Ӳлӗмхи 3:1—22

  • Сардӑна (1—6), Филадельфие (7—13), Лаодикие (14—22) янӑ хыпар

3  Сардӑри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Камӑн Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ тата ҫичӗ ҫӑлтӑр пур, ҫавӑ акӑ мӗн калать: ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эсӗ чӗрӗ пек курӑнатӑн, анчах эсӗ вилнӗ.  Сыхӑ пул, хӑвӑн мӗн тӑрса юлнине — вилес патне ҫитнине — ҫирӗплет, мӗншӗн тесен эсӗ Турӑ хӑвӑнтан кӗтекен ӗҫсене туса ҫитернине эпӗ курмастӑп.  Ҫавӑнпа та хӑв мӗн илнине тата мӗн илтнине аса ил те ҫавна тытса тӑр, ӳкӗн. Эсӗ вӑранмасассӑн, эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырӑп, эпӗ хӑш сехетре пырасса эсӗ пӗлеймӗн те.  Ҫапах та санӑн Сардӑра хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ.  Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ, эпӗ унӑн ятне пурнӑҫ кӗнекинчен нихӑҫан та кӑларса пӑрахмӑп. Эпӗ унӑн ятне пӗлетӗп тесе хамӑн Аттем умӗнче тата унӑн ангелӗсем умӗнче калӑп.  Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“.  Филадельфири пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Сӑвапли, чӑнни, камӑн Давидӑн уҫҫи пур (вӑл уҫнине никам та хупаймасть, вӑл хупнине те никам та уҫаймасть), ҫавӑ акӑ мӗн калать:  ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эпӗ санӑн умӑнта алӑк уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Санӑн вӑй сахал пулнине эпӗ пӗлетӗп, ҫав-ҫавах эсӗ манӑн сӑмаха упраса хӑвартӑн тата ман ятран тунмарӑн.  Эпӗ Шуйттан синагогинчи ҫынсене, хӑйсене еврейсем текенсене (вӗсем ӗнтӗ еврейсем мар, суеҫӗсем), сан патна пырса уру умне ӳксе пуҫҫапмалла тӑвӑп. Вара вӗсем эпӗ сана юратнине пӗлӗҫ. 10  Эсӗ манӑн чӑтӑмлӑх ҫинчен калакан сӑмаха упраса хӑварнӑшӑн* эпӗ те сана тӗрӗслев вӑхӑтӗнче* упраса хӑварӑп. Ҫав тӗрӗслев вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене тӗрӗслемешкӗн, пӗтӗм ҫӗр ҫине ҫитӗ. 11  Эпӗ часах пырӑп. Санӑн наградӑна* никам та туртса ан илтӗр тесен хӑвӑн мӗн пуррине ҫирӗп тытса тӑр. 12  Ҫӗнтерекене эпӗ хамӑн Туррӑн храмӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта яланлӑхах юлӗ. Эпӗ ун ҫине хамӑн Туррӑн ятне, тӳперен Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑмӑн хулин, Ҫӗнӗ Иерусалимӑн, ятне тата хамӑн ҫӗнӗ ята ҫырса хурӑп. 13  Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“. 14  Лаодикири пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Аминь ятлӑскер, шанчӑклӑ та чӑн свидетель, Турӑ пултарнисенчен пӗрремӗшӗ, акӑ мӗн калать: 15  ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп: эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар. Эсӗ сивӗ е вӗри пулсанччӗ! 16  Эсӗ лӗп — вӗри те, сивӗ те мар. Ҫавӑнпа эпӗ сана сурса кӑларӑп. 17  Эсӗ: ‚Эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук‘, — тетӗн. Хӑв вара телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр тата ҫарамас пулнине пӗлместӗн те. 18  Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуян пулас тесен манран вутпа тасатнӑ ылтӑн туян, ҫарамаслӑхна ыттисем курсан намӑс ан пултӑр тесен манран шурӑ тумтир туян тата куракан пулас тесен манран куҫа сӗрмелли эмел туян. 19  Эпӗ камсене юрататӑп, ҫавсене пурне те питлетӗп, наказани паратӑп. Ҫавӑнпа та хастар пул, ӳкӗн. 20  Акӑ эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам манӑн сасса илтсе алӑкне уҫӗ, эпӗ ун патне кӗрӗп те, эпир унпа пӗрле каҫхи апат ҫийӗпӗр. 21  Эпӗ ҫӗнтерсе хамӑн Аттемпе пӗрле унӑн престолӗ ҫине ларнӑ пекех, ҫӗнтерекен те манпа пӗрле манӑн престол ҫине ларӗ. 22  Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“».

Сноскӑсем

Е, тен, «ман пек чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехетӗнче».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуҫ кӑшӑлне».