Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ?

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн юрӑхсӑра тухнине пӑхмасӑрах

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн юрӑхсӑра тухнине пӑхмасӑрах

ХӐРУШЛӐХ: Библие ҫыракансем тата ҫырса илекенсем чи малтан папирус тата пергамент ҫине ҫырнӑ пулнӑ (2 Тимофей 4:13) *. Ҫак материалсемпе усӑ курни Библие упраса хӑварас енчен мӗнле хӑрушлӑх кӳнӗ?

Папирус хӑвӑрт ҫурӑлать, тӗсне ҫухатать тата вакланса каять. «Юлашкинчен папирусран сӳс скелечӗпе пӗр ывӑҫ тусан ҫеҫ тӑрса юлма пултарать,— тесе калаҫҫӗ Ричард Паркинсонпа Стивен Куирки, авалхи Египета тӗпчекен ученӑйсем.— Папирус чӗркемӗ нӳрӗке пула вӑхӑт иртнӗҫемӗн кӑвакарма е ҫӗрме пултарать. Ҫавӑн пекех ӑна шӑши евӗрлӗ кӑшлакан чӗрчунсем тата хурт-кӑпшанкӑсем, уйрӑмах шурӑ кӑткӑсем, кӑшласа яма пултараҫҫӗ». Хӑш-пӗр папируссем, вӗсене тупнӑ хыҫҫӑн, хӗвел ҫутине тата нӳрӗке пула хӑвӑрт арканма пуҫланӑ.

Пергамент папирусран чылай ҫирӗпрех, анчах вӑл та тӗрӗс мар усӑ курнӑран, ҫанталӑк е питӗ ӑшӑ, е питӗ сивӗ тӑнӑран, нӳрӗк е ҫутӑ пулнӑран юрӑхсӑра тухма пултарать *. Хурт-кӑпшанкӑсем те хӑрушлӑх кӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ авалхи алҫырусенчен нумайӑшӗ паянхи кунччен сыхланса юлайман. Ҫав алҫырусем вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗрсе пӗтнӗ пулсан, вӗсемпе пӗрле Библири хыпар та пӗтнӗ пулӗччӗ.

БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ: Иудейсен законӗ тӑрӑх, кашни патшан «саккун пуххине», Библин малтанхи пилӗк кӗнекине, «йӗркипе ҫырса» илмелле пулнӑ (Саккуна астутарни 17:18). Унсӑр пуҫне Сӑваплӑ Ҫырӑва ҫырса илме пӗлекен ӑстаҫӑсем ҫав тери нумай алҫыру хатӗрленӗ, ҫавӑнпа та I ӗмӗр тӗлнелле вӗсене Израильти синагогӑсенче кӑна мар, аякри Македонири синагогӑсенче те тупма пултарнӑ (Лука 4:16, 17; Апостолсен ӗҫӗсем 17:11). Ҫав хӑш-пӗр авалхи алҫырусем паянхи кунччен мӗнле упранса юлнӑ?

Виле тинӗсӗн чӗркемӗсем теекен алҫырусем типӗ ҫанталӑк тӑракан вырӑнти ту хӑвӑлӗсем ӑшне пытарнӑ тӑм савӑтсенче пулнӑран упранса юлнӑ

«Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн текстне ҫырса хунӑ чӗркемсем упранса юлччӑр тесе иудейсем вӗсене кӑкшӑмсем е ытти савӑтсем ӑшне хунине нумайӑшӗ пӗлет»,— тесе палӑртать Филипп Камфорт, Ҫӗнӗ Халал енӗпе ӗҫлекен специалист. Христиансем те ҫав йӑлана йышӑннӑ курӑнать. Акӑ мӗншӗн Библин авалхи алҫырӑвӗсене тӑм савӑтсенче, тӗттӗм пӗчӗк пӳлӗмсенче, ту хӑвӑлӗсенче тата типӗ ҫанталӑк тӑракан вырӑнсенче тупнӑ.

ПӖТӖМЛЕТӲ: Библи текстне ҫырса хунӑ алҫырусен пайӗсем — вӗсенчен хӑш-пӗрисене 2 000 ҫул ытла каялла ҫырнӑ пулнӑ — паянхи кунчченех сыхланса юлнӑ. Ӗлӗкхи нимле документӑн та авалхи вӑхӑтранпа упранса юлнӑ ҫавӑн чухлӗ алҫыру ҫук.

^ 3 абз. Папирус вӑл — шывра ӳсекен папирус ятлӑ ӳсентӑранран тунӑ ҫыру ҫырмалли материал. Пергамента выльӑх тирӗнчен тунӑ.

^ 5 абз. Сӑмахран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен никама та пӑхӑнманни ҫинчен калакан тата алӑ пусса ҫирӗплетнӗ декларацие пергамент ҫине ҫырнӑ пулнӑ. Халӗ, ҫавӑнтанпа 250 ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, унти текст хӑйӗн тӗсне ҫухатнӑран аран-аран курӑнать.