1 Пётр 4:1—19

  • Христос пек, Туррӑн ирӗкне тӑвассишӗн пурӑнӑр (1—6)

  • «Пурте пӗтесси ҫывӑх» (7—11)

  • Христос ячӗшӗн асап курни (12—19)

4  Христос ҫын пулнӑ чухне асап тӳснӗрен, эсир те ун пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулса хӑвӑра ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесен асап тӳсекен ҫын ҫылӑх тума пӑрахать,  ҫапла вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнса ирттерес кун-ҫулне ҫын кӑмӑл-туртӑмне ҫырлахтарас тесе мар, Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе пурӑнса ирттерет.  Унччен ҫак тӗнчери ҫынсем пек пурӑнни ҫитӗ сире: эсир намӑссӑрла хӑтланса*, япӑххине тӑвасшӑн ҫунса, эрехпе иртӗхсе, асар-писер ӗҫкӗ-ҫике хутшӑнса, ӗҫке ярӑнса тата закона хирӗҫ кайса йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр.  Халӗ вӗсем, эсир унчченхи пек вӗсемпе пӗрле ҫапла путсӗр пурнӑҫпа пурӑнманнинчен тӗлӗнсе, сирӗн ҫинчен хурласа калаҫаҫҫӗ.  Анчах та вӗсем чӗррисемпе вилнисене кӗҫех суд тӑвакан умӗнче явап тытӗҫ.  Ҫавӑнпа вилнисене те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫавна пула, вӗсене ытти ҫынсене суд тунӑ пекех суд тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем Турӑ умӗнче унӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнма пултараҫҫӗ.  Пурте пӗтесси ҫывӑх ӗнтӗ. Ҫавӑнпа чипер ӑс-тӑнлӑ пулӑр тата кӗлтуни питӗ кирлӗ пулнине яланах асра тытӑр*.  Пуринчен ытла пӗр-пӗрне хытӑ юратӑр, мӗншӗн тесен юрату нумай ҫылӑха каҫарать*.  Пӗр-пӗрне хӑналама юратӑр*, ҫакна пӗр ӳпкелешмесӗр тӑвӑр. 10  Сирӗнтен кашни Турӑран пултарулӑх илнӗ. Эппин, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула илнӗ тӗрлӗ пултарулӑхпа усӑ курса пӗр-пӗриншӗн лайӑх тарҫӑсем* пек ӗҫлесе тӑрӑр. 11  Кам сӑмах калать, ҫавӑ хӑй калакан сӑмах Турӑран пулни курӑнтӑр тесе калатӑр. Кам ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрать, ҫавӑ Турӑ паракан вӑй ҫине шанса ӗҫлесе тӑтӑр. Ҫапла вара пур ӗҫре те Иисус Христос урлӑ Турӑ мухтава тухтӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ тата хӑватлӑ. Аминь. 12  Юратнӑ тӑвансем, пысӑк* йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне мӗскер пулса иртет-ши тесе ан тӗлӗнӗр. 13  Ун вырӑнне Христос тӳснӗ асапсене тӳснишӗн савӑнӑр, вара унӑн мухтавӗ уҫҫӑн курӑннӑ чухне те эсир савӑнма, хӗпӗртеме пултарӑр. 14  Сире Христос ячӗшӗн хӑртаҫҫӗ пулсан, эсир телейлӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ сирӗн ҫинче мухтав сывлӑшӗ, Турӑ сывлӑшӗ, пуррине кӑтартать. 15  Сирӗнтен никамӑн та ҫын вӗлерсе, е вӑрласа, е усал туса, е ыттисен ӗҫне сӑмсине чиксе асап курмалла ан пултӑрччӗ. 16  Кам та пулин христианин пулнӑшӑн асап курать пулсан, ан вӑтантӑр. Вӑл малалла та христианин пек пурӑнса Турра мухтава кӑлартӑр. 17  Суд вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, вӑл Туррӑн ҫуртӗнчен пуҫланать. Суд пирӗнтен пуҫланать пулсан, Туррӑн ырӑ хыпарне итлеменнисемпе* вара мӗн пулӗ? 18  «Тӳрӗ ҫын аран-аран ҫӑлӑнаять пулсан, тӳрӗ маррипе тата ҫылӑхлипе мӗн пулӗ-ши?» 19  Ҫавӑнпа ӗнтӗ Туррӑн ирӗкне тунӑран асап куракансем малалла та ыррине туса хӑйсене Пурне те Тунӑ Туррӑн аллине шанса паччӑр, вӑл шанчӑклӑ.

Сноскӑсем

Е «чӑрсӑррӑн хӑтланса». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
Е «кӗлтӑвас тӗлӗшрен сыхӑ тӑрӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хуплать».
Е «пӗр-пӗринпе тараватлӑ пулӑр».
Е «управляющисем».
Е «вут-ҫулӑм евӗрлӗ».
Е «пӑхӑнманнисемпе».