Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн Мӑнкуна уявламаҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн Мӑнкуна уявламаҫҫӗ?

Анлӑ сарӑлнӑ йӑнӑш шухӑшсем

 Миф: Иегова Свидетелӗсем Мӑнкуна уявламаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем христиансем мар.

 Факт: Эпир Иисус Христос пирӗн Ҫӑлакан пулнине ӗненетпӗр тата унӑн «йӗрӗпе» тӗп-тӗрӗс пыма тӑрӑшатпӑр (1 Петр 2:21; Лука 2:11).

 Миф: Эсир Иисус чӗрӗлсе тӑнине ӗненместӗр.

 Факт: Эпир Христос чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр. Эпир ҫакӑ христиансен ӗненӗвӗн никӗсӗ тесе шутлатпӑр, хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне те ҫакӑн ҫине тимлеттерме тӑрӑшатпӑр (1 Коринф 15:3, 4, 12—15).

 Миф: Эсир ачасене Мӑнкуна уявлама паманнипе вӗсене савӑнӑҫсӑр тӑратса хӑваратӑр.

 Факт: Эпир хамӑрӑн ачасене юрататпӑр, вӗсене вӗрентсе ӳстерес тесе тата телейлӗ пулма пулӑшас тесе хамӑрӑн вӑя хӗрхенместпӗр (Тит 2:4).

Иегова Свидетелӗсем Мӑнкуна мӗншӗн уявламаҫҫӗ?

  •   Христиансем уявлакан Мӑнкун Библи ҫинче никӗсленмен.

  •   Иисус хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ куна мар, вилнӗ куна паллӑ тума хушнӑ. Ҫавӑнпа кашни ҫулах эпир вӑл вилнӗ кун (уйӑх календарӗ тӑрӑх) Каҫхи апат уявне паллӑ тӑватпӑр (Лука 22:19, 20).

  •   Эпир шутланӑ тӑрӑх, Мӑнкун йӑли-йӗрки ӗлӗк-авал тухӑҫлӑх туррине пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркерен пуҫланса кайнӑ, ҫакӑ ҫак уява Турӑ умӗнче юрӑхсӑр тӑвать. Турӑ — «кӗвӗҫекен Турӑ», урӑхла каласан, вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнма ыйтать; эпир вӑл сивлекен ӗҫсене туни ӑна кӳрентерет (Тухни 20:5; 3 Патшасен 18:21).

 Эпир Мӑнкуна уявламанни Библипе килӗшсе тӑрать тесе шутлатпӑр, Библи пире ҫынсем шутласа кӑларнӑ йӑла-йӗркене ним шухӑшламасӑр тытса тӑма мар, «чипер ӑстӑнлӑ» пулма хавхалантарать (Ытарӑшсем 3:21; Матфей 15:3). Эпир Мӑнкун пирки мӗн шухӑшланине ыйтсан, эпир хаваспах хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен каласа паратпӑр. Ҫав хушӑрах эпир мӗн тумаллине йышӑнма кашниннех право пуррипе килӗшетпӗр (1 Петр 3:15).