Тӗп матералсем патне куҫӑр

Турӑ пур ҫӗртре те-и?

Турӑ пур ҫӗртре те-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Турӑ пурне те курса тӑрать тата кирек ӑҫта та хӑйне кирлӗ пек тума пултарать (Ытарӑшсем 15:3; Еврейсем 4:13). Анчах та Библи Турӑ пур ҫӗртре те, урӑхла каласан, пур вырӑнта та, пуринче те, тесе вӗрентмест. Ун вырӑнне Библире Туррӑн пурӑнмалли вырӑн пур тесе каланӑ.

  •   Туррӑн пурнӑҫ форми. Турӑ вӑл — сывлӑш (Иоанн 4:24). Ҫынсем ӑна курма пултараймаҫҫӗ (Иоанн 1:18). Библире ҫырса панӑ курӑнусенче Турӑ яланах пӗр-пӗр вырӑнта курӑнса тӑрать. Унта ниҫта та ӑна пур ҫӗртре те пулнӑ пек сӑнласа паман (Исаия 6:1, 2; Ӳлӗмхине 4:2, 3, 8).

  •   Турӑ ӑҫта пурӑнать? Турӑ физика законӗсем витӗм кӳрсе тӑракан вырӑнта пурӑнмасть. Библире Туррӑн хӑй пурӑнакан вырӑн пур тенӗ, ҫав вырӑн вара тӳпере тесе каланӑ (3 Патшасен 8:30). Пӗррехинче ангелсем «Иегова a умне пухӑннӑ» тенӗ Библире. Ҫакӑ Турӑ ятарлӑ вырӑнта пурӑннине кӑтартса парать (Иов 1:6, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).

Турӑ пур ҫӗртре те мар пулсан, вӑл мана пулӑшма пултарать-и?

 Пултарать. Турӑ ҫынсемшӗн питӗ тӑрӑшать. Турӑ тӳпере пурӑнать пулин те, вӑл ҫӗр ҫинче хӑйне юрама тӑрӑшакан ҫынсене асӑрхать те вӗсене пулӑшать (3 Патшасен 8:39; 2 Ҫулсеренхи 16:9). Иегова хӑйне чунтан парӑннӑ ҫынсемшӗн мӗнле тӑрӑшнине пӑхса тухар.

  •   Эпир кӗлтунӑ чухне. Эпир кӗлтунӑ чухнех Иегова пирӗн кӗлӗсене илтет (2 Ҫулсеренхи 18:31).

  •   Эпир хуйха ӳкнӗ чухне. «Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене ҫӑлать» (Псалом 33:19).

  •   Мӗн тумаллине пӗлмен чухне. Иегова хӑйӗн Сӑмахӗпе, Библипе, усӑ курса пире ӑса кӗртме тата вӗрентме хатӗр (Псалом 31:8).

Турӑ пур ҫӗртре те тени пирки калакан тӗрӗс мар шухӑшсем

 Тӗрӗс мар шухӑш: Турӑ хӑй мӗн тунӑ, вӑл ҫавсенче пуринче те.

 Факт: Турӑ ҫӗр ҫинче те, Ҫут тӗнчери пӗр-пӗр вырӑнта та пурӑнмасть (3 Патшасен 8:27). Чӑнах та, ҫӑлтӑрсем тата ытти япаласем «Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе» тӑраҫҫӗ (Псалом 18:2). Ӳнерҫӗ хӑй ӳкернӗ ӳкерчӗкре пурӑнман пекех, Турӑ та хӑй тунӑ япаласем ӑшӗнче пурӑнмасть. Ҫав-ҫавах ӳкерчӗк ҫине пӑхнӑ май эпир ӑна ӳкерекен ҫинчен мӗн те пулин пӗлме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех куҫа курӑнакан тӗнче пурне те тунӑ Туррӑн «курӑнми тӑракан» лайӑх енӗсем ҫинчен, сӑмахран, унӑн хӑвачӗ, ӑслӑлӑхӗ тата юратӑвӗ ҫинчен, пире каласа парать (Рим 1:20).

 Тӗрӗс мар шухӑш: Туррӑн пурне те пӗлес тесен тата пурне те тума пултарас тесен пур ҫӗртре те пулмалла.

 Факт: Туррӑн святой сывлӑш, е ӗҫ тӑвакан вӑй, пур. Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса мӗн тӑвас килнине пурне те кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та тума пултарать. Вӑл ҫавна хӑй унта пулмасӑрах тума тата курма пултарать (Псалом 138:7).

 Тӗрӗс мар шухӑш: Турӑ пур ҫӗртре те тесе Псалом 138:8-мӗшӗнче каланӑ, унта ҫапла ҫырнӑ: «Пӗлӗт ҫине улӑхӑп-и — унта Эсӗ; ҫӗр тӗпне анӑп-и — унта та Эсӗ».

 Факт: ҫак сӑвӑ йӗркинче Турӑ ӑҫта пулни пирки сӑмах пымасть. Псаломра Турӑ ҫитме пултарайман вырӑн ҫук тесе тата эпир кирек ӑҫта пулсан та, вӑл пире пулӑшма пултарать тесе илемлӗн сӑвӑласа ҫырнӑ.

a Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова вӑл — чӑн Туррӑн ячӗ.