Апостолсен ӗҫӗсем 10:1—48

  • Корнилие курӑну пулнӑ (1—8)

  • Пётр курӑнура Турӑ тасатнӑ чӗрчунсене курать (9—16)

  • Пётр Корнилий патне каять (17—33)

  • Пётр ырӑ хыпара урӑх халӑх ҫыннисене пӗлтерет (34—43)

    • «Турӑ ҫынна камне кура уйӑрмасть» (34, 35)

  • Урӑх халӑх ҫыннисем святой сывлӑш илеҫҫӗ тата шыва кӗреҫҫӗ (44—48)

10  Кесарире Корни́лий ятлӑ ҫын пурӑннӑ, вӑл Итали когортинчи* ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* пулнӑ.  Корни́лий Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, вӑл пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле Турра пуҫҫапса пурӑннӑ. Вӑл чухӑнсене нумай пулӑшнӑ тата пӗрмаях Турра кӗлтунӑ.  Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле* вӑл курӑнура Туррӑн ангелне уҫҫӑнах курнӑ. Ҫав ангел ун патне килнӗ те каланӑ: «Корни́лий!»  Хӑраса ӳкнӗскер, Корни́лий ун ҫине пӑхнӑ та каланӑ: «Итлетӗп сана, хуҫам». Лешӗ каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳсене илтрӗ тата эсӗ чухӑнсене пулӑшнине курчӗ.  Халь ӗнтӗ ҫынсене Иоппине Пётр текен Симона чӗнме яр.  Ҫав ҫын сӑран тӑвакан Си́мон патӗнче, тинӗс хӗрринчи пӳртре, хӑна пулса пурӑнать».  Хӑйӗнпе калаҫнӑ ангел кайсанах, Корни́лий хӑйӗн икӗ тарҫине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан салтаксенчен пӗрне, Турӑран хӑраканскере, чӗнсе илнӗ те,  мӗн пулса иртнине каласа парса, вӗсене Иоппие янӑ.  Тепӗр кунне, кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет тӗлнелле*, ҫав ҫынсем хула патне ҫывхарса пынӑ чухне, Пётр пӳрт тӑррине кӗлтума хӑпарнӑ. 10  Вӑл выҫса ҫитнӗ, унӑн ҫиес килнӗ. Апат хатӗрленӗ вӑхӑтра ӑна курӑну пулнӑ: 11  вӑл тӳпе уҫӑлса кайнине тата сарлака йӗтӗн пир пеккине* тӑватӑ кӗтессинчен тытса ҫӗрелле антарнине курнӑ. 12  Ун ҫинче темӗн тӗрлӗ тӑватӑ ураллӑ чӗрчун, ҫӗлен-калта, вӗҫен кайӑк пулнӑ. 13  Унтан вӑл сасӑ илтнӗ: «Пётр, тӑр та пусса ҫи!» 14  Анчах Пётр каланӑ: «Ҫук, хуҫам, эпӗ ҫакна тумастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ирсӗррине те, таса маррине те нихӑҫан та ҫимен». 15  Сасӑ ӑна иккӗмӗш хут илтӗннӗ: «Турӑ тасатнине ирсӗр тесе урӑх ан кала». 16  Ҫав сасӑ виҫҫӗмӗш хут та илтӗннӗ, ҫавӑн хыҫҫӑнах йӗтӗн пире тӳпенелле ҫӗкленӗ. 17  Пётр ҫак курӑну мӗне пӗлтерет-ши тесе аптраса тӑнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра Корни́лий янӑ ҫынсем Си́мон килне тупса хапхи умне пырса тӑнӑ. 18  Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса: «Пётр текен Си́мон кунта мар-и?» — тесе ыйтнӑ. 19  Пётр курӑну ҫинчен шухӑшланӑ чухне сывлӑш ӑна: «Сана виҫӗ ҫын шырать, — тенӗ. — 20  Ан та пӗр иккӗленмесӗр вӗсемпе пӗрле кай, вӗсене эпӗ ятӑм». 21  Пётр ҫав ҫынсем патне аннӑ та каланӑ: «Эсир шыракан ҫын — эпӗ. Эсир мӗн ӗҫпе килтӗр?» 22  Вӗсем каланӑ: «Пире ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* Корни́лий ячӗ. Вӑл Турӑран хӑракан тӳрӗ ҫын, ӑна еврейсем пурте хисеплеҫҫӗ. Турӑ ӑна, сӑваплӑ ангелӗ урлӑ, сана хӑйӗн патне чӗнсе килме тата эсӗ мӗн калассине итлеме хушнӑ». 23  Вара Пётр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне Пётр вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Унпа пӗрле Иоппири хӑш-пӗр арҫын тӑвансем те пынӑ. 24  Кесарие вӗсем тепӗр куннех ҫитнӗ. Корни́лий хӑйӗн тӑван-хурӑнташӗсене, ҫывӑх тусӗсене пуҫтарса вӗсене кӗтсех тӑнӑ ӗнтӗ. 25  Пётр ҫитсен, Корни́лий ӑна хирӗҫ тухса ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. 26  Анчах Пётр ӑна тӑратнӑ та каланӑ: «Тӑр, эпӗ те сан пек ҫынах». 27  Корнилийпа калаҫса вӑл унӑн килне кӗнӗ, унта вӑл питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннине курнӑ. 28  Пётр вӗсене каланӑ: «Еврейсен урӑх халӑх ҫыннисемпе хутшӑнма та, вӗсен килне кӗме те юраманнине эсир лайӑх пӗлетӗр. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар темелле маррине кӑтартса пачӗ. 29  Ҫавӑнпа та, мана чӗнсен, эпӗ пӗр сӑмахсӑрах килме килӗшрӗм. Эппин, калӑр-ха, эсир мана мӗншӗн чӗнтӗр?» 30  Унтан Корни́лий каланӑ: «Тӑватӑ кун каялла ҫак вӑхӑталлах, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле*, эпӗ килте кӗлтӑваттӑмччӗ. Сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын тухса тӑчӗ те 31  каларӗ: „Корни́лий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ тата эсӗ чухӑнсене пулӑшнине курчӗ. 32  Ҫавӑнпа та ҫынсене Иоппие яр та Пётр текен Симона чӗнтерсе кил. Ҫав ҫын сӑран тӑвакан Си́мон патӗнче, тинӗс хӗрринчи пӳртре, хӑна пулса пурӑнать“. 33  Вара эпӗ тӳрех ҫынсене сан патна ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Иегова* сана мӗн калама хушнине пӗтӗмпех илтес тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр». 34  Вара Пётр каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ эпӗ чӑнахах пӗлетӗп: Турӑ ҫынна камне кура уйӑрмасть, 35  вӑл хӑйӗнчен хӑракан* тата тӗрӗссине тӑвакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те кӑмӑллать. 36  Турӑ Израиль ҫыннисем патне Иисус Христос урлӑ, мӗнпур ҫыннӑн Ҫӳлхуҫи урлӑ, мир ҫинчен калакан ырӑ хыпар янӑ. 37  Иоанн шыва кӗмелли ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн малтан Галилейӑра, кайран пӗтӗм Иудейӑра ҫынсем мӗн ҫинчен калаҫнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. 38  Эпӗ Турӑ Назаре́т Иисусне святой сывлӑшпа суйласа илни ҫинчен, ӑна вӑй-хӑват пани ҫинчен тата вӑл ырӑ ӗҫсем туса, Шуйттан* асаплантаракан ҫынсене сыватса ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳрени ҫинчен каласшӑн. Иисуспа пӗрле Турӑ пулчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫаксене пурне те тума пултарчӗ. 39  Вӑл еврейсен ҫӗршывӗнче, Иерусалимра мӗн тунине пурне те эпир хамӑр куҫпах куртӑмӑр. Анчах та ӑна юпа* ҫине пӑталаса* вӗлерчӗҫ. 40  Виҫҫӗмӗш кунне Турӑ ӑна чӗртсе тӑратрӗ те ҫынсене ӑна курма май пачӗ, 41  анчах пурне те мар, пире ҫеҫ — Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн унпа ӗҫсе ҫинӗскерсене — курма май пачӗ. Пире Турӑ ун ҫинчен каласа кӑтартакансем пулма малтанах суйласа илнӗ. 42  Турӑ Иисуса чӗррисене те, вилнисене те суд тума лартрӗ, вӑл пире ҫакӑн ҫинчен халӑха пӗлтерме тата каласа кӑтартма хушрӗ. 43  Иисус ҫинчен пур пророк та каланӑ, вӗсем ӑна ӗненекенсен ҫылӑхӗсем ун ячӗпе каҫарӑнаҫҫӗ тесе ҫырнӑ». 44  Пётр ҫакна каласа тӑнӑ хушӑрах Турӑ сӑмахне итлесе тӑракансем ҫине пурин ҫине те святой сывлӑш аннӑ. 45  Пётрпа пӗрле килнӗ тӑвансем, еврейсенчен тухнисем*, Туррӑн парнине — святой сывлӑша — урӑх халӑх ҫыннисем те илнине курсан тӗлӗннӗ, 46  мӗншӗн тесен лешсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ. Пётр вара каланӑ: 47  «Пирӗн пекех святой сывлӑш илнӗ ҫынсене шыва кӗме кам чарма пултартӑр?» 48  Вара вӑл вӗсене Иисус Христос ячӗпе шыва кӗме хушнӑ. Унтан вӗсем Пётра хӑйсем патӗнче темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.

Сноскӑсем

Ку вӑл 600-е яхӑн салтакран тӑракан Рим ҫарӗн ушкӑнӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «темӗнле савӑта».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Е «йывӑҫ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫакса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт кастарнисем».