1 Пётр 2:1—25

  • Турӑ сӑмахне юратма вӗренӗр (1—3)

  • Чӗрӗ чулсенчен Туррӑн сывлӑшӗпе ҫурт туса лартӑнать (4—10)

  • Эсир ҫак тӗнчере ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем пек пурӑнатӑр (11, 12)

  • Кама тата мӗнле пӑхӑнса тӑмалла? (13—25)

    • Христос пире валли тӗслӗх хӑварнӑ (21)

2  Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗнпур усаллӑхран, ултавран, икӗпитлӗхрен, ӑмсанассинчен, хӑртса калаҫассинчен хӑтӑлӑр.  Тин ҫуралнӑ ачасем пек, Турӑ сӑмахӗн таса сӗтне юратма вӗренӗр*, вара эсир ӳссе ҫитӗнсе ҫӑлӑнма пултарӑр,  Ҫӳлхуҫа ырӑ пулнине эсир хӑвӑрах пӗлтӗр* ӗнтӗ.  Эсир ун патне — ҫынсем тиркенӗ, анчах Турӑ суйласа илнӗ, Турӑшӑн хаклӑ чӗрӗ чул патне — пынӑ чухне  сирӗнтен хӑвӑртан, чӗрӗ чулсенчен, Туррӑн сывлӑшӗпе ҫурт туса лартӑнать. Ҫапла вара Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе Иисус Христос урлӑ Турра юрӑхлӑ парнесем кӳмешкӗн эсир сӑваплӑ священниксем пулатӑр.  Мӗншӗн тесен Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эпӗ Сионра чул — суйласа илнӗ, хаклӑ, никӗсри кӗтес чула — хуратӑп, ӑна ӗненекен нихӑҫан та намӑса юлмӗ».  Ҫапла вара, сирӗншӗн вӑл хаклӑ, мӗншӗн тесен эсир ӗненетӗр. Анчах та ӗненменнисемшӗн, ун ҫинчен Ҫырура каланӑ пек, «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ»  тата вӑл «такӑнтаракан чул, вӗсен ҫулне пӳлекен чул хысакӗ пулса тӑчӗ». Вӗсем Турӑ сӑмахне пӑхӑнман пирки такӑнаҫҫӗ. Вӗсен вӗҫӗ шӑп ҫапла пулӗ те.  Эсир вара — «суйласа илнӗ йӑх, патшара ларакан священниксем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн чаплӑ енӗсем* ҫинчен пур ҫӗрте те пӗлтермешкӗн ун ятарлӑ харпӑрлӑхӗ пулса тӑнӑ ҫынсем», вӑл сире тӗттӗмлӗхрен хӑйӗн тӗлӗнмелле чаплӑ ҫутине чӗнсе илнӗ. 10  Тахҫан эсир халӑх та марччӗ, халӗ вара эсир Туррӑн халӑхӗ пулса тӑтӑр. Тахҫан Турӑ сире хӗрхенменччӗ, халӗ вара хӗрхенчӗ. 11  Юратнӑ тӑвансем, эпӗ сире ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫак тӗнчере вӑхӑтлӑха пурӑнакан ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: хӑвӑрпа вӑрҫӑ вӑрҫакан ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн ан кайӑр. 12  Хӑвӑра ытти ҫынсем хушшинче лайӑх тытӑр. Вӗсем сире усал ӗҫсем тӑватӑр тесе айӑплаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫсене курса Турӑ тӗрӗслеме килес кун ӑна мухтава кӑларччӑр. 13  Власть пуррисене пурне те Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк вырӑн йышӑнать, 14  пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, мӗншӗн тесен патша вӗсене усал ӗҫ тӑвакансене наказани пама, ырӑ ӗҫ тӑвакансене вара мухтама лартнӑ. 15  Вӗт Туррӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле: сирӗн, ырӑ ӗҫсем туса, пӗлмесӗр калаҫакан ӑссӑр ҫынсене шӑплантармалла*. 16  Ирӗклӗ ҫынсем пек пулӑр, анчах хӑвӑр ирӗклӗхпе усал ӗҫсене тӑвас* тесе мар, Туррӑн чурисем пек пурӑнас тесе усӑ курӑр. 17  Пур тӗрлӗ ҫынна та хисеплӗр, тӑвансене пурне те* юратӑр, Турӑран хӑрӑр, патшана хисеплӗр. 18  Тарҫӑсем, хӑвӑрӑн хуҫасене тивӗҫлипе хисеплесе пӑхӑнса тӑрӑр, ыррисемпе йӑваш кӑмӑллисене* кӑна мар, кама юрама йывӑр, ҫавсене те пӑхӑнса тӑрӑр. 19  Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче таса совеҫлӗ пулас тесе ҫын йывӑрлӑха* чӑтӑмлӑн тӳсет пулсан тата айӑп ҫук ҫӗртенех асапланать пулсан, ҫакӑ Турра кӑмӑллӑ. 20  Ҫылӑх тунӑшӑн хӗненине тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та эсир ырӑ ӗҫсем тунишӗн асап тӳсетӗр пулсан, ҫакӑ Турра кӑмӑллӑ. 21  Сире шӑп ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос та сирӗншӗн асапланнӑ, ҫапла вӑл, сирӗн ун йӗрӗпе май ҫитнӗ таран тӗрӗсрех пымалла пултӑр тесе, сире валли тӗслӗх хӑварнӑ. 22  Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, ун ҫӑварӗнчен пӗр ултавлӑ сӑмах та тухман. 23  Ӑна усал сӑмахпа хӑртнӑ чухне вӑл хирӗҫ усал сӑмах каласа хӑртман. Асапланнӑ чухне вӑл никама та тавӑрассипе хӑратман, вӑл хӑйне тӗрӗс суд тӑвакана шанса панӑ. 24  Пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтӑлса тӳрӗлӗхшӗн пурӑнмалла пултӑр тесе, вӑл юпа* ҫине хӑйӗн кӗлеткипе пӗрле* пирӗн ҫылӑхсене илнӗ. «Эсир унӑн суранӗсемпе сывалнӑ». 25  Эсир ҫухалса кайнӑ сурӑхсем пек пулнӑччӗ, халӗ вара эсир хӑвӑр чунӑрсен* кӗтӳҫи патне, хӑвӑр чунӑрсене сыхлаканӗ* патне таврӑнтӑр.

Сноскӑсем

Е «Турӑ сӑмахӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тутанса пӑхрӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».
Е «ырӑлӑхӗ». Урӑхла каласан, мухтава тивӗҫлӗ лайӑх енӗсем тата ӗҫӗсем.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӑварлӑх тӑхӑнтартмалла».
Е «тӳрре кӑларас».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑванлӑха».
Е «хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑманнисене».
Е «хуйха; ыратӑва».
Е «йывӑҫ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн кӗлеткинче».
Е «пурнӑҫӑн».
Грекла эпи́скопос. Словарьте «Старейшина» статьяна пӑхӑр.