Тӗп матералсем патне куҫӑр

Турра ӗненекен ҫыннӑн тӗн организацийӗнче пулмалла-и?

Турра ӗненекен ҫыннӑн тӗн организацийӗнче пулмалла-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Пулмалла, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйне ҫынсем пӗрле пуҫтарӑнса пуҫҫапчӑр тет. Библире ҫапла каланӑ: «Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар. Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар» (Еврейсем 10:24, 25, Ҫӗнӗ Халал).

 Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсем пӗр тӗн ушкӑнне пуҫтарӑнӗҫ тенӗ. Вӑл каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Пуринчен ытла ҫакӑн пек юрату Христосӑн вӗренекенӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне палӑрса тӑмалла пулнӑ. Вӗсен пухусем йӗркелесе ямалла пулнӑ та унта вара Турра пуҫҫапма тӗлпулусем тӑтӑшах ирттермелле пулнӑ (1 Коринф 16:19). Ҫав пухусем пурте пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пулса тӑмалла пулнӑ (1 Петр 2:17).

Тӗн организацийӗнче пулни кӑна ҫителӗклӗ мар

 Библире ҫынсен Турра пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнмалла тенӗ пулин те, унта ҫын ҫакна тунипех Турра юрӑхлӑ пулать тесе каламан. Турра юрӑхлӑ пулас тесен ҫыннӑн тӗнӗ унӑн кулленхи пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрсе тӑмалла. Сӑмахран, Библире ҫапла каланӑ: «Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать» (Иаков 1:27).