Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсен Библи вӗренмелли курсӗ мӗн вӑл?

Иегова Свидетелӗсен Библи вӗренмелли курсӗ мӗн вӑл?

 Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?

 Сирӗн инструктор сире Библире мӗн каланине пӗлме пулӑшас тесе сирӗнпе пӗр тема хыҫҫӑн теприне пӑхса тухӗ. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» публикаципе усӑ курса эсир Библи мӗне вӗрентнине тата ҫав пӗлӳсем сире мӗнле усӑ пама пултарнине пӗлсе пыма пултаратӑр. Ҫав курс ҫинчен нумайрах пӗлес тесе ҫак видеона пӑхӑр.

 Ҫак курсшӑн тӳлемелле-и?

 Ҫук. Иегова Свидетелӗсем Иисус Христос мӗн каланине тытса тӑраҫҫӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр»,— тенӗ (Матфей 10:8). Унсӑр пуҫне, Библишӗн те, «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» публикацишӗн те сирӗн тӳлемелле мар.

 Ҫак курс мӗн вӑхӑта тӑсӑлӗ?

 Пӗтӗм курс 60 урокран тӑрать. Мӗнле хӑвӑртлӑхпа вӗренесси сирӗнтен килет, анчах та нумайӑшне эрнере пӗр е темиҫе урок пӑхса тухма килӗшет.

 Мӗнрен пуҫламалла?

  1.  1. Онлайн-заявкӑна ҫырса тултарӑр. Ҫак информаци сирӗнпе ҫыхӑнма ҫеҫ кирлӗ.

  2.  2. Инструктор сирӗнпе ҫыхӑнӗ. Сирӗн инструктор сире ҫак курс ҫинчен тӗплӗнрех каласа парӗ тата сирӗн ыйтусем ҫине хурав парӗ.

  3.  3. Эсир инструкторпа мӗнле вӗренмелли пирки калаҫса татӑлӑр. Пӗр-пӗринпе тӗл пулса, телефонпа, видеоҫыхӑну урлӑ, ҫыру ҫырса е электронлӑ почта урлӑ вӗренме пулать. Ялан тенӗ пекех, занятисем пӗр сехете пыраҫҫӗ. Анчах вӗсем, сирӗн вӑхӑт пуррипе ҫуккине пула, кӗскерех е вӑрӑмрах пулма пултараҫҫӗ.

 Ҫак курс мӗн иккенне пӗлес тесе пӗр хут вӗренсе пӑхма юрать-и?

 Юрать. Ҫавна тӑвас тесе онлайн-заявкӑна ҫырса тултарӑр. Инструктор сирӗнпе ҫыхӑнсан, эсир ӑна вӗренме килӗшнипе килӗшменнине пӗлес тесе пӗр хут вӗренсе пӑхасшӑн тесе калӑр. Ҫакӑн валли инструкторӑн «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюра пур. Ҫав брошюрӑра малтанхи виҫӗ урок пур.

 Эпӗ Библи вӗренме пуҫласан, манӑн Иегова Свидетелӗ пулса тӑмалла-и?

 Ҫук. Иегова Свидетелӗсене ҫынсемпе Библи вӗренме килӗшет, анчах та вӗсем никама та хӑйсен тӗнне йышӑнма вӑйпа хистемеҫҫӗ. Эпир Библи мӗне вӗрентнине кӑтартатпӑр ҫеҫ. Ҫын вара мӗне ӗненессине хӑй суйласа илет (1 Петр 3:15).

 Эпӗ хамӑн Библипе усӑ курма пулатаратӑп-и?

 Ҫапла. Эсир Библин кирек хӑш куҫарӑвӗпе те усӑ курма пултаратӑр. Пире «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» килӗшет, мӗншӗн тесен вӑл уҫӑмлӑ та тӗрӗс куҫару. Анчах эпир нумайӑшне хӑйсем хӑнӑхнӑ Библипе вӗренме килӗшнине ӑнланатпӑр.

 Эпӗ вӗренме ыттисене чӗнме пултаратӑп-и?

 Ҫапла. Эсир Библи вӗренме хӑвӑр ҫемйӳне е тусусенчен хӑш-пӗрисене чӗнме пултаратӑр.

 Эпӗ унччен Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗреннӗ пулсан, манӑн мӗн тумалла? Ҫӗнӗрен вӗренмелле-и?

 Ҫапла. Тен, сире ҫак ҫӗнӗ курс унчченхинчен ытларах килӗшӗ, мӗншӗн тесен ҫак курса ҫынсене халь мӗн кирлине шута илсе хатӗрленӗ. Унчченхи Библи вӗренмелли программӑсемпе танлаштарсан, унта видеосемпе ытти материалсем пур.

 Сирӗн ҫын валли хӑй тӗллӗн, инструкторсӑр вӗренмелли программа пур-и?

 Пур. Нумайӑшӗ инструкторпа вӗренни нумайрах усӑ панине асӑрхаҫҫӗ пулин те, хӑш-пӗрисем чи малтан Библие хӑйсем тӗллӗн вӗренесшӗн. «Библи вӗренмелли пособисем» ятлӑ страницӑра Библи вӗренме пулӑшакан тӳлевсӗр хатӗрсен списокне илсе панӑ. Акӑ вӗсенчен хӑш-пӗрисем: