӗркелесе тӑрать. Вӑл икӗ енӗпе ӗҫлет:

 Ертсе пыракан совет пӗрремӗш ӗмӗрте «Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем» кӑтартнӑ тӗслӗхе тытса тӑрать (Апостолсен ӗҫӗсем 15:2, Ҫӗнӗ Халал). Ҫав апостолсемпе пресвитерсем христиансен пур пухӑвӗпе те ҫыхӑннӑ питӗ кирлӗ йышӑнусем тунӑ. Ҫав шанчӑклӑ арҫынсем пекех, Ертсе пыракан советри арҫын тӑвансем пирӗн организацин ертӳҫисем мар. Вӗсем мӗн тумаллине пӗлес тесе Библи тӗпчеҫҫӗ тата Иегова Турӑ Иисус Христоса пухӑвӑн Пуҫӗ пулма суйласа лартнине йышӑнаҫҫӗ (1 Коринф 11:3; Эфес 5:23).

Ертсе пыракан совета кам-кам кӗрет?

 Хальхи вӑхӑтра Ертсе пыракан совета ҫаксем кӗреҫҫӗ: Джеффри Джексон, Кеннет Кук, Стивен Летт, Геррит Лёш, Марк Сандерсон, Дейвид Сплэйн, Джеффри Уиндер, Гейдж Флигл, Сэмюэл Хёрд. Вӗсем Уорвикри пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинче ӗҫлеҫҫӗ (Нью-Йорк штачӗ, АПШ).

Ертсе пыракан совет мӗнле ӗҫлесе тӑрать?

 Ертсе пыракан совет ултӑ комитет йӗркеленӗ, ҫав комитетсенчен кашнийӗ пирӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗрлӗ енӗсемшӗн яваплӑ. Ертсе пыракан советӑн кашни членӗ пӗр е темиҫе комитетра ӗҫлесе тӑрать.

  •   Вӗренӳ комитечӗ конгрессем, тӗлпулусем тата тӗрлӗ шкулсем валли вӗренӳ программине хатӗрлес тата аудио-видео материалсем хатӗрлес ӗҫшӗн яваплӑ.

  •   Издательство комитечӗ Библие ӑнлантарса паракан литературӑна туса кӑларса кирлӗ ҫӗре илсе ҫитерес, Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене, куҫаракансен офисӗсене тата филиалсене туса лартас ӗҫе йӗркелесе тӑрать.

  •   Кадрсен комитечӗ пӗтӗм тӗнчери Вефиль ҫемйинчи тӑвансемшӗн тӑрӑшать.

  •   Координаторсен комитечӗ пирӗн ӗҫ-хӗле тӗрлӗ ҫӗршывра унти законсем тӑрӑх мӗнле тумаллине пӑхса тӑрать. Ҫавӑн пекех ҫак комитет ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулса тухсан, ӗненнӗшӗн хӗсӗрленӗ чухне тата ытти йывӑр лару-тӑрусенче Иегова Свидетелӗсене пулӑшу парас ӗҫе йӗркелесе тӑрать.

  •   Сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗ «Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара» сарас ӗҫе йӗркелесе тӑрать (Матфей 24:14).

  •   Ҫыравҫӑсен комитечӗ сӑнарлӑ апата пичетлесе е сайта кӑларас ӗҫшӗн яваплӑ тата куҫаракансен ӗҫне йӗркелесе тӑрать.

 Ертсе пыракан советри тӑвансем ҫак комитетсенче ӗҫленисӗр пуҫне организацие мӗн кирлине пӑхса тухма кашни эрнере пӗрле тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав тӗлпулусенче вӗсем пӗр-пӗр ыйту пирки Библире мӗн каланине сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗсем йышӑнусем тунӑ чухне хӑйсем ҫине Туррӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳтӗр тесе кӗлтӑваҫҫӗ тата пӗр шухӑшлӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:25).

Ертсе пыракан советӑн пулӑшаканӗсем камсем вӗсем?

 Вӗсем шанчӑка тивӗҫлӗ христиансем, вӗсенчен кашнийӗ Ертсе пыракан советӑн комитечӗсенчен пӗрне пулӑшса тӑрать (1 Коринф 4:2). Ҫав арҫынсен хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума опыт та, пултарулӑх та пур. Пулӑшакансем хӑйсем ӗҫлекен комитетӑн кашни эрнере иртекен тӗлпулӑвӗсенче пулаҫҫӗ. Ертсе пыракан советӑн пулӑшаканӗсем йышӑнусем тӑвас ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ пулин те, вӗсем усӑллӑ сӗнӳсем параҫҫӗ, комитетсем тунӑ йышӑнусене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ тата ҫав йышӑнусем мӗнле усӑ панине тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Ертсе пыракан совет хушнипе тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан тӑвансем патне кайса килме тата ҫулсеренхи тӗлпулусенче е Галаад шкулне вӗренсе пӗтернӗ ятпа ирттерекен тӗлпулусенче сӑмах тухса калама пултараҫҫӗ.

ПУЛӐШАКАНСЕН СПИСОКӖ

Комитет

Ят

Вӗренӳ комитечӗ

  • Майкл Бэнкс

  • Рональд Кёрзан

  • Уильям Маленфант

  • Марк Нумар

  • Кеннет Флодин

  • Дейвид Шейфер

Издательство комитечӗ

  • Роберт Батлер

  • Гаюс Глоккентин

  • Доналд Гордон

  • Харолд Коркерн

  • Роберт Луччони

  • Алекс Райнмюллер

  • Дейвид Синклер

Кадрсен комитечӗ

  • Джералд Гризл

  • Патрик Лафранка

  • Даньел Молчан

  • Марк Скотт

  • Ральф Уоллс

Координаторсен комитечӗ

  • Пол Гиллис

  • Трой Снайдер

  • Джон Экранн

Сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗ

  • Гэри Бро

  • Энтони Гриффин

  • Джоуэл Деллингер

  • Кристофер Мейвор

  • Балтасар Перла

  • Джейкоб Рамф

  • Джонатан Смит

  • Уильям Тёрнер

  • Лион Уивер

  • Сет Хайатт

Ҫыравҫӑсен комитечӗ

  • Николас Аладис

  • Херманус ван Селм

  • Кеннет Годберн

  • Пер Кристенсен

  • Ленард Майерз

  • Джеймс Манц

  • Исак Марей

  • Клайв Мартин

  • Роберт Сиранко

  • Джин Смолли