Галати 3:1—29

  • Закона тытса тӑни е ӗненни? (1—14)

    • «Тӳрӗ ҫын ӗненнине пула пурӑнӗ» (11)

  • Турӑ Авраама сӑмах пани законпа ҫыхӑнман (15—18)

    • Авраамӑн тӑхӑмӗ — Христос (16)

  • Закона мӗнле тата мӗншӗн панӑ? (19—25)

  • Ӗненнине пула Туррӑн ывӑлӗсем (26—29)

    • Камсем Христосӑн, ҫавсем Авраамӑн тӑхӑмӗ пулаҫҫӗ (29)

3  Эй ӑссӑр Гала́ти ҫыннисем! Кам сире улталарӗ? Иисус Христоса юпа ҫине мӗншӗн пӑталанине сире лайӑх ӑнлантарса панӑ вӗт.  Эпӗ сирӗнтен ҫакна ҫеҫ ыйтса пӗлесшӗн: эсир святой сывлӑша закона тытса тӑнӑран илтӗр-и е хӑвӑр илтнӗ ырӑ хыпара ӗненнӗрен илтӗр?  Эсир ҫав териех ӑссӑр-им? Святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнма пуҫларӑр та вӗҫлессе вара ҫын шухӑш-кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайнипе вӗҫлетӗр-и?  Эсир нумай асап курни усӑсӑр пулчӗ-шим вара? Усӑсӑр пулнине ӗненес те килмест!  Сире святой сывлӑш параканни тата сирӗн хушшӑрта тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваканни ҫавна мӗншӗн тӑвать? Эсир закона тытса тӑнӑран-и е хӑвӑр илтнӗ ырӑ хыпара ӗненнӗрен-и?  Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Авраа́м Иеговӑна* ӗненнӗ, ҫавӑншӑн ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ».  Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: камсем ӗненеҫҫӗ, ҫавсем — Авраа́мӑн ывӑлӗсем.  Ҫыру та, Турӑ урӑх халӑх ҫыннисем пирки вӗсем ӗненнӗшӗн тӳрӗ тесе калассине малтанах пӗлсе, Авраама: «Сан урлӑ пур халӑх та пиллӗхлӗ пулӗ», — тесе малтанах ырӑ хыпар пӗлтернӗ.  Ҫавӑнпа та ӗненнӗ Авраа́м пиллӗх илнӗ пек, ӗненекенсем те пиллӗх илеҫҫӗ. 10  Закона тытса тӑма тӑрӑшакансем пурте ылханлӑ, мӗншӗн тесен Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Закон чӗркемӗнче мӗн ҫырнине пурне те тытса тӑман ҫын ылханлӑ». 11  Унсӑр пуҫне, паллӑ ӗнтӗ: Турӑ никам пирки те закона тытса тӑнине кура тӳрӗ темест, мӗншӗн тесен «тӳрӗ ҫын ӗненнине пула пурӑнӗ». 12  Закон ӗненнипе ҫыхӑнман, анчах «закона пурнӑҫласа тӑракан ҫын ӑна пула пурӑнӗ». 13  Христос пире тӳлесе илнӗ тата пирӗн вырӑна ылханлӑ пулса тӑрса пире закон ылханӗнчен ирӗке кӑларнӑ, мӗншӗн тесен Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан ылханлӑ». 14  Ҫавна пӗтӗмпех Авраама пама шантарнӑ пиллӗх урӑх халӑхсене те Христос Иисус урлӑ ҫиттӗр тесе тата ӗненнине пула пирӗн пурин те Турӑ пама шантарнӑ святой сывлӑша илмелле пултӑр тесе тунӑ. 15  Тӑвансем, пурнӑҫран тӗслӗх илсе паратӑп: килӗшӗве ҫирӗплетсен, ҫавна ҫын тунӑ пулсан та, ӑна никам та пӑрахӑҫлаймасть, ун ҫумне нимӗн те хушаймасть. 16  Турӑ Авраама тата унӑн тӑхӑмне* сӑмах панӑ. Ҫырура нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмусене*» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна*» тенӗ, вӑл ӗнтӗ Христос. 17  Тата ҫакна калатӑп: 430 ҫул иртсен панӑ закон Турӑ унччен ҫирӗплетнӗ килӗшӗве пӗтермест, сӑмах панине те пӑрахӑҫламасть. 18  Енчен те еткер илесси закона тытса тӑнинчен килет пулсан, еткере сӑмах пани тӑрӑх паман пулать. Анчах та Турӑ Авраама, ырӑ кӑмӑллӑ пулса, хӑй сӑмах панӑ тӑрӑх еткер панӑ. 19  Апла закона мӗн тума панӑ? Ӑна усал ӗҫсене ҫиеле кӑлармашкӑн каярахпа панӑ. Ҫак закон тӑхӑм киличчен — кама сӑмах панӑ, ҫавӑ киличчен — вӑйра тӑнӑ. Турӑ ҫак закона, ангелсем урлӑ, килӗшӗве тума пулӑшаканӑн* аллипе панӑ. 20  Анчах килӗшӳ пӗр енлӗ пулсан, килӗшӗве тума пулӑшакан кирлӗ мар. Сӑмах панӑ чухне вара пӗр ен кӑна пулнӑ — Турӑ хӑй. 21  Апла, закон Турӑ панӑ сӑмахсене хирӗҫлет-им? Паллах, ҫук! Ҫынсем пурнӑҫ пама пултаракан закона илнӗ пулсан, вӗсем закона тытса тӑнине пула Турӑ умӗнче тӳрӗ пулӗччӗҫ. 22  Анчах та Ҫыру пурне те ҫылӑх аллине панине кӑтартса панӑ. Ҫавна вара Турӑ пама шантарнӑ пиллӗхе — Иисус Христоса ӗненнӗшӗн паракан пиллӗхе — ӗненекенсем илме пултарччӑр тесе тунӑ. 23  Ҫапах та ӗненес вӑхӑт ҫитиччен пире закон сыхласа тӑнӑ, уҫӑлас ӗненӗве кӗтсе эпир закон аллинче пулнӑ. 24  Ҫапла вара ӗненнине кура Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ теме пултартӑр тесе закон пирӗншӗн Христос патне ертсе пыракан вӗрентекен* пулса тӑчӗ. 25  Ӗненес вӑхӑт ҫитнӗренпе вара пире вӗрентекен ертсе пыни тек кирлӗ мар. 26  Христос Иисуса ӗненнине пула эсир пурте — Туррӑн ывӑлӗсем. 27  Эсир пурте — Христоспа пӗрлӗхре пулас тесе шыва кӗнисем* — Христос пек пулса тӑтӑр*. 28  Ӗнтӗ еврей та, грек та ҫук, чура та, ирӗкли те ҫук, арҫын та, хӗрарӑм та ҫук, мӗншӗн тесен Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулнӑран эсир пурте — пӗр. 29  Эсир Христосӑн пулсан, апла Авраа́мӑн тӑхӑмӗ* пулатӑр, Турӑ пама шантарнӑ еткере илекенсем пулатӑр.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхне». Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ пӗрреллӗ хисепре тӑрать, анчах вӑл нумаййине те пӗлтерме пултарать.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхусене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».
Е «посредникӑн».
Е «воспитатель». Ачасене вӗрентекен тата сыхлакан ҫын.
Ҫакӑнта шыва кӗни святой сывлӑш илнине пӗлтерет, ҫавна пула ҫын Христоспа пӗрлӗхре пулса тӑрать.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Христоса тӑхӑнтӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхӗ».