Апостолсен ӗҫӗсем 5:1—42

  • Ананийӑпа Сапфира (1—11)

  • Апостолсем нумай паллӑ кӑтартаҫҫӗ (12—16)

  • Апостолсене арестлеҫҫӗ, кайран ангел вӗсене ирӗке кӑларать (17—21а)

  • Каллех Синедрион умӗнче (21ӑ—32)

    • «Пирӗн ҫынсене мар, Турра пӑхӑнса тӑмалла» (29)

  • Гамалиил канаш парать (33—40)

  • Ырӑ хыпара килтен киле пӗлтерсе ҫӳрени (41, 42)

5  Ана́ния ятлӑ пӗр ҫын та хӑйӗн Сапфи́ра арӑмӗпе пӗрле хӑйсен ҫӗрне сутнӑ.  Вӑл укҫан пӗр пайне апостолсене илсе пырса панӑ, тепӗр пайне пытарса хӑварнӑ. Ҫавна пытарса хӑварни ҫинчен унӑн арӑмӗ те пӗлнӗ.  Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Ана́ния, эсӗ хиршӗн илнӗ укҫан пӗр пайне пытарса хӑварса святой сывлӑша суйрӑн. Мӗншӗн эсӗ Шуйттана ҫак шухӑша хӑвӑн ӑшна кӗртме ирӗк патӑн?  Сутиччен санӑн ҫӗрӳ хӑвӑнах пулман-и вара? Сутса тунӑ укҫупа хӑв пӗлнӗ пек усӑ курма санӑн ирӗк ҫукчӗ-им? Мӗншӗн эсӗ ҫакӑн пек усал ӗҫе тума шутларӑн? Эсӗ ҫынсене мар, Турра суйрӑн».  Ҫак сӑмахсене илтсен Ана́ния ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ҫакӑн ҫинчен илтнисем пурте хӑраса ӳкнӗ.  Унтан ҫамрӑксем пынӑ та ӑна пирпе чӗркесе илсе кайса пытарнӑ.  Пӗр виҫӗ сехетрен унӑн арӑмӗ килнӗ. Вӑл мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлмен.  Пётр унран ыйтнӑ: «Кала-ха мана, эсир хӑвӑр хире ҫав хакпа сутрӑр-и?» — «Ҫапла, ҫав хакпа», — тенӗ вӑл.  Вара Пётр ӑна каланӑ: «Мӗншӗн-ха эсир иксӗр Иеговӑн* сывлӑшне тӗрӗслесе пӑхма калаҫса татӑлтӑр? Авӑ алӑк хыҫӗнче упӑшкуна пытарса килекенсем утни илтӗнет, вӗсем сана та йӑтса тухӗҫ». 10  Ҫав вӑхӑтрах вӑл Пётрӑн ури умне ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ҫамрӑксем кӗрсен, вӑл вилнине курса, ӑна йӑтса тухнӑ та упӑшки ҫумнех пытарнӑ. 11  Вара Иерусалимри вӗренекенсем тата ҫакӑн ҫинчен илтнӗ ҫынсем пурте хӑраса ӳкнӗ. 12  Апостолсем халӑх хушшинче нумай паллӑ кӑтартнӑ тата нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Вӗсем пурте пӗрле Соломон колоннадинче пуҫтарӑннӑ. 13  Ыттисем вӗсемпе хутшӑнма хӑяйман, ҫапах та ҫынсем вӗсем пирки ырласа калаҫнӑ. 14  Ҫӳлхуҫана ӗненекенсен шучӗ ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те нумаййӑн хушӑннӑ. 15  Иртсе пыракан Пётрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене тӗп урамсене илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ. 16  Ҫавӑн пекех Иерусалима таврари хуласенчен халӑх пырсах тӑнӑ. Вӗсем усал сывлӑшсем асаплантаракансене тата чирлисене илсе пынӑ, вара пурте сывалнӑ. 17  Чи аслӑ священник тата ун майлӑ тӑракан саддукейсем*, кӗвӗҫнипе, 18  апостолсене ярса тытса хула тӗрмине хуптарнӑ. 19  Анчах та Иеговӑн* ангелӗ ҫӗрле тӗрмен алӑкӗсене уҫнӑ та, апостолсене илсе тухса, ҫапла каланӑ: 20  «Храма кайӑр та малалла та халӑха пулас пурнӑҫ ҫинчен калӑр». 21  Хӑйсене каланӑ пекех, вӗсем хӗвел тухсанах храма пынӑ та вӗрентме пуҫланӑ. Чи аслӑ священникпа ун майлисем пӗрле пуҫтарӑннӑ та Синедрио́н ҫыннисене тата Израиль старейшинисене чӗнсе илнӗ, унтан хуралҫӑсене тӗрмене ярса апостолсене илсе килме хушнӑ. 22  Анчах хуралҫӑсем тӗрмене пырсан унта апостолсем ҫуккине курнӑ, вара вӗсем каялла таврӑннӑ та 23  ҫапла каланӑ: «Эпир пырсан, тӗрмене тӗплӗн питӗрнине тата алӑкӗсем умӗнче хурал тӑнине куртӑмӑр. Анчах алӑкӗсене уҫсан эпир шалта никама та курмарӑмӑр». 24  Ҫак сӑмахсене илтсен храмӑн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священниксем ним шутлама пӗлмесӗр аптрасах ӳкнӗ. 25  Пӗр ҫын пынӑ та вӗсене: «Эсир тӗрмене лартнӑ ҫынсем храмра халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ. 26  Вара храмӑн пуҫлӑхӗпе хуралҫӑсем кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗрех илсе килнӗ, мӗншӗн тесен халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ. 27  Апостолсене илсе килнӗ те Синедрио́н умне тӑратнӑ. Чи аслӑ священник вӗсене ыйтса тӗпчесе 28  ҫапла каланӑ: «Эпир сире ҫав ҫын ячӗпе вӗрентсе ҫӳреме хытарсах чартӑмӑр. Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр тата ҫав ҫын юнӗшӗн пире айӑплас тетӗр». 29  Вара Пётрпа ытти апостолсем ҫапла каланӑ: «Пирӗн ҫынсене мар, Турра пӑхӑнса тӑмалла*. 30  Пирӗн мӑн асаттесен Турри Иисуса, эсир юпа* ҫине пӑталаса* вӗлернӗскере, чӗртсе тӑратрӗ. 31  Израиль ҫыннисем ӳкӗнччӗр тесе тата вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе, Турӑ Иисуса хӑйӗн сылтӑм енне лартса асла кӑларчӗ, ӑна Пуҫлӑх тата Ҫӑлакан турӗ. 32  Ҫакна эпир хамӑрах куртӑмӑр, тата ҫакна Турӑ хӑйне пӑхӑнса тӑракансене* панӑ святой сывлӑш та ҫирӗплетсе парать». 33  Ҫакна илтсен вӗсем урсах кайнӑ, апостолсене вӗлересшӗн те пулнӑ. 34  Синедрионра закона вӗрентекен Гамалии́л ятлӑ фарисей пулнӑ, ӑна пӗтӗм халӑх хисепленӗ. Вӑл тӑнӑ та апостолсене вӑхӑтлӑха илсе тухма хушнӑ. 35  Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Израиль ҫыннисем, ҫак ҫынсемпе мӗн те пулин тӑвиччен лайӑх шутласа пӑхӑр. 36  Нумаях та пулмасть Фе́вда ятлӑ пӗр ҫын пурччӗ, вӑл хӑйне темле аслӑ ҫын вырӑнне хурса ҫӳретчӗ, 400-е яхӑн ҫын ун майлӑ тӑчӗ. Анчах та ӑна вӗлерчӗҫ, вара ун хыҫҫӑн ҫӳрекенсем пурте саланса пӗтрӗҫ те ҫухалчӗҫ. 37  Ун хыҫҫӑн, халӑх йышне шута илнӗ вӑхӑтра, Галиле́я ҫынни Иуда пӑлхав ҫӗклерӗ, хӑшӗ-пӗрисене хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Вӑл та вилчӗ, вара ун хыҫҫӑн пыракансем пурте саланса пӗтрӗҫ. 38  Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫак ҫынсене ан тивӗр, ярӑр вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем тытнӑ шухӑш е ӗҫ ҫынсенчен пулсан — вӑл пӗтӗ, 39  Турӑран пулсан — эсир ӑна пӗтереймӗр. Астӑвӑр, сирӗн Турра хирӗҫ кӗрешекенсем пулса тӑмалла ан пултӑрччӗ». 40  Вӗсем Гамалии́л панӑ канаша итленӗ, вара апостолсене чӗнсе илсе вӗсене хӗнеттернӗ те Иисус ячӗпе калама чарса вӗсене кӑларса янӑ. 41  Апостолсем вара Иисус ячӗшӗн хур курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн Синедрионран савӑнса тухса кайнӑ. 42  Вӗсем кашни кун храмра та, килтен киле ҫӳресе те пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнӗ тата Иисус вӑл Христос тесе ырӑ хыпар пӗлтернӗ.

Сноскӑсем

Е «саддукейсен сектинчисем».
Е «пуҫлӑха пӑхӑнса тӑнӑ пек пӑхӑнса тӑмалла».
Е «йывӑҫ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫакса».
Е «пуҫлӑха пӑхӑнса тӑнӑ пек пӑхӑнса тӑракансене».