Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем секта-и?

Иегова Свидетелӗсем секта-и?

 Ҫук, Иегова Свидетелӗсем секта мар. Вӗсем христиансем, вӗсем Иисус Христосран тӗслӗх илме тата вӑл мӗне вӗрентни тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Секта мӗн вӑл?

 «Секта» сӑмаха нумайӑшӗ хӑйне майлӑ ӑнланать. Айтӑр ҫак сӑмах тӗлӗшӗпе пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑракан икӗ шухӑша тата мӗншӗн пирӗн пирки секта тесе калама ҫуккине пӑхса тухар.

  •   Хӑшӗ-пӗрисем секта вӑл мӗнле те пулин ҫӗнӗ тӗн тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Иегова Свидетелӗсем ҫӗнӗ тӗн шутласа кӑларман. Сӑмахран, эпир Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен тӗслӗх илетпӗр, вӗсем мӗне вӗрентнипе мӗнле пурӑнни ҫинчен вара Библире ҫырса панӑ (2 Тимофей 3:16, 17). Мӗнле тӗн чӑн христиансен тӗнӗ пулнине пӗлме Библи ҫеҫ пулӑшнине ӗненетпӗр эпир.

  •   Хӑшӗ-пӗрисем секта вӑл пӗр-пӗр ҫын ертсе пыракан хӑрушӑ тӗн юхӑмӗ тесе шутлаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем хӑйсем хушшинчи пӗр ҫын пирки те ертӳҫӗ тесе шутламаҫҫӗ. Вӗсем Иисус Христос хӑварнӑ йӗркене тытса тӑраҫҫӗ. Иисус Христос: «Сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос»,— тесе вӗрентнӗ (Матфей 23:10).

 Хӑрушӑ сектӑсемпе танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсен тӗнӗ хӑйсене кӑна мар, обществӑна та усӑ парать. Сӑмахран, эпир ырӑ хыпар сарнине пула нумай ҫын сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑлма пултарнӑ, ҫав шутра наркотиксемпе тата ӗҫкӗпе айкашма пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне, эпир тӗрлӗ ҫӗршывсенче вулама-ҫырма вӗренмелли курссем йӗркелетпӗр, пин-пин ҫынна ҫак тӗлӗшрен пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех эпир ҫутҫанталӑк инкекӗсене тӳснисене пулӑшу паратпӑр. Христос заповедьне тытса тӑрса эпир ыттисене ырӑ тӑвас тесе нумай тӑрӑшатпӑр (Матфей 5:13—16).