Ӳлӗмхи 4:1—11

  • Иегова тӳпере пулнине кӑтартакан курӑну (1—11)

    • Иегова хӑйӗн престолӗ ҫинче ларать (2)

    • 24 старейшина престолсем ҫинче лараҫҫӗ (4)

    • 4 херувим (6)

4  Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере уҫӑ алӑк куртӑм. Вара труба сасси евӗрлӗ малтанхи сасӑ мана: «Кунта хӑпар, эпӗ сана мӗн пулса иртессине кӑтартӑп», — терӗ.  Унтан тӳрех ман ҫине святой сывлӑш витӗм кӳме пуҫларӗ те, эпӗ тӳпере престол тӑнине, ун ҫинче такам ларнине куртӑм.  Престол ҫинче лараканӗ яшмӑпа* сердоли́к* текен чулсем евӗр ялкӑшатчӗ. Престол тавра вара изумруд пек асамат кӗперӗ пурччӗ.  Престол тавра тата 24 престол тӑратчӗ, вӗсем ҫинче шурӑ тумтир тӑхӑннӑ 24 старейшина ларатчӗ. Вӗсен пуҫӗсем ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсемччӗ.  Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухатчӗ, сасӑсем тата аслати авӑтни илтӗнсе тӑратчӗ. Ун умӗнче вара Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне пӗлтерекен ҫичӗ ҫутаткӑҫ ҫунса тӑратчӗ.  Престол умӗнче хрусталь евӗрлӗ кӗленче* тинӗс пекки пурччӗ. Варринче, престол патӗнче, тӑватӑ херувим* пурччӗ. Куҫӗсем вӗсен малта та, хыҫалта та темӗн чухлӗччӗ.  Пӗрремӗш херувимӗ арӑслан евӗрлӗччӗ, иккӗмӗшӗ вӑкӑр евӗрлӗччӗ, виҫҫӗмӗшӗн пичӗ ҫын пичӗ пекчӗ, тӑваттӑмӗшӗ вара вӗҫекен ӑмӑрткайӑк евӗрлӗччӗ.  Тӑватӑ херувимӑн кашнин ултӑ ҫунатчӗ. Вӗсен пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те, куҫсем пурччӗ. Вӗсем пӗрмаях, кунӗн-ҫӗрӗн: «Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, кам пулнӑ, кам пур тата кам килет, ҫавӑ сӑваплӑ, сӑваплӑ, сӑваплӑ», — тесе тӑчӗҫ.  Херувимсем престол ҫинче ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакана, мухтаса, чысласа тата тав туса тӑнӑ чухне 10  ҫав 24 старейшина, престол ҫинче ларакан умне чӗркуҫленсе ларса, ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакана пуҫҫапатчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлне престол умне пӑрахса ҫапла калатчӗҫ: 11  «Иегова*, пирӗн хӑватлӑ Турӑ, эсӗ мухтав та, чыс та илме тивӗҫлӗ*, мӗншӗн тесен пурне те эсӗ тунӑ, пурте санӑн ирӗкӳпе пулса кайнӑ, пурне те санӑн ирӗкӳпе тунӑ».

Сноскӑсем

Ҫакӑ тӗрлӗ тӗслӗ, витӗр курӑнакан чул пулмалла. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑ алмаза пӗлтерет тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫакӑ хаклӑ йышши хӗрлӗ тӗслӗ чул.
Е «кантӑк».
Е «чӗрӗ чун».
Е «Иегова, пирӗн Турӑ, эсӗ мухтав та, чыс та, хӑват та илме тивӗҫлӗ».