Тӗп матералсем патне куҫӑр

Турӑ пур-и?

Турӑ пур-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Пур. Библире Турӑ пурри ҫинчен калакан витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Библи пире Турра ӗненме хавхалантарать, анчах та унта каланӑ тӑрӑх, ӗненес тесен пирӗн тӗрлӗ тӗнсенче мӗн каланине тӳрех ӗненсе лартас вырӑнне ӑса ӗҫлеттермелле (Рим 12:1; 1 Иоанн 5:20). Сире Библире каланӑ ҫак шухӑшсене пӑхса тухма сӗнетпӗр:

  •   Пурне те тунӑ Турӑ пуррине Ҫут тӗнчере йӗрке тата пурнӑҫ пурри ҫирӗплетсе парать. Библире ҫапла каланӑ: «Кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ» (Еврейсем 3:4). Ҫак шухӑша ӑнланма йывӑр мар пулин те, пысӑк пӗлӳ илнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ ҫакӑн пирки витӗмлӗ аргумент тесе шутлаҫҫӗ a.

  •   Кашни ҫыннӑн мӗн ҫуралнӑранпах ҫынсем мӗншӗн пурӑннине ӑнланас кӑмӑл пур. Хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсен те, пирӗн хамӑр мӗншӗн пурӑннине ӑнланас кӑмӑл пурпӗр пӗтмест. Пирӗн Турӑ ҫинчен пӗлмелле тата ӑна пуҫҫапмалла, Библи вара пире эпир Туррӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑма пултаратпӑр тесе вӗрентет (Иаков 2:23; Ӳлӗмхине 4:11). Ҫаксем Турӑ пуррине ҫеҫ мар, вӑл пурне те тунине тата юратакан Турӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӑл пире хӑйӗн ҫинчен пӗлччӗр тата хӑйне пуҫҫапчӑр тет (Матфей 4:4).

  •   Библире пророкла каланӑ сӑмахсене вӗсем пурнӑҫланиччен темиҫе ӗмӗр маларах ҫырса хунӑ пулнӑ. Ҫав пророкла каланисем вара шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланнӑ. Ҫав пророкла каланӑ сӑмахсем тӗп-тӗрӗс тата тӗпӗ-йӗрӗпех пурнӑҫланни вӗсем ҫынсенчен пулманнине кӑтартса параҫҫӗ (2 Петр 1:21).

  •   Библи ҫыракансен хӑйсем вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсем пӗлме пултарайман пӗлӳсем пулнӑ. Сӑмахран, авалхи вӑхӑтра ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫӗр слон, хир сысни, вӑкӑр е мӗнле те пулин урӑх чӗрчун ҫинче тӑрать тесе ӗненнӗ. Анчах Библире Турӑ «нимӗн ҫук вырӑна ҫӗр ҫакса янӑ» тенӗ (Иов 26:7). Ҫавӑн пекех Библире ҫӗрӗн форми пирки те тӗрӗс каланӑ, унта ҫӗр ҫаврака тенӗ (Исаия 40:22). Ҫаксене ҫынсем хальхи вӑхӑтра ҫеҫ пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ҫынсенчен нумайӑшӗ Библи ҫыракансем ҫав информацие Турӑран илнӗ тесе шутлаҫҫӗ.

  •   Библи нумай йывӑр ыйту ҫине хурав парать, ҫав ыйтусен хуравӗсене тупаймасан ҫынсем атеистсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Сӑмахран: Турӑ юратать тата пурне те тума пултарать пулсан, мӗншӗн тӗнчере хӗн-асап питӗ нумай? Мӗншӗн тӗнсем витӗм кӳнине пула ҫынсем ырӑ тӑвас вырӑнне час-часах усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ? (Тит 1:16).

a Сӑмахран, Аллан Сендидж астроном пӗррехинче ҫапла каланӑ: «Мана [Ҫут тӗнчери] ҫакӑн пек йӗрке хаосран пулса кайма пултарайман пек туйӑнать. Ҫавӑн пек йӗркене тӑваканни пулмалла. Маншӑн Турӑ вӑл — вӑрттӑнлӑх, анчах та пурте тӗлӗнмелле пулса кайнине вӑл пуррипе ҫеҫ ӑнлантарса пама пулать: мӗншӗн нимӗн те пулман, халӗ пур».