1 Коринф 16:1—24

  • Иерусалимри христиансем валли укҫа пуҫтарасси (1—4)

  • Павел хӑй ӑҫта каяссине шутласа хуни (5—9)

  • Тимофей тата Аполлос Коринфа пырасси ҫинчен (10—12)

  • Ӳкӗтлени тата салам яни (13—24)

16  Сӑваплӑ ҫынсем валли укҫа пуҫтарасси пирки калас пулсан, эсир эпӗ Галатири пухусене панӑ хушусене тытса тӑрӑр.  Эрнен малтанхи кунӗнче сирӗнтен кашни хӑй мӗн чухлӗ пама пултарнине кура укҫа уйӑрса хутӑр. Ҫапла тусан, эпӗ пырсассӑн, сирӗн укҫа пуҫтармалла пулмӗ.  Пырсан вара, эсир хӑвӑр ҫырусенче кам пирки ырласа ҫыратӑр, ҫавсене хӑвӑр кӑмӑлтан панӑ укҫана Иерусалима леҫме ярӑп.  Анчах манӑн та унта каймалла пулсан, вӗсем манпа пӗрле пырӗҫ.  Эпӗ сирӗн пата Македоние ҫӳресе тухсан пырӑп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пырас тетӗп.  Тен, эпӗ сирӗн патра пӑртак пурӑнӑп е хӗл те каҫӑп, кайран вара эсир мана хам каяс тенӗ ҫӗре кӑштах ӑсатса ярӑр.  Эпӗ сирӗнпе халӗ ҫула майӑн ҫеҫ тӗл пуласшӑн мар, эпӗ, Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, сирӗн патра пӗр вӑхӑт пурӑнасса шанатӑп.  Эпӗ Эфесра Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп,  мӗншӗн тесен ман умра пысӑк алӑк уҫӑлчӗ, унпа пӗрле вара, хирӗҫ тӑракансем нумай пулин те, ытларах тума май уҫӑлчӗ. 10  Тимофей пырсан, астӑвӑр, унӑн сирӗн патра нимӗнрен те хӑрамалла ан пултӑр, мӗншӗн тесен вӑл, ман пекех, Иеговӑн* ӗҫне тӑвать. 11  Никам та ӑна ан тиркетӗр*. Вӑл ман пата чиперех ҫиттӗр тесе ӑна ӑсатса ярӑр, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна тӑвансемпе пӗрле кӗтетӗп. 12  Пирӗн Аполло́с тӑван пирки калас пулсан, эпӗ ӑна сирӗн пата тӑвансемпе пӗрле пыма питӗ хытӑ ыйтрӑм. Вӑл халӗ пырас темерӗ, анчах май тупӑнсанах, вӑл пырӗ. 13  Сыхӑ пулӑр, ӗненӳре ҫирӗп тӑрӑр, хӑюллӑ та вӑйлӑ пулӑр. 14  Эсир кирек мӗн тӑвас пулсан та, пӗтӗмпех юратса тӑвӑр. 15  Тӑвансем, Стефа́нӑн килӗнчисем Ахайӑри пӗрремӗш вӗренекенсем* пулнине тата вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑма халалланине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сире ҫакна тума ыйтатӑп: 16  эсир те ҫакӑн пек ҫынсене тата пирӗнпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлекенсене пурне те пӑхӑнса тӑрӑр. 17  Стефа́н, Фортуна́т тата Аха́ик кунта килнӗшӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем мана сирӗн вырӑна нумай пулӑшрӗҫ. 18  Вӗсем мана та, сире те хавхалантарчӗҫ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ҫынсене хаклӑр. 19  Азири* пухусем сире салам яраҫҫӗ. Акилӑпа При́ска тата вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан пуху та сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӑшӑ салам яраҫҫӗ. 20  Сире пур тӑван та салам калать. Пӗр-пӗрне чуптуса* саламлӑр. 21  Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. 22  Кам Ҫӳлхуҫана юратмасть, ҫавӑ ылханлӑ пултӑр. Ҫӳлхуҫамӑр, килсемччӗ! 23  Иисус Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. 24  Эпӗ сире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, пурне те юрататӑп.

Сноскӑсем

Е «ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн ан пӑхтӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтанхи ҫимӗҫсем».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑваплӑн чуптуса». Христиансем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне пӗр-пӗрне чуптуса саламланӑ.