2 Коринф 7:1—16

  • «Мӗн ирсӗрлетет, ҫавсенчен пуринчен те хамӑра тасатар» (1)

  • Павел Коринфри тӑвансемпе мухтанать (2—4)

  • Тит лайӑх хыпар илсе килет (5—7)

  • Турра юрӑхлӑ кулянни тата ӳкӗнни (8—16)

7  Эппин, юратнӑ тӑвансем, Турӑ пире ҫакӑн пек сӑмах панӑран, айтӑр, кӗлеткепе шухӑш-кӑмӑла* мӗн ирсӗрлетет, ҫавсенчен пуринчен те хамӑра тасатар, Турӑран хӑраса тата сӑваплӑрах пулма тӑрӑшар.  Хӑвӑр чӗресене пирӗн валли уҫӑр. Эпир никама та усал туман, никама та пӑсса яман, никам шучӗпе те пурӑнман.  Ҫакна эпӗ сире айӑплас тесе каламастӑп. Маларах эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ: эпир пурӑнатпӑр-и е вилетпӗр-и, эсир пирӗн чӗрере.  Эпӗ сирӗнпе ним пытармасӑр калаҫма пултаратӑп. Эпӗ сирӗнпе питӗ мухтанатӑп. Эпӗ йӑпантӑм, хамӑр инкексене пӑхмасӑрах эпӗ савӑнмаллипех савӑнатӑп.  Македоние ҫитсен эпир канӑҫ тупаймарӑмӑр. Пачах урӑхла, пире пур енчен те хӗсрӗҫ: тулашра — кӗрешӳ, шалта — хӑрани.  Анчах та Турӑ, хуйха ӳкнисене йӑпатаканскер, Тит килнипе пире йӑпатрӗ.  Турӑ пире вӑл килнипе анчах мар, вӑл сире пула илнӗ йӑпатупа та йӑпатрӗ. Тит эсир мана питӗ курасшӑн пулни ҫинчен, эсир питех те кулянни ҫинчен тата маншӑн чун-чӗререн пӑшӑрханни* ҫинчен каласа пачӗ пире, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.  Эпӗ сире хамӑн ҫырупа кулянтартӑм пулин те, ҫакӑншӑн ӳкӗнместӗп. Малтанах ӳкӗнтӗм пулсан та (мӗншӗн тесен манӑн ҫыру сире кулянтарчӗ, анчах пӗр вӑхӑтлӑха кӑна),  халӗ эпӗ савӑнатӑп. Ҫапах та эпӗ эсир куляннӑшӑн савӑнмастӑп, кулянни сире ӳкӗнме хистенӗшӗн савӑнатӑп. Эсир Турра юрӑхлӑ куляннӑран пирӗн сӑмахсем сире сиен кӳмерӗҫ. 10  Турра юрӑхлӑ кулянни — ӳкӗнесси патне, ӳкӗнесси вара ҫӑлӑнӑҫ патне илсе ҫитерет, ҫавӑншӑн ӳкӗнмелле пулмӗ. Ҫак тӗнчери ҫынсем пек кулянни вара вилӗм патне илсе ҫитерет. 11  Эсир Турра юрӑхлӑ кулянни мӗн панине пӑхӑр-ха: эсир питӗ тӑрӑшуллӑ пултӑр, сирӗн хӑвӑр ята тасатас килчӗ, эсир усала курайми пултӑр, Турӑран хӑрарӑр, пӗтӗм кӑмӑлтан тата мӗнпур вӑя хурса хӑвӑрӑн тӗрӗс мар ӗҫсене тӳрлетрӗр. Ҫак ӗҫре эсир пур тӗлӗшрен те таса* пулнине кӑтартрӑр. 12  Ҫырасса та эпӗ сирӗн пата ҫылӑх тунӑ ҫыншӑн тата ҫав ҫылӑха пула хур курнӑ ҫыншӑн ҫеҫ ҫырмарӑм, эсир пире итлесшӗн пулни Турӑ умӗнче паллӑ пултӑр тесе ҫыртӑм. 13  Пире ҫавӑ йӑпатрӗ. Унсӑр пуҫне, Тит савӑнӑҫлӑ пулни пире тата ытларах савӑнтарчӗ, эсир пурте ӑна хавхалантарсах ятӑр. 14  Эпӗ Тит умӗнче сирӗнпе мухтаннӑшӑн манӑн намӑсланмалла пулмарӗ. Эпир сире мӗн калани пурте чӑн пулнӑ пекех, эпир Тит умӗнче сирӗнпе мухтанни те чӑн пулчӗ. 15  Вӑл эсир итленине тата хӑраса, чунтан хисеплесе* хӑйне йышӑннине аса илмессерен кӑмӑлӗпе сирӗн пата тата ытларах туртӑнать. 16  Эпӗ сире пур тӗлӗшрен те шанма пултарнӑшӑн* савӑнатӑп.

Сноскӑсем

Е «сывлӑша». Грекла пне́ума. Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.
Е «ҫунни».
Е «айӑпсӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗтресе».
Е, тен, «сире пула ҫирӗпленнӗшӗн».