Эфес 5:1—33

  • Мӗнле калаҫас тата харпӑр хӑйне мӗнле тытас тӗлӗшрен таса пулмалла (1—5)

  • «Ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр» (6—14)

  • «Святой сывлӑшпа тулса пырӑр» (15—20)

    • «Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр» (16)

  • Упӑшкасене тата арӑмсене панӑ канашсем (21—33)

5  Эппин, Турӑран тӗслӗх илӗр, мӗншӗн тесен эсир унӑн юратнӑ ачисем.  Христос юратнӑ пекех юратӑр*. Вӑл пире* юратса хӑйне пирӗншӗн* панӑ, Турра кӳнӗ ырӑ шӑршӑллӑ парне пулса тӑнӑ.  Аскӑнлӑх* ҫинчен, нимӗнле тасамарлӑх тата ҫӑткӑнлӑх ҫинчен сирӗн хушшӑрта ан асӑнччӑр та, сӑваплӑ ҫынсене ҫакӑ килӗшмест.  Ҫавӑн пекех хӑвӑра намӑссӑрла тытассинчен, ӑссӑрла калаҫассинчен тата киревсӗр* шӳтлессинчен — юрӑхсӑрринчен пуринчен те пӑрӑнӑр. Ун вырӑнне Турра тав тӑвӑр.  Мӗншӗн тесен эсир пӗлетӗр тата лайӑх ӑнланатӑр: нимӗнле аскӑн* ҫын та, ирсӗр* ҫын та, ҫӑткӑн ҫын та — вӑл ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех — Христосӑн тата Туррӑн Патшалӑхӗнче еткер илес ҫук.  Никама та хӑвӑра пушӑ сӑмахсемпе улталама ан парӑр, мӗншӗн тесен итлемен ҫынсене ҫаксемшӗн пуриншӗн те Туррӑн ҫилли ҫитӗ.  Ҫавӑнпа та вӗсемпе ан явӑҫӑр.  Унччен эсир тӗттӗмлӗхре пулнӑ, анчах халӗ эсир ҫутӑра, мӗншӗн тесен эсир Ҫӳлхуҫанӑн. Малалла та ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр,  вӗт ҫуттӑн ҫимӗҫӗ вӑл — ырӑлӑх, тӳрӗлӗх тата чӑнлӑх. 10  Пӗрмаях Ҫӳлхуҫана мӗн юрӑхлӑ пулнине пӗлме тӑрӑшӑр. 11  Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене тума чарӑнӑр, ун вырӑнне вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑр*. 12  Мӗншӗн тесен ҫав ҫынсен вӑрттӑн тӑвакан ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс. 13  Тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ ӗҫсем пурте ҫутӑра уҫҫӑн палӑраҫҫӗ, уҫҫӑн палӑраканни пурте — ҫутӑ. 14  Ҫавӑнпа та Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эй ҫывӑракан, вӑран, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара Христос сана ҫутӑ парӗ». 15  Эппин, хӑвӑра мӗнле тытнине асӑрхасах тӑрӑр: ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек пулӑр. 16  Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр*, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче усаллӑх нумай. 17  Ҫавӑнпа та шухӑшлама пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Иеговӑн* ирӗкне ӑнланма тӑрӑшӑр. 18  Эрехе ӳсӗрӗлсе кайичченех ан ӗҫӗр, мӗншӗн тесен ҫакӑ иртӗхтерет. Ун вырӑнне святой сывлӑшпа тулса пырӑр. 19  Псаломсем, Турра мухтава кӑларакан юрӑсем, ӑна пуҫҫапнӑ чухне юрламалли юрӑсем юрласа пӗр-пӗрне* ҫирӗплетӗр. Иеговӑна* пӗтӗм чӗререн* мухтаса юрлӑр. 20  Пуриншӗн те хамӑрӑн Атте Туррӑмӑра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе яланах тав тӑвӑр. 21  Христоса чунтан хисепленӗрен пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрӑр. 22  Арӑмсем хӑйсен упӑшкисене Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑнӑ пек пӑхӑнса тӑччӑр, 23  мӗншӗн тесен пухӑва* ҫӑлакан Христос пухӑвӑн пуҫӗ пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулать. 24  Пуху Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пекех, арӑмсен те хӑйсен упӑшкисене пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑмалла. 25  Упӑшкасем, хӑвӑр арӑмӑрсене Христос пухӑва юратнӑ пек юратӑр. Вӑл пухушӑн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ, 26  ҫапла майпа вӑл пухӑва Турӑ сӑмахӗпе шывпа ҫуса тасатнӑ пек тасатма тата сӑваплӑ тума пултарнӑ. 27  Ҫавна вӑл хӑй умӗнче пуху илемлӗ, пӗр вараланчӑксӑр, пӗр кӑлтӑксӑр* е мӗнле те пулин урӑх ҫитменлӗхсӗр, сӑваплӑ та айӑпсӑр пултӑр тесе тунӑ. 28  Ҫавнашкалах упӑшкасен те хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен кӗлеткисене юратнӑ пек юратмалла. Кам хӑйӗн арӑмне юратать, ҫавӑ хӑйне те юратать. 29  Пӗр ҫын та хӑйӗн кӗлеткине кураймасӑр тӑмасть, вӑл ӑна тӑрантарать тата ҫепӗҫҫӗн пӑхса усрать. Христос та пухушӑн ҫапла тӑрӑшать, 30  мӗншӗн тесен эпир унӑн кӗлеткин пайӗсем. 31  «Ҫавӑнпа арҫын ашшӗпе амӑшне хӑварӗ те хӑйӗн арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ*, вара иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ». 32  Ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх питӗ пӗлтерӗшлӗ. Эпӗ Христоспа пуху ҫинчен калатӑп. 33  Эппин, сирӗнтен кашни хӑйӗн арӑмне хӑйне хӑй юратнӑ пек юраттӑр, арӑмӗ вара хӑйӗн упӑшкине чунтан хисеплетӗр.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юратура ҫӳрӗр».
Е, тен, «сире».
Е, тен, «сирӗншӗн».
Словаре пӑхӑр.
Е «намӑссӑрла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «таса мар».
Е «вӗсем япӑх пулнине кӑтартӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑхӑта тӳлесе илӗр».
Е, тен, «хӑвӑра».
Е «хӑвӑр чӗрере».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗлеткене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗркеленчӗксӗр».
Е «арӑмӗпе пурӑнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».