Иоанн 6:1—71

  • Иисус 5 000 ҫынна тӑрантарать (1—15)

  • Иисус шыв ҫийӗпе утса пырать (16—21)

  • Иисус — «пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ» (22—59)

  • Иисусӑн сӑмахӗсем пирки нумайӑшӗ ӳпкелешеҫҫӗ (60—71)

6  Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галиле́я тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ (ӑна тата Тивериа́да тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ).  Вӑл чирлисене тӗлӗнмелле майпа сыватнине курнӑран питӗ нумай ҫын ун хыҫҫӑн пынӑ.  Иисус ту ҫине хӑпарнӑ, унта вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.  Иудейсен Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ пулнӑ.  Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та хӑй патне питӗ нумай ҫын пынине курнӑ, вара Филипа каланӑ: «Пирӗн ҫак халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫта туянмалла-ши?»  Хӑй мӗн тӑвассине пӗлнӗ пулин те, ҫакна вӑл Филипа тӗрӗслесе пӑхас тесе каланӑ.  Филипп ӑна хуравланӑ: «Эпир 200 дина́рилӗх* ҫӑкӑр туянсан та, ҫакӑ кашнине пӗрер татӑк парса тухмашкӑн та ҫитеймӗ».  Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Си́мон Пётрӑн шӑллӗ Андрей, ӑна ҫапла каланӑ:  «Кунта пӗр арҫын ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пулӑ пур. Анчах ҫак йышлӑ халӑхшӑн мӗнех вӑл?» 10  Иисус каланӑ: «Ҫынсене ларса тухма хушӑр». Ҫав вырӑн ҫеремлӗ пулнӑ. Ҫынсем вара ларса тухнӑ, арҫынсем кӑна 5 000-е яхӑн пулнӑ. 11  Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ҫавӑнта ларакансене валеҫсе панӑ. Вӑл пулла та ҫавӑн пекех валеҫнӗ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ панӑ. 12  Вӗсем ҫисе тӑрансан, вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр». 13  Вӗсем пилӗк урпа ҫӑкӑрӗнчен юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ та 12 карҫинкка туллиех тултарнӑ. 14  Ҫынсем вӑл ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе тунине курсан ҫапла калама пуҫланӑ: «Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Пророк». 15  Иисус вара, вӗсем хӑйне тытса патша тӑвасшӑн пулнине пӗлсе, пӗччен пулас тесе каллех ту ҫине кайнӑ. 16  Каҫ пулсан, вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ та 17  кимӗ ҫине ларса тинӗс тепӗр енне, Капернаума, ишсе кайнӑ. (Тӗттӗмленсен те Иисус вӗсем патне пыман пулнӑ-ха.) 18  Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑ хумханма тытӑннӑ. 19  Вӗсем пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм* ишсе кайсан, Иисус тинӗс ҫийӗпе утса пынине, кимӗ патне ҫывхарнине курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. 20  Вӑл вӗсене: «Ан хӑрӑр, ку эпӗ!» — тенӗ. 21  Вара вӗсем ӑна хаваспах хӑйсем патне кимӗ ҫине илнӗ. Часах вӗсем хӑйсем ҫитес тенӗ ҫыран хӗррине ҫитсе тӑнӑ. 22  Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑнӑ ҫынсем ҫыран хӗрринче пӗр кимме те курман. Унта малтан пӗр пӗчӗк кимӗ кӑна пулнӑ, анчах Иисус ҫав кимӗ ҫине хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ларман, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнӑ пулнӑ. 23  Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран кимӗсем ҫитнӗ те, Ҫӳлхуҫа кӗлтуса тав тунӑ хыҫҫӑн ҫынсем ӑҫта ҫӑкӑр ҫинӗ, ҫав вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ. 24  Анчах Иисус та, вӗренекенӗсем те унта ҫуккине пӗлсен, ҫынсем кимӗсем ҫине ларнӑ та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнӑ. 25  Вара ӑна тинӗс тепӗр енче тупса каланӑ: «Вӗрентекен*, эсӗ кунта хӑҫан килтӗн?» 26  Иисус вӗсене хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир мана тӗлӗнмелле ӗҫсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр. 27  Ҫӗрекен апатшӑн мар, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан ҫӗрмен апатшӑн тӑрӑшӑр. Ҫав апата сире Этем Ывӑлӗ парӗ, мӗншӗн тесен ун ҫине Атте, Турӑ хӑй, ырланине кӑтартакан пичет лартнӑ». 28  Вара вӗсем унран ыйтнӑ: «Турӑ пире ырлатӑр тесен пирӗн мӗнле ӗҫсем тумалла?» 29  Иисус вӗсене хуравланӑ: «Турӑ кама янӑ, ҫавна ӗненмелле. Акӑ мӗн Турӑ ырлать». 30  Унтан вӗсем ӑна каланӑ: «Хӑвна ӗнентерес тесе эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? Мӗнле ӗҫ тӑвӑн? 31  Пирӗн мӑн асаттесем пушхирте манна ҫинӗ, ҫакӑн ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: „Ҫимешкӗн вӑл вӗсене тӳперен ҫӑкӑр панӑ“». 32  Иисус вара вӗсене каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Моисей сире тӳперен чӑн ҫӑкӑр паман, халӗ сире ӑна манӑн Атте парать. 33  Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл — тӳперен анаканни, тӗнчене пурнӑҫ параканни». 34  Вара вӗсем ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, пире ҫав ҫӑкӑра яланах парса тӑрсам». 35  Иисус вӗсене каланӑ: «Пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ — эпӗ. Ман пата килекен нихӑҫан та выҫӑ пулмӗ, мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ. 36  Эпӗ сире каланӑччӗ ӗнтӗ: эсир мана куратӑр пулин те, мана ӗненместӗр. 37  Атте мана панисем пурте ман пата килӗҫ, хам пата килекене эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп. 38  Эпӗ тӳперен хамӑн ирӗке тума мар, хама яраканӑн ирӗкне тума аннӑ. 39  Мана яраканӑн ирӗкӗ вара акӑ ҫапла: вӑл мана панисенчен манӑн пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун манӑн вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла. 40  Манӑн Аттен ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне йышӑнаканӑн тата ӑна ӗненекенӗн кашнин ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелле; эпӗ ӑна юлашки кун вилӗмрен чӗртсе тӑратӑп». 41  «Эпӗ тӳперен аннӑ ҫӑкӑр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуҫланӑ. 42  Вӗсем каланӑ: «Ку Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? Эпир унӑн ашшӗпе амӑшне пӗлетпӗр-ҫке. Мӗнле-ха вӑл: „Эпӗ тӳперен аннӑ“, — тесе калаять?» 43  Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Ӳпкелешме чарӑнӑр. 44  Мана янӑ Атте ман пата илсе пымасан, никам та ман пата килеймӗ. Хам пата килекене эпӗ юлашки кун вилӗмрен чӗртсе тӑратӑп. 45  Пророксем ҫырнӑ: „Вӗсене пурне те Иегова* вӗрентсе ҫитерӗ“. Аттене итлекен тата унран вӗренекен кашни ҫын ман пата килет. 46  Ҫакӑ вӑл ҫынсенчен кам та пулин Аттене курнине пӗлтермест. Кам Турӑран килнӗ, ҫавӑ ҫеҫ Аттене курнӑ. 47  Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам ӗненет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет. 48  Эпӗ — пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ. 49  Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пушхирте манна ҫинӗ, ҫапах та вӗсем вилнӗ. 50  Тӳперен анакан ҫӑкӑра ҫиекен вара вилмест. 51  Эпӗ — тӳперен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫак ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Ҫак ҫӑкӑр вӑл — манӑн кӗлетке, ӑна эпӗ ҫынсен* пурнӑҫӗшӗн парӑп». 52  Иудейсем пӗр-пӗринпе тавлашма пуҫланӑ: «Мӗнле-ха вӑл хӑйӗн кӗлеткине пире ҫиме пама пултарать?» 53  Иисус вара вӗсене каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Этем Ывӑлӗн кӗлеткине ҫимесен тата унӑн юнне ӗҫмесен, пурнӑҫ илеймӗр*. 54  Кам манӑн кӗлеткене ҫиет тата манӑн юна ӗҫет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет. Эпӗ ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп. 55  Мӗншӗн тесен манӑн кӗлетке — чӑн апат, манӑн юн — чӑн ӗҫмелли. 56  Кам манӑн кӗлеткене ҫиет тата манӑн юна ӗҫет, ҫавӑ манпа пӗрлӗхре, эпӗ те унпа пӗрлӗхре. 57  Мана чӗрӗ Атте янӑ, Аттене пула эпӗ пурӑнатӑп, ҫавнашкалах манӑн кӗлеткене ҫиекен те мана пула пурӑнӗ. 58  Ҫакӑ ӗнтӗ тӳперен аннӑ ҫӑкӑр. Вӑл сирӗн мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ ҫӑкӑр пек мар — вӗсем ӑна ҫисессӗн те вилнӗ. Кам ҫак ҫӑкӑра ҫиет, ҫавӑ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ». 59  Ҫакна вӑл Капернаумри синагогӑра* вӗрентнӗ чухне каланӑ. 60  Ҫак сӑмахсене илтсен унӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ каланӑ: «Мӗн калаҫать вӑл? Ҫакна кам итлеме пултарайӗ?» 61  Вӗренекенӗсем ҫакӑн пирки ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑ сирӗн ӗненӗве хавшатрӗ-и?* 62  Этем Ывӑлӗ хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленнине курсан мӗн тӑвӑр-ши эсир? 63  Сывлӑш пурнӑҫ парать, ӳтрен вара ним усси те ҫук. Эпӗ сире каланӑ сӑмахсем — сывлӑш тата пурнӑҫ. 64  Анчах сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-пӗрисем ӗненмеҫҫӗ». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине тата хӑйне кам сутассине малтанах пӗлнӗрен каланӑ. 65  Вӑл тата каланӑ: «Акӑ мӗншӗн эпӗ сире Атте илсе пырас темесен ман пата никам та килме пултараймасть терӗм». 66  Ҫавна пула вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ унчченхи ӗҫӗсем патне таврӑннӑ та урӑх унпа ҫӳремен. 67  Иисус вара вуниккӗшӗнчен ыйтнӑ: «Эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и?» 68  Си́мон Пётр хуравласа каланӑ ӑна: «Ҫӳлхуҫа, пирӗн кам патне каяс? Санӑн сӑмахусем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыраҫҫӗ. 69  Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, эпир ҫакна ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те». 70  Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире, вуниксӗре, хам суйласа илмерӗм-и? Анчах та сирӗнтен пӗри — элекҫӗ*». 71  Ҫакна вӑл Иуда ҫинчен, Си́мон Искариотӑн ывӑлӗ ҫинчен, каланӑ. Вӑл вуниккӗшӗнчен пӗри пулнӑ пулин те, Иисуса сутасшӑн пулнӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «25 е 30 стадие яхӑн». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӗнче».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирӗнте пурнӑҫ пулмӗ».
Е, тен, «халӑх пухӑннӑ вырӑнта».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫакӑ сире такӑнтарчӗ-и-мӗн?».
Е «шуйттан».