Колоссӑ 1:1—29

  • Салам сӑмахӗсем (1, 2)

  • Павел Колоссӑри тӑвансем хытӑ ӗненнӗшӗн Турра тав тӑвать (3—8)

  • Павел Колоссӑри тӑвансем чӑнлӑхра ӳсӗмсем туччӑр тесе кӗлтӑвать (9—12)

  • Туррӑн тӗллевӗнче Христос тӗп вырӑн йышӑнать (13—23)

  • Павел пухушӑн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать (24—29)

1  Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, тата пирӗн тӑван Тимофей —  Колоссӑри сӑваплӑ та шанчӑклӑ тӑвансене, Христоспа пӗрлӗхре тӑракансене. Пирӗн Атте Турӑран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.  Эпир сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗне, яланах тав тӑватпӑр.  Мӗншӗн тесен эсир Христос Иисуса ӗненнине тата пур сӑваплӑ ҫынна та юратнине эпир илтрӗмӗр.  Тӳпере хӑвӑр валли мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавна илме шанчӑк пуррине пула эсир ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ. Эсир ҫак шанчӑк ҫинчен чӑнлӑх сӑмахне, ырӑ хыпара, илтсен пӗлнӗ,  вӑл сирӗн пата ҫитнӗ. Ҫак хыпар ҫимӗҫ кӳрет тата пӗтӗм тӗнчипе сарӑлса пырать. Ҫапла майпах вӑл сирӗн хушшӑрта та, эсир Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен илтсе вӑл мӗн иккенне пӗлнӗ кунран пуҫласа, ҫимӗҫ кӳрет тата сарӑлса пырать.  Эсир ҫак ырӑлӑх ҫинчен хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан* юратнӑ Эпафрасран пӗлнӗ. Вӑл Христосӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ, сире пирӗн вырӑна вӑл пулӑшса тӑрать.  Ҫавӑн пекех вӑл пире эсир святой сывлӑш пулӑшнипе юрату кӑтартни ҫинчен каласа пачӗ.  Акӑ мӗншӗн эпир ҫакӑн ҫинчен илтнӗ кунранпах сирӗншӗн кӗлтума чарӑнмастпӑр. Эпир Турра кӗлтуса сирӗн унӑн ирӗкне тӗп-тӗрӗс пӗлмелле пултӑр тесе, пӗтӗм ӑслӑлӑха илмелле пултӑр тесе тата святой сывлӑш сире ӑнланас пултарулӑх патӑр тесе ыйтатпӑр. 10  Вара эсир Иеговӑн* ӗҫлекенӗсен хӑйсене мӗнле тытмалла, хӑвӑра ҫавӑн пек тытма пултарӑр, ҫапла вара ырӑ ӗҫсем туса тата Турӑ ҫинчен ытларах та ытларах тӗрӗс пӗлӳ илсе ӑна пур тӗлӗшрен те юраса пурӑнӑр. 11  Турӑ хӑйӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе усӑ курса сире пысӑк вӑй патӑр тесе кӗлтӑватпӑр, вара эсир тӳсӗмлӗ пулса тата савӑнса пӗтӗмпех чӑтса ирттеретӗр. 12  Аттене тав тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл сире еткер илме юрӑхлӑ тунӑ, ӑна вӑл ҫутӑра ҫӳрекен сӑваплӑ ҫынсене пама сӑмах панӑ. 13  Вӑл пире тӗттӗмлӗх влаҫӗнчен хӑтарса хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн патшалӑхне куҫарнӑ. 14  Ывӑлӗ урлӑ, пире тӳлесе илнине пула, эпир ирӗке тухнӑ, пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑннӑ. 15  Вӑл — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ, Турӑ пултарнисенчен пӗрремӗшӗ*. 16  Тӳпере тата ҫӗр ҫинче ыттине пурне те, куҫа курӑнаканнине те, курӑнманнине те: престолсене, пуҫлӑхсене, патшалӑхсене, влаҫсене — вӑл пулӑшнипе тунӑ. Ҫаксене пурне те ун урлӑ тата ун валли тунӑ. 17  Вӑл пуринчен те малтанах пулнӑ, ыттине пурне те вӑл пулӑшнипе тунӑ. 18  Вӑл — кӗлеткен, урӑхла каласан пухӑвӑн, пуҫӗ. Вӑл — пуҫламӑшӗ, пур тӗлӗшрен те малта пулмашкӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ*. 19  Мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн лайӑх енӗсем пурте* Христосра пулччӑр тенӗ. 20  Турӑ ыттисене пурне те: ҫӗр ҫинчисене те, тӳперисене те — Христос урлӑ, вӑл асап юпи* ҫинче юхтарнӑ юн урлӑ, хӑйӗнпе мирлештерес тенӗ. 21  Тахҫан эсир Турӑран ютшӑннӑ пулнӑ, унӑн тӑшманӗсем пулнӑ, мӗншӗн тесен усал ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳренӗ. 22  Халӗ вара, хӑйне вилме панӑ Христосӑн кӗлетки урлӑ Турӑ сире хӑйӗнпе мирлештернӗ. Ҫакна вӑл сирӗн хӑй умӗнче сӑваплӑ, пӗр кӑлтӑксӑр тата пӗр айӑпсӑр пулмалла пултӑр тесе тунӑ. 23  Анчах сирӗн малалла та ӗненсе пурӑнмалла, ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫинче ҫирӗп, тӗреклӗ* тӑмалла тата ырӑ хыпара илтсе хӑвӑр илнӗ шанчӑка ҫухатмалла мар. Ҫак хыпара пӗтӗм тӗнчипе* пӗлтерсе тухнӑ. Мана, Павела, ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме хушнӑ. 24  Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑшӑн савӑнатӑп. Эпӗ Христос тӳснӗ асапсенех тӳсетӗп, анчах хальлӗхе эпӗ унӑн кӗлеткишӗн, урӑхла каласан пухушӑн, асапсене пӗтӗмпех тӳсмен-ха. 25  Эпӗ ҫак пухушӑн ӗҫлесе тӑраканӗ пулса тӑтӑм, Турӑ мана ҫак ӗҫе сире усӑ пултӑр тесе шанса пачӗ*. Вӑл мана хӑйӗн сӑмахне пӗлтерсе тухма хушрӗ. 26  Ун шутне сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх та кӗрет. Ӑна ӗмӗрсем хушши пытарса тӑнӑ, унчченхи ӑрусем ун ҫинчен пӗлмен. Халӗ вара ӑна сӑваплӑ ҫынсене уҫса панӑ. 27  Турӑ ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӑн чаплӑ пуянлӑхӗ ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтересшӗн пулнӑ. Ҫак вӑрттӑнлӑх вӑл — сирӗнпе пӗрлӗхре тӑракан Христос, эсир унпа пӗрле мухтава тухас шанчӑк. 28  Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, пур ҫынна та асӑрхаттаратпӑр* тата пӗтӗм ӑслӑлӑхпа усӑ курса вӗрентетпӗр. Ҫакна эпир Турӑ умӗнче пур ҫын та Христосӑн ҫитӗннӗ вӗренекенӗ пултӑр тесе тӑватпӑр. 29  Ҫавӑншӑн эпӗ ӗҫлетӗп те, унӑн хӑвачӗ пулӑшнипе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатӑп.

Сноскӑсем

Е «канӑҫлӑх».
Е «хамӑр пекех чураран».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтан ҫурални».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вилнисенчен малтан ҫурални».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗтӗм туллилӗх».
Словаре пӑхӑр.
Е «хавшамасӑр; иккӗленмесӗр».
Е «тӳпе айӗнчи Турӑ тунисем хушшинче».
Е «управляющи пулма лартрӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑса кӗртетпӗр».