Тӗп матералсем патне куҫӑр

Пур тӗн те пӗрех-и? Вӗсем пурте Турӑ патне илсе пыраҫҫӗ-и?

Пур тӗн те пӗрех-и? Вӗсем пурте Турӑ патне илсе пыраҫҫӗ-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫук, пурте пӗрех мар. Библире Турӑ ырламан тӗнсем пирки нумай каланӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлама пулать.

1-мӗш ушкӑн: суя турӑсене пуҫҫапакансем

 Библире суя турӑсене пуҫҫапни ҫинчен каланӑ чухне «ниме тӑмасть», «ултав» тата «ним усси те ҫук» текен сӑмахсемпе усӑ курнӑ (Иеремия 10:3—5; 16:19, 20). Иегова a Турӑ авалхи Израиль халӑхне ҫакна тума хушнӑ: «Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем ан пулччӑр» (Тухни 20:3, 23; 23:24). Израильтянсем ытти турӑсене пуҫҫапнӑ чухне Иеговӑн «ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ» пулнӑ (Йыша шутлани 25:3; Левит 20:2; Тӳресен 2:13, 14).

 Ҫавӑн пек турӑ теекен япаласене пуҫҫапни ҫине Турӑ халӗ те унчченхи пекех пӑхать (1 Коринф 8:5, 6; Галати 4:8). Вӑл хӑйне пуҫҫапас текенсене суя тӗне тытса тӑракансемпе хутшӑнма пӑрахӑр тет. Вӑл калать: «Вӗсен хушшинчен тухӑр... уйрӑлӑр вӗсенчен» (2 Коринф 6:14—17). Пур тӗн те лайӑх пулсан тата вӗсем пурте Турӑ патне илсе пыраҫҫӗ пулсан, мӗншӗн-ха Турӑ ҫакна тума хушать?

2-мӗш ушкӑн: Турра вӑл ырламан майпа пуҫҫапакансем

 Хӑш-пӗр чухне израильтянсем Турра пуҫҫапнӑ чухне суя турӑсене пуҫҫапакан халӑхсенчен йышӑннӑ йӑласемпе тата ӗҫсемпе усӑ курнӑ. Анчах та Иегова чӑн тӗне суя тӗнпе хутӑштарнине ырламасть (Тухни 32:8; Саккуна астутарни 12:2—4). Пӗрремӗш ӗмӗрти тӗн пуҫлӑхӗсем Турра мӗнле пуҫҫапнине Иисус сивленӗ: вӗсем тулашӗнчен Турра ӗненекенсем пек курӑннӑ, анчах хӑйсене икӗпитлӗ тытса вӗсем «саккунри чи кирлине — тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине» сирсе янӑ (Матфей 23:23).

 Хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах: чӑнлӑха вӗрентекен тӗн ҫеҫ ҫынсене Турӑ патне илсе пыма пултарать. Ҫав чӑнлӑх вара — Библире (Иоанн 4:24; 17:17; 2 Тимофей 3:16, 17). Тӗнӗн вӗрентӗвӗсем Библие хирӗҫлеҫҫӗ пулсан, ҫав тӗн, чӑннипе каласан, ҫынсене Турӑран пӑрса ярать. Вӗрентӳсенчен нумайӑшне — сӑмахран, Троица ҫинчен, вилӗмсӗр чун ҫинчен тата тамӑкра ӗмӗр асапланасси ҫинчен калакан вӗрентӳсене — Библирен илнӗ тесе шутлаҫҫӗ ҫынсем, анчах та вӗсене суя турӑсене пуҫҫапакансенчен йышӑннӑ. Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫавӑн пек вӗрентӳсене тытса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫавӑн пек «пуҫҫапни усӑсӑр», мӗншӗн тесен Турӑ мӗн тума ыйтнине тӗн йӑли-йӗркисемпе улӑштараҫҫӗ (Марк 7:7, 8, Ҫӗнӗ Халал).

 Турӑ тӗнсенчи икӗпитлӗхе кураймасть (Тит 1:16). Ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесен тӗнӗн ҫынсен кулленхи пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрсе тӑмалла, тӗрлӗ йӑла-йӗркесене ячӗшӗн ҫеҫ тытса тӑнипе ҫырлахса тӑмалла мар. Сӑмахран, Библире ҫапла каланӑ: «Кам та пулин Турра пуҫҫапатӑп тесе шутлать пулсан, анчах хӑйӗн чӗлхине тытса чармасть пулсан, вӑл хӑйне хӑй улталать. Унӑн пуҫҫапни усӑсӑр. Акӑ мӗнле пуҫҫапнине пирӗн Турӑ тата Атте таса та айӑпсӑр тесе шутлать: инкеке лекнӗ тӑлӑх ачасемшӗн тата тӑлӑх арӑмсемшӗн тӑрӑшмалла тата ҫак тӗнчепе вараланмалла мар» (Иаков 1:26, 27, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Яков патша Библийӗнче ҫак сӑвӑ йӗркисенче ҫавӑн пек тӗн пирки «таса тӗн» тенӗ.

a Библире каланӑ тӑрӑх, чӑн Туррӑн ячӗ — Иегова.