Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн текстне масоретсем питӗ тӗплӗн ҫыра-ҫыра илнӗ

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ?

Текста улшӑнусем кӗртме хӑтланнине пӑхмасӑрах

Текста улшӑнусем кӗртме хӑтланнине пӑхмасӑрах

ХӐРУШЛӐХ: Тулашри хӑрушлӑхсем: вӑхӑт иртнӗҫемӗн юрӑхсӑра тухма пултарни тата хирӗҫ тӑни — Библие тӗп тӑвайман. Анчах та тепӗр хӑрушлӑх пулнӑ. Хӑш-пӗр ҫыравҫӑсем тата куҫаракансем Библи текстне улшӑнусем кӗртме хӑтланса пӑхнӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта вӗсем хӑйсен вӗрентӗвӗсене Библипе килӗшӳллӗ тӑвас вырӑнне Библие хӑйсен шухӑшӗсемпе килӗшӳллӗ тума тӑрӑшнӑ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар:

  • Пуҫҫапмалли вырӑн. Пирӗн эрӑчченхи IV—II ӗмӗрсенче Самаритянсен Пилӗк кӗнекине ҫыракансем Тухни 20:17-мӗш сӑвӑ йӗркине ҫакӑн пек сӑмахсене хушса хунӑ: «Гаризим ҫинче. Вара унта санӑн парне вырӑнӗ туса лартмалла». Ҫакӑн пек майпа самаритянсем Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса Гаризим тӑвӗ ҫинче храм туса лартнине тӳрре кӑларасшӑн пулнӑ.

  • Троица ҫинчен калакан вӗрентӳ. Библие ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн 300 ҫул иртичченех Троица ҫинчен калакан вӗрентӗве тытса тӑракан пӗр ҫыравҫӑ 1 Иоанн 5:7-мӗш сӑвӑ йӗркине «Тӳпере... Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Таса Сывлӑш Турӑ; вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрпӗтӗм» текен сӑмахсем хушнӑ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ оригинал текстӗнче ҫук. Ҫак сӑмахсем «VI ӗмӗртен пуҫласа авалхи латин Библийӗнче тата [латинла] Вульгатӑра час-часах тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ» тесе палӑртать Брюс Мецгер библеист.

  • Турӑ ячӗ. Иудейсен тӗшмӗшне кура Библие куҫаракансенчен нумайӑшӗ Сӑваплӑ Ҫыруран Турӑ ятне кӑларса пӑрахма йышӑннӑ. Вӗсем ҫав ята «Турӑ» тата «Ҫӳлхуҫа» текен титулсемпе улӑштарнӑ, анчах та Библире ҫак титулсемпе Пурне те Пултаракан Турӑ ҫинчен каланӑ чухне кӑна мар, ҫынсем, суя тӗнри япаласем тата Шуйттан ҫинчен каланӑ чухне те усӑ курнӑ (Иоанн 10:34, 35; 1 Коринф 8:5, 6; 2 Коринф 4:4) *.

БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ: Пӗрремӗшӗнчен, Библие ҫыра-ҫыра илекенсем хушшинче хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн ҫеҫ тӑвакан е ултавҫӑ ҫынсем пулкаланӑ пулин те, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ӗҫне тӗплӗн, тӑрӑшса тата пысӑк ӑсталӑхпа тунӑ. Тӗслӗхшӗн масоретсене илер. Вӗсем пирӗн эрӑри VI—X ӗмӗрсенче Еврей Ҫырӑвӗсене ҫыра-ҫыра илнӗ пулнӑ, халӗ вара ҫав ӗҫе масоретсен тексчӗ теҫҫӗ. Йӑнӑшсем тӑвас мар тесе масоретсем текстри кашни сӑмаха, кашни саспаллине шутласах тӑнӑ. Вӗсене ҫырса илмелли текстра пӗр-пӗр йӑнӑш кӗнӗ пек туйӑннӑ пулсан, вӗсем хӑйсем тӑвакан копи ҫинчи таса вырӑнта паллӑ лартса хӑварнӑ. Библи текстне улшӑнусем кӗртес шухӑш та пулман масоретсен. «Ҫавна [ҫав авалхи йӑлана] пӗлсе тӑрсах пӑсни вӗсемшӗн чи йывӑр преступлени шутланнӑ»,— тесе ҫырать Моше Гошен-Готтштайн профессор.

Иккӗмӗшӗнчен, паянхи кунччен упранса юлнӑ авалхи алҫырусем библеистсене йӑнӑшсене асӑрхама пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, тӗн пуҫлӑхӗсем темиҫе ӗмӗр хушши латин чӗлхи ҫине куҫарнисем кӑна Библин чӑн-чӑн тексчӗ тесе вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем унччентерех асӑннӑ 1 Иоанн 5:7-мӗш сӑвӑ йӗркине оригиналта пулман сӑмахсене хушса хунӑ. Ҫак йӑнӑш акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарнӑ Яков патша Библийӗ теекен ятлӑ-сумлӑ Библире те тӗл пулать. Ытти алҫырусене тупсан, мӗн асӑрханӑ? Брюс Мецгер акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫак [1 Иоанн 5:7-мӗшӗнчи] сӑмахсем латинла куҫарнӑ Библин алҫырӑвӗсӗр пуҫне, авалхи (сири, копт, армян, эфиоп, араб, славян чӗлхисем ҫине куҫарнӑ) алҫырусенче пӗринче те ҫук». Ҫавна пула Яков патша Библийӗн ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗнчен тата Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенчен ҫав сӑмахсене кӑларса пӑрахнӑ.

Честер Битти Р46, пирӗн эрӑри 200 ҫул тӗлнелле ҫырнӑ папирус

Авалхи алҫырусем Библири хыпар пӗр улшӑнмасӑр тӑрса юлнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ-и? 1947 ҫулта Виле тинӗс чӗркемӗсем теекен алҫырусене тупсан, библеистсем тинех масоретсен еврейла ҫырнӑ текстне Библин ҫав текстран пин ҫул ытла аслӑрах алҫырӑвӗсемпе танлаштарма пултарнӑ. Виле тинӗс чӗркемӗсене тӗпчекен ушкӑнри ҫынсенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, пӗр чӗркем «еврей ҫыравҫисем пин ҫул ытла тӑсӑлнӑ тапхӑр хушшинче Библи текстне тӗплӗн тата тӗп-тӗрӗс ҫыра-ҫыра илнине питӗ витӗмлӗ кӑтартса парать».

Дублинри (Ирланди) Честер Битти библиотекинче упранакан папируссен коллекцинче Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчи (Ҫӗнӗ Халалри) кӗнекесем пурте тенӗ пекех пур. Ҫав коллекцире пирӗн эрӑри II ӗмӗрте — Библие ҫырса пӗтернӗренпе 100 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен ҫеҫ — ҫырнӑ алҫырусем те пур. «Ҫак алҫырусем текстри вак-тӗвексем ҫинчен нумай ҫӗнӗ информаци уҫса параҫҫӗ пулин те, вӗсем Библин текстне ӗмӗрсем хушшинче улшӑнусем кӗменнине питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ»,— тенӗ Библие ӑнлантарса паракан пӗр словарьте (The Anchor Bible Dictionary).

«Авалхи хайлавсенчен нихӑшне те ҫавӑн пек тӗп-тӗрӗс ҫитермен тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пулать»

ПӖТӖМЛЕТӲ: Библие ӗмӗрсем хушшинче нумай хутчен ҫыра-ҫыра илнӗ пулин те, унӑн тексчӗ улшӑнман. Ҫакӑ пире ӑна шанма тата ытларах сӑлтав парать. «Ӗлӗкхи кӗнекесенчен нихӑшӗн те хӑйӗн тексчӗ ним улшӑнмасӑр упранса юлнине мӗн ӗлӗкренех ҫирӗплетсе паракан фактсем ҫавӑн чухлӗ ҫук. Ҫавӑнпа та ҫав текст, тӗпрен илсен, ку тарана ҫити ним улшӑнмасӑр сыхланса юлни пирки япаласене тӗрӗс хак пама пултаракан ученӑйсенчен пӗри те хирӗҫ нимӗн те калаймӗ»,— тесе ҫырнӑ Христианла Грек Ҫырӑвӗсем ҫинчен Британи ученӑйӗ Фредерик Кеньон. Еврей Ҫырӑвӗсем пирки Уильям Хенри Грин ученӑй ҫапла палӑртнӑ: «Авалхи хайлавсенчен нихӑшне те ҫавӑн пек тӗп-тӗрӗс ҫитермен тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пулать».

^ 6 абз. Нумайрах пӗлес тесе «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑна пӑхма пулать, 1—13 страницӑсем.