Апостолсен ӗҫӗсем 3:1—26

  • Пётр ыйткаласа ларакан уксах ҫынна сыватать (1—10)

  • Пётр Соломон колоннадинче сӑмах тухса калать (11—26)

    • «Пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт» (21)

    • Моисей пек пророк (22)

3  Пӗррехинче Пётрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле* храма кайнӑ, ун чухне кӗлтумалли вӑхӑт пулнӑ.  Ҫавӑнта уксах ҫуралнӑ ҫынна илсе пынӑ. Ӑна храма килекенсенчен ыйткалама храмӑн Илемлӗ текен хапхи патне кашни кун илсе пырса лартнӑ.  Храма кӗрекен Пётрпа Иоана курсан вӑл вӗсенчен ыйткалама пуҫланӑ.  Пётрпа Иоанн ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та, Пётр ӑна: «Пирӗн ҫине пӑх-ха», — тенӗ.  Лешӗ, вӗсем мӗн те пулин парасса кӗтсе, вӗсем ҫине тинкерсе пӑхма пуҫланӑ.  Пётр вара каланӑ: «Манӑн кӗмӗл те, ылтӑн та ҫук, анчах эпӗ сана хамӑн мӗн пуррине паратӑп: Назаре́т Иисус Христосӗ ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!»  Унтан вӑл ӑна сылтӑм аллинчен тытса тӑратнӑ. Ҫав самантрах унӑн урисем тӗрекленнӗ,  вӑл сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ. Вара вӑл сиккелесе, Турра мухтаса вӗсемпе пӗрле храма кӗнӗ.  Вӑл утса ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ. 10  Вӗсем, ҫав ҫын храмӑн Илемлӗ текен хапхи патӗнче ыйткаласа ларнӑ ҫын иккенне курсан, унпа мӗн пулса иртнинчен шалтах тӗлӗннӗ. 11  Вӑл Пётрпа Иоана аллисенчен тытса тӑнӑ вӑхӑтра вӗсем патне, Соломон колоннади текен вырӑна, тӗлӗнсе кайнӑ ҫынсем чупса пуҫтарӑннӑ. 12  Ҫакна курсан Пётр ҫынсене каланӑ: «Израиль ҫыннисем, мӗншӗн эсир тӗлӗнетӗр? Мӗншӗн пирӗн ҫине вӑл пирӗн вӑя пула е эпир Турра чун-чӗререн пуҫҫапнине пула утма пуҫланӑ пек пӑхса тӑратӑр? 13  Авраа́м, Исаа́к тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, хӑйӗн Ӗҫлекенне, Иисуса, мухтава кӑларчӗ. Эсир ӑна вӗлерме тытса патӑр тата Пила́т умӗнче, вӑл ӑна ирӗке кӑларма шут тытнӑ пулин те, унран тунтӑр. 14  Эсир сӑваплӑ та тӳрӗ ҫынран тунтӑр та ҫын вӗлерекене хӑвӑр валли ирӗке кӑларма ыйтрӑр, 15  пурнӑҫ Пуҫлӑхне вара вӗлертӗр. Анчах Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куҫпах куртӑмӑр. 16  Иисусӑн ятне пула тата эпир унӑн ятне ӗненнине пула ҫак ҫыннӑн, эсир хӑвӑр куракан тата пӗлекен ҫыннӑн, урисем тӗрекленчӗҫ. Эпир Иисуса ӗненни ҫак ҫынна сыватрӗ, ҫавна эсир хӑвӑрах куртӑр. 17  Тӑвансем, пӗлетӗп: эсир, хӑвӑрӑн пуҫлӑхсем пекех, пӗлменрен ҫапла турӑр. 18  Анчах та ҫапла майпа Турӑ мӗнпур пророк урлӑ хӑй малтанах мӗн пӗлтернине — Христосӑн асап курмалла тенине — пурнӑҫларӗ. 19  Эппин, ӳкӗнӗр тата улшӑнӑр*, вара сирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнӗҫ. Ҫапла вара Иегова* сире канӑҫ патӑр* 20  тата сире валли суйласа лартнӑ Христоса — Иисуса ятӑр. 21  Турӑ, ӗлӗк-авал пурӑннӑ хӑйӗн сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ, пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт пуласси ҫинчен каланӑ. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен Иисусӑн тӳперех юлмалла. 22  Моисей ҫапла каланӑ: „Иегова*, сирӗн Турӑ, сире валли хӑвӑрӑн тӑвансем хушшинчен ман пек пророка суйласа лартӗ, сирӗн вӑл мӗн каланине пӗтӗмпех итлемелле. 23  Ҫав Пророка итлемен кирек хӑш ҫын та тӗп пулӗ“. 24  Пророксем пурте — Самуил та, ун хыҫҫӑнхи пророксем те — ҫак кунсем ҫинчен уҫҫӑн пӗлтернӗ. 25  Эсир — пророксен ывӑлӗсем тата Турӑ хӑвӑрӑн мӑн аслаҫӑрсемпе тунӑ килӗшӗвӗн ывӑлӗсем. Ҫав килӗшӗве тунӑ чухне вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн тӑхӑму урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ“. 26  Сире пиллес тесе тата кашнине хӑйӗн усал ӗҫӗсене хӑварма пулӑшас тесе, Турӑ хӑйӗн Ӗҫлекенне суйласа лартса ӑна чи малтан сирӗн пата янӑ».

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехетре» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫаврӑнӑр».
Е «Иеговӑран ҫӗнӗрен вӑй илмелли вӑхӑтсем ҫитчӗр».