Иоанн 13:1—38

  • Иисус вӗренекенӗсен урисене ҫуса ярать (1—20)

  • Иисус хӑйне Иуда сутасси ҫинчен систерет (21—30)

  • Ҫӗнӗ заповедь (31—35)

    • «Сирӗн хушшӑрта юрату пулсан...» (35)

  • Иисус Пётр тунасси ҫинчен маларах калать (36—38)

13  Ҫак тӗнчене хӑварса Ашшӗ патне каймалли вӑхӑчӗ ҫитнине Иисус Пасха уявӗ ҫитичченех пӗлнӗ. Иисус ҫак тӗнчери вӗренекенӗсене* юратнӑ, вӑл вӗсене вӗҫне ҫитичченех юратнӑ.  Шуйттан вара Си́мон ывӑлӗн, Иуда Искариотӑн, чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ пулнӑ. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче  Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех хӑй аллине панине пӗлсе, ҫавӑн пекех хӑй Турӑ патӗнчен килнине тата Турӑ патне каяссине пӗлсе,  сӗтел хушшинчен тӑнӑ та хӑйӗн ҫиелти тумтирне хывнӑ, вара алшӑлли илсе пилӗкне ҫыхнӑ.  Унтан вӑл ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та вӗренекенӗсен урисене ҫуса пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑлма пуҫланӑ.  Вӑл Си́мон Пётр патне ҫитсен, лешӗ ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ манӑн урана ҫӑвасшӑн-и?»  Иисус ӑна хуравланӑ: «Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ ӑнланмастӑн, каярахпа ӑнланса илӗн».  Пётр ӑна каланӑ: «Эпӗ сана хамӑн урана нихӑҫан та ҫутармӑп». Иисус вара каланӑ: «Эпӗ сан уруна ҫумасан, эсӗ манпа пӗрле пулаймӑн*».  Си́мон Пётр каланӑ ӑна: «Ҫӳлхуҫа, эппин, урана кӑна мар, алла та, пуҫа та ҫуса яр». 10  Иисус ӑна каланӑ: «Ҫӑвӑннӑ ҫынна урисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫумалла мар, вӑл пӗтӗмпех таса. Эсир те таса, анчах пурте мар». 11  Вӑл хӑйне кам сутасса пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл: «Эсир таса, анчах пурте мар», — тенӗ. 12  Вӗсен урисене ҫуса ярсан, вӑл хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑннӑ та сӗтел хушшине ларса* вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и? 13  Эсир мана „Вӗрентекен“ тата „Ҫӳлхуҫа“ тесе чӗнетӗр, эсир тӗрӗс калатӑр, ку чӑнах та ҫапла. 14  Енчен те эпӗ, Ҫӳлхуҫа тата Вӗрентекен, сирӗн урасене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. 15  Сирӗн те ман пекех тумалла тесе эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм. 16  Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар. 17  Халӗ эсир ҫакна пӗлетӗр. Ҫапла туса тӑратӑр пулсан, эсир телейлӗ. 18  Эпӗ сирӗн ҫинчен пурин ҫинчен те каламастӑп. Хам суйласа илнисене эпӗ пӗлетӗп. Ҫапла Ҫырура „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекен мана хирӗҫ тӑчӗ*“ тесе калани пурнӑҫланмалла. 19  Ҫакна эпӗ сире маларах калатӑп, ҫакӑ пулса иртнӗ чухне ҫавна ман ҫинчен ҫырнине сирӗн ӗненмелле пултӑр тетӗп. 20  Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам эпӗ яракана йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать. Кам мана йышӑнать, ҫавӑ мана яракана та йышӑнать». 21  Ҫакна каласан Иисус пӑлханса кайнӑ, вара тӳррӗн каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗнтен пӗри мана сутӗ». 22  Вӗренекенӗсем, вӑл кам ҫинчен каланине ӑнланса илеймесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхма пуҫланӑ. 23  Пӗр вӗренекенӗ — Иисус кама юратнӑ, ҫавӑ — сӗтел хушшинче ун ҫумӗнче* пулнӑ. 24  Си́мон Пётр ҫав вӗренекен еннелле пуҫне сулса унран ыйтнӑ: «Кала-ха, вӑл кам ҫинчен калать?» 25  Лешӗ Иисусӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Ҫӳлхуҫа, кам вӑл?» — тесе ыйтнӑ. 26  Иисус хуравланӑ: «Кама ҫӑкӑр татӑкне пуҫса паратӑп, ҫавӑ». Вара вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Иудӑна, Си́мон Искариотӑн ывӑлне, панӑ. 27  Иуда ҫӑкӑр татӑкне илсен, ун ӑшне Шуйттан кӗнӗ. Вара Иисус ӑна каланӑ: «Тума пуҫланине хӑвӑртрах ту». 28  Анчах та сӗтел хушшинче пулнисенчен пӗри те мӗншӗн вӑл ӑна ҫакна каланине ӑнланман. 29  Иуда ҫумӗнче укҫа ещӗкӗ пулнӑран хӑшӗ-пӗрисем Иисус ӑна: «Уяв валли хамӑра мӗн кирлине ил», — терӗ пулӗ е чухӑн ҫынсене мӗн те пулин пама хушрӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. 30  Ҫӑкӑр татӑкне илсен Иуда тӳрех тухса кайнӑ. Ун чухне ҫӗрле пулнӑ. 31  Вӑл тухса кайсан, Иисус каланӑ: «Халӗ Этем Ывӑлӗ мухтава тухать, ун урлӑ Турӑ та мухтава тухать. 32  Турӑ хӑй ӑна мухтава кӑларӗ, вӑл ӑна часах мухтава кӑларӗ. 33  Ачамсем, манӑн сирӗнпе пӗрле пуласси нумай мар ӗнтӗ. Эсир мана шырӑр, анчах халӗ эпӗ сире иудейсене каланинех калатӑп: „Эпӗ ӑҫта каятӑп, эсир унта пыраймастӑр“. 34  Эпӗ сире ҫӗнӗ заповедь паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр. 35  Сирӗн хушшӑрта юрату пулсан, пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ». 36  Си́мон Пётр унран ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ ӑҫта каятӑн?» Иисус хуравланӑ: «Эпӗ ӑҫта каятӑп, эсӗ халӗ ман хыҫҫӑн унта пыраймастӑн, анчах каярахпа пырӑн». 37  Пётр ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн эпӗ халӗ сан хыҫҫӑн пыраймастӑп? Эпӗ саншӑн хамӑн пурнӑҫа та пама хатӗр». 38  Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн пурнӑҫна пама хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн».

Сноскӑсем

Е «хӑйӗннисене».
Е «манпа пӗрле пая кӗреймӗн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман ҫине ури тупанне ҫӗклерӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӑкӑрӗ ҫумӗнче».