2 Коринф 4:1—18

  • Ырӑ хыпарӑн ҫути (1—6)

    • Ӗненмен ҫынсен ӑсне суккӑрлатнӑ (4)

  • Тӑм савӑтсенчи мул (7—18)

4  Турӑ пире хӗрхенсе ҫак ӗҫе шанса панӑран эпир парӑнмастпӑр.  Эпир намӑссӑр, вӑрттӑн ӗҫсене сирсе ятӑмӑр. Эпир чеен хӑтланмастпӑр тата Туррӑн сӑмахне пӑсмастпӑр, эпир чӑнлӑха уҫса парса Турӑ умӗнче пур ҫынна та* тӗрӗссине тунине кӑтартатпӑр.  Эпир пӗлтерекен ырӑ хыпар пытарӑннӑ* пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн пытарӑннӑ.  Ҫав ӗненмен ҫынсем ырӑ хыпара ан ӑнланччӑр тесе ҫак тӗнчен* турри вӗсен ӑсне суккӑрлатнӑ, ҫавна вӑл вӗсем ҫине Туррӑн сӑнарӗ ҫинчен, Христос ҫинчен, калакан мухтавлӑ ырӑ хыпарӑн ҫути ан ҫутаттӑр тесе тунӑ.  Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне эпир хамӑр ҫинчен каламастпӑр, эпир Иисус Христос пирки вӑл Ҫӳлхуҫа тесе тата Иисусшӑн эпир сирӗн чурасем пулса тӑтӑмӑр тесе пӗлтеретпӗр.  Мӗншӗн тесен «тӗттӗмлӗхрен ҫутӑ ҫутатса ятӑр» тенӗ Турӑ хӑех пирӗн чӗресене Христос урлӑ* Турӑ ҫинчен калакан мухтавлӑ пӗлӗвӗн ҫутипе ҫутатса ячӗ.  Эпир ҫак мула тӑм савӑтсенче илсе ҫӳретпӗр, ҫапла майпа ахаль вӑйран ирттерекен вӑй хамӑртан мар, Турӑран пулни курӑнать.  Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ, анчах пире хӗстерсех лартман, эпир ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑратпӑр, анчах пирӗн ниҫта кайса кӗме ҫук теместпӗр*,  пире хӗсӗрлеҫҫӗ, анчах Турӑ пире пӑрахман, пире ураран ӳкереҫҫӗ, анчах пире пӗтермен. 10  Пирӗнте* Иисусӑн пурнӑҫӗ палӑрса тӑтӑр тесе эпир, Иисус пекех, пӗрмаях вилес хӑрушлӑхпа тӗл пулатпӑр*. 11  Эпир чӗрӗ пулин те, пирӗнте* Иисусӑн пурнӑҫӗ палӑрса тӑтӑр тесе эпир Иисусшӑн пӗрмаях вилӗме куҫран пӑхатпӑр. 12  Ҫапла вара, пирӗн валли — вилес хӑрушлӑх, сирӗн валли — пурнӑҫ. 13  Ҫырура: «Эпӗ ӗненнӗ, ҫавӑнпа каланӑ», — тенӗ. Эпир те ӗненетпӗр, ҫавӑнпа калатпӑр та, 14  мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: кам Иисуса чӗртсе тӑратнӑ, ҫавӑ пире те Иисуспа пӗрле чӗртсе тӑратса сирӗнпе пӗрле ун умне тӑратӗ. 15  Май килнӗ таран нумайрах ҫын Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне илме пултартӑр тесе ҫаксем пурте сирӗншӗн пулса иртнӗ, ҫавна пула ытларах та ытларах ҫын Турра тав туса ӑна мухтав кӳрӗ. 16  Ҫавӑнпа эпир парӑнмастпӑр. Пирӗн кӗлетке хавшаса пырать пулин те, пирӗн чӗрепе ӑс* кунран-кун ҫӗнелсе пыраҫҫӗ. 17  Пирӗн асапсем, вӗсем кӗске вӑхӑтлӑха тата пӗчӗк пулин те, пире нимпе танлашайми, ӗмӗрлӗхе пыракан мухтав параҫҫӗ. 18  Ҫавӑнпа эпир курӑнаканни ҫине мар, курӑнманни ҫине пӑхатпӑр, мӗншӗн тесен курӑнаканни — пӗр вӑхӑтлӑха кӑна, курӑнманни вара — ӗмӗрлӗхе.

Сноскӑсем

Е «кашни ҫыннӑн совеҫне».
Е «пӗркенчӗкпе хупланнӑ».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Христосӑн сӑн-пичӗпе».
Е, тен, «эпир шанчӑка ҫухатман».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн кӗлеткере».
Е «хамӑрпа хаяр тытнине хамӑр кӗлеткепе туятпӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн вилӗмлӗ ӳтре».
Е «пирӗн шалти ҫын».