Иаков 2:1—26

  • Пӗрисене теприсенчен мала хуни — ҫылӑх (1—13)

    • Юратасси — патша законӗ (8)

  • Ӗненӳ ӗҫсемсӗр вилӗпе пӗрех (14—26)

    • Демонсем те ӗненеҫҫӗ тата хӑраса-чӗтресе тӑраҫҫӗ (19)

    • Авраама Иеговӑн тусӗ тенӗ (23)

2  Тӑванӑмсем, мӗнле-ха эсир мухтавлӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненнӗ ҫӗртенех ҫынна камне кура уйӑрма пултаратӑр?  Калӑпӑр, сирӗн пухӑва пӳрнисене ылтӑн ҫӗрӗсем тӑхӑннӑ, чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫын килет тата таса мар тумтир тӑхӑннӑ чухӑн та килет.  Эсир чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынна чыс туса: «Ҫакӑнта, лайӑх вырӑна лар-ха», — тетӗр пулсан, чухӑннине вара: «Эсӗ тӑр» е «Ман ура вӗҫне* лар», — тетӗр пулсан,  ҫапла тунипе эсир пӗрисене теприсенчен мала хумастӑр-и тата тӗрӗс мар йышӑнусем тӑвакан судьясем пулса тӑмастӑр-и?  Юратнӑ тӑванӑмсем, итлӗр-ха: Турӑ ҫак тӗнчери чухӑн ҫынсене ӗненӳпе пуян пулччӑр тесе суйласа илмен-и-ха? Вӗсене вӑл хӑйне юратакансене пама шантарнӑ Патшалӑха еткерлӗхе илччӗр тесе суйласа илнӗ.  Эсир вара чухӑнсене ним вырӑнне те хумастӑр. Сире пуянсемех хӗсӗрлемеҫҫӗ-и-ха? Вӗсемех сире суда сӗтӗре-сӗтӗре каймаҫҫӗ-и?  Хӑвӑра панӑ чыслӑ ята вӗсемех хурламаҫҫӗ-и?  Ҫырура: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат», — тенӗ. Эсир ҫак патша законне тытса тӑратӑр пулсан, лайӑх тӑватӑр.  Енчен те эсир ҫынна камне кура уйӑратӑр пулсан, ҫылӑха кӗретӗр тата закон умӗнче ӑна пӑснӑшӑн айӑплӑ пулатӑр. 10  Кам та пулин пӗтӗм закона тытса тӑрать пулсан, анчах законри пӗр заповеде те пулин пӑсать пулсан, вӑл пӗтӗм закона пӑсакан пулса тӑрать. 11  Мӗншӗн тесен «Аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала» тесе калаканниех «Ан вӗлер» тесе те каланӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ мӑшӑрна улталамасан та, ҫынна вӗлерсен, закона пӑсакан пулатӑн. 12  Эсир хӑвӑра ирӗклӗх паракан закон тӑрӑх суд тӑвас ҫынсем пек калаҫӑр, хӑвӑра ҫавӑн пек ҫынсем пек тытӑр. 13  Мӗншӗн тесен кам хӗрхенмест, ҫавна суд тунӑ чухне хӗрхенмӗҫ. Хӗрхенни суд тунинчен аслӑрах*. 14  Тӑванӑмсем, кам та пулин ӗненетӗп тет пулсан, анчах ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмасть пулсан, ҫакӑнтан мӗн усси? Ҫапла ӗненни ӑна ҫӑлса хӑварма пултарӗ-и? 15  Тӑвансенчен камӑн та пулин тӑхӑнмалли, кун каҫмалӑх ҫимелли ҫук пулсан, 16  эсир вара: «Лӑпланса каях, ӑшӑн, тӑраниччен ҫи», — тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, ҫакӑнтан мӗн усси? 17  Ӗненӳпе те ҫавнашкалах: ӗҫсемсӗр вӑл вилӗпе пӗрех. 18  Кам та пулин ҫапла калӗ: «Санӑн ӗненӳ пур, манӑн — ӗҫсем. Мана хӑв ӗненнине ӗҫсемсӗр кӑтарт-ха, эпӗ вара сана хам ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартӑп». 19  Эсӗ пӗр Турӑ кӑна пур тесе ӗненетӗн, ҫапла мар-и? Ку лайӑх. Демонсем те ӗненеҫҫӗ тата хӑраса-чӗтресе тӑраҫҫӗ. 20  Айванскер, ӗненӳ ӗҫсемсӗр ним усӑсӑр пулнине пӗлес килет-и? 21  Пирӗн Авраа́м аттемӗр пирки ӗҫӗсемшӗн — вӑл хӑйӗн ывӑлне Исаака парнене кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫине хунӑ хыҫҫӑн — тӳрӗ тесе каламан-и? 22  Куратӑн-и, вӑл хӑй ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ. Унӑн ӗненӗвӗ ӗҫӗсене пула пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ. 23  Ҫапла вара Ҫырури ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнӑ: «Авраа́м Иеговӑна* ӗненнӗ, ҫавӑншӑн ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ», тата ӑна Иеговӑн* тусӗ тенӗ. 24  Эппин, Турӑ ҫын пирки вӑл ӗненнишӗн ҫеҫ тӳрӗ темест, унӑн ӗҫӗсемшӗн тӳрӗ тет. 25  Аскӑн хӗрарӑм* Раавпа та ҫавнашкалах пулнӑ. Ун пирки унӑн ӗҫӗсемшӗн — вӑл разведчиксене* хӑйӗн килне кӗртсе вӗсене урӑх ҫулпа кӑларса янӑ хыҫҫӑн — тӳрӗ тесе каламан-и? 26  Ҫапла ӗнтӗ, кӗлетке сывлӑшсӑр* вилӗ пулнӑ пекех, ӗненӳ те ӗҫсемсӗр вилӗпе пӗрех.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ура валли сак умне».
Е «суд тунине ҫӗнтерет».
Е «проститутка».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хыпарҫӑсене».
Е «сывламасан».