Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мессия ҫинчен пророкла каланисем Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ-и?

Мессия ҫинчен пророкла каланисем Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫапла, пурнӑҫланнӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ун ҫинче «Христос Патша» ҫинчен пророкла каланисем нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ — Христосӑн, е Мессийӑн, вара «тӗнчене Ҫӑлакан» пулса тӑмалла пулнӑ (Даниил 9:25; 1 Иоанн 4:14). Иисус вилнӗ хыҫҫӑн та ун ҫинче Мессия ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем малалла пурнӑҫланса пынӑ (Псалом 109:1; Апостолсен ӗҫӗсем 2:34—36).

 «Мессия» текен сӑмах мӗне пӗлтерет?

 Иккӗшӗ те, маши́ах (мессия) текен еврей сӑмахӗ те, христо́с текен грек сӑмахӗ те, «суйласа лартнӑскер» тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та «Иисус Христос» тени вӑл «Иисус Мессия» тениех пулать тата «Суйласа лартнӑ Иисус» тенине пӗлтерет.

 Библире каланӑ вӑхӑтсенче ҫынна ятарлӑ власть шанса панӑ чухне ӑна суйласа лартас тесе унӑн пуҫӗ ҫине ҫу сӗрнӗ (Левит 8:12; 1 Патшасен 16:13). Турӑ Иисуса пысӑк власть парса Мессия пулма суйласа лартнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:36). Анчах та Турӑ Иисуса ҫу сӗрсе мар, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ (Матфей 3:16).

 Мессия ҫинчен пророкла каланисем пӗр ҫын ҫинче ҫеҫ мар, ыттисем ҫинче те пурнӑҫланма пултарнӑ-и?

 Ҫук. Кашни ҫыннӑн пӳрнисем ҫинчи йӗрсем хӑйне евӗрлӗ пулнӑ пекех, Библире пророкла каланисем пӗр Мессия, е Христос, ҫине ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Анчах Библире ҫапла та асӑрхаттарнӑ: «Суя христоссем, суя пророксем килӗҫ; май пулсассӑн суйласа илнисене те илӗртсе улталасшӑн тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ» (Матфей 24:24).

 Мессия пуласлӑхра килӗ-и?

 Ҫук. Библире Давид патша йӑхӗнчен Мессия тухӗ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Псалом 88:3—5). Авалхи иудейсем кам камран ҫуралнине ҫырса пынӑ, ҫавсем тӑрӑх вара Давидӑн йӑх-ӑрӑвне пӗлме май пулнӑ. Анчах та пирӗн эрӑри 70 ҫулта римлянсем Иерусалима ярса илсен, вӗсем ҫавӑн пек ҫырса пынисене тӗп тунӑ пулмалла a. Ҫавӑнтанпа никам та Давид патша йӑхӗнчен пулнине ҫирӗплетсе пама пултараймасть. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра ҫавӑн пек ҫырса пынисем пулнӑ, ҫавӑнпа та Иисусӑн тӑшманӗсем те вӑл Давид йӑхӗнчен пулман тесе калама пултарайман (Матфей 22:41—46).

 Библире Мессия ҫинчен пророкла каланисем мӗн чухлӗ?

 Библире Мессия ҫинчен пророкла каланисен шутне тӗп-тӗрӗс калама май ҫук. Библири пӗр-пӗр вырӑнта Мессия ҫинчен калани паллӑ пулсан та, унта Мессия ҫинчен мӗн чухлӗ пророкла калани пирки тӗрлӗрен шутлама пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Исаия 53:2—7 сӑвӑ йӗркисенче Мессия мӗнлерех пуласси тата вӑл мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен калакан уйрӑмлӑхсем пур. Хӑш-пӗрисем ҫакӑнта Мессия ҫинчен пророкла калани пӗрре кӑна теҫҫӗ, теприсем вара ҫав уйрӑмлӑхсенчен кашнийӗ уйрӑм пророкла калани тесе шутлаҫҫӗ.

 Мессия ҫинчен пророкла каланисем Иисус ҫинче пурнӑҫланнисенчен хӑш-пӗрисем

Пророкла калани

Ӑҫта ҫырнӑ

Мӗнле пурнӑҫланнӑ

Авраамӑн тӑхӑмӗ

Пултарни 22:17, 18

Матфей 1:1

Исаакӑн, Авраамӑн ывӑлӗн, тӑхӑмӗ

Пултарни 17:19

Матфей 1:2

Иуда йӑхӗнче ҫуралӗ

Пултарни 49:10

Матфей 1:1, 3

Давид патша йӑхӗнчен тухӗ

Исаия 9:7

Матфей 1:1

Хӗртен ҫуралӗ

Исаия 7:14

Матфей 1:18, 22, 23

Вифлеемра ҫуралӗ

Михей 5:2

Матфей 2:1, 5, 6

Ӑна Еммануил тесе чӗнӗҫ b

Исаия 7:14

Матфей 1:21—23

Пуҫламӑшӗ чаплах пулман

Исаия 53:2

Лука 2:7

Вӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн ачасене вӗлерни

Иеремия 31:15

Матфей 2:16—18

Египетран чӗнсе илӗҫ

Осия 11:1

Матфей 2:13—15

Ӑна Назарет ҫынни тейӗҫ c

Исаия 11:1

Матфей 2:23

Ун умӗн хыпарҫӑна ярӗҫ

Малахия 3:1

Матфей 11:7—10

Пирӗн эрӑри 29 ҫулта Мессия пулса тӑрӗ d

Даниил 9:25

Матфей 3:13—17

Турӑ ӑна хӑйӗн Ывӑлӗ тесе йышӑнать

Псалом 2:7

Апостолсен ӗҫӗсем 13:33, 34

Туррӑн ҫӳрчӗшӗн ҫунӗ

Псалом 68:10

Иоанн 2:13—17

Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрӗ

Исаия 61:1

Лука 4:16—21

Унӑн Галилейӑри сӑваплӑ ӗҫӗ хӑватлӑ ҫутӑ пек пулӗ

Исаия 9:1, 2

Матфей 4:13—16

Моисей пекех, тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвӗ

Саккуна астутарни 18:15

Апостолсен ӗҫӗсем 2:22

Моисей пекех, Турӑ мӗн калама хушнине каласа тӑрӗ

Саккуна астутарни 18:18, 19

Иоанн 12:49

Нумайӑшне сыватӗ

Исаия 53:4

Матфей 8:16, 17

Хӑйӗн ҫине тимлеттермӗ

Исаия 42:2

Матфей 12:17, 19

Хуйха ӳкнисене хӗрхенӗ

Исаия 42:3

Матфей 12:9—20; Марк 6:34

Туррӑн тӗрӗслӗхне уҫса парӗ

Исаия 42:1, 4

Матфей 12:17—20

Тӗлӗнмелле Канашҫӑ

Исаия 9:6, 7

Иоанн 6:68

Иеговӑн ятне пӗлтерсе тӑрӗ

Псалом 21:23

Иоанн 17:6

Тӗслӗхсемпе усӑ курса калаҫӗ

Псалом 77:2

Матфей 13:34, 35

Ҫулпуҫ

Даниил 9:25

Матфей 23:10

Нумайӑшӗ ӑна ӗненмӗ

Исаия 53:1

Иоанн 12:37, 38

Такӑнтаракан чул пулса тӑрӗ

Исаия 8:14, 15

Матфей 21:42—44

Ҫынсем ӑна сирсе ярӗҫ

Псалом 117:22, 23

Апостолсен ӗҫӗсем 4:10, 11

Ӑна сӑлтавсӑрах кураймӗҫ

Псалом 68:5

Иоанн 15:24, 25

Иерусалима мухтавлӑн ашак ҫине ларса кӗрӗ

Захария 9:9

Матфей 21:4—9

Ӑна ачасем мухтавлӗҫ

Псалом 8:3

Матфей 21:15, 16

Иеговӑн ячӗпе килӗ

Псалом 117:26

Иоанн 12:12, 13

Ҫывӑх тусӗ ӑна сутса ярӗ

Псалом 40:10

Иоанн 13:18

Ӑна 30 кӗмӗл укҫапа сутса ярӗҫ e

Захария 11:12, 13

Матфей 26:14—16; 27:3—10

Тусӗсем ӑна пӑрахса тарӗҫ

Захария 13:7

Матфей 26:31, 56

Суя свидетельсем ун пирки суйса калӗҫ

Псалом 34:11

Матфей 26:59—61

Хӑйне айӑплакансем умӗнче нимӗн те чӗнмӗ

Исаия 53:7

Матфей 27:12—14

Ун ҫине сурӗҫ

Исаия 50:6

Матфей 26:67; 27:27, 30

Ӑна пуҫӗнчен ҫапӗҫ

Михей 5:1

Марк 15:19

Ӑна хӗнӗҫ

Исаия 50:6

Иоанн 19:1

Хӑйне ҫапнӑ чухне вӑл хирӗҫ тӑмӗ

Исаия 50:6

Иоанн 18:22, 23

Пуҫлӑхсем пӗрлешсе ӑна хирӗҫ кайӗҫ

Псалом 2:2

Лука 23:10—12

Унӑн аллисемпе урисене юпа ҫине пӑталаса хурӗҫ

Псалом 21:17

Матфей 27:35; Иоанн 20:25

Унӑн тумтирӗ пирки шӑпа ярӗҫ

Псалом 21:19

Иоанн 19:23, 24

Ӑна ҫылӑхлисем шутне кӗртӗҫ

Исаия 53:12

Матфей 27:38

Ӑна хӑртӗҫ, унран мӑшкӑлӗҫ

Псалом 21:8, 9

Матфей 27:39—43

Ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн асапланӗ

Исаия 53:5, 6

1 Петр 2:23—25

Турӑ ӑна пӑрахнӑ пек туйӑнӗ

Псалом 21:2

Марк 15:34

Ӑна сӗрхе тата темскер йӳҫӗскер ӗҫме парӗҫ

Псалом 68:22

Матфей 27:34

Вилес умӗн унӑн ӑшӗ хыпӗ

Псалом 21:16

Иоанн 19:28, 29

Хӑйӗн сывлӑшне Турра шанса парӗ

Псалом 30:6

Лука 23:46

Хӑйӗн пурнӑҫне парӗ

Исаия 53:12

Марк 15:37

Ҫылӑха пӗтерес тесе хӑйӗн пурнӑҫне парӗ

Исаия 53:12

Матфей 20:28

Унӑн шӑммисем ванмӗҫ

Псалом 33:21

Иоанн 19:31—33, 36

Ӑна чикӗҫ

Захария 12:10

Иоанн 19:33—35, 37

Ӑна пуянсемпе пытарӗҫ

Исаия 53:9

Матфей 27:57—60

Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ

Псалом 15:10

Апостолсен ӗҫӗсем 2:29—31

Ӑна сутаканӗн вырӑнне тепри йышӑнӗ

Псалом 108:8

Апостолсен ӗҫӗсем 1:15—20

Туррӑн сылтӑм енне ларӗ

Псалом 109:1

Апостолсен ӗҫӗсем 2:34—36

a Макклинток тата Стронг энциклопедийӗнче ҫапла каланӑ: «Еврейсен йӑхӗсем тата ҫемйисем ҫинчен ҫырса пынине Иерусалима аркатнӑ чухне тӗп туни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук».

b Еммануил текен еврейла ят «пирӗнпе Турӑ» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ Иисусӑн тивӗҫне, Мессия пулса ӗҫлес тивӗҫе, питӗ лайӑх сӑнласа парать. Унӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ тата ҫынсемшӗн тунӑ ырӑ ӗҫӗсем Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе пӗрле пулнине ҫирӗплетсе панӑ (Лука 2:27—32; 7:12—16).

c «Назарет ҫынни» тени не́цер текен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ пулмалла. Ҫав сӑмах «хунав» тенине пӗлтерет.

d Библире Мессия пирӗн эрӑри 29 ҫулта килесси пирки мӗн калани ҫинчен нумайрах пӗлес тесе «Даниил пророк Мессия килесси ҫинчен каласа хуни» ятлӑ статьяна пӑхӑр.

e Ҫак пророкла каланине Захария кӗнекинче ҫырса хунӑ пулин те, Матфей ӑна «Иеремия пророк урлӑ каланӑ» тесе пӗлтерет (Матфей 27:9). Иеремия кӗнеки Савӑплӑ Ҫырӑвӑн «пророксен кӗнекисем» текен пайӗнче пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ пулмалла (Лука 24:44). Ҫавӑнпа та «Иеремия» тенипе Матфей кӗнекесен пӗтӗм пуххи пирки каланӑ пулас. Ҫав кӗнекесен пуххине Захария кӗнеки те кӗнӗ.