2 Коринф 6:1—18

  • Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне мӗншӗн кӑтартнине манмалла мар (1, 2)

  • Павел хӑй тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен каласа парать (3—13)

  • «Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр сӳсмен ан тӑхӑнӑр» (14—18)

6  Тата эпир, Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем пулнӑ май, сире йӑлӑнатпӑр: Турӑ сире хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне мӗншӗн кӑтартнине ан манӑр.  Вӑл ҫапла калать вӗт: «Хамӑн ырӑлӑха кӑтартас вӑхӑтра эпӗ сана илтрӗм, хӑвна ҫӑлас кунра сана пулӑшрӑм». Шӑп халӗ — Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартас вӑхӑт. Халӗ — Турӑ пире ҫӑлас кун.  Хамӑр тӑвакан сӑваплӑ ӗҫе никам та ан хурлатӑр тесе эпир никама та нимӗнпе те кӳрентерместпӗр*.  Ун вырӑнне эпир пур енчен те Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнине кӑтартатпӑр: эпир мӗн кӑна чӑтмастпӑр, асапсене тӳсетпӗр, нуша куратпӑр, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр,  пире хӗнеҫҫӗ, тӗрмене хупаҫҫӗ, эпир халӑх пӑлханнипе тӗл пулатпӑр, йывӑр ӗҫлетпӗр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, выҫӑпа аптратпӑр,  эпир таса пурнӑҫпа, пӗлӳ тӑрӑх пурӑнатпӑр, эпир тӳсӗмлӗ, ырӑ, хамӑра святой сывлӑша ертсе пыма паратпӑр, пирӗн юрату икӗпитлӗ мар,  эпир чӑннине калатпӑр, Туррӑн вӑйӗ ҫине шанатпӑр, сылтӑм алӑпа та*, сулахай алӑпа та* тӳрӗлӗхӗн вӑрҫӑ хатӗрӗсене тытса тӑратпӑр,  пире чыслаҫҫӗ те чыссӑрлатаҫҫӗ, пире мухтаҫҫӗ те хурлаҫҫӗ. Пире ултавҫӑсем вырӑнне хураҫҫӗ, анчах эпир чӑннине калатпӑр,  пире никам та пӗлмест тесе шутлаҫҫӗ, анчах пире пӗлеҫҫӗ, эпир вилес патнех ҫитнӗ* теҫҫӗ, анчах эпир чӗрӗ, пире наказани панӑ теҫҫӗ, анчах пире вилме паман. 10  Ҫынсем эпир хурлӑхлӑ тесе шутлаҫҫӗ, анчах эпир яланах савӑнӑҫлӑ, пире чухӑнсем вырӑнне хураҫҫӗ, анчах эпир нумайӑшне пуянлататпӑр, пирӗн нимӗн те ҫук теҫҫӗ, анчах пирӗн пурте пур. 11  Коринфри тӑвансем, эпир сирӗнпе ним пытармасӑр калаҫрӑмӑр, эпир сирӗн валли хамӑр чӗресене яриех уҫрӑмӑр. 12  Пирӗн чӗресем сирӗн валли хупӑ мар, сирӗн чӗресем вара пирӗн валли хупӑ. 13  Ҫавӑнпа та сире хамӑн ачасене каланӑ пек калатӑп: эсир те хӑвӑрӑн чӗресене яриех уҫӑр*. 14  Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр сӳсмен* ан тӑхӑнӑр. Тӳрӗлӗхпе законсӑрлӑха пӗрлештерекенни мӗн пур? Е ҫутӑпа тӗттӗме мӗн пӗрлештерме пултартӑр? 15  Унтан та ытла, Христоспа Велиа́р* хушшинче килӗшӳ мӗнле пулма пултартӑр? Е ӗненекене* ӗненменнипе мӗн пӗрлештерсе тӑтӑр? 16  Туррӑн храмӗнче йӗрӗхсем пулма пултараҫҫӗ-и? Эпир — чӗрӗ Туррӑн храмӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсем хушшинче пурӑнӑп, вӗсем хушшинче ҫӳрӗп, эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем вара манӑн халӑхӑм пулӗҫ». 17  «„Ҫавӑнпа та вӗсен хушшинчен тухӑр, вӗсенчен уйрӑлӑр, — тет Иегова*, — таса маррине урӑх ан тӗкӗнӗр“», вара «эпӗ сире йышӑнӑп». 18  «„Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир вара манӑн ывӑлсемпе хӗрсем пулӑр“, — тет Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ».

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтармастпӑр».
Тен, тапӑнмашкӑн.
Тен, хӳтӗленмешкӗн.
Е «вилӗме тивӗҫлӗ».
Е «эсир те сарӑлӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тан мар сӳсмен». Сӳсмен вӑл — мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.
«Велиа́р» тени «ниме тӑманскер» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Шуйттана пӗлтерет.
Е «шанчӑклине».