Тӗп матералсем патне куҫӑр

Арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланмасӑр пӗрле пурӑнни ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

Арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланмасӑр пӗрле пурӑнни ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

Библире мӗн каланӑ?

 Библире каланӑ тӑрӑх, ҫынсен хӑйсене «аскӑнлӑхран чарса» тӑмалла (1 Фессалоника 4:3). Библире «аскӑнлӑх» тени вӑл аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталаннине, гомосексуализма тата мӑшӑрланман арҫынпа хӗрарӑм ар ҫыхӑнӑвне кӗнине пӗлтерет.

 Мӗншӗн Турӑ пӗрле пурӑнас текен арҫынпа хӗрарӑма мӑшӑрланмалла тет?

  •   Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Турӑ пуҫарса янӑ. Вӑл Адампа Евӑна пӗрлештернипе мӑшӑрлӑ пурнӑҫа йӗркелесе янӑ (Пултарни 2:22—24). Вӑл арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланмасӑр ан пурӑнччӑр тенӗ.

  •   Турӑ ҫынсемшӗн мӗн лайӑх пулнине пӗлет. Вӑл шутласа хунӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑмӑн мӑшӑрлансан мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрле пурӑнмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫемьери ҫынсене усӑ тата хӳтлӗх парса тӑрать. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Сӗтел-пукана тӗрӗс пуҫтарас тесен ӑна ҫав тавара туса кӑлараканӑн инструкцийӗ тӑрӑх пуҫтармалла. Ҫавӑн пекех, ҫирӗп ҫемье ҫавӑрас тесен Туррӑн канашӗсене тытса тӑмалла. Туррӑн канашӗсем вара яланах усӑ параҫҫӗ (Исаия 48:17, 18).

    Сӗтел-пукана тӗрӗс пуҫтарас тесен ӑна ҫав тавара тӑваканӑн инструкцийӗ тӑрӑх пуҫтармалла. Ҫирӗп ҫемье ҫавӑрас тесен Туррӑн канашӗсене тытса тӑмалла

  •   Мӑшӑрланиччен ар ҫыхӑнӑвне кӗни япӑххи патне илсе ҫитерме пултарать. Сӑмахран, кӗтмен ҫӗртен йывӑр ҫын пулса тӑма пулать, ар ҫыхӑнӑвне кӗнине пула ерекен чирпе чирлесе ӳкме пулать тата ҫакна пула чунра тарӑн сурансем юлма пултараҫҫӗ a.

  •   Ар ҫыхӑнӑвне кӗресси вӑл — ача-пӑчаллӑ пулмалли май. Турӑ пурнӑҫа питӗ хаклать, унсӑр пуҫне, хӗрарӑмсем ача ҫуратма пултарни вӑл — Турӑ панӑ парне. Турӑ ҫынсем ҫак парнене хисеплеччӗр тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки хӑй панӑ йӗркене тытса тӑччӑр тет (Еврейсем 13:4).

 Арҫынпа хӗрарӑм пӗрле телейлӗ пулма пултарнипе пултарайманнине пӗлес тесе мӑшӑрланиччен пӗрле пурӑнмалла-и?

 Арҫынпа хӗрарӑм хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас тесе мӑшӑрланиччен пӗрле пурӑнни телейлӗ ҫемье ҫавӑрма пулӑшмасть, мӗншӗн тесен вӗсен пӗр-пӗрин умӗнче нимӗнле яваплӑх та ҫук. Ҫавӑнпа вӗсенчен пӗри ҫӑмӑллӑнах теприне пӑрахса тухса кайма пултарать. Вӗт икӗ ҫын хушшинчи хутшӑнусем вӗсем пӗр-пӗрне чунтан парӑнса пурӑнаҫҫӗ тата йывӑрлӑхсене пӗрле чӑтса ирттереҫҫӗ пулсан ҫеҫ ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ b. Мӑшӑрланнӑ чухне пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма сӑмах пани упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетет (Матфей 19:6).

 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫирӗп пултӑр тесен мӗн тумалла?

 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Анчах та упӑшкипе арӑмӗ Библири канашсене тытса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетеҫҫӗ. Акӑ ҫав канашсенчен хӑш-пӗрисем:

a «Вопросы молодежи» ярӑмри «Что, если меня склоняют к сексу?» статьяна пӑхӑр.