Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 12-мӗш урок

Ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле йӗркеленӗ?

Ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле йӗркеленӗ?

Испани

Беларусь

Гонконг

Перу

Хӑй виличчен кӑшт маларах Иисус каланӑ: «Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матфей 24:14). Анчах та ҫак хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарас тесен мӗн тумалла? Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе тытса пымалла (Лука 8:1).

Эпир ҫынсемпе килӗсенче курса калаҫма тӑрӑшатпӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене килтен киле ырӑ хыпар сарма вӗрентнӗ (Матфей 10:11—13; Апостолсен ӗҫӗсем 5:42; 20:20). Пӗрремӗш ӗмӗрте хыпарҫӑсен ырӑ хыпар сарма уйӑрса панӑ ятарлӑ территори пулнӑ (Матфей 10:5, 6; 2 Коринф 10:13). Паян та ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑх йӗркеленӗ. Кашни пухӑвӑн хӑйне уйӑрса панӑ территори пур. Ҫакна пула эпир Иисус парса хӑварнӑ вӗрентес ӗҫе тата тӗплӗн пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе туса тӑма пултаратпӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 10:42).

Эпир ырӑ хыпара ҫынсем пур вырӑнсенче саратпӑр. Иисус час-часах ҫынсем пур вырӑнсенче ырӑ хыпар сарнӑ, тӗслӗхрен, тинӗс хӗрринче е пусӑ патӗнче (Марк 4:1; Иоанн 4:5—15). Унран тӗслӗх илсе, эпир те ҫынсемпе пур ҫӗрте те Библи ҫинчен калаҫма тӑрӑшатпӑр: урамра, ӗҫлӗ территорире, паркра е телефонпа. Унсӑр пуҫне, май килнӗ чухне эпир ырӑ хыпара хамӑр кӳршӗсене, пӗрле ӗҫлекенсене, пӗрле вӗренекенсене тата хурӑнташсене пӗлтеретпӗр. Ҫакна пула «ҫӑласси ҫинчен... ырӑ хыпара» пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын илтет (Псалом 95:2).

Эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ лайӑх шанчӑк ҫинчен кама каласа пама пултарнӑ пулӑттӑр? Ҫак пӗлӳсене хӑвӑрта тытса ан тӑрӑр. Ҫак хыпара кама та пулин май пулсанах каласа парӑр!

  • Мӗнле хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухмалла?

  • Иегова Свидетелӗсем Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе мӗнле тытса пыраҫҫӗ?