Тӗп матералсем патне куҫӑр

Ҫемьене телейлӗ тума мӗн кирлӗ?

Ҫемьене телейлӗ тума мӗн кирлӗ?

Сирӗн шутпа...

  • юрату-и?

  • укҫа-тенкӗ-и?

  • мӗн те пулин урӑххи-и?

 БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурӑнӑҫласа тӑракансем тата телейлӗрех» (Лука 11:28, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

Чӑн-чӑн юрату тупма (Эфес 5:28, 29).

Чунтан хисепленипе савӑнма (Эфес 5:33).

Пӗр-пӗрне яланах шанма пулӑшӗ (Марк 10:6—9).

 БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?

Пулать, ҫавна валли сахалтан та икӗ сӑлтав пур:

  • Турӑ — ҫемьене Никӗслекен. Библире Иегова Турӑ пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пӗрлештернӗ тенӗ (Пултарни 2:18—24). Урӑхла каласан, ҫемьеллӗ пурнӑҫпа пурӑнас йӗркене Турӑ пуҫарса янӑ. Ҫакӑ пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

    Шухӑшласа пӑхӑр-ха: сире пӗр-пӗр апат килӗшрӗ пулсан, ӑна мӗнле пӗҫермелли ҫинчен эсир камран ыйтнӑ пулӑттӑр? Паллах ӗнтӗ, ӑна хатӗрлекенрен.

    Ҫавӑн пекех ҫемьене телейлӗ тӑвас тетпӗр пулсан, ҫавӑн пирки Иеговӑран, ҫемьене Никӗслекенрен, ыйтни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Пултарни 2:18—24).

  • Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать. Мӗншӗн ҫемьесен Иеговӑн канашӗсене унӑн Сӑмахӗнче, Библире, шырамалла? Мӗншӗн тесен «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать» тенӗ Библире (1 Петр 5:6, 7). Иегова пире чи лайӑххине кӑна сунать, унӑн канашӗсем вара яланах усӑллӑ! (Ытарӑшсем 3:5, 6; Исаия 48:17, 18.)

 ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА

Лайӑх упӑшка, арӑм тата ашшӗ-амӑшӗ пулас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ЭФЕС 5:1, 2 тата КОЛОССӐ 3:18—21 пӑхӑр.