Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ватлӑх — алла усмалли вӑхӑт мар

Ватлӑх — алла усмалли вӑхӑт мар

ВАТЛӐХ кунӗсем ҫывхарса килни пирки пуҫа шухӑш килсен сирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ? Нумайӑшӗ канӑҫа ҫухатма, пӑшӑрханма тата хӑрама та пултараҫҫӗ. Ватлӑх пирки ытларах чухне япӑх вӑхӑт тесе шутлаҫҫӗ-ҫке, мӗншӗн тесен ӳт-пӳ илемсӗрленет, халсӑрланать, ӑс-тӑн кӗскелет тата чир-чӗр вӑраха тӑсӑлать.

Апла пулин те, ватлӑх ҫынсемшӗн пуриншӗн те пӗрешкел килмест. Хӑш-пӗр ватӑ ҫынсен сывлӑхӗ пирки япӑх теме ҫук, вӗсем яланах ӗҫлӗ тата ӑс-тӑнӗпе ҫирӗп. Теприсем хальхи медицина пулӑшнипе хӑйсен вӑраха кайнӑ чирӗсенчен сывалнӑ е ҫав чирсене вӑй илме памаҫҫӗ. Ҫапла вара хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫынсем ытларах пурӑнма пуҫланӑ тата хӑйсене чылай лайӑхрах туяҫҫӗ.

Ҫулсем кайнӑҫемӗн йывӑрлӑхсем пулсан та, пулмасан та, ҫынсен ватлӑхра та ырӑ курса пурӑнас килет. Ватлӑх кунӗсем савӑнӑҫ кӳччӗр тесен мӗн тумалла-ши? Пӗр енчен, ҫакӑ хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑлтан, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пӗлнинчен килет. Библири ансат та усӑллӑ канашсене айтӑр пӑхса тухар.

ЙӐВАШ КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР: «Йӑвашшисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх» (Ытарӑшсем 11:2). Ҫак статья темине пӑхсан, ватӑ ҫынсем пирки те, хӑйсем миҫе ҫула ҫитнине шута илекеннисем тата хӑйсем пур ӗҫе те тума пултарайманнине ӑнланаканнисем пирки, «йӑвашшисем» теме пулать. Бразилире пурӑнакан 93 ҫулхи Чарльз калать: «Нумай пурӑнатӑн пулсан, паян-и, ыран-и, пурпӗрех ватӑлатӑн. Вӑхӑта каялла ҫавӑрма ҫук».

Анчах та йӑваш кӑмӑллӑ пуласси «эпӗ ватӑ ӗнтӗ, ватлӑх хӑйӗннех тӑвать» тесе шухӑшласа алла усмаллине пӗлтермест. Ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл халран ҫеҫ ярать. «Хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн»,— тенӗ Ытарӑшсем 24:10-мӗшӗнче. Йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче мӗн тума пултарнине тӑваҫҫӗ, ҫапла вӗсем ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ.

Италири 77 ҫулхи Коррадо ӑслӑ сӑмахсем калать: «Тӑвалла хӑпарнӑ чухне машина чарӑнса ан лартӑр тесен, хӑвӑртлӑха пӗчӗклетмелле». Ҫавӑн пекех ватлӑх ҫитсен улшӑнма хатӗр пулмалла. Коррадопа унӑн арӑмӗ килти ӗҫсем ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренсе ҫитнӗ, кун вӗҫнелле халран каяс мар тесе вӗсем ӗҫӗсене васкамасӑр тума тӑрӑшаҫҫӗ. Бразилире пурӑнакан Мариан та, 81 ҫула ҫитнӗскер, хӑй миҫе ҫултине асра тытать: «Эпӗ ӗҫсене мӗнле „хӑвӑртлӑхпа“ тумаллине вӗренсе ҫитрӗм. Ывӑннине туйсан эпӗ канас тесе кӑштах ларатӑп, выртса илетӗп е юрӑ-кӗвӗ итлетӗп. Эпӗ хам мӗн тума пултарайманнине шута илме хӑнӑхрӑм».

Виҫине пӗлме тӑрӑшӑр

ВИҪИНЕ ПӖЛМЕ ТӐРӐШӐР: «Хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр» (1 Тимофей 2:9). «Ӗренкеллӗ» тени виҫине пӗлмеллине тата килӗшӳллӗ тумланмаллине пӗлтерет. Акӑ мӗн калать Канадӑри 74 ҫулхи Барбара: «Эпӗ таса та типтерлӗ тӑхӑнма тӑрӑшатӑп. Манӑн хам пирки ку карчӑка кирек мӗн тӑхӑнсан та пурпӗрех пулмалла тесе шухӑшлаттарас килмест». Бразилири 91 ҫулхи Ферн ҫапла калать: «Вӑхӑтран вӑхӑта хама савӑнтарас тесе ҫӗнӗ тумтир туянатӑп». Ватӑ арҫынсем пирки вара мӗн калама пулать-ха? «Эпӗ хитре те ҫыпӑҫуллӑ тумланма тӑрӑшатӑп, таса та лайӑх ҫи-пуҫпа ҫӳретӗп,— тет Бразилири 73 ҫулхи Антонио.— Кашни кунах ҫӑвӑнатӑп тата хырӑнатӑп».

Тепӗр енчен, ҫи-пуҫ ҫинчен ытлашши шухӑшлама кирлӗ мар — ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Кӑнтӑр Корейӑри 69 ҫулхи Бок Им мӗн тӑхӑнмалли ҫинчен шухӑшланӑ чухне хӑй миҫерине шута илет. Вӑл калать: «Ҫамрӑкрах чухне тӑхӑннӑ хӑш-пӗр япаласене халӗ тӑхӑнсан килӗшӳллӗ пулманнине эпӗ лайӑх ӑнланатӑп».

Лайӑххине курма тӑрӑшӑр

ЛАЙӐХХИНЕ КУРМА ТӐРӐШӐР: «Телейсӗр ҫыннӑн пур кунӗ те хурлӑхлӑ; савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн — пӗр вӗҫсӗр уяв» (Ытарӑшсем 15:15). Хӑвӑр ҫамрӑкрах тата вӑй ытларах пулнӑ вӑхӑта аса илсен сирӗн кӑмӑл пӑсӑлма пултарать. Ку ӑнланмалла. Анчах та япӑх туйӑмсене хӑвӑра ярса илме ан парӑр. Иртни ҫинчен пӗрмаях шухӑшлани пурнӑҫа тӗксӗмлетме пултарать тата хӑвӑр мӗн тума пултарнине те тума чӑрмантарӗ. Канадӑри 79 ҫулхи Джозеф, пурнӑҫра лайӑххине курма вӗреннӗскер, калать: «Эпӗ хам мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлатӑп, мӗн тума пултарайманни пирки вара ытлашши пӑшӑрханмастӑп».

Вулани тата мӗне те пулин ҫӗннине вӗренни сирӗн кӑмӑла ҫӗклӗ тата сирӗн тавракурӑма ӳстерӗ. Ҫавӑнпа май пулсанах мӗн те пулин ҫӗннине вулама е пӗлме тӑрӑшӑр. Филиппинӑри 74 ҫулхи Эрнесто библиотекӑна ҫӳрет. Вӑл калать: «Эпӗ халӗ те ҫулҫӳревсемпе кӑсӑкланатӑп. Интереслӗ кӗнеке мана тӑватӑ стена хушшинчен тухма пулӑшать». Швецири 75 ҫулхи Леннарт вара ют чӗлхе вӗренме пуҫланӑ.

Уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр

УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР: «Парӑр, хӑвӑра та парӗҫ» (Лука 6:38). Ыттисем валли вӑхӑт тупӑр тата вӗсене парнесем парӑр. Вара сирӗн кӑмӑл савӑнӑҫпа тулӗ. Бразилири 85 ҫулхи Оза, хӑйӗн сывлӑхӗ начар пулин те, ыттисене пулӑшма тӑрӑшать. Вӑл калать: «Чирлекен е мӗншӗн те пулин пӑшӑрханакан туссем патне шӑнкӑравлатӑп, вӗсем патне ҫыру ҫыратӑп. Хӑш-пӗр чухне пӗчӗк парнесем ярса паратӑп. Ҫавӑн пекех эпӗ чирленисем валли мӗн те пулин пӗҫерме юрататӑп».

Пӗри уҫӑ кӑмӑллӑ пулни теприне те ҫапла пулма хавхалантарать. «Ыттисене юратнине ӗҫпе кӑтартатӑн пулсан, вӗсем те сана юратма пуҫлаҫҫӗ тата пулӑшаҫҫӗ»,— тет Швецире пурӑнакан 66 ҫулхи Ян. Чӑнах та, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынпа юнашар пулма питӗ кӑмӑллӑ.

ПУРИНПЕ ТЕ ХУТШӐНӐР: «Хӑй еккипе пурӑнакан хӑй кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каять, пӗр ӑслӑ канаша та йышӑнмасть» (Ытарӑшсем 18:1). Сире хушӑран пӗччен пулма килӗшет пулсан та, ҫынсенчен ютшӑнса ан пурӑнӑр тата вӗсемпе хутшӑнма ан пӑрахӑр. Нигерире пурӑнакан 72 ҫулхи Инносент тус-юлташӗсемпе калаҫма-хутшӑнма юратать: «Мана тӗрлӗ ҫулхи ҫынсемпе вӑхӑта ирттерме килӗшет». Швецири 85 ҫулхи Бёрье каласа парать: «Эпӗ ҫамрӑксемпе хутшӑнма тӑрӑшатӑп. Вӗсен вӑй вӗресе тӑни тата хаваслӑхӗ мана чунпа та пулин хама каллех ҫамрӑк туйма пулӑшать». Туссене хӑвӑр пата киле чӗнӗр. Кӑнтӑр Корейӑри Хан Сик, 72 ҫула ҫитнӗскер, калать: «Эпир арӑмпа иксӗмӗр тӗрлӗрен ҫынсене — ваттисене те, ҫамрӑккисене те — хамӑр пата пӗрле савӑнма е ӗҫме-ҫиме чӗнме юрататпӑр».

Пуринпе те хутшӑнӑр

Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем калаҫма-хутшӑнма юратаҫҫӗ. Анчах та калаҫнине икӗ еннелле те ҫӳремелли ҫулпа танлаштарма пулать, ҫавӑнпа хӑвӑр ҫеҫ ан калаҫӑр, итлеме те хатӗр пулӑр. Ҫынсемпе интересленӗр. Мозабикри 71 ҫулхи Элен калать: «Эпӗ ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма тата хама хисеплӗн тытма тӑрӑшатӑп. Вӗсен шухӑшӗсене ӑнланас тесе тата вӗсене мӗн килӗшнине пӗлес тесе тимлӗ итлетӗп». Бразилири 73 ҫулхи Жозе калать: «Ҫынсем хӑйсене тимлӗ итлекенсемпе, вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшакансемпе тата вӗсемпе интересленекенсемпе, кирлӗ вӑхӑтра ырлама тата шӳтлеме пӗлекенсемпе хутшӑнма юратаҫҫӗ».

Хӑвӑрӑн шухӑшсене каланӑ чухне «сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр» тесе тӑрӑшӑр (Колоссӑ 4:6). Ыттисем ҫинчен шухӑшлӑр, вӗсене хавхалантарӑр.

ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР: «Тав туса пурӑнӑр» (Колоссӑ 3:15). Кирек мӗнле пулӑшнӑшӑн та, тимлӗ пулнӑшӑн та тав тӑвӑр. Пархатарлӑ ҫыннӑн туссем нумай. «Эпир упӑшкапа иксӗмӗр анчахрах хамӑрӑн ҫуртран хваттере пурӑнма куҫрӑмӑр. Пире пулӑшма нумаййӑн килчӗҫ. Эпир ҫавӑн чухне вӗсене йӗркеллӗн те тав тӑваймарӑмӑр, ҫавӑнпа кашнин патне тав сӑмахӗсем ҫырса открыткӑсем ятӑмӑр, хӑшӗ-пӗрисене вара хӑнана чӗнтӗмӗр»,— тет Канадӑри 74 ҫулхи Мари-Поль. Кӑнтӑр Корейӑри 76 ҫулхи Дже Вон хӑйне Турӑ Патшалӑхӗн залне машинӑпа илсе ҫӳренӗшӗн питӗ пархатарлӑ. Вӑл калать: «Мана ҫапла пулӑшнине эпӗ питӗ хаклатӑп, ҫавӑнпа водителе бензин илме яланах кӑштах укҫа паратӑп. Хӑш-пӗр чухне эпӗ открытка ҫине тав сӑмахӗсем ҫырса пӗчӗк парнесем паратӑп».

Чи кирли вара, хӑвӑра пурнӑҫ панӑшӑн пархатарлӑ пулӑр. «Чӗрӗ йытта та вилнӗ арӑсланран лайӑхрах»,— аса илтерет пире ӑслӑ патша Соломон (Екклесиаст 9:4). Эппин, ватлӑх ҫине тӗрӗс пӑхатпӑр пулсан тата улшӑнма хатӗр пулсан, ватлӑх кунӗсем те савӑнӑҫлӑ пулӗҫ.

Пархатарлӑ пулӑр