Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне мӗнле укҫапа туса тӑраҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне мӗнле укҫапа туса тӑраҫҫӗ?

 Ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ a. Пирӗн тӗлпулусем иртекен вырӑнсенче ятарлӑ ещӗксем пур, кӑмӑл пуррисем ҫав ещӗксене укҫа яма пултараҫҫӗ е «Харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ парасси» страницӑра ҫырса панӑ майсемпе усӑ курма пулать. Кашни хӑй йышӑну тӑвать: е пӗтӗм тӗнчери ӗҫ валли, е вырӑнти пухӑвӑн тӑкакӗсем валли, е тата мӗне те пулин урӑххи валли хӑй ирӗкӗпе укҫа парать.

 Иегова Свидетелӗсенчен вуннӑмӗш пая парасса е хӑйсен ӗҫ укҫинчен укҫа уйӑрса хурасса кӗтмеҫҫӗ (2 Коринф 9:7). Пирӗн тӗлпулусенче укҫа пуҫтармаҫҫӗ, тӗлпулу иртнӗ вырӑна килнӗшӗн, шыва кӗртнӗшӗн, ҫынна пытарнӑшӑн, туй тунӑшӑн е мӗнле те пулин урӑх тӗн ӗҫӗсене тунӑшӑн укҫа тӳлемелле мар. Эпир укҫа пуҫтарас тесе ҫӑкӑр-кулач сутмастпӑр, кӑнтӑрлахи апата чӗнместпӗр, лотерейӑсем, ярмаркӑсем, фестивальсем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем те ирттерместпӗр. Эпир укҫа ыйткаласа ҫӳреместпӗр. Укҫана кам парнеленине никам та пӗлмест (Матфей 6:2—4). Пирӗн сайтсемпе публикацисенче реклама ҫук.

 Иегова Свидетелӗсен кашни пухӑвӗнчех укҫа-тенкӗ мӗн чухлӗ килни тата мӗн чухлӗ тӑкаклани пирки уйӑхра пӗрре пӗлтерсе тӑраҫҫӗ, пухӑва вара кирек кам та пыма пултарать. Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе тӗрӗс усӑ курнипе курманнине пӗлес тесе кашни пухурах укҫа-тенкӗ шутне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ (2 Коринф 8:20, 21).

Харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа памалли майсем

  •   Харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа ямалли ещӗксем. Патшалӑх залӗсенче, Конгресс залӗсенче тата тӗлпулусем иртекен урӑх вырӑнсенче ятарлӑ ещӗксем пур. Эсир хӑвӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗне е чексене ҫав ещӗксене яма пултаратӑр.

  •   Интернет урлӑ укҫа ярса пани. Нумай ҫӗршывра «Иегова Свидетелӗсене харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ парасси» страница урлӑ укҫа ярса пама пулать. Ҫав страницӑна кӗрсе хӑвӑр ирӗкпе парас укҫа-тенке банк урлӑ дебет е кредит карттисемпе усӑ курса ярса пама пултаратӑр b. Хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсем ҫак майсемпе усӑ курса хӑйсем уйӑрса хунӑ укҫана кашни уйӑх куҫармалла тунӑ (1 Коринф 16:2).

  •   Харпӑр хӑй ирӗкӗпе мӗн парасси ҫинчен маларах шутласа хуни. Хӑвӑр ирӗкпе мӗн те пулин парасшӑн пулсан, ҫакӑн ҫинчен маларах шутласа хумалла тата/е юристсемпе канашласа илмелле. Ҫавна пула, тен, сирӗн ҫӗршыври налук ҫӑмӑллӑхӗсемпе усӑ курма пулать. Нумайӑшне хӑйсем чӗрӗ чухне хӑйсен ирӗкӗпе мӗн пама пултарни ҫинчен тата вилнӗ хыҫҫӑн хӑйсен пурлӑхне кама халалласа хӑварма пултарни ҫинчен калакан информаци нумай усӑ панӑ. Эсир малалла асӑннӑ майсемпе усӑ курса хӑвӑр ирӗкпе мӗн те пулин парасшӑн пулсан, ҫавна мӗнле тумаллине пӗлес тесе хӑвӑр вырӑнти Иегова Свидетелӗсен филиалӗпе ҫыхӑнӑр:

    •   банка хывнӑ укҫа-тенкӗ,

    •   страхлав тӳлевӗсем,

    •   куҫман пурлӑх,

    •   акцисемпе хаклӑ хутсем,

    •   халал тата шану хучӗ.

 Эсир хӑвӑр ирӗкпе мӗн те пулин парас тетӗр пулсан, хӑвӑр пурӑнакан ҫӗршывра ҫав тӗлӗшрен мӗнле майсем пурри ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Иегова Свидетелӗсене харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ парасси» страницӑна кӗрӗр.

a Свидетель пулман хӑш-пӗр ҫынсем те хаваспах хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ параҫҫӗ.

b Ытларах пӗлес тесе «Как сделать пожертвование через наш сайт» видеоролика пӑхӑр.