1 Пётр 3:1—22

  • Арӑмсем тата упӑшкасем (1—7)

  • Хуйхӑраканпа пӗрле хуйхӑрӑр; ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшӑр (8—12)

  • Тӳрӗлӗхшӗн асап курни (13—22)

    • Хӑвӑрӑн шанчӑка хӳтӗлеме хатӗр пулӑр (15)

    • Шыва кӗни тата таса совесть (21)

3  Ҫавӑн пекех эсир те, арӑмсем, хӑвӑрӑн упӑшкӑрсене пӑхӑнса тӑрӑр. Ҫапла эсир упӑшкӑрсене, Туррӑн сӑмахне итлеменнисене, пӗр сӑмах каламасӑрах, хӑвӑра мӗнле тытнипе ҫӗнсе илме пултаратӑр,  мӗншӗн тесен вӗсем эсир хӑвӑра лайӑх* тытнине тата хӑйсене чун-чӗререн хисепленине курӗҫ.  Эсир ҫӳҫ ҫивӗтлесе, ылтӑн япаласемпе е хаклӑ тумтир тӑхӑнса хӑвӑра тулашӗнчен ҫеҫ илемлетме ан тӑрӑшӑр,  эсир хӑвӑра шалтан, чӗрере мӗн пуррипе — лӑпкӑ та йӑваш кӑмӑлӑн* пӗтми илемлӗхӗпе, илемлетме тӑрӑшӑр, ҫавӑ Турӑ умӗнче питӗ хаклӑ.  Ӗлӗк Турра шанса пурӑннӑ сӑваплӑ хӗрарӑмсем упӑшкисене пӑхӑнса тӑрса хӑйсене шӑп ҫапла илемлетнӗ те.  Сарра та Авраама хуҫамӑм тесе ӑна итлесе пурӑннӑ. Эсир ырӑ тӑватӑр пулсан тата хӑраса ӳкместӗр пулсан, унӑн хӗрӗсем пулатӑр.  Ҫавӑн пекех эсир те, упӑшкасем, хӑвӑрӑн арӑмӑрсене ӑнланма тӑрӑшӑр. Хӗрарӑмсем черчен савӑт пек пулнӑран тата сирӗнтен вӑйсӑртарах пулнӑран вӗсене чыс тӑвӑр, мӗншӗн тесен Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе вӗсем те сирӗн пекех пурнӑҫа еткерлӗхе илӗҫ. Эсир ҫапла тусан, Турра сирӗн кӗлӗсене итлеме нимӗн те чарса тӑмӗ.  Тата ҫакна калам: пӗр шухӑшлӑ пулӑр, хуйхӑраканпа пӗрле хуйхӑрӑр, пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр, чунтан хӗрхенӗр, хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр.  Усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр. Хӑвӑра сӑмахпа хӑртсан, хирӗҫ ан хӑртӑр. Ун вырӑнне пиллӗр, мӗншӗн тесен сире ҫавӑн валли чӗнсе илнӗ. Вара Турӑ сире пиллӗ. 10  Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Кам савӑнса пурӑнасшӑн, ырӑ кун-ҫул курасшӑн, ҫавӑ чӗлхине усаллине каласран, ҫӑварне ултавлӑ сӑмахран чарса тӑтӑр. 11  Вӑл усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ ӗҫ тутӑр, ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма тата мире упрама тӑрӑштӑр. 12  Мӗншӗн тесен Иеговӑн* куҫӗ тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать, унӑн хӑлхи вӗсем йӑлӑнса ыйтнине итлет, усал тӑвакансене вара Иегова* хирӗҫ тӑрать». 13  Эсир ырришӗн тӑрӑшатӑр пулсан, кам сире усал тӑвӗ? 14  Тӳрӗлӗхшӗн сирӗн асап курма тивет пулсан та, эсир телейлӗ. Вӗсем мӗнрен хӑраҫҫӗ, ҫавӑнтан ан хӑрӑр* тата нимӗншӗн те ан пӑшӑрханӑр. 15  Хӑвӑрӑн чӗрере Христоса Ҫӳлхуҫа тесе хисеплӗр*. Кам та пулин хӑвӑрӑн шанчӑк ҫинчен ӑнлантарса пама ыйтсан, ҫав шанчӑка хӳтӗлеме ялан хатӗр пулӑр. Анчах та ҫакна йӑвашшӑн тата чунтан хисеплесе тӑвӑр. 16  Хӑвӑр совеҫе таса упрӑр, вара, эсир Христос хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ май хӑвӑра лайӑх тытнине пула, сире хирӗҫ калаҫакансем, вӗсем сире хирӗҫ кирек мӗн каласан та, намӑса юлӗҫ. 17  Ырӑ ӗҫсемшӗн асап курни — ҫавна Турӑ пулма парать пулсан — усал ӗҫсемшӗн асап курнинчен аванрах. 18  Мӗншӗн тесен Христос та, тӳрӗскер, тӳрӗ маррисемшӗн, вӗсене ҫылӑхӗсенчен хӑтарас тесе тата Турӑ патне илсе пырас тесе, пӗрре тата яланлӑхах вилнӗ. Вӑл ҫын пек вилнӗ, анчах сывлӑш пек чӗрӗлсе тӑнӑ. 19  Унтан вӑл тӗрмери сывлӑшсене хыпар пӗлтерме кайнӑ. 20  Вӗсем Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнман. Ҫав кунсенче, ковчег тунӑ чухне, Турӑ тӳсӗмлӗн кӗтнӗ. Ҫав ковчегра сакӑр ҫын ҫеҫ шыв илнинчен ҫӑлӑнса юлнӑ. 21  Ҫав кунсенче пулса иртнине шыва кӗнипе танлаштарма пулать, шыва кӗни халӗ сире Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни урлӑ ҫӑлать. (Шыва кӗни вӑл — вараланнӑ кӗлеткене ҫуса тасатни мар, Турӑран совесть таса пултӑр тесе йӑлӑнса ыйтни.) 22  Тӳпене хӑпарсан вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, вара Турӑ ӑна ангелсене, влаҫсене тата хӑватсене пӑхӑнтарнӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «таса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшӑн».
Е, тен, «вӗсем хӑратнинчен ан хӑрӑр».
Е «сӑваплӑ тӑвӑр».